Г.Н.Волкова халалланӑ мероприятин сценарийӗ
Инфоурок Родной язык Другие методич. материалыГ.Н.Волкова халалланӑ мероприятин сценарийӗ

Г.Н.Волкова халалланӑ мероприятин сценарийӗ

Скачать материал

Архипова Мария Ильинична, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ, 10-мӗш шкул, Шупашкар хули

 

             Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ

(5-8 классем валли хатӗрленӗ уяв сценарийӗ)

Тӗллевӗсем: 1. Ачасене чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗпе Г.Н.Волков академикпа паллаштарасси.

2. Чӑвашсен паллӑ çыннисемпе мухтанса мӑнаçлӑх туйӑмне ÿстересси.

3. Ачасен пуплевне аталантарасси.

3. Тӑван çӗр-шыва, тӑван чӗлхене хисеплеме, юратма вӗрентесси.

4. Пурнӑçра нихӑçан та хакне çухатман пуянлӑха – тӗрӗслӗхе, ырӑ кӑмӑллӑха, туслӑха, çураçупа килӗшӗве - упрама вӗрентесси.

 

Зала, сценӑна Г.Н.Волков академикӑн пурнӑçӗпе пултарулӑхне кӑтартса паракан плакатсемпе, ачасем кӑларнӑ хаçатсемпе илемлетнӗ, кӗнекесен,ÿкерчӗксен выставкине йӗркеленӗ. Илемлӗ юрӑ кӗвви илтӗнет.

 

1-мӗш вулакан: Кашкӑрсен таврашӗнчен

                           Тухнӑ Иванов Кӗçтен.

                           Эс те Хуначи пичче,

                            Ивановсен йӑхӗнчен

                            Мар-и? Кӗçӗн шӑллӗ, тен.

 

2-мӗш вулакан:  Ӑсу-пуçупа, чунпа

                           Эс, чӑнах, тӑван унпа.

                            Иван Якӑльччӑн пилне

                            Илейсе чӗре çумне

                            Ӗçленӗ хӗрӳ кӑмӑлпа.

 

1-мӗш ертӳçӗ: Ырӑ кун пултӑр хаклă хӑнасем, юратнă вӗрентекенсем тата ачасем. Эпир паян Геннадий Никандрович Волков академик çуралнӑранпа 93 çул çитнине паллӑ тума пуçтарӑнтӑмӑр. Вӑл 1927 çулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Елчӗк районӗн аслӑ Елчӗк ялӗнче çуралнӑ.

2-мӗш ертӳçӗ: Геннадий шкулта лайӑх вӗреннӗ. Çав вӑхӑтрах вӑл кӗтÿ пӑхнӑ, кӗнеке вуланӑ. Ытларах вӑхӑта асламӑшӗпе ирттернӗ. Вӑл вӗрентсе каланисем унӑн ӑс-тӑнне пуянлатнӑ. - Ман шутпа, асанне акнӑ вӑрлӑх – пӗртен-пӗр пӗрчӗ -  çавӑнпа ÿссе çитӗннӗ, пурӑннӑ, ӗмӗре ирттернӗ, - тенӗ каярах академик.

1-мӗш ертӳçӗ:  Ашшӗпе амӑшӗ те ӑна мӗн пӗчӗкрен тӑван халӑха юратма, хисеплеме, уншӑн тӑрӑшса ӗçлеме хӑнӑхтарнӑ.

2-мӗш ертӳçӗ: Геннадий Никандрович хӑй те амӑшне питӗ юратнӑ, хисепленӗ. Амӑшӗ ӑна Кени тесе чӗннӗ.

Г.Н.Волков çырнӑ сӑвӑ «Аннемçӗм, анне …»

3-мӗш вулакан: Аннемçӗм, анне…

                          Çуратнӑшӑн «анне» теместӗп:

                          Куккук та çӑмарта тӑвать.

                          Юратнӑшӑн «анне» теместӗп:

                          Çӑхан та чӗппине савать.

 

                         «Тӳс» тенӗшӗн «анне» теместӗп:

                         Пуп та çав сӑмахах калать.

                         Ӳстернӗшӗн анне теместӗп:

                         Ӳсме мӑян та пултарать.

 

                         Юрру-сӑввушӑн «анне» тетӗп:

                         Çӗр пин юрӑ сахалах мар.

                         Сӑмахусемшӗн «анне» тетӗп:

                         Чӗлхемӗрӗн пур-ха тымар.

 

                         Юмахусемшӗн «анне» тетӗп:

                         Унта – чӗнӳ: «Улӑп пулар!»

                         Пирӳ-тӗррӳшӗн «анне» тетӗп:

                         Ӗçченлӗх вӑл – чунри кӑвар.

 

                         Пӗлетӗн кӑмӑла манне:

                         Инкек – хамӑрлӑха манни.

                         Унсӑр тӑванлӑх, туслӑх çук.

                         Унсӑрӑн эс те, эп те çук.

 

                        Пӗлеп, ман туррӑм, эс камне.

                       «Аннемçӗм теп сана, анне.

1-мӗш ертӳçӗ: Елчӗк районӗнчен тухнӑ пултаруллӑ çамрӑк Чӑваш  педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетне, Хусанти педагогика институчěн аспирантурине вӗренсе пӗтернӗ. Геннадий Никандрович  тӑван хуламӑрти педагогика институтěнче ěçленě, Эрфуртри аслӑ педагогика шкулӗнче вӑй хунӑ.

2-мěш ертӳçě: Çав вӑхӑтрах ачасем валли ӑса вěрентекен юмахсем, калавсем çырнӑ. Унăн кĕнекисенче ырă та ăслă шухăш, ытарлă каларăш нумай.

Геннадий Никандрович ҫырнă «Анне яшки – чи тутли» калав тăрăх лартнă инсценировка.

1-мӗш ертӳçӗ:  Г.Н.Волков хайлавĕсем тӳрĕ те ырă чунлă пулма вĕрентеççĕ, тĕрĕс пурăнма хăнăхтараççĕ.

2-мӗш ертӳçӗ: - Пĕрре улталăн, иккĕ улталăн, виççĕмĕшĕнче ларса йĕрĕн, - тенӗ вăл «Суяпа инçе каяймăн» калавĕнче.

Геннадий Никандрович ҫырнă «Суяпа инçе каяймăн» калав тăрăх лартнă инсценировка.

1-мӗш ертӳçӗ: - Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак, - тенĕ Геннадий Никандрович. Тăван çĕр-шыв, тăван ен, тăван кĕтеспе тăван кил чи хакли пулнине палӑртнӑ.

2-мӗш ертӳçӗ:  - Кашни çын хăйĕн çĕр-шывĕпе, тăван чĕлхипе мухтантăр. Нихăçан та тăван киле, тăван ене ан мантăр, – тенĕ Аслӑ вӗрентекенӗмӗр.

Геннадий Никандрович Волков тӑван чӗлхе çинчен каланӑ йӗркесем

5-мӗш вулакан: Тӑван чӗлхе – вӑл тӑван халӑхӑн нихçан та иксӗлми ӑс-тӑн çӑлкуçӗ.

6-мӗш вулакан: Тӑван чӗлхе – халӑхӑн ӗмӗр сӳнми ӑс-хакӑл чечекӗ. Унта –тӑван çӗр-шывӑн сенкер пӗлӗчӗ, уçӑ сывлӑшӗ, аслати-çиçӗмӗ, хирӗ-уйӗ, улӑхӗ-çаранӗ, тӑвӗ-сӑрчӗ, Атӑлӗ-Пӑли, унӑн ытарайми юманлӑхӗпе шӗшкӗлӗхӗ…

7-мӗш вулакан: Тӑван чӗлхе – халӑхӑн аваллӑхӗ, тӑван чӗлхе – халӑхӑн сумлӑ та телейлӗ малашлӑхӗ.

8-мӗш вулакан: Тӑван чӗлхемӗрçӗм… Асаттесен пилӗ, асаннесен тупи, кукамайсен пехилӗ, кукаçейсен тилмӗрӗвӗ, анне юрри, атте ӳкӗчӗ, аппа такмакӗ, пичче вӗрентӗвӗ, шӑллӑм тавӗ, йӑмӑкӑн ачашлӑхӗ, хурӑнташсен, кÿршӗсен ырӑ кӑмӑлӗ…

9-мӗш вулакан: Икӗ чӗлхе – икӗ ӑс, виçӗ чӗлхе – виçӗ ӑс. Ӑслӑ пулар эппин! Тӗнче çине тарӑнрах та анлӑрах пӑхар!

 

1-мӗш ертӳçӗ: Пултаруллă ученăй тĕрлĕ вырăнта пурăннă, ĕҫленĕ. Халăх педагогикипе интересленсе тӗпчев ӗçӗсем çырнӑ: «Чувашская народная этнопедагогика», «Педагогика любви», «Этнопедагогика чувашского народа» тата ыттисем те.

2-мӗш ертӳçӗ: «Чӑваш халӑхӗн этнопедагогики» - чӑваш халӑхӗн вышкайсӑр энциклопедийӗ», - тенӗ чӑваш халӑх поэчӗ П.Хусанкай. Петр Петрович Геннадий Никандрович чӑваш ӑслӑлӑхне, чун-хавалне, аптраманлӑхне çӗнӗрен çӗнӗ, çӳллӗрен çӳллӗ карта çӗклес малашнехи çамрӑк хастарсенчен пӗри пулнине палӑртнӑ.

Петӗр Хусанкай Геннадий Никандрович Волкова халалласа ҫырнă сăвă

4-мĕш вулакан: Эс чечек сĕткенĕшĕн,

                          Пылшăн вĕҫнĕ хурт пекех

                          Халăхăн вĕрентĕвне

                          Пур ҫĕрте пуҫтарнăшăн

                          Тав тăватăп чĕререн.

                          Халăхăн вĕрентĕвĕн

                          Никĕсне хывни питех

                         Лайăх ĕҫ. Вăл туслăхшăн,

                         Лайăх, тăнăҫ пурнăҫшăн

                         Ҫивĕч хĕҫ-пăшал пекех.

                         Ват ҫынсен вĕрентĕвне

                         Эс пуҫтарнă тĕнчере,

                         Халăхăн пархатарне

                         Илтĕн ĕмĕр-ĕмĕрех.

 

1-мӗш ертӳçӗ: Геннадий Никандрович хайлавӗсенче пуласлӑх çинчен питех те тарӑн шухӑшланине куратпӑр. 900 ытла ӑслӑлӑх ӗçӗ çырнӑ. Пур халӑх та аслӑ педагог, чӑн-чӑн вӗрентекен те, халӑхран ӑс-тӑн, кӑмӑл-туйӑм пухакан çын, - тенӗ вӑл. Хӑй каланӑ тӑрӑх, темиçе пурнӑç пурӑнса ирттернӗ пирӗн юратнӑ ӑсчах - тутар, вырӑс, нимӗç, якут, калмӑк пулса курнӑ.

2-мӗш ертӳçӗ: - Чӑвашӑн космонавт кӑна мар, педагог та пур, - тенӗ В. Сухомлинский. Унӑн пархатарлӑ ӗçӗсене чӑвашсемпе вырӑссем кӑна мар, ытти халӑх учёнӑйӗсемпе педагогӗсем те пысӑк хак панӑ.

 1-мӗш ертӳçӗ: Геннадий Никандрович Волков –  педагогика наукисен докторӗ, СССР Педагогика наукисен академийӗн академикӗ, Раççей вӗренӳ академийӗн академикӗ, К.Д.Ушинский ячӗллӗ преми лауреачӗ, Эрфурт университечӗн хисеплӗ докторӗ, Чӑваш АССР тава тивӗçлӗ учителӗ, Кӑркӑс ССР халӑха вӗрентес ӗç отличникӗ, Саха (Якути) Республикин вӗренӳ тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Калмӑк Республикин наукӑсен тава тивӗçлӗ деятелӗ, Тыва Республикин наукӑсен тава тивӗçлӗ деятелӗ, Раççей Федераци наукӑсен тава тивӗçлӗ деятелӗ, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ.

1-мӗш ертӳçӗ: Геннадий Никандрович Волков – Елчӗк районӗн хисеплӗ гражданинӗ, Чӑваш республикин хисеплӗ гражданинӗ, Калмӑк республикин хисеплӗ гражданинӗ. Пирӗн паллӑ ӑсчах-вӗрентекен К.Д.Ушинский, Я.А.Коменский», «Чӑваш республики умӗнчи тивӗçсемшӗн», «Тутарстан Республикинчи вӗрентӳри çитӗнӳсемшӗн» медальсене тивӗçнӗ.  

2-мӗш ертӳçӗ: Пирĕн Аслӑ вĕрентекенĕмĕр – чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ, тăван халăха çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев ĕçне малалла тăсаканĕ. Геннадий Никандрович Чӑваш ятне, Раççей мӑнаçлӑхне çӳле çӗкленӗ. Эпир унпа мухтанатпӑр, вӑл вӗрентсе каланисене асра тытатпӑр.

 

Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

Пожаловаться на материал
Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

также Вы можете выбрать тип материала:

Проверен экспертом

Общая информация

Скачать материал

Похожие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.