Инфоурок / Другое / Другие методич. материалы / Чувашские традиции и обряды
Обращаем Ваше внимание: Министерство образования и науки рекомендует в 2017/2018 учебном году включать в программы воспитания и социализации образовательные события, приуроченные к году экологии (2017 год объявлен годом экологии и особо охраняемых природных территорий в Российской Федерации).

Учителям 1-11 классов и воспитателям дошкольных ОУ вместе с ребятами рекомендуем принять участие в международном конкурсе «Я люблю природу», приуроченном к году экологии. Участники конкурса проверят свои знания правил поведения на природе, узнают интересные факты о животных и растениях, занесённых в Красную книгу России. Все ученики будут награждены красочными наградными материалами, а учителя получат бесплатные свидетельства о подготовке участников и призёров международного конкурса.

ПРИЁМ ЗАЯВОК ТОЛЬКО ДО 15 ДЕКАБРЯ!

Конкурс "Я люблю природу"

Чувашские традиции и обряды




Московские документы для аттестации!

124 курса профессиональной переподготовки от 4 795 руб.
274 курса повышения квалификации от 1 225 руб.

Для выбора курса воспользуйтесь поиском на сайте KURSY.ORG


Вы получите официальный Диплом или Удостоверение установленного образца в соответствии с требованиями государства (образовательная Лицензия № 038767 выдана ООО "Столичный учебный центр" Департаментом образования города МОСКВА).

ДИПЛОМ от Столичного учебного центра: KURSY.ORG


библиотека
материалов

Класс тулашěнчи 5-мěш класпа ирттермелли сценари



Сценари тěллевě: ачасен пуплев шайне аталантарасси, хǎйсене обществăллă вырăнта йĕркеллĕ пулма вĕрентесси, чǎвашǎн йǎли-йěркипе паллаштарасси.


Кирлě хатěрсем: чǎвашǎн гимнě, чǎваш тумě, чǎваш юррисемпе кассета, плакат- цитатǎсем.


Мероприяти юхǎмě.


Хěр ачапа арçын ача сцена çине тухаççě, чǎваш гимнě янраса каять, залри халǎх ура çине тǎрать.


Хěр ача Камсем эпир , мěнле кǎкран эпир?

Ăçти тусан пирěн ÿте хуратнǎ?

Ăçти шыв-шур пирěн пите шуратнǎ?

Мěнле çилпе те хěвелпе эпир,

Кǎлкан çилхи пек, кǎмǎла вылятнǎ?


Арçын ача Камсем эпир, мěнле йǎхран эпир?

Мěнле анне сире савса çуратнǎ?

Мěнле атте ура çине тǎратнǎ?

Мěнле ǎспа та хапǎлпа эпир


Чǎваш çěрне таса чунпа юратнǎ.



Хěр ача Паян эпир сирěнпе чǎваш уявне ирттерме пуçтарǎнтǎмǎр.Кашни класс çак уява хатěрленнě. Халě 5-мěш А класа сǎмах паратпǎр.Вěсем класпа хатěрленнĕ пьесǎ кǎтартаççě. Пьеса «Чаплǎ парне» ятлǎ.

(С Мерчен темипе çырнǎ пěр пайлǎ кулǎш).



Чǎваш юрри илтěнет.



Вылякансем:

Амǎшě –

Кенук –

Мишшан куккǎшěпе инкěшě –

Пěрле вěренекен юлташěсем:



Пÿлем. Сěтел хушшинче Мишша чǎваш чěлхи учебникě тытса ларать, Вǎл пěрре кěнеке, çине тепре чÿрече еннелле кичеммĕн пǎхкалать.Тěпěлти пÿлěмрен амǎшě витре йǎтса тухать.


Амǎшě Мишша, ара, эсě халě те урокусене тǎвас шухǎшпа лармастǎн-çке!

Мишша Паян йывǎр урок çук, татǎксене çырассине çеç вěрентрěç.

Амǎшě Вěренсе те çитрěн-и?

Мишша Эп ǎна шкултах ǎнлантǎм.(çÿлелле пǎхса).Та, те татǎксене, м- м,

татǎксене… .Эй теме кирлě пуль.Уйрǎм çырсан та пěрле çырсан та пěр

мар-и, такам та ǎнланать.



Амǎшě Пурпěр пулсан вěрентмен те пулěччě-ха ǎна..

Мишша Пурпěр пулмасǎр. Акǎ, сǎмахран «кěнеке те» сǎмахсене илер. «Кěнекете текен сǎмах çуккине такам та пěлет. Апла пулсан вǎл» кěнеке те тенине пĕлтерет (йǎвашшǎн). Анне, паян мана чи чаплě парне кам парě-ши?


Амǎшě Вěрен. Ытти уроксене вěрен.Эпě шыв ǎсса килěп те кǎштах сěтел çи хатěрлем. Санǎн юлташусемпе пěрле паян, тен, кукку та килě. Чи чаплǎ парне хуть кам парсан та пěрех.



Мишша Анне,куккаран купǎс илсе килсен аван пулěччě те. Ачасем пуçтарǎнсан чăваш ташшине ташлама вěренĕттěмěр.



Амǎшě Илсе килěр, ара, илсе килěр. Манран чару çук. Аçу та часах вǎрмантан килет пуль. Шыв ǎсса килем-ха унччен. Эс вěренех.



Мишша Тупнǎ пит кирлě япала.(çÿлелле пǎхса) Та, те татǎксене…татǎксене..Хǎçан пěрле çырмалаччě-ха? (кěнекине сěтел çинчен илсе уçса пǎхать) А-ха. Пěлетěп. Вǎт пěлтěм те…Чи чаплǎ парне анне парать пуль-ха…(чÿрече патне чупса пырса пǎхать те тулалла пǎхса кǎшкǎрать) Кенук!, Кенук! Кěр-ха, кěр, ǎçта каятǎн?



Тулти сасǎ Ялти лавккана каятǎп



Мишша Кенук, итле-ха, кукка патне кěрсе тух-ха, купǎс илсе кил .Кĕр-ха, кěр.



Мишшапа амǎшě, Кенук пÿрте кěреççě.


Кенук Ман килес.


Амǎшě Ирт, ирт, Кенук. Ларса кан. Эс уроксене туса пěтертěн пулě-ха?

Кенук Тин çеç туса пěтертěм.Анне лавккана кайса килме хушрě. Супǎнь илме каятǎп.


Мишша Анне, Кенук куккасем патне кěрсе тухтǎр-ха.


Амǎшě Çырса парса яр-ха эппин хут. Хǎйсем те килччěр. Çуралнǎ кун ячěпе туссем пуçтарǎнаççě, те, купǎс илсе килěр, те.


Мишша Халех, анне. Кенук эс лар-ха.(хутпа кǎранташ тытать те çырать).Акě, ме, куккана кěрсе пар-ха. Ху та килме ан ман. Атте мана çуралнǎ кун ячěпе мулкач тытса килсе паратǎп тенěччě.


Кенук Мулкач какайěнчен юлас марччě. Чупам-ха эппин (тухса каять).


Амǎшě Урокна турǎн пулсан сěтел çинчи япаласене пуçтар та ак, хǎнасене кěтсе илме хатěрленер. Ачасем те килеççě пуль.



Мишшапа амǎшě сěтал витеççě, пукансем лартаççě, пÿртре тирпейлеççě. «Пирěн килес»- тесе пÿлеме пěрерěн, икшěрен шкул ачисем пуçтарǎнаççě. Мишша вěсене йěркипе лартать те çěнě кěнекесем кǎтартма пуçлать.


Мишша Ку кěнекене паян анне илсе пачě.


Пěрремěш ача Акǎ эпир те сана кěнеке парнелетпěр.


Хěр ача Эпир сǎвǎ кǎнеки илсе килтěмěр.(ачасем кěнекине Мишшана парнелеççě).


Мишша Тавтапуç, тантǎшсем.(чÿречерен пǎхса) Ав Кенук чупса иртсех кайрě. Ěнтě куккасем те килеççě пуль.Купǎспа ташлатпǎр

Алǎка шаккани илтěнет.

Мишша Кěр, Кенук, кěр!.

(Кенук аллинче картина).

Кенук Мишшша ку картинана эпě хам ÿкернě, ǎна сана çуралнǎ кун ячěпе парнелетěп.

Мишшша Тавтапуç сана, Кенук.



Кенук Куккасем те килетпěр терěç, çыруне вěсене кěртсе патǎм.

Ачасем Ай-ай, аван ÿкернě!.


Алǎка шаккани илтěнет.


Сасǎсем -_Кěме юрать-и?


- Пирěн килес!.


Мишша (алǎк патне чупса пырать).Инке,кукка, кěрěр,кěрěр(ачасене)купǎс илсе килчěç, купǎс!.Çиччас ташлама пуçлǎпǎр.

Пÿлеме малтан пěр сетка пуçлǎ купǎста йǎтнǎ инкěш.унтан чěрес йǎтнǎ куккǎш кěрсе тǎраççě.Ачасем вěсем çине тěлěнсе пǎхса тǎраççě.


Амǎшě Ку мěне пěлтерет?


Куккǎшě Те пуçлǎ купǎста кирлě пулнǎ,те тǎварлани…çавна тěплěн çырман та, ун пекки те, кун пекки те илсе килес терěмěр.


Амǎшě Ара, сиртен кам купǎста ыйтса çырнǎ?Купǎста хамǎрǎн та çителěклěх.


Инкěшě Ак, çыруне Кенук пырса пачě…



Мишша Эпě унта купǎста мар. Купǎс ыйтса çырнǎччě.


Амǎшě Кÿр-ха вуласа пǎхам.(çырǎва илсе вулама пуçлать). «Инке, кукка, эсир паян ман çуралнǎ куна килěр-ха. Пěрле купǎста илсе килěр вара. Мишша». Эй, ачам, ачам! Вǎт сана татǎксене пěрле е уйрǎм çырасси! Купǎс вырǎнне купǎста илсе килсе пачěç вěт!

Ачасем кěрлесе каяççě.


Кенук Эпě ǎна паçǎрах куртǎм.Вěрентěр-ха терěм. Купǎс вырǎнне купǎста, кěл вырǎнне кěлте илсе килме пуçласан, грамматика та кирлě пулать.


Мишша ним чěнмесěр пуçне усса тǎрать.



Амǎшě Ак сана чи чаплǎ парне!.



Арçын ача Тǎван чěлхе тǎван юрǎ-кěвěпе пěр шайра.Ашшě- амǎшě чěлхинчен писнě этем унǎн юрри-кěввинчен те сивěнет, тымарěнчен татǎлнǎ йывǎç-курǎк евěр типсе ларать.Тǎван чěлхене, юрри, кěввине хисеплекен, упракан çын тǎван халǎхран нихǎçан та уйрǎлмě.



Хěр ача Тǎван чěлхе - атте ǎс-пуçĕ

Тǎван чěлхе - анне сасси.

Тǎван чěлхесěр шалкǎм хуçě,

Тǎван чěлхе вǎл - пуласси.



Халě пире чǎвашǎн йǎли-йěркипе 5б паллаштарасшǎн, вěсене сцена çине тухма ыйтатпǎр!


Чǎваш юрри илтěнет.



Çǎварни.

Сцена çине шǎнкǎравпа хěр ача тухать, хǎйěн юлташěсене чěнет.

Хěр ача Марине, Урине, Кулине, çǎварни çитрě.Айтǎр тǎвайккинчен ярǎнма.


Тепěр хěр ача Çǎварни, çǎварни!

Паян вěт-ха çǎварни!

Пурте килěр уява.


Икě хěр ача çǎварни юррине юрлама пуçлаççě, ыттисем вěсен хыççǎн юрлаççě.

Шǎнкǎр- шǎнкǎр, шǎнкǎр

Шǎнкǎр- шǎнкǎравне.

Епле ǎста тунǎ-ши

Шǎнкǎр-шǎнкǎравне.



Пěрре, иккě, виççě

Тух-ха Кулине

Çерçи ури хуçǎлтǎр

Çǎварни çиттěр.


И çǎварни, çǎварни

Çǎвар тулли икерчи

Кесье тулли мǎйǎрри

Эрне хушши катаччи..


И çǎварни, çǎварни

Çǎварни килет, куртǎр-и?

Çуркуннене сисрǎр-и,

Хирěç тухса илтěр-и?


Хěрсем юрласа пěтерсен, вěсем патне карчǎкпа старик икěрчěпе тухаççě.


Старик Эй, васпати.Турǎ пÿлěх тивлетне патǎр çеç, ял карти тěрěклě пултǎр. Эпě те паян çǎварни ватти пулса пěрре тǎвайккинчен ярǎнса антǎм.

Карчǎк Çǎварни карчǎкě пулса эп шǎмшака хускатрǎм вěт. Атя турри сывлǎх патǎр тепěр çǎварниччен.Ачасем, çǎварни икерчине тутанса пǎхǎр-ха?

Пěр хěр ача Кукамипе кукаçи, пирěнпе пěрле вǎйǎ выльǎр-ха!

Сиарик Эй, выляса пǎхас пуль, çамрǎк чухнехине аса илсе.

Тепě хěр ача Эсирех вара пире йертсе пырǎр.

Карчǎк Ну, юрě.


Хěрсем вǎйǎ юррине юрла пуçлаççě, карчǎка вǎйǎ варрине хǎвараççě, старик вара тул енче юлать.


Чи вěлтěр, чи вěлтěр

Чи вěл туя пěр туя

Тимěр туя касса тух

И эс чипер, эп чипер,

Чǎн чиперри çак ача.

Кам патěнче юрǎ вěçленчě, вǎл юрласа е ташласа парать.

Старик Кулинене мěн тутаратпǎр?.

Карчǎк Çǎварни çинчен мěн те пулин каласа патǎр.

Хěр ача сǎвǎ вуласа парать.

Эй, çǎварни, çǎварни,

Юрǎ ташǎ кǎларни

Çуркуннене чыслани,

Хěле ěçсĕр хǎварни.

Асаттесен пилěпе

Атте, анне ирěкěпе,

Пурǎнар-ха, тǎвансем

Асран кайми чǎвашсем.

Сцена çине темĕн те пěр тǎхǎннǎ çынсем тухаççě.Малти –патак çине лаша пуçне( хутран тунǎ) йǎтса тухаççě,ун хыçěнчен ытти ачасем те тухаççě.(тилхепе тытса тухнǎ пек тǎваççě) Кама çул çинче тěл пулаççě, çавна чǎпǎрккапа çапаççě.Çапла сǎмахсем калаççě:Чир, чир кайтǎр, усал- тěсел кайтǎр.Ку ачасем кěрсе каяççě.


Карчǎк Çǎварни ачисем, чир- чěрсене хǎваласа кайрěç, халь вара вǎййа малалла тǎссан та юрать пулě.

Вǎййа тепěр хут пуçлаççě.

Чи вěлтěр , чи вěлтěр

Чи вěл туя пěр туя

Тимěр туя касса тух

И эс чипер , эп чипер,

Чǎн чиперри çак ача.

Старик: Ну , Уринене мěн тутарар , ачасем ?

Кинеми: Унǎн сассийě çепĕç , атя юрǎ юрлаттарар,

Урине: Марине мана пулǎшсан, эпě юрлама хатěр.

Марине: Юлташа мěнле пулǎшмǎн вара?

Хĕрсем юрлаççĕ.

Анне мана грузина качча парасшǎн. 2хут

Каймастǎп грузина, пěлместěп грузинла

Грузин чейне вěретме чǎнахах та пěлместěп



Анне мана тутара качча парасшǎн,2хут

Каймастǎп тутара, пěлместěп тутарла,

Лаша ашне пěçерме чǎнахах та пěлместěп.


Анне мана вырǎса качча парасшǎн.2хут

Каймастǎп вырǎса, пěлместěп вырǎсла,

Пельмен яшки пěçерме чǎнахах та пĕлместěп.

Анне манна чǎваша качча парасшǎн,2хут

Каятǎп чǎваша,пěлетěп чǎвашла,

Серте яшки пěçерме чǎнахах та пěлетěп

Кинеми Иккěшěн те сассисем чěкеçěннни пек, итлесе тǎранмалла мар.


Сцена çине иккěн тухаççě, çунашка çинче улǎмран тунǎ чучело пур.

Пěри Çǎварни каять, çǎварни каять


Тепри Çǎварнине ǎсатма каймалла.


Старик Ара, ачасем, айтǎр çǎварнине ǎсаттиччен ташласа юлар.

(ачасем чучело тавра ташлама пуçлаççě)

Трактористне калǎр-ха,

Трактор çине шыв ятǎр,

Гармонистне калǎр-ха,

Купǎсне аван калатǎр.


Тухатǎп, тухатǎп,

Купǎс умне тухатǎп.

Нумай - нумай ташламастǎп,

Кǎмǎл туса паратǎп.


Эп весёлый, эп весёлый

Эп весёлый хěр ача.

Эп весёлый пулман пулсан

Ташламǎттǎм çакǎнта.

Пěрре, иккě, виççě, тǎваттǎ,

Урǎх ташламастǎп,

сǎпаççипǎ гармонистне

урǎх ташламастǎп.


Ташлама чарǎнсан карчǎк чучело çине икерчě пǎрахать, çакǎн пек сǎмахсем калать: «çǎварни карǎкě тутлǎхлǎ пул».


Пěр хěр ачи Чипер кай.


Тепěр хěр ача Чир-чěре ялтан илсе кай.


Старик Арçын пуçне вǎй хǎват пар, арǎм пуçне ырлǎх, сывлǎх пар.


Карчǎк Ну, халь вара, çǎварни карчǎкне ǎсатса ярсан та юрать.


Пурте юрласа сцена çинчен кěрсе каяççě.


Çǎварни çуни, ай, креслаллǎ,

Ларса чупма чǎтать-ши, чǎтать-ши. 2хух


Çǎварни килет, ай пěр эрне

ма килместь-ши ик эрне, ик эрне. 2хут



Çулталǎкри çǎварни те

час çаврǎнса, час çитмест, час çитмест. 2 хут


Арçын ача Чǎваш чěлхи-тǎван чěлхе

эс- чи пахи, эс -чун уççи.

Чǎваш чěлхи- тǎван чěлхе,

пин чěлхерен чи çепěççи.



Хěр ача Çак чěлхепе эп калаçатǎп,

куллен çыратǎп та вулатǎп.

Çак чěлхепе эп мухтанатǎп,

куллен- кунах ǎса туптатǎп.



5в классем хǎйсем чǎваш чěлхипе мěнле калаçма пултарнине кǎтартасшǎн.Вěсене халь алǎ çупса кěтсе илетпěр.


Чǎваш юрри илтěнет.




Автор Тилě тус вǎрманта çÿрет.Ăна ватǎ юман çинче ларакан тǎмана асǎрхать.


Тǎмана Тилě тус, эс ǎçта каятǎн?

Тилě Яла.

Тǎмана Ялта мěн пур.

Тилě Сар автан пур.

Тǎмана Хырǎму пит выçрě-им?

Тилě Выçрě çав.

Тǎмана Вǎрманта апат çук-им?

Тилě Тупаймарǎм.

Тǎмана Ялта Хампур пур?

Тилě Эпир унпа туслǎ-ха.

Автор Тилě тус ял хěрринчи çурт патне çитет, картишне кěрет.

Чǎх чěппи иртсе пырать.

Чěпě Эсě кам?

Тилě Тилě тус эп. Ман çинчен илтмен-им?

Чěпě Çук, илтмен. Эп ěнер кǎна çуралнǎ.

Тилě Апла пулсан эс пит тутлǎ.

Чěпě Çук, эпě тутлǎ мар. Сарǎ тырǎ пěрчи тутлǎ.

Автор Тилě чǎх чěппи тавра явǎннине чǎх асǎрхать те вěсем патне чупса пырать.

Чǎх Эс яла мěншěн килтěн?

Тилě Эпě сана илме килтěм.

Чǎх Манпа эсě мěн тǎвасшǎн?

Тилě Çиесшěн.

Чǎх Ах, епле эс калаçатǎн?

Тилě Эпě выçǎ .Ху куран.

Чǎх Эпě автана чěнетěп.

Тилě Чěнех, чěнех. Маа апат нумайрах пулě.

Автор Чǎх пулǎшу ыйтнине илтсе вěсем патне автан пырать.

Тилě Эп сана çиетěп, автан тус.

Автан Мана çиме кǎштах кěт.Кěркуннеччен.

Тилě Ытла нумай кěттерен.

Автан Ун чухне эп çуллǎрах та тутлǎрах пулǎп.

Тилě Çук, текех кěтместěп. Сана эп халех çиетěп.

Автан Кǎра-у-ул!Хампур, ǎçта эс, хǎтар!

Йытǎ Яр халех Сар автана. Унсǎрǎн лекет сана!.

Тилě Ах, Хампур кум, эпир санпа тǎвансем-çке.

Йытǎ Эпě санǎн куму мар, эп санпа тăванлǎ мар.

Тилě Юрě, юрě, ан шавла.

Йытǎ Эсě вара ан вǎрла.

Тилě Ку пулě юлашки, тек килмěп.

Йытǎ Ак халех эп чěнěп халǎха. Яр тенě автана!

Тилě Ме, илех автана.

Автор Тилě вǎрмана тарать. Хампур кǎмǎллǎн:-Пǎх та кур, юрать хам пур!

(О.Воробьёва).

Хěр ача Чǎвашра вǎрман та чǎвашла кашлать,

Шǎпчǎк та юрлать кунта халь чǎвашла

Пин чěлхеллǎ халǎх хушшинче

Калаçса çÿретěп эпě-чǎвашла.


Арçын ача 5-мěш классем хатěрленě уяв вěçленчě. Сывǎ пулǎр, тепре тěл пуличчен.


Самые низкие цены на курсы переподготовки

Специально для учителей, воспитателей и других работников системы образования действуют 50% скидки при обучении на курсах профессиональной переподготовки.

После окончания обучения выдаётся диплом о профессиональной переподготовке установленного образца с присвоением квалификации (признаётся при прохождении аттестации по всей России).

Обучение проходит заочно прямо на сайте проекта "Инфоурок", но в дипломе форма обучения не указывается.

Начало обучения ближайшей группы: 13 декабря. Оплата возможна в беспроцентную рассрочку (10% в начале обучения и 90% в конце обучения)!

Подайте заявку на интересующий Вас курс сейчас: https://infourok.ru


Общая информация

Номер материала: ДБ-227992
Курсы профессиональной переподготовки
133 курса

Выдаем дипломы установленного образца

Заочное обучение - на сайте «Инфоурок»
(в дипломе форма обучения не указывается)

Начало обучения: 13 декабря
(набор групп каждую неделю)

Лицензия на образовательную деятельность
(№5201 выдана ООО «Инфоурок» 20.05.2016)


Скидка 50%

от 13 800  6 900 руб. / 300 часов

от 17 800  8 900 руб. / 600 часов

Выберите квалификацию, которая должна быть указана в Вашем дипломе:
... и ещё 87 других квалификаций, которые Вы можете получить

Похожие материалы

Получите наградные документы сразу с 38 конкурсов за один орг.взнос: Подробнее ->>