1102890
столько раз учителя, ученики и родители
посетили сайт «Инфоурок»
за прошедшие 24 часа
+Добавить материал
и получить бесплатное
свидетельство о публикации
в СМИ №ФС77-60625 от 20.01.2015
Дистанционные курсы профессиональной переподготовки и повышения квалификации для педагогов

Дистанционные курсы для педагогов - курсы профессиональной переподготовки от 1.410 руб.;
- курсы повышения квалификации от 430 руб.
Московские документы для аттестации

ВЫБРАТЬ КУРС СО СКИДКОЙ ДО 90%

ВНИМАНИЕ: Скидка действует ТОЛЬКО до конца апреля!

(Лицензия на осуществление образовательной деятельности №038767 выдана ООО "Столичный учебный центр", г.Москва)

ИнфоурокДругоеКонспектыЭкзаменационный материал по родному языку

Экзаменационный материал по родному языку

библиотека
материалов
Скачать материал целиком можно бесплатно по ссылке внизу страницы.

9 класс пĕтерекенсене

чăваш чĕлхипе

патшалăх шайĕнче (пĕтĕмлетсе)

(çĕнĕлле) аттестацилекен

экзамен тытармалли материал





1-мĕш вариант



Район_________________________________________

Хула (ял,поселок)_______________________________

Шкул_________________________________________

Класс _________________________________________



Ачан хушамачĕ_________________________________

ячĕ____________________________________________

ашшĕ ячĕ______________________________________













Вĕренекен валли хатĕрленĕ инструкци

Ку инструкци сире вăхăтпа тĕрĕс усă курма, панă ĕçсене ăнăçлă тума пулăшĕ.

Экзамен ĕçĕсене тума 3 сехет те 55 минут (235 минут) уйăрнă. Пĕтĕм ĕç 3 пайран тăрать.

1-мĕш пайра – итленĕ текста çывăх изложени çырмалла. Ăна 75 минутра тума сĕнетпĕр.

2-мĕш пайра – панă текста тимлĕ вуламалла та ыйтусене хуравламалла. Сире хатĕр текстпа заданисем валеçсе парĕç. Сирĕн итленĕ текстпа алла панă текст содержанийĕсене танлаштармалла. Ҫавăнпа та – алла панă текста тимлĕ вулăр, ун содержанине лайăх ăнланма тăрăшăр. Кун хыççăн – сĕннĕ 10 ыйтăва хуравлама пуçăнăр. Кашни ыйту хыççăн 4-шар вариант хурав панă. Вĕсенчен пĕри çеç тĕрĕс. Ҫак заданисемпе ĕçленĕ май, Сирĕн, хăвăр хуравăрпа тӳр килекен цифрăна çаврашкапа çавăрса паллă тумалла. 2-мĕш пайри ыйтусене хуравлама 40 минут уйăрсан та çителĕклĕ пулĕ.

Экзамен ĕçĕн 3-мĕш пайĕнче – итленĕ тата вуланă текстсем тăрăх калăпĕшĕ енчен пысăках мар ăслав сочиненийĕ хайламалла. Хайлав çырма 120 минут уйăрсан аван. Хайлава уйрăм хут çине çырас пулать.

Ĕçсене мĕнле йĕркепе панă, çав йĕркепех тума тăрăшăр.

Тимлĕ вулăр! Васкамасăр, тĕплĕ ĕçлĕр! Хăвăр тĕллĕн çĕлеме вăй тата пĕлӳ пуррине шанăр!

Ĕçе пикенĕр.


Ăнăçу сунатпăр сире!






1-мĕш пай


  1. Текста тимлĕ итлĕр те ăна çывăх изложени çырăр.


2-мĕш пай

Алла панă текста тимлĕ, васкамасăр вуласа тухăр, 2.1-2.10 ĕçсене тăвăр.

(1)Чăваш çĕр-шывĕ! (2)Вăл çанталăк лăпкă чух шăратнă кĕмĕл евĕр курăнакан анлă Атăл хĕрринчен пуçланать. (3)Ҫĕр-çĕр çул ӳсекен юмансем кашласа лараççĕ ку çĕр-шывра. (4)Шăнкăртатса юхан çырмасем, ем-ешĕл улăхсем, уй-хирсем…(5)Вăрманĕсенче чĕвĕлти кайăксем юрлаççĕ. (6)Уйĕсенче мулкачсем пăлтт-пăлтти сиккелесе çӳреççĕ. (7)Тилĕсем йĕр йĕрлеççĕ. (8)Ялĕсем вара çил шăхăрнă çара çĕре мар, лапамсене вырнаçнă, лăстăр йăмрасем айне пытаннă.

(9)Хурамал ялĕ хăçан, хăш ĕмĕрте пулса кайнине никам та пĕлмест. (10)Ĕмĕртен ĕмĕре юлса пынă сăмах тăрăх, ку таврара этем пырса кĕрейми вăрмансем пулнă. (11)Вĕсем çинчен халь Анат уйри Киремет хурамипе Тури уйри ватă юман çеç аса илтереççĕ. (12)Хĕвел тухăç енче вырăн-вырăн пĕчĕк хăвалăхсем ӳсеççĕ. (13)Паллах, кунта урăхларах пулнă ĕнтĕ ĕлĕк-авал. (14)Акă сикекен çырмаçĕмĕрсе пынă çĕрте мамонт йышши пысăк тискер кайăк шăммисем, чул пек хытнă хура юмансем тухаççĕ. (15)Вĕсем темиçе ĕмĕр каярах çĕр айне юлнă.

(16)Вăрманта, паллах, пур йывăç та тĕрĕс-тĕкел ӳсмест, улăхра та пур чечек пĕр илемпе çурăлмасть. (17)Хурамал ялĕ те çавăн пек. (18)Ҫерçи вĕçсе кĕмесле пысăк çуртсем нумай мар. (19)Хăш – пĕр çурт çĕрсе-ишĕлсе пĕтнĕ. (20)Вырăн-вырăн тайлăк-тайлăк пӳртсем те пур. (21)Вĕсенче никам та çук ĕнтĕ. (22)Хĕç тимĕр витнĕ пӳрт Пылак Микула Кавăрлин çеç. (23)Микула хăй вилнĕ. (24)Пӳртĕнче вара халь хуçалăх тытса Кавĕрле ывăлĕ пурăнать.

(25)Чăвашсемшĕн ывăл – йăха малалла тăсаканĕ. (26)Ҫын пурăнсан, ял пĕтмест, йăх-тĕп малаллах тăсăлать.

(27)Ҫын пур чух çут çанталăк та упранать. (28)Вăрмансем çĕнĕрен чĕрĕлссе, çăл куçсенчен сиплĕ шыв тапса тăрасса ĕненме пулать. (29)Пиçенлĕ, йыт пыршиллĕ уйсем каллех трактор-комбайн сассипе тулас шанчăк пур.


(Герасим Харлампьев çырни тăрăх.)





2.1. Итленĕ текстпа вуланă текста мĕнле шухăш пĕрлештерет?

1) Ҫут çанталăкшăн çамрăк ăру усăллă ĕç нумай тума пултарать.

2) Тус тени ĕмĕрлĕхе пултăр.

3) Пурнăç иккĕ килмест.

4) Наяншăн хĕвел те вăхăтра тухман.


2.2. Хăвăр вуланă текстра автор шухăшне хăш предложени уçса парать?

1) Этем калаçса паллашать.

2) Мухтанма ăс кирлĕ мар.

3) Чĕлхен шăмми çук теççĕ.

4) Ҫын пур чух çут çанталăка упрама пулать.


2.3. Тест стилĕпе тĕсне палăртăр.

1) публистика стилĕ, сăнлав.

2) илемлĕ литература стилĕ, калав.

3) наука стилĕ, ăслав.

4) ĕçлĕ стиль, ыйту.


2.4. Кăтартнă предложенисенчен хăшне умĕнчи юнашар предложенипе местоимени çыхăнтарать?

1) 3

2) 4

3) 15

4) 29


2.5. 18- мĕш предложенири çурт сăмахăн синонимĕ хăш предложенире тĕл пулать?

1) 3

2) 20

3) 25

4) 26


2.6. Сасă шучĕ сас палли шутĕнчен ытларах сăмах хăшĕ? (Сăмахсене 9-мĕш предложенирен илнĕ)

1) Хурамал

2) ĕмĕрте

3) ялĕ

4) никам


2.7. 4-мĕш предложенири иккĕмĕшле сăмах (шăнкăртатса) мĕнле пулнă?

1) шăн глагл çумне –кăр аффикс хушăннипе

2) шăнкăр евĕрлев сăмахĕ çумне –тат аффикс хушăннипе

3) шă евĕрлев сăмахĕ çумне –н тата -кăр аффиксем хушăннипе

4) шăнкăртат глагол çумне –са аффикс хушăннипе



2.8. 15-мĕш предложенири айне сăмах мĕнле пуплев пайĕ пулать?

1) наречи

2) япала ячĕ

3) глагол

4) паллă ячĕ


2.9. Пӳртĕнче вара халь хуçалăх тытса Кавĕрле ывăлĕ пурăнать предложенире (24 №) шухăш хăш сăмахсем çине ӳкет?

1) пурăнать сăмах çине

2) хуçалăх тытса сăмахсем çине

3) Кавĕрле ывăлĕ сăмах майлашăвĕ çине

4) халь сăмах çине


2.10. 2-мĕш предложени тытăмĕ енчен хăш ушкăна кĕрет?

1) пайĕсене вырăнĕ-йĕркипе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени

2) пайĕсене деепричасти аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени

3) хыç сăмахлă пăхăнуллă хутлă предложени

4) пайĕсене падеж аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени.





3.1. «Ҫут çанталăка упрасси – пирĕн тивĕç» темăпа калăпăшĕ пысăках мар (90 сăмахран кая ан пултăр) ăслав хайлавĕ çырăр. Экзаменра итленĕ тата вуланă текстсенчи информаципе усă курăр. Тема пирки хăвăр мĕн шухăшланине уçса парăр.

Хăвă шухăшăра икĕ аргументпа ĕнентерĕр. Ҫакна тума ăславăн ĕнентерӳ мелĕсемпе (кӳртĕм сăмахсемпе, ыйтупа хурав пĕрлĕхĕпе, пиркепе следстви, условипе следстви, тĕллевпе услови, хирĕçлев çыхăнăвне палăртакан чĕлхе мелĕсемпе) сахалтан та икĕ хут усă курăр.

Аргументсене ( ĕçсемпе пулăмсене, фактсене) экзаменра итленĕ тата вуланă текстсенчен илме юрать. Хăвăр курни – илтни, унччен вулани çине таянма та май пур.

Енчен те эсир экзаменра итленĕ тата вуланă текстсене ним улăштармасăр çырса илетĕр пулсан ĕçĕре 0 балл лартса хаклаççĕ.








Общая информация

Номер материала: ДВ-264144

Вам будут интересны эти курсы:

Курс «Логистика»
Курс профессиональной переподготовки «Клиническая психология: организация реабилитационной работы в социальной сфере»
Курс повышения квалификации «Основы построения коммуникаций в организации»
Курс повышения квалификации «Организация практики студентов в соответствии с требованиями ФГОС юридических направлений подготовки»
Курс повышения квалификации «Этика делового общения»
Курс профессиональной переподготовки «Организация маркетинга в туризме»
Курс повышения квалификации «Основы менеджмента в туризме»
Курс профессиональной переподготовки «Основы организации рекреационной деятельности и лечебного туризма»
Курс профессиональной переподготовки «Организация деятельности помощника-референта руководителя со знанием иностранных языков»
Курс профессиональной переподготовки «Организация деятельности секретаря руководителя со знанием английского языка»
Курс профессиональной переподготовки «Разработка эффективной стратегии развития современного вуза»
Курс профессиональной переподготовки «Организация деятельности специалиста оценщика-эксперта по оценке имущества»
Курс профессиональной переподготовки «Организация системы менеджмента транспортных услуг в туризме»
Курс профессиональной переподготовки «Организация и управление процессом по предоставлению услуг по кредитному брокериджу»
Курс профессиональной переподготовки «Технический контроль и техническая подготовка сварочного процесса»

Благодарность за вклад в развитие крупнейшей онлайн-библиотеки методических разработок для учителей

Опубликуйте минимум 3 материала, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную благодарность

Сертификат о создании сайта

Добавьте минимум пять материалов, чтобы получить сертификат о создании сайта

Грамота за использование ИКТ в работе педагога

Опубликуйте минимум 10 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную грамоту

Свидетельство о представлении обобщённого педагогического опыта на Всероссийском уровне

Опубликуйте минимум 15 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данное cвидетельство

Грамота за высокий профессионализм, проявленный в процессе создания и развития собственного учительского сайта в рамках проекта "Инфоурок"

Опубликуйте минимум 20 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную грамоту

Грамота за активное участие в работе над повышением качества образования совместно с проектом "Инфоурок"

Опубликуйте минимум 25 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную грамоту

Почётная грамота за научно-просветительскую и образовательную деятельность в рамках проекта "Инфоурок"

Опубликуйте минимум 40 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную почётную грамоту

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.