Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / Другое / Статьи / Исследовательская работа "Чӑваш тӗррин пуласлӑхӗ пурах"
ВНИМАНИЮ ВСЕХ УЧИТЕЛЕЙ: согласно Федеральному закону № 313-ФЗ все педагоги должны пройти обучение навыкам оказания первой помощи.

Дистанционный курс "Оказание первой помощи детям и взрослым" от проекта "Инфоурок" даёт Вам возможность привести свои знания в соответствие с требованиями закона и получить удостоверение о повышении квалификации установленного образца (180 часов). Начало обучения новой группы: 24 мая.

Подать заявку на курс
  • Другое

Исследовательская работа "Чӑваш тӗррин пуласлӑхӗ пурах"

библиотека
материалов

Чӑваш тӗррин пуласлӑхӗ пурах

Ум сӑмах

Тӑван халӑха ҫутта кӑлараканӗ И.Я.Яковлев пирӗн ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ пур тенӗ. Ӑҫтан тупӑннӑ-ши несӗлсен ҫавӑн чухлӗ пуянлӑх? Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку халӑх хӑйӗн йӑли-йӑркине ҫирӗппӗн пӑхӑнса упранинчен килнӗ. Акӑ, тӗслӗхрен, ҫуркунне ҫамрӑксем вӑйӑ картине тӑнӑ. Кашни хӗрачан ҫак уява тӗрлесе ҫӗленӗ тумпа, ҫӗнӗ юрӑпа тухмалла пулнӑ. Кӗввине те, сӑввине те, кӗпине те хӑех вӑрӑм хӗл кунӗсенче хатӗрленӗ. Ҫамрӑксем илемлӗ юрӑ шӑрантарнӑ, хитре кӗписен ӳкерчӑкӑсене пӗр-пӗринчен илсе малалла аталантарнӑ. Ҫапла вара, сӑмахӗсем, юррисем, тӗррисем ҫулран-ҫул хушӑнса пынӑ. Халӑх ӑстисем авалхи маҫтӑрсенчен вӗренсе ӗҫӗсене капӑр тап пахарах тума тӑрӑшнӑ.

Манӑн тӗпчев ӗҫӗн тӗллевӗ – чӑваш тӗррине упраса хӑварасси.

Тӗпчев ӗҫне пурнӑҫланӑ май эпӗ хам ума ҫакӑн пек тӗллевсем лартрӑм.

- Хальхи вӑхӑтра чӑваш тӗррине упраса хӑварас тесе мӗнле ӗҫсем пурнӑҫлаҫҫӗ?

- Елчӗкри «Паха тӗрӗ» фабрика филиалӗнче ӗҫленӗ ҫынсене тупса палӑртасси

- «Паха тӗрӗ» фабрикӑн хальхи вӑхӑтри ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашасси

I. Тӗп пайӗ

1. Тӗрӗ чӑвашсен чи авалхи искусствисенчен пӗри

Чӑваш халӑх искусстви пуян та нумай енлӗ. Унӑн тӗп тӗслӗхӗнчен пӗри – тӗрӗ эрешӗ. Чǎваш чунĕ яланах хитре патне туртǎннǎ. Çавǎнпа унǎн кил-çуртне тĕрленĕ, йывǎçран касса эрешленĕ тата хǎваран авнǎ япаласем, тǎм савǎт-сапа илемпе хǎтлǎх кÿнĕ. Тĕрĕ ǎсталǎхĕ уйрǎмах вǎйлǎ аталаннǎ пулнǎ. Халǎх ĕмĕчĕ-шухǎшĕ, вǎл илеме еплерех ǎнланнине шǎпах çак искусствǎра палǎрнǎ. Тĕрĕпе чǎвашсем тумтире çеç мар, пÿрт ăшчиккине те илемлетнĕ. Авалхи эрешсенче тĕнче тытăмĕ çинчен шухӑшлани, ӑна аталантарма тӑрӑшнине палӑртаҫҫӗ чӑваш ӑсчахӑсем. Сăмахран, хĕрарăм кĕпи çинчи кĕскĕ – хĕвеле, сунтăк – тĕнче тĕнĕлне, масмак çинчи ÿкерчĕксем çĕрпе тÿпене, çăлтăрсене, тусене тата ытти нумай япалана пĕлтернĕ. Çакăнпа пĕрлех ĕлĕкхи эрешсенче «çыру тĕрри» анлă тĕл пулать. Унпа уйрăмах çанă вĕçĕсене, кĕпе умне капăрлатнă. Халӑх тавракурӑмӗ аталанса пынӑ май тӗрӗ мифологилле шухӑш-туйӑмсемпе аваллӑх символӗсенчен тасалса илемлӗх туйӑмӗ пуянланса пынӑ.

18-19-мӗш ӗмӗрсенчи чӑваш эрешӗсем уйрӑмах хитре. Вӑл вӑхӑтри тӗрӗ ҫыруҫисем эрешсене ытларах чухне тӑваткал-тӑваткал е темиҫе кӗтеслӗ пайсенчен йӗркеленӗ. 20-мӑш ӗмӗрте чӑваш тӗрри-эрешне аталантарасси ӑслӑлӑх шайне ҫитнӗ.

Тӗрӗ вӑл – чӑвашсен чи авалхи искусствисенчен пӗри. Чӑваш тӗррин илемӗ такам чунне те канӑҫтарма пултарать, куҫа илӗртет.

Пирĕн халăх тĕррине тĕнчипех пĕлеççĕ. Вӑл Англири, Бельгири, Италири, АПШри тӗрлӗ выставкӑсенче паллӑ вырӑн йышӑнать. Ĕлĕкхи тĕрĕсем пире халĕ те хăйсен илемĕпе тĕлĕнтереççĕ, савăнтараççĕ. Вĕсене çынсем тĕрленине ĕненес те килмест.

Ытларах шурă пир çине тĕрленĕ. Çипписем çутçанталăкри тĕссене çывăх пулнă. Ытлашши йăмăх тĕссене килĕшÿсĕр тесе шутланă. Хӗрлӗ тӗс – юн, пурнӑҫ, ӗҫ. Симӗсси вара – ҫут ҫанталӑк. Сарӑ тӗс – хӗвел, телей. Шурӑ тӗс – чун тасалӑхӗ, ҫутӑ кун. Хура – хура халӑхӑн ҫӗр тӗсӗ, халӑх вӑйӗ. Вырӑссен паллӑ тӗпчевҫи П.Паллас чӑваш тӗрри ҫинчен ҫапла каланӑ: «Кӑвак, хӗрлӗ, хура тӗссемпех тӗлӗнмелле тӗрӗ тӑваҫҫӗ».

Чăваш тĕррин уйрăмлăхĕ вăл – çип шутласа тĕрлени. Сăмахран, тан енлĕ виçкĕтеслĕх тĕрлес тесен кашни енĕ валли пĕр тан çип шутласа илмелле пулнă. Чăваш тĕррине тĕрлеме йывăр, кăткăс ĕç вăл. Каярах çи-пуçа çăмăлрах тĕрĕпе илемлетме пуçланă, çавăнпа ăна «кахал çын тĕрри» тенĕ.

Чăваш тĕррин тепӗр уйрăмлăхĕ – çĕвĕсем тĕрлĕрен пулни. Тĕпчевçĕсем 32 таран шутласа тупнă. Хурапа – ырă тĕспе - эреш тавра çеç тĕрленĕ. Эрешĕсене хăйсене тĕпрен илсен, хĕрлĕпе (телей, савăнăç, тулли пурнăç символĕ) тĕрленĕ. Çавăн пекех сарă, кăвак, симĕс çипсемпе усă курнă.

Тĕрĕçсем тĕрлĕ çĕвĕпе усă курса тĕрленĕ. Тĕрĕсем çынсене, чĕр чунсене, карапсене, йывăç-курăка тата ытти нумай япалана пĕлтернĕ. Авалхи чăвашсем хăш-пĕр тĕрĕсенче тĕнче тытǎмне хǎйсем мĕнле курнине ǎнлантарса пама тǎрǎшнǎ. Чăваш тĕрĕ ăстисем тĕрленĕ чухне 30 ытла çĕвĕпе тата çĕвĕсен 40-е яхăн тĕсĕпе усă курнă.

Чăваш тĕрринче кашни çĕввĕн хăйĕн вырăнĕ пулнă, тĕрлĕ япала валли тĕрлĕ çĕвĕпе усă курнă. Тĕслĕхрен, пĕр енчен çеç курăнакан япаласене – кĕпене, масмака пĕр енлĕ çĕвĕсемпе илемлетнĕ: хĕреслĕ тĕрĕпе, хантăспа. Икĕ енĕ те пиччĕн япаласене – сурпана, çулăка, хĕр пĕркенчĕкне – йĕпкĕн, шулам, каснă шăтăклă çĕвĕсемпе усă курса тĕрленĕ.

Чăваш кил-йышĕнче хĕрачасене 6-7 çултах тĕрлеме вĕрентнĕ. 10-12 çул тĕлне вĕсем хăйсемех тĕрĕсем шухăшласа кăларса тĕрлеме пултарнǎ. Пир татӑкӗ унӑн аллинче искусствӑн чӑн-чӑн произведенийӗ пулса тӑнӑ. Ӗмӗрсем иртсен те чӑваш тӗррин илемлӗхӗ ҫухалмасть. Тарӑн шухӑшласан тӗлӗнетӗн те, ара пач вулама-ҫырма пӗлмен чӑваш хӗрӗсемпе арӑмӗсем хӑйӑ ҫутинче еплерех тӗрӗ тӗрленӗ-ха? Чǎваш тĕрри ытти халǎх тĕррисенчен кǎткăс, илемлĕ, тăпǎл-тăпǎл тата хǎйне евĕрлĕ пулнипе уйрǎлса тăрать. Çиппе тĕрленĕ тĕрĕсем тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе, вĕтĕ шăрçасемпе, авалхи вăхăтра вара ылтăн, кĕмĕл, туй (бронза) эрешсемпе, хаклă йышши чулсемпе килĕшсе тăнă.

2. «Тӗрлет пике илемлӗ тӗрӗ» сӑвӑ ярӑмӗ

Тӗрлеме те пултарап



Анне пачӗ йӗппе ҫип

«Тӗрле», -терӗ йӑл кулса.

Асанне ҫумма ларать

Тӗрлемешкӗн пулӑшать.



Эпӗ тӗрлеп сар хӗвел,

Ҫӑлтӑрне те тӑвӑп-ха.

Халӗ - пулчӗ, савӑнап,

Выляма та пултарап.



Тĕрлет пике илемлĕ тĕрĕ

Тĕрлет пике илемлĕ тĕрĕ

Шур катанпир çине пит тăрăшса.

Çак тĕрере чăвашлăх йĕрĕ

Чун хавалне парать вăл савăнса.



Кашни çĕвви хăй майлă илĕртÿллĕ

Пулса пырать шур катанпир çинче.

Çак илеме тумашкăн пĕлнĕ

Ман несĕлсем çак çĕр çинче.



Шур катанпир çинче – хĕрлĕ тĕс

Куратăп эп унта çĕр-шывăн хăватне.

Сарри илемлĕн çуталать тĕк

Пулать унта хĕвеллĕ çут тĕнче.



Чăваш тĕрри çыруллă теççĕ

Илемлĕ вăл чунтан тусан.

Чăваш тĕрри хăватлă теççĕ

Ытарлă вăл чунпа туйсан.



Çĕр пин тĕрре упрас тесе шутлатăп

Асра тытса хам тăвансен ятне.

Чăваш тĕррин эп хăватне çĕклетĕп

Упрас тесе хам асанне ятне.

Элина Иванова, 2-мӗш сыпӑкри аппа

3.Елчӗк тӑрӑхӗнче «Паха тӗрӗ» филиалӗ ӗҫленӗ



Паха тĕрĕ» фабрика уçăлнăранпа 90 çул çитнине эпĕ интернетран вуласа пĕлтĕм. Манăн вара çак фабрикăра ĕçленĕ Сапожникова Елена Семеновна çинчен çырас килчĕ. Елчĕк районĕнче «Паха тĕрĕ» фабрикăн филиалĕ ĕçленĕ. Çак филиалта ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ вăл 1959-мĕш çулта Антонова Анна хĕр-тантăшĕпе Cапожникова Елена Семеновна.

Изображение 152

Анне аса илсе каласа панă тăрăх «Паха тĕрĕ» филиалĕ ун чухне Красновсен килĕнче ĕçленĕ, вăл хальхи Елчĕкри Юбилейная урамра вырнаçнă пулнă. Халĕ вăл вырăнта лавкка уçнă. Унта ертÿçĕ пулса Афанасьева хушаматлă вырăс хĕр арăмĕ ĕçленĕ. Унтан кайран фабрика филиалне хальхи сĕту завочĕ çумĕнче çуртра вырнаçтарнă. Халь вăл çурт вырăнĕ каллех çук, ăна пăснă. Инке, Иванова Алевтина Афансьевна, çак çуртра ача чухне темиçе хут та пулса курнă. Кайран «Паха тĕрĕ» фабрикăн çĕнĕ çуртне купаланă Елчĕкре. Ун чухне кунта пир кăна тĕртмен, унсăр пуçне тĕрлĕ япаласем тĕрлесе илемлетнĕ. Халĕ вăл çуртра Елчĕкри вăтам шкулти кĕçĕн класра вĕренекенсем пĕлÿ пухаççĕ. Эпир ăна «Паха пĕлÿ» тетпĕр.

Елена Семеновна пир тĕртекен пулса ĕçленĕ. Вăл тĕртнĕ станок хальхи вăхăтра Кĕçĕн Таяпари тĕп шкулти музейра упранать. Ӑна, Иванова Валентина Ивановна, ĕçлемеллех вырнаçтарса панă. Вĕрентекенсем музея час-часах уроксене илсе каяççĕ. Кунта авалхи япаласемпе паллашма пулать.

SDC11112Изображение 054

Манăн кӳршӗ, Сапожникова Елена Семеновна, Кĕçĕн Таяпа ялĕнче 1937-мĕш çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче Семен Понкратьевичпа Софья Макаровна çемйинче çуралнă. Ашшĕ çĕвĕ çĕленĕ, кĕрĕксем çĕленĕ. Ялти ăста çĕвĕçĕ пулнă. Амăшĕ вара пир тĕртнĕ, çи-пуç çĕленĕ. Елена Семеновна килĕнче асли пулнă. Сакăр çул тултарсан шкула кайнă, анчах вăл тăватă класс таран çеç вĕренме пултарнă. Вăрçă çулĕсем вĕренес çулне пÿлнĕ, вăл кĕçĕннисене пăхма пулăшнă. Хĕр шутне кĕрсен Мускав тăрăхне торф кăларма кайнă, ун хыççăн колхозра ĕçленĕ.

Елчĕк ялĕнче «Паха тĕрĕ» фабрика филиалĕ уçăлсан унта ĕçлеме вырнаçнă. Пĕр ялтан вĕсем нумайăн пулнă. Нумайăшĕ вилнĕ ĕнтĕ вĕсем. Çак сăн ÿкерчĕкре кукамайпа пĕрле ĕçленисем.

Изображение 153

Кӳрше ытларах Валя аппа пулăшнă. Вăл ăна çип çăмхалама, шÿрĕ тума, пир витĕрме пулăшнă. Пир тĕртес ĕç пĕрре те çăмăл пулман. Малтанхи çулсенче кашни кунах Елчĕке çÿренĕ пулсан кайран килте тĕртме пуçланă. Пир тĕртес ĕç вăл питĕ кăткăс. Малтан çипне хатĕрлемелле, çиппине куммалла, çивĕтлемелле, унтан кĕрĕ витĕр кăлармалла. Çак ĕçе пĕччен тума май пулман. Елена Семеновна пир тĕртекен пулса 23 çул ĕçленĕ. Вăл тĕрлĕ ÿкерчĕклĕ япаласем тĕртнĕ. Вӗсен килӗнчи кивĕ документсем хушшинче Еля аппана панă хисеп хучĕ пур. Хисеп хучĕ çинче çапла çырнă «Почетная грамота тов. Сапожниковой Елене Семеновне ткачихе Яльчикского участка Чувашхуждожфонда за хорошие показатели 4 квартала 1968 года и за долголетнюю добросовестную работу в участке в связи с 10 летием участка». Апла пулсан Елчĕкри филиала 1958 –мĕш çулта уçнă. Елена Семеновна пĕрремĕш ĕçлекенĕсенчен пĕри пулнă.

«Пĕррехинче аннене Кукеçе ÿкерчĕк тума чĕнсе илнĕ. Вăл «Хăяр» ятлă ÿкерчĕк шутласа тупнă. Çак ÿкерчĕке тунăшăн панă ăна çак хисеп хутне 1968-мĕш çулта », - çапла каласа пачĕ мана Алевтина Афанасьевна Еля аппа çинчен. Хисеп хучĕ тăрăх вăл вăхăтра фабрикăна А.Демидов ертсе пыни паллă. Участокăн аслă мастерĕ – Е.Майкова. Малтанхи çулсенче çурт тăвăр пулнă пирки пире киле илсе килсе тĕртни те пулнă. Плана яланах ирттерсе пурнăçланă Елена Семеновна. Хисеп хучĕсĕр пуçне премие те темиçе хут тивĕçнĕ вăл. Парнесем парса та хавхалантарнă.

DSC04779DSC04778

Анне, аппа каласа панă тăрăх «Паха тĕрĕ» фабрикăн ĕçĕ, сумĕ чапĕ пулнă. Вĕсем халăха тĕрлĕ продукципе савăнтарма пултарнă.

Пирĕн килте кукамай илемлетсе тĕртнĕ тенкел сармисем, диван саррисем пур. Эпир унăн ылтăн алли тĕртнĕ япаласемпе яланах усă курма тăрăшатпăр. Елена Семеновна «Паха тĕрĕ» фабрикăра ĕçлеме пăрахсан та килте тĕрлĕ япаласем тĕртнĕ. Тивĕçлĕ канăва кайичченех Чкалов ячĕпе хисепленекен колхозра ĕçленĕ. Елена Семеновна Сапожникова 1995 çулта пиртен чире пула вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Анчах эпир унăн ĕçĕсемпе паянхи кунта мухтанма, мăнаçланма пăрахман. Анне пире унăн ĕçĕсем çинчен темччен каласа пама пултарать. Унăн пиртен тĕртсе тунă япалисем нумай килте халĕ те упранаççĕ. Пирĕн иккĕмĕш сыпăкри аппа та пир тĕртекен пулса ООО «Лента» фабрикăра ĕçлет. Çавăнпа та эпир пир тĕртекенсемпе чăннипех те мухтанма пултаратпăр.

DSC04775

Пӗтӗмлетӳ

Тĕрĕ кашни чăваш хĕрĕн пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнмалла. Илемлĕ тĕрĕпе капăрлатнă кĕпе тăхăнсан эпир хамăра аван туятпăр. Чăваш тĕррине упраса хăварас тесе чăваш хĕрĕсем тăрăшмасан тата кам тăрăштăр? Кашни çĕвве, эреше сыхласа хăвармалла пирĕн. Ку ĕçпе малалла аталанмалли бизнес-проект та хатĕрлеме май пур, мĕншĕн тесен Чǎваш Республикинче малашне туризма аталантарма шутлаççĕ. Чǎваш Республикине килекен кашни хǎна пирĕн патӗнчен мĕнле те пулин асǎнмалǎх япала илсе каятех. Чӑваш ҫӗр-шывне лекнӗ пӗрремӗш ҫын халӑх тӗррипе кӑсӑкланать. Тӗрӗсенче чӑваш халӑхӗн чунӗ упранать тейӗн: унта хӗвел ӑшшийӗпе шевлийӗ, анлӑ Атӑл хумӗсенчи мӑнаҫлӑх, сар тулӑ пучахӗсен асамлӑхӗ.









































Усӑ курнӑ литература

  1. Евгения Жачева. Чӑваш тӗрри пӗтрӗ-им? Хыпар, №157, 2008, ҫурла, 12

  2. А.Портнова. Чӑваш тӗрри. Елчӗк ен, т»24 (11100) 2014, пуш, 23

  3. Жачева Е.Н. сувашская вышивка. Чӑваш тӗрри: техника. Приемы: книга – альбом. – Чебоксары: Чуваш. Кн. изд-во, 2006. – 238 с., ил.

  4. Иванов – Орков Г.Н. Узоры, цвет, символика. Народное исскуство и художественные промыслы современной Чувашии. – Чебоксраы: Чуваш. кн. изд-во, 2012.-191 с.













Автор
Дата добавления 19.03.2016
Раздел Другое
Подраздел Статьи
Просмотров354
Номер материала ДВ-539647
Получить свидетельство о публикации

Выберите специальность, которую Вы хотите получить:

Обучение проходит дистанционно на сайте проекта "Инфоурок".
По итогам обучения слушателям выдаются печатные дипломы установленного образца.

ПЕРЕЙТИ В КАТАЛОГ КУРСОВ

Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх