Инфоурок Начальные классы Другие методич. материалыФольклорный праздник "Уличные игры"

Фольклорный праздник "Уличные игры"

Скачать материал

Ача-пăча фольклорě

Ачасен урамри вăййисем

Н.В.Павлова,

Авăркас районě, Кебеç шкулě

Коля                    Миша

Ваня                    Санюк

Анна                    Петя

Лисук                  Вася

Тата ытти урамри ачасем

         Коляпа Ванюк калаçса тухаççě. Вěсен аллинче 12 патакла выляма кирлě япаласем – 12 патак, хăма, пěчěк каска хăма айне хумалли.

Коля: Мишапа Петюк ăçта кайнă? Мěншěн выляма тухмаççě.

Ванюк: Эпě паян курмарăм вěсене. (Аннана курса) Вă-ăн, Анна!

Коля: Анна! Кил кунта!12 патакла вылятпăр!

Анна: (Савăнса) О! 12 патакла! Айтăр выляр! Кам шыраканě пулать?

Ванюк: Хасăр! Эпě сире шăпа тыттаратăп!(Шěвěр хулă илсе виççěшě те шăпа тытаççě)

Шăпа тытни

Ванюк: О! Коля шыраканě пулать. Эпě тапатăп хасăр. Анна эсě пытанма тăрăш. (Ванюк тапкăча тапсан Аннапа иккěш икě еннелле кайса пытанаççě).

Коля: О-о-о! Патаксем мěнле сапаланса пěтнě! Хăçан пуçтарса пěтеретěп? (Патаксене шутла-шутла пуçтарать те хăма çине хатěрлесе хурать) Пěрре, иккě, виççě….вун иккě! О! Ăçта пытанса пěтнě-ши? Мěнле шыраса тупмалла? (Шырать. Пěр енчен тепěр енне чупкаласа шырать. Пěр енчен Аннана курать)

Анна, во-он йывăç хыçне пытаннă, куртăм. Тух, Анна! (Коля тапкăчă патне пырса сура-сура калать). Тьфу! Тьфу! Тупрăм! Тупрăм Аннана!

Анна: (Тухать) О! Ванюк, хăтар мана. Тепěр вăйăра манăн кěтÿç пулмалла!

Коля: Ну, ку Ванюка та тупатăп! (Шырать) Ку енче çук! Анна пытаннă енче пытаннă тăр-ха вăл. (Тепěр енне шырама каять, çав вăхăтра Ванюк чупса тухса тапкăча тапать) О-о! Каллех эпě кěтÿçě!

         Ытти ачасем килсе тухаççě.

Ванюк: Айтăр пурте 12 патакла выляма!

Лисук: Çук! Айтăр кăсăялла выляр!

Пурте: Айтăр! Айтăр! Кăсăялла, кăсăялла!

Санюк: Эпě кăсăя пулатăп!

Миша: Çук! Эпě сире сăватăп! Кама тухать, çав кăсăя пулать! (Миша сума тытăнать)

Кăлтăр çу, кăлтăр çу

Кăлтăр çутти вут çутти!

Вут вěлтěрен тăррипе,

Сар кайăкăн сассипе,

Эс те чипер, эп те чипер

Чăн чиперри кěтесре! (Лисука тухать)

Кам кăсăя пулассине суни

Лисук: (Кăсăя пулса вěçнě пек çÿрет)

Пурте: Чи, чи, кăсăя, ăçта каян кăсăя?

Лисук: Вăрман варрине вěçетěп.

Пурте: Ывăнсассăн мěн тăван?

Лисук: Чăрăш тăррине ларăп.

Пурте: Хырăму выçсан мěн тăвăн?

Лисук: Чăрăш йěкелě çийěп.

Пурте: Пырна ларсан мěн тăвăн?

Лисук: Чавăп, чавăп кăларăп?

Пурте: Юнě тухсан мěн тăвăн?

Лисук: Кÿлле кайăп çăвăнăп.

Пурте: Уру шăнсан мěн тăвăн?

Лисук: Вут хутăп та ăшăнăп.

Пурте: Вутту тěр-тěр кайсан мěн тăвăн?

Лисук: Тапăп, тапăп, сÿнтерěп.

Пурте: Уру пиçсен мěн тăвăн?

Лисук: Тимěрçе кайăп тÿрлеттерěп.

Пурте: Тимěрçě килте пулмасан мěн тăвăн?

Лисук: Чупăп, чупăп та пěр шăтăка кěрех кайăп!

Санюк: Хасăр эпě кăсăя пулатăп!

Кăсăялла выляни

Коля: Çитě ку вăййа выляса. Айтăр куянла выляр!

Пурте: Айтăр! Куянла! (Пурте карталанса тăраççě)

Коля: Санюк эсě куянě пул!

Пурте: (Юрлаççě)

Куянăм, кěр пахчана

Ак ак çапла кěреççě.

Куянăм, тат сар çеçке

Ак ак çапла татаççě

Куянăм, çых пуç кăшăл

Ак  ак çапла çыхаççě.

Куянăм, ху патна ил.

Ак ак çапла илеççě.

Куянăм, тух пахчаран

Ак ак çапла тухаççě.

Вася: Хасăр эпě куян пулатăп!

Санюк: Айтăр чăхла-чěпле выляр!

Тăманапа чăхла выляни

Вася: Эпě тăмана пулатăп.

Санюк: Эпě чăххи пулатăп. Пурте ман хыçа тăрăр! Манăн чěпсем пулатăр!

Тăмана çěр чавать

Санюк: Эй, тăмана, эсě мěн тăван?

Вася: Çěр чаватăп!

Санюк: Çěр чавса мěн шыран?

Вася: Чул пуçтаратăп.

Санюк: Чулпа мěн тăван?

Вася: Санăн чěппÿсем манăн пахчана кěреççě, çавсен урисене персе хуçатăп.

Санюк: О! Суккăр тăмана! Сан куçусем ак çакăн пек пулсан та курмаççě кăнтăрла. Ман куçсем ак çакăн пек пулсан та кураççě. Манăн чěпсен урисене хуçасшăн-и-ха эсě! Суккăр тăмана!

Вася: Э-э-э! Эсě мана суккăр тесе мăшкăллашăн-и-ха? Ак чěппÿсене пěрерěн-пěрерěн тытса пěтеретěп! (Хăваласа çÿресе пěр чěппине тытать)

Санюк: Ой, суккăр тăмана! Пěр чěппěме тытса кайрě. Сан куçусем çатма пысăккăш пулсан та курмаççě.

Вася: Ак хасăр тепěр чěппÿне тытатăп! (Хăвалать. Тепěр чěппине тытать)

Ванюк ашшě: Ванюк! Эсě кунта-и? (Ванюка хулă парса) Вăн, пирěн пăрусем тырă çине кěрсе пыраççě. Чупса кайса çавăрса кил-ха. Таврăнсан хурсене çырмана хăвала. Эпě ěçе каятăп!

Ванюк: Юрě, хасăр пăрусене илсе килетěп. (Каять)

Ванюк ашшě: Ачасем, сире те аннěрсем килте кěтеççě пуль.

Анна: О! мансах кайнă. Манăн кишěр йăранне çумламаллаччě вěт! (Чупса тухса каять)

Лисук: Мана аппа шыва кайса килме хушнăччě. (Каять)

Петя: Хăярсене шăварма шыв йăтмаллаччě.

Пурте: О! Нумай вылярăмăр. Пирěн те килте ěçсем нумай! (Пурте чупса тухса каяççě)

 

 «Тǎри» ушкǎнě

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Фольклорный праздник "Уличные игры""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Психолог

Получите профессию

Интернет-маркетолог

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Краткое описание документа:

Ача-пăча фольклорě

 

Ачасен урамри вăййисем

Тěллевсем:

1.      Ачасене чăваш халăхěн авалхи вăййисемпе паллаштарасси.

2.      Авалхи вăйăсен тěслěхěсене аса илесси, вăйă сăввисемпе юррисен илемне, асамлăхне тата пěлтерěшне туйса илесси.

3. Кěçěн классенче вěренекенсен калаçу чěлхине аталантарасси.
 Класс тулашěнчи мероприятире чăваш халăхěн авалхи юррисемпе сăввисемпе усă курнă. Ачасене тăван чěлхене юратма, манса каймасса чěнесси

 

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 661 789 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 17.11.2014 1189
    • DOCX 1.4 мбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Павлова Наталия Валерьевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Павлова Наталия Валерьевна
    Павлова Наталия Валерьевна
    • На сайте: 9 лет и 3 месяца
    • Подписчики: 1
    • Всего просмотров: 10389
    • Всего материалов: 4

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Технолог-калькулятор общественного питания

Технолог-калькулятор общественного питания

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Активизация познавательной деятельности младших школьников с ограниченными возможностями здоровья (ОВЗ) как стратегия повышения успешной учебной деятельности

36/72 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 125 человек из 47 регионов
  • Этот курс уже прошли 2 523 человека

Курс повышения квалификации

Особенности развития критического мышления обучающихся в начальной школе

36 ч. — 144 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 45 человек из 22 регионов
  • Этот курс уже прошли 257 человек

Курс повышения квалификации

Система диагностики предметных и метапредметных результатов в начальной школе

36 ч. — 144 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 136 человек из 46 регионов
  • Этот курс уже прошли 2 117 человек

Мини-курс

Мастерство влияния и успешных переговоров

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 33 человека из 19 регионов

Мини-курс

Мастерство PowerPoint: систематизация, интерактивность и эффективность

10 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 1712 человек из 84 регионов
  • Этот курс уже прошли 152 человека

Мини-курс

Психология и профессиональное развитие

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 21 человек из 15 регионов