Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / Другое / Другие методич. материалы / Эссе "Мое педагогическое кредо" на чувашском языке

Эссе "Мое педагогическое кредо" на чувашском языке


  • Другое

Поделитесь материалом с коллегами:

Манáн педагогикáри шухáш

Çапла хушать çынна ыр чун:

Эс тáрáш хáвáн халáхушáн,

Ун áраскалéшéн эс çун!

Сакки сарá сарлака

Сакки сарá сарлака, сарлака,

Пире ларма юрать-ши, юрать-ши?

Çакáн чул ыр çын умéнче, умéнче

Мана калаçма юрать-ши?

Эпé, Давыдова Оксана Михайловна, Канаш районéн Аччари Совет Союзéн ГеройéА.П.Петров ячéпе хисепленекен тéп шкулта чáваш чéлхипе литературине вéрентетéп. I категориллé учитель.

Пéтéмéшле éç стажé 21 çул. Педагогикáра 21 çул.

Девиз: Нумай пéлес килсен сахал çывáрмалла.

Кам-ха эпé?

Эпé – чáваш чéлхи учителé, тáван чéлхене вéрентекен! Аслá вéрентекенéмéр чáваш çéршывне «çéр пин юрá, çéр пин тéрé çéршывé» - тенé. Апла пулсан çéр пин юрра, çéр пин тéрре, çéр пин сáмаха ачасем патне çитермелле , чáваш халáхéн йáли-йéркипе паллаштармалла; çут çанталáкпа килéштерсе пурáнма вéрентмелле. Ку манáн тивéç.

Чéлхе –халáх пуянлáхé. Тáван чéлхене юратман çын та çук пулé çéр çинче. Ытарайми чáваш чéлхи – атте-анне чéлхи, пирéн халáхáн пахаран та паха ылтáн çÿпçи, сéм авалтан паянхи куна çити упранса юлнá нимéнпе танлаштарма çук пысáк пуянлáх. Кашни чéлхе пекех пирéн чáваш чéлхи иртнé éмéрсемпе паянхи куна çыхáнтарса тáракан асамат кéперé.

Кашни çын ашшé-амáш чéлхине, тáван халáх историне, йáли-йéркине, юрри-ташшине, юмах-халапне пéлме тивéç. Унсáрáн хáвна çуратнá халáхран уйрáлса каясси те часах. Çакá вара чáн –чáн инкек. Хáй кам пулнине, хáш халáхран тухнине маннá çын – тымарсáр йывáç. Çапла ан пултáр тесен пирéн, вéрентекенсен çамрáк áрáва вéрентес, воспитании парас éçре тéрлé меслет шырама тÿр килет.

Эпé хамáр халáха, хамáн чéлхене, йáла-йéркене, уявсене, сáмахлáха юрататáп. Çавáнпа та ачасене вéсемпе кáсáклантарма тáрáшатáп. Çак тéллевпе тéрлé éçсем тáватáп: ал- éç áстисен куравне йéркелетéп, ачасемпе тухья, калпак, масмак тáватпáр, халáх юрри-ташшине вéренетпéр, тáван ял историне тéпчетпéр.

XXI éмéр – информации технологийéн éмéрé. Общество пурнáçéнче пысáк улшáнусем пулса иртеççé. Çак улшáнусем тÿррéнех шкул пурнáçне пырса тивеççé. Кунсерен компьютерпа усá куракан йышé ÿссех пырать. Паллах, çакáн пек лару-тáрура вéрентÿ процесéнче çéнé технологипе усá курасси куç кéретех. Паянхи çéнé техникáна ( компьютерсене, мультимедиа проекторéсене) йáлана кéнé урок мелéсемпе майлаштарса éçе кéртме тáрáшатáп. И.Я.Яковлевáн éмéр кивелмен шухáшне, каларáшне асра тытсах éçлетéп: «Икé чéлхе – икé áс, виçé чéлхе – виçé áс». Чáваш чéлхипе вырáс чéлхи кайáкáн икé вáйлá çуначé пекех. Вырáс чéлхи пирéн аслá Çéршывра пурáнакансен çыхáну хатéрé. Вырáс чéлхне аван пéлнинчен çыннáн пéлÿ шайé, тавра курáмéн анлáшé курáнать. Якутсен паллá поэчé С.Данилов çапла каланá: «Я ко всем наукам ключ имею, я со всей Вселенною знаком – это потому, что я владею русским всеохватным языком».

Халь ялсенче те ашшé-амáшé ачисене мéн пéчéкрен вырáсла калаçтарать. Шкула кайма пуçласан ачисем умне те, вéрентекен умне те йывáрлáх сиксет ухать. Çавáнпа та хамáн уроксенче икé чéлхепе те усá куратáп. Уроксенче чáваш сáмахéсене вырáсла куçарса пама тивет, мéншéн тесен вéсем килте те, хáйсем хушшинче те вырáсла е вырáсла-чáвашла хутáш калаçаççé, чылай чáваш сáмахéсене илтмен. Ялтан тухсан чáваш чéлхи кирлé маар текен ашшé-амáш те пур. Çавáнпа ачасем чáваш чéлхинчен ан писчéр тесен чылай тáрáшма тивет. Ку éçе эпé урокран урока, класс тулашéнчи мероприятисенче туса пыратáп. Чáваш чéлхи юратнá предмет пулса тáрасси вéрентекен тен нумай килет тесе шутлатáп.

Ман шутпа, ачасене мéн пéчéкрен тáван чéлхене вéрентмелле. Тáван чéлхе никéсé çинче ытти чéлхесене танлаштарса вéренмелле .

Кашни урокрах ачасенче ыррине, чыса, тéрéслéхе аталантарма тáрáшатáп. Кашни кун манн çине темиçе мáшáр куç çéннине кéтсе пáхаççé. Ман вéсене тивéçтермелле. Ачасен áшá куçéсем. Вéсен áшши манн ÿте куçать. Чéре хытáрах тапма пуçлать.. Партáсем хушшинче Раççейéн, Чáваш Çéршывéн ,чáваш ялéн пуласлáхé. Çав пуласлáхра манáн та пурáнмалла. Хамáн пуласлáха çав ачасенче, хам вéрентекен ачасенче куратáп.

«Чáваш тесен – пурте пéлеççé:

Вáлхарсáр, паттáр та йáваш.

Ан тив, кун-çулсем иртеççé-

Çухалмé çéр çинче чáваш.»

Анне чéлхи чáваш ачи ырá курас та, ырá тáвас та çук.

Вéрентекен ачасене юратать пулсассáн ачасем те вéрентекене юратаççé. Çавáн пек вáл хире-хирéçле юрату.

Тáван чéлхе – предмет çеç мар, манáн пурнáç тéшши.






Автор
Дата добавления 17.01.2016
Раздел Другое
Подраздел Другие методич. материалы
Просмотров362
Номер материала ДВ-349983
Получить свидетельство о публикации

Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх