Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / Другое / Статьи / Чăваш чĕлхи урокĕсенче усă куракан викторинăсен вĕрентÿри пĕлтерĕшĕ

Чăваш чĕлхи урокĕсенче усă куракан викторинăсен вĕрентÿри пĕлтерĕшĕ

  • Другое

Поделитесь материалом с коллегами:

Сердцева Светлана Дмитриевна

МБОУ «СОШ№27» г.Чебоксары



Чăваш чĕлхи урокĕсенче усă куракан викторинăсен вĕрентÿри пĕлтерĕшĕ


Викторина-ăнсăрту элеменчĕллĕ, пĕлÿ паракан вăйă. Ǎна кружок занятийĕсенче, чăваш чĕлхине халаланă уявсенче, пĕр-пĕр пысăк темăна вĕреннĕ хыççăн урокра ирттерме пулать.

Викторинăсене класс тулашĕнчи тĕрлĕ ĕçсемпе пĕрле ирттерни усăллă. Калăпăр, класс сбора хатĕрленет-и, литература походне тухать-и, литература каçĕ пулать-и, вулакансен конференцине хатĕрленме тытăннă-и, программăра викторина ыйтĕвĕсем те пулмалла.

Вĕренекенсем викторина валли малтанах хатĕрленсе хураççĕ, яланах тенĕ пек кăсăк ыйтусем (çырса е сăмах вĕççĕн) параççĕ. Ыйтусем йывăр пулмалла, вĕсем вĕренекенсен эрудицине, тавçăрулăхне, программăна тарăн пĕлнине тĕрĕслеме йĕркелеççĕ. Викторина-ăмăрту тĕсĕ. Унта хутшăнакансем баллсем пухаççĕ, çĕтерÿçĕсене палăртаççĕ.

Викторинăна пĕр-пĕр уйрăм класра, класпа класс, шкулпа шкул, районпа район хушшинче те ирттерме пулать.

Сăнанă тăрăх çакă паллă: шкул ачисенчен нумайăшĕ произведенисене килте васкаса вулаççĕ, тепĕр чух ăнланас тесех тимлемеççĕ, çапла вара, вĕсем пур чухне те произведени сюжетнее, сăнарсене астуса юлаймаççĕ.

Кирек мĕнле кĕнекене те ытлашши васкамасăр, теплĕн, ăнланса вулама тăрăшмалла, мĕн вуланине вăхăтран вăхăта аса илмелле, сăнарсем пирки шухăшламалла, вĕсен калаçăвне сăнамалла, шухăш-кăмăлне ăша хывмалла. Кĕнекене вуланă май пуçа килнĕ шухăшсене, илемлĕ каланă предложенисене, сăмахсемпе сăмах çаврăнăшĕсене, чун-чĕрене тыткăнлакан сыпăксене пĕр сăмах сиктермесĕр çырса илме те манмалла мар.

Шкулта вĕреннĕ е харпăр хăй тĕллĕн килте вуланă произведени тăрăх та ачасене викторина ирттерме сĕнмелле.

Викторинăсем ирттерни ачасене вĕренÿре, произведенисене вуланă чухне тимлĕ пулма вĕрентет.

Викторинăсем ирттернĕ чухне ачасене кичем ан пултăр, ăмăртакансем хăйсене ирĕклĕ туйччăр тесе тăрăшмалла.

Викторинăсене тĕрлĕ формăпа, тĕрлĕ йышши ĕçсем кĕртсе ирттерме пулать.

Тĕслĕхрен, шÿтлĕ ыйтусем парса викторина ирттерни ачасем тавçăрулăхне тĕрĕслеме питĕ аван.

1. Я саспаллипе пуçласа çырмалли хушаматсем мĕнле сасăран пулаççĕ.

2. Сентябрь тата октябрь мĕнпе пĕтет. (отвечĕ: çемçеллĕх паллипе).

3. Чул катăкĕ кÿлле ÿкрĕ. Халĕ. ĕнтĕ вăл мĕнле чул пулса тăчĕ.(Йĕпе).

4. Ку вăл санăн анчах, апла пулин те, унпа ыттисем те усă кураççĕ. Мĕн вăл? (Ят)

5. Миçе пÿ илсен, Чăваш республикинчи хула ячĕ пулать. (Çĕрпÿ).

6. Миçе гвин тесе каласан, Антарктидăри чĕрчун ячĕ пулать? (пингвин)

7. Пĕлетĕр-и эсир: чăваш чĕлхинче пĕртен-пĕр ыйтуллă предложени пур. Çав ыйту çине никам та хирĕç ответ параймасть. Мĕнле ыйту-ши вăл? (Эсĕ çывăратăн-и?).

8. Алфавитпа хăçан усă кураççĕ? (Словарьсенчи сăмахсене, списокри хушаматсене, библиотекăри кĕнекесене алфавит йĕркипе вырнаçтарса тухаççĕ).

9. Çурçĕрте иккĕ, кăнтăрта пĕрре. Мĕн вăл? (Р саспалли).

























Пуçламăш класра вĕренекен ачасем валли «И.Я.Яковлев пултарулăхĕ» викторина.


Тĕллевĕ: И.Я.Яковлев пурнăçĕпе тата творчествипе

Паллашасси.

1. Çак йĕркесем мĕнле калавран, вĕсен авторĕ кам?

а) … Сасси аван, хÿри илемлĕ, киккирикĕ пысăк…

ă) … Хураçка кĕлет айне кĕрех кайрĕ…

б) … Лаша, ывăннăскер, кăшт лĕрт-лĕрт чупкаланă та

тăпах чарăннă

в) … Пĕр ачан пит кулачă çиесси килчĕ, тет…

hello_html_43a83499.png


















2. а) Çак сăнÿкерчĕк çинче кам?

ă)мĕншĕн ăна чăваш халăхне çутта кăлараканĕ тенĕ?

б)унăн пĕрремĕш шкулĕ Хăш хулара уçăлнă?

в)унта камсене хатĕрленĕ?

г)2008 çулта вал миçе çул тултарчĕ?

д)эсĕ ун çинчен тата мĕн пĕлетĕн?



3. Таблицăра виçĕ сăмах панă. Ачасен ыйтусем çине

хуравласа карточкăсем кăтартмалла.


2

3

0

Хусан

Чĕмпĕр

Кăнна

Кушки



1. И.Я.Яковлев чи малтан мĕнле шкулта вĕреннĕ?

(отвечĕ çук, 0 кăтартаççĕ)

2. И.Я.Яковлев хăш хулара университетра вĕреннĕ?

(Хусан)

3. Унăн çуралнă ялĕ мĕн ятлă?ăнна Кушки)

4. И.Я.Яковлев мĕнле хулара чăваш ачисем валли

шкул уçнă? (Чĕмпĕр)

5. И.Я.Яковлев çырнă чăваш букварьне хăш хулара

пичетленĕ? (Чĕмпĕр)

6. И.Я.Яковлев хăш хулара вилнĕ? (Отвечĕ çук, 0

кăтартаççĕ)






Выберите курс повышения квалификации со скидкой 50%:

Автор
Дата добавления 05.09.2016
Раздел Другое
Подраздел Статьи
Просмотров41
Номер материала ДБ-178173
Получить свидетельство о публикации
Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх