Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / Другое / Другие методич. материалы / Çеçпĕл - пирĕн чĕрере!

Çеçпĕл - пирĕн чĕрере!


До 7 декабря продлён приём заявок на
Международный конкурс "Мириады открытий"
(конкурс сразу по 24 предметам за один оргвзнос)

  • Другое

Поделитесь материалом с коллегами:

Çеçпĕл-пирĕн чĕрере“

Литература каçĕн сценарийĕ

Уяв залне шарсемпе илемлетнĕ, М.К.Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕ, кĕнекесен выставки



Ертсе пыракан: Ырǎ кун пултǎр пурне те! Паян, чÿк уйǎхĕн 16-мĕшĕнче Чǎваш поэчĕ, çĕнĕ Чǎваш сǎввисене уçса параканĕ Çеçпĕл Мишши çуралнǎранпа 115 çул çитрĕ. Çак юбилее пирĕн республикǎра та ,поэт пурǎннǎ вырǎнсенче те анлǎн палǎртаççĕ. Паян эпир çакăнта чăваш поэзийĕн классикне Çеçпĕле халалласа ирттерекен литература каçне уявлама пуçтарăнтăмăр.

Ачасем çеçпĕл чечекĕ пек çаврана пуçтарăнса лараççĕ. Кĕвĕпе чечек уçăлать те ачасем пĕр рете тăрса тухаççĕ.

1 ача: Çеçпĕл- юр кайсанах пĕрремĕш тухакан çурхи чечек.

2 ача: Çеçпĕл- çуркунне часрах сарăлса çитессе кĕтекен чечек

3 ача: Çеçпĕл-ĕлĕкхи хĕн-хурлă пурнăç хĕлĕ хыççăн ÿссе çитĕннĕ чечек

4 ача:Çеçпĕл-революци ăшшипе çурăлнă чечек.

5 ача:Çеçпĕл- тăван çĕр сĕткенĕпе вăй илнĕ чечек

6 ача :Çеçпĕл… Вǎл çуралать чи малтан çуркунне.

Ахаль мар илнĕ сǎвǎç чечекĕн ятне:

Тǎван халǎх кун-çулĕ çинчен шутлакан

Çурхи тǎм тивесрен те пачах хǎраман.









1 ача Çак илемлĕ те хăюллă чечек ячĕпе поэт пулса çĕкленнĕ

Çеçпĕл Мишши

Михаил Кузьмич Кузьмин 1899 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче халĕ Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Ашшĕ – Кузьма Федорович, амǎшĕ – Агафия Николаевна

Мишша çемьере малтанхи ача пулнǎ. Ун хыççǎн Гурий, Петĕр, Кирилл, Илья, Ульяна çуралнǎ. Вĕсем пурте туслǎ ÿснĕ

Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пулас поэт Шăхасан вулăс кантурĕнче переписчик пулса ĕçленĕ. 1914-1917-мĕш çулсенче Шăхасанти учительсем хатĕрлекен иккĕмĕш класлă шкулта вĕреннĕ.

2 ача Кăвар чĕре! Кăвар чĕлхеллĕ

Чăваш ачи, сассуна пар!

Килсем кунта.Сана кĕтеççĕ

Килсем! Килсем! Эс пур-çук мар!

Çеçпĕл литературăпа питĕ интересленнĕ, хай те çырма пуçланă, юлташĕсемпе пĕрле алăпа çырса «Çăлтăр» ятлă журнал кăларса тăнă. 1917 çулхи кĕркунне поэт Тутар республикинчи Теччĕ хулинчи учительсем хатĕрлекен семинарие кайса кĕнĕ. Часах çамрăксем хушшинче агитатор пулса ĕçлеме тытăннă. Çеçпĕл тăван литературăна аталантарас тесе çине тăрсах, чун-чĕререн тăрăшнă, хăйĕн паллăрах сăввисене «Пурнăçпа вилĕм», «Пуласси»«Чăваш чĕлхи», «Чăваш ачине», «Эп вилсен» савăсем çырнă.

3 ача Теччĕре вĕреннĕ чухне унǎн çывǎх юлташĕ Павел Бекшанский пулнǎ. Çеçпĕл Мишши юлташĕсемпе пĕрле халǎхран кĕнеке пухса библиотека уçать. Каярахпа библиотека заведующийĕнче Чĕмпĕр хулинчен темиçе уйǎхлǎха пынǎ вырǎс хĕрарǎмĕ Анастасия Петровна Червякова ĕçлет. Çеçпĕл мĕн пĕчĕкрен кĕнеке вулама юратнǎ, пушǎ вǎхǎта яланах библиотекǎра ирттернĕ. Унта вǎл Анастасия Петровнǎпа çывǎх паллашать, вĕсем пĕр-пĕрне сума суни кĕçех юрату туйǎмне çаврǎнать.

Анчах пурнǎç шǎпи пĕрле пулма пÿрмен мĕн вĕсене. Анастасия Петровнǎн Чĕмпĕре таврǎнма тивет, Çеçпĕле Шупашкара чĕнсе илеççĕ. Вĕсен урǎх курнǎçма май килмен. Çеçпĕл Мишши Анастасия Петровна патне çĕре яхǎн çыру çырнǎ. 





Ан васка-ха каймашкǎн, тǎхта –

Пĕр минут, пĕр самант та пулин!..

Талтлатать шух чĕрем кǎкǎрта,

Юратать те, шанмасть те туллин. 

Пĕр минут, пĕр самант та пулин,

Савнǎ тусǎм манпа эс юлсам,

Пурнǎçра эпĕр иккĕн халь тин

Пĕр çулпа каяймастпǎр пулсан та.



4ача Çеçпĕле тепĕр инкек пырса çапнă: шăмă туберкулезĕ ăна пĕтĕмпех аптратсах çитернĕ. Сывлăхĕ хытах хавшаса çитсен, кăштах сывалма поэт Крыма тухса кайнă. Евпаторири санаторире «Чăваш, чăваш», «Тинĕсе», «Инçе çинçе уйра уяр», «Çĕн Кун аки», «Катаран каç килсен» сăввисене çырнă.

 Çеçпĕл Мишшин «Çĕн кун аки» сăввине тĕнчери 55 чĕлхене куçарнă.

Из синевы рассвета плуг отлит

В оглоблях – солнце. Это новый день,

Чья голова в лучах зари горит,

На пашню едет мимо деревень.

Чуваш с могучим сердцем, житель новой эры,

Плечами, подбирая неба свод,

Шагнет в простор, одеждой солнечной сверкая;

Обнимет новый день его с любовью, верой,

И путь, что впереди, цветами уберет

Интернационала радуга живая.



5 ача 1921 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Çеçпĕл Киеври илемлĕх шкулне вĕренме кĕнĕ. Унта ик эрнене яхăн вĕреннĕ хыççăн Киеври уес çар комиссариачĕ Çеçпĕле ХĕрлĕÇар ретне йышăннă. Çак вǎхǎтра поэт «Хурçǎ шанчǎк» сǎвǎ çырать



Курап: чĕрĕлет чăваш ячĕ,

Таçта аслатиллĕ саспа

Юратнă çĕршывăн хăвачĕ

Часрах вăранасшăн тапать...

 

Çĕршывăн пит-куçĕ çĕнелĕ,

Ыран-и, паян-и вăл? — Час...

Кам «çук» тет, çав — суеç чĕлхеллĕ;

Кам «мар» тет, çав — суккăр, чапрас.

 Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,

Çĕршывăн хастар ачисем,

Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр,

Ан юлăр кун-çул уттинчен.





6 ача Çеçпĕл чирĕ амаланса пынă пирки ăна Хĕрлĕ Çар службинчен хăтарнă. Кун хыççăн сăвăç хăйĕн тусĕ Федор Пакрышень патĕнче пурăннă. Вăл 1922 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Остер хули çывăхĕнчи Кивĕ хула ятлă ялта вилнĕ. Çак тǎлǎх вил тǎпринче Çеçпĕл Мишши вǎтǎр çул ытла – 1954 çулхи чÿк уйǎхĕн 5-мĕшĕччен канлĕ çывǎрнǎ. Унтан вил тǎприне çĕнĕ çĕре, Остер хули варрине парка куçарнă

Кашни таса чĕреллĕ чăвашра

Эп Çеçпĕле паян курса тăратăп:

 Ĕçлет туйра, ĕçлет вăл стройкăра,

Сăввисене хапăлласах вулатăп.

 Çак самантра та ун сăвви янрать,

Кăвар чĕреллĕ поэта тăнлатпăр,

 Апла пулсан, вилмен вăл, пурăнать,

Поэтсем

Вилсессĕн те пурнаççĕ!

Поэтсем вилсессĕн те вилмеççĕ.




1 ача : Юратнǎ Çеçпĕл! Вǎхǎт иртнĕçемĕн

Эс пирĕншĕн татах та çывǎхрах.

Сǎвву-юррун хǎвачĕпе илемĕ

Упранчĕ чĕррĕн савнǎ халǎхра.

2 ача: Çеçпĕл Мишши, унǎн сǎнарĕ, кашни юрри-сǎвви, сǎмахĕ Чǎваш халǎх чĕринче, асĕнче пурǎнать. Унǎн ятне пǎрахута, хǎй çуралнǎ яла, библиотекǎсене, шкулсене, Шупашкарти пĕр урама панǎ. Шупашкарта Çеçпĕл палǎкĕ, кинотеатр тата музей пур.

Çеçпĕле сума суса пирĕн сǎвǎçсем, композиторсем, ÿнерçĕсем сǎвǎсем, юрǎсам, картинǎсем чылай çырнǎ,«Çеçпĕл» фильм ÿкернĕ.

Вăл янăрать санра, манра – чунра,

Çÿл тÿпери çап-çут çăлтăрсенче.

Мĕн пур тĕнче вырнаçнă çак çынра,

Вăл хăй те çут тĕнче ытамĕнче.

Çĕн Кун килет Поэт тивлечĕпе,

Вăл çут шевле сарриллĕ паянтан.

Тупа тăватпăр Çеçпĕл ячĕпе:

Малашлăхшăн, чăваш, часрах вăран!

1 ача Çеçпĕл вǎл -Чǎваш хǎвачĕ!

2 ача Çеçпĕл вăл- чǎвашǎн шанчǎкĕ,

3 ача Çеçпĕл вăл- чаваш йыхравĕ.

4 ача Çеçпĕл вăл-чаваш мухтавĕ

5 ача Çеçпĕл вăл- чавашан чапĕ

6 ача Çеçпĕл вǎл-Чǎваш халǎхĕ


Пурте пĕрле ( пĕр-пĕрин аллисене тытса çÿлелле çĕклесе калаççĕ)


Кǎвар чĕрем-пин çын чĕри.

Эп пĕр çын мар- эп хам пин-пин,

Эп пин чǎваш, эп пин-пин çын!

Чĕрем юрри-пин çын юрри




57 вебинаров для учителей на разные темы
ПЕРЕЙТИ к бесплатному просмотру
(заказ свидетельства о просмотре - только до 11 декабря)

Автор
Дата добавления 27.10.2015
Раздел Другое
Подраздел Другие методич. материалы
Просмотров253
Номер материала ДВ-102765
Получить свидетельство о публикации
Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх