Инфоурок Классному руководителю КонспектыКлассный час «Ака туй. » (Весенний праздник. 1-2 классы)

Классный час «Ака туй. » (Весенний праздник. 1-2 классы)

Скачать материал

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

НОМИНАЦИ «УЯВ СЕХЕЧĔ»

 

 

 

 

ТЕМА: Классный час «Ака туй. »

 

 

Мероприятие 7-8 çулхи ачасем валли хатĕрленĕ

 

Ĕç тĕллевĕсем: 1. Ачасене чăвашсен авалхи тата хальхи культурипе йăли-йĕркипе паллаштарасси. Ака туй уявĕ çинчен тĕплĕн каласа парасси.

2. Ачасене Тăван çĕршыва, тăван халăх пултаруллăхне, йăли-йĕркисене, культурине юратма, татах та малалла аталантарма вĕрентесси. Тăван çĕршыва юратас туйăмсене çирĕплетсе аталантарасси.

 

 

 

Сценари авторĕ: Васильева Светлана Ивановна

                   Канаш районĕн Аслă Мами пĕтĕмĕшле

                пĕлÿ паракан  шкулĕн вĕрентекенĕ

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

АСЛĂ МАМИ -2021

 

Урок юхăмĕ:

- Ырă кун пултăр сире, пĕчĕк юлташăмăрсем. Паян эпир сирĕнпе нумай интереслĕ япаласем çинчен пĕлĕпĕр. Мана пĕччен йывăртарах пулĕ, çавăнпа та эсир мана пулăшасса шанатăп.

Эпир пурăнакан çĕршыв мĕн ятлă-ши?

- Чăваш Республики. Хăй пысăках мар вăл, анчах пултаруллăхĕ, унăн культури ĕлĕк-авалтанах аталанса, çулран çула ратран-рата куçса пынă. Çапла куçса пирĕн пурнăç юхăмне те çитсе çапăннă. Мĕн пултăр тăван йăли-йĕрки, юрри-ташши уявĕсенчен илемли.

Çак уявсене халăхăн пĕтĕм савăнăçĕ, пултаруллăхĕ курăнса илĕртет пире, савăнăç, хавхалану кÿрет. Çынна вăрçмасăр, кăмăллă пулма вĕрентет.

Нумай тĕрлĕ уявсем чăвашсен. Авалранпах вĕсем илемленсе, аталанса, çитнĕ пирĕн вăхăтра.

Тĕслĕхрен: Хĕлле- сурхури, кăшарни, çуркунне еннелле- çăварни, калăм, акатуй, çулла- çимĕк, киремет карти тата та нумай вĕсем. Пурне те каласа тухаймăн. Пурте вĕсем хăйсен енлĕ, хăйсене уйрăм илемлĕ те таса, хавхалануллă та савăнăçлă.

Эрнипе, уйăхĕпе хатĕрленнĕ, кĕтнĕ çак уявсене, ялан ĕçпе ĕшеннĕ чăваш халăхĕ.

Пур уяв çинчен каласа пама сăмах та вăхăт та çитмĕ пире. Паян эпир сирĕнпе тĕплĕнрех пĕр уяв çинчен сăмахлăпăр. Ку вăл Ака туй – çурхи ĕçсене халалласа ирттернĕ чăвашсен  уявĕ.

Чăвашсем Ака туй уявне çурхи çĕр – ĕçĕсене пуçличченех хатĕрленме пикенеççĕ.

Ака туй тесе ăна пурте нумай пулмаç çеç калаççĕ-ха. Малтан мăн кун уявĕ хыççăн чăвашсем çурхи ĕçсене хатĕрленме пуçланă: ĕç-хатĕрĕсене юсанă, акма вăрлăх хатĕрленĕ.

Апрель вĕçĕнче, сухана тухас умĕн чăваш халăхĕ уява хатĕрленме пуçланă. Уяв савăнăçлă та аван ирттĕр тесе тăрăшнă ĕçчен халăх.

Ака туя валли чăваш хăмлинчен сăра вĕретнĕ, тĕрлĕ çимĕç хатĕрленĕ. Ака туя тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ кун хатĕрленĕ. Вăл пĕр е икĕ кун кăна мар, эрнипех тăсăлнă. Уява пĕр ратри çынсем пĕр-пĕринпе пĕрлешсе ирттернĕ. Кÿршĕсене-тăвансене хăнана чĕннĕ. Хăнасем валли пурте уяв сĕтелĕ хатĕрленĕ. Сĕтел пуçне чăваш сăрипе алтăр сĕтел варрине тĕрленĕ ал шăлли çине чăкăтпа çăкăр хунă.

(Алтăр, тĕрленĕ ал шăллисем кăтартасси)

Тĕрĕсем те пурте пĕрешкел пулман. Кашни тĕрĕн хăйĕн уйрăмлăхĕ, пĕлтерĕшĕ. Ытларах тĕрлĕ геометри фигурисенчен композицисем йĕркеленĕ. Тĕссем те уйрăм пĕлтерĕшлĕ. Чăваш тĕррисенче хĕрлĕ, сарă, хура, симĕс тĕссем уйрăмах палăрса тăнă. Уява пурте пуçтарăнса çитсен пĕтĕм йăли-йĕркине ватă хисеплĕ çын йĕркелесе пынă. Кашни хăнана сăрапа, апат çимĕçпе сăйланă, хăналанă хыççăн асли ĕмĕрхи ĕçченсен  «Алран кайми аки-сухи юрра юрлама пикеннĕ. Ыттисем ун хыççăн тăснă

( Сăвă йĕркисене вуласа парасси).

Алран кайми. Кĕввине С.Максимов йĕркеленĕ.

1.      Алран кайми аки – сухи

Алран кайми атти -анни

Ай -йай -йай – ай.

2.      Аки сухинчен уйрăлас çук

Атти – аннине ай манас çук

Атти – аннине ай манас çук

Ай -йай -йай – ай.

 

3.      Асран кайми пĕлĕм – тантăш

Пуринчен пахи – ялйыш, пускил.

Ай -йай -йай – ай.

 

4.      Ай ĕçер - и, ай çиер -и?

Виличчен пĕрле, ай пурнар- и?

Ай -йай -йай – ай.

 

Юрă юрласа пĕтерсен пурте уçă алăк енне çаврăнса турра кĕл тунă. Çав кĕлсенче турăна çынсем çимĕç, тырă-пулă, выльăх –чĕрлĕх пуян та ăратлă пулма ыйтнă.

Сĕтел хушшинчен асăнса, кĕл туса апатлансан çынсем уя тухнă. Юрăсемпе, сăвăсемпе, илемлĕ тумсемпе уялла утнă.

Уйра каллех çынсем çĕр киреметне асăнса кĕл тунă. Ăна валли илсе килнĕ çимĕçсене салатнă. Кĕл хыççăн çамрăксем юмăç янă. Юмăç ярса вĕсем тыр пул, çимĕç мĕнле пуласса пĕлесшĕн пулнă.

Юмăç пăхса пĕтернĕ хыççăн çеремре уявăн чи савăнăçлă тапхăрĕ пуçланнă – юрланă, ташланă, савăннă. Уйран вара каç енне тин таврăннă.

Çак  йăласене ирттерме кашни çын пĕр юлмасăр хутшăннă. Хутшăнмасан турă çилленсе пулас тупăша сиен кÿрĕ тесе шикленнĕ. Пĕтĕм ял йыш ака туй ирттернĕ хыççăн çурхи ĕçсене пикеннĕ.

Ака – сухана пĕтернĕ хыççăн ака туйăн тĕп пайне хатĕрленĕ. Ку тĕп пайне нумай малтан хатĕрленме пикенеççĕ. Урамсем тăрăх юланутсем çĕнтерÿçĕсем валли парнесем шутне тĕрлĕ ал шăллисем, пиçихисем илемлĕ хăюсем, пусма татăкĕсем пулнă. Пуянсем праçник ирттерме укçа – тенкĕ те шеллемен. Çамрăк яшсем лашасемпе ăмрăтма хатĕрленнĕ. Лашасене суйланă сĕлĕпе тăрантарнă.

Ака туй кунне ялсене илемлĕ уяв сăнĕ çапнă, савăнăçлă , хавхалануллă курăннă  ялсем. Улăхра тĕрлĕ интереслĕ ăмăртусем иртнĕ. Ирех суйланă илемлĕ вырăна ăмăрту курма çынсем йышлăн пуçтарăннă.

Ăмăртакансен умĕнче хисеплĕ ватăсем пынă. Халăх пуçтарăнса çитсен ăмăртусем пуçланнă. Ăна çамрăк ачасем пуçланă. Вĕсем хыççăн çитĕннисем. Кунта шÿтлĕ вăйăсем пысăк вырăн йышăннă.Чи маттур çĕнтерÿçĕсене паттăр ят панă.Пуринчен те интереслĕреххи лашасемпе ăмăртни пулнă. Çĕнтерÿçĕсене парне панă. Ăмăртусене вĕçлесен çамрăксем пайланса вăй вылянă. Савăнăçлă уяв çĕрлечченех тăсăлнă.  Каç енне хĕрсемпе яшсем ташланă, юрланă, савăннă.

Кашни ял уява тĕрлĕ вăхăтра ирттерме тăрăшнă. Кун пек халăх темиçе уявра та савăнса юрласа ташланă. Ĕлĕк çеç мар пулнă çакăн пек савăнаçлă ака туйсем. Хальте ялсенче,районсенче чăваш халăхĕ манман асламăшĕн йăлисене çуркунне çитсен пур çĕрте те ялсенче. Районсенче чăваш халăхĕ ака туя хатĕрленеççĕ. Савăнăçлă ирттереççĕ вĕсене,  ĕлĕкхинчен те илемлĕрех те савăнăçлăрах.

Паян эпир сирĕнпе çак хĕвел пек пысăк та çутă уявăн пĕр пайăркине илес тесе хатĕрлентĕмĕр. Пирĕншĕн те паян пĕчĕк уяв пултăр. Ку уява манпа паян эсир те нумай пулăшрăр. Анчах уява çакăнтах ирттерме йывăртарах пуль. Çавăнпа та эпир сирĕнпе халь пурте пуçсене партăсем çине хурса куçсене хупатпăр. (Чăваш кĕвви янăрать).

- Сирĕнпе эпир илемлĕ асамлă çĕре вĕçетпĕр. Çÿлте кăн – кăвак тÿпе, аялта сип –симĕс çерем илĕртет пире. Пĕчĕккĕн укăлча умне е çерем çине анатпăр.

Куçсене уçрăмăр.

Эпир сирĕнпе уявра. Анчах курма çеç килмен эпир, хамăр хутшăнса савăнма килнĕ. Малтанах хамăр çĕршыва халалланă сăвăсем янратар пуль.

(Ачасем сăвăсем калаççĕ)

1.      Тăван кĕтес, тăван анне

Чĕнеççĕ – çке хăйсем патне

      Пÿрт умĕнчех ав вĕрене

      Кăчăк туртать хăй ытамне.

2.      Тăван ялăм, савнă ялăм

Юрататăп эп сана

Юррусем те, тĕррÿсем те

Ах илеççĕ тыткăна.

3.      Тăван çĕршыв, эс мар -и

Чи илемли!

Тăван çĕршыв, эс мар -и

Чи ăшши!

Тăван çĕршыв эс мар -и

Чи хакли!

4.      Алла аллăн тытăнса

Ташăсем ташлатпăр.

Мирлĕ пурнăçа савса,

Юрăсем юрлатпăр.

 

Юрлама, ташлама чĕнет пире Лена. Унччен айтăр кăшт савăнар. Ларса та ывăнтăр пуль. Малтан ар çын ачасене вĕрен турттарса ăмăрттарас. (Вĕрен туртни).

2. –Çерем акса вир акрăм.

           -Çерем акса вир акрăм

            -Эпир ăна таптатпăр

           -Эсир мĕнпе таптатăр?

           -Эпир ăна тытатпăр.

           -Эсир мĕнле тытатăр?

           -Вĕрен явса тытатпăр,

           -Эпир ăна илетпĕр.

           -Эсир мĕнле илетĕр?

           -Çĕр сум парса илетпĕр

           -Пире çĕр сум кирлĕ мар,

          -Сире тата мĕн кирлĕ?

          -Пире кирлĕ сар ача.

          -Сар ачийĕ мĕн ятлă?

          -Сар ачийĕ Мишша ятлă.

Маттур пултăр ачасем! Килĕшрĕ - и сире ку вăйă? Çакăн пек вăйă вылянă пирĕн асаттесемпе асаннесем. Вылярăмăр, кантăмăр. Айтăр- ха шăп ларса тимлĕ пулар.

Сăвăсемпе юрăсем çеç мар ташăсемпе юрăсем те янранă каçхи янкăр сывлăшра, янранă, шăнкăртатнă, савăнтарнă та хавхалантарнă вĕсем халăха илемлĕ, илĕртÿллĕ тумсемпе тухнă вăййа çамрăксем.

Чăвашсен аслă туррине – хĕвеле халалланă пуль çак илемлĕ хусканусем. Çепĕçпе ытарлăх, сăпайлăхне парнеленĕ вĕсем пире. Акă паян та сире савăнтармашкăн пĕчĕк пикесем сире чăваш ташши кăтартĕç.

 (Чăваш ташши ташлани).

Маттур пĕчĕк пикесем. Асăрхарăр пуль ĕнтĕ çакăн пек тăхăннă чăваш хĕр арăмĕсем.

           Ирхине

1. Ирхине иррех паян

Тухрăм эпĕ урама

      Тытăннă унта автан

      Çĕрме купăс калама.

    2. Пĕчĕк сарă чĕпĕсем

      Саркаланса ташлаççĕ.

      Алă çупса амăшсем

      Савăнăçлă тăраççĕ.

   3. Тÿпере чĕкеç кулса

      Кĕвĕ майăн ярăнать.

     Чĕпсене саламласа

     Çунаттине вăл сулать.

Çакăн пек çĕрĕпех уяв кĕрленĕ, пирĕн яшсемпе хĕрсем карталанса юрă юрланă. Эпир те сирĕнпе юрă юрлар - и? (Юрă «Хурăн çулçи»

Хурăн çулçи

Сăввине К. Иванов çырса илнĕ

Кĕввине П. Палухин çырса илнĕ, Ф. Павлов илемлетнĕ.

Хурăн çулçи çурăлсан

Килет вăрман илемĕ.

Хурăн çулçи тăкăнсан

Каять вăрман илемĕ.

 

Мăкăнь çеçке çурсассăн

Килет пахча илемĕ.

Мăкăнь çеçке тăксассăн

Каять пахча илемĕ.

 

Хирти курăк ешерсен

Килет хирĕн илемĕ.

Хирти курăк типсессĕн

Каять хирĕн илемĕ.

 

Хĕвел хĕрелсе тухнă чух

Килет тĕнчен илемĕ.

Хĕвел анса ларсассăн

Каять тĕнчен илемĕ.

 

Пурте вырнаçса лартăмăр, кĕвĕ майĕпе хамăр класа таврăнатпăр.

-Мĕн пĕлтĕр эсир паян?

-Мĕнле уяв çинчен калаçрăмăр?

-Мĕн вăл ака туй?

-Мĕнле савăннă унта ял халăхĕ?

Ачасем, пăхăр - ха эпĕ çакăнта пĕр плакат çакнă. Айтăр -ха пурте пĕрле вулатпăр. «Тăван чĕлхесĕр чăн – чăн пĕлÿ çук».

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Классный час «Ака туй. » (Весенний праздник. 1-2 классы)"

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Социальный педагог

Получите профессию

Няня

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 663 247 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 25.03.2021 195
    • DOCX 25.7 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Васильева Светлана Ивановна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Васильева Светлана Ивановна
    Васильева Светлана Ивановна
    • На сайте: 7 лет и 1 месяц
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 1292
    • Всего материалов: 4

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Менеджер по туризму

Менеджер по туризму

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Организация работы с молодежью

36 ч. — 180 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 77 человек из 33 регионов
  • Этот курс уже прошли 171 человек

Курс повышения квалификации

Актуальные вопросы профориентационной работы в деятельности педагога

72 ч.

2200 руб. 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 98 человек из 36 регионов
  • Этот курс уже прошли 121 человек

Курс повышения квалификации

Уверенность, уверенное поведение, воспитание волевых привычек, развитие учебной мотивации у детей и подростков

72 ч.

2200 руб. 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 83 человека из 32 регионов
  • Этот курс уже прошли 247 человек

Мини-курс

Сенсорные системы и развитие нервной системы

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 82 человека из 37 регионов
  • Этот курс уже прошли 43 человека

Мини-курс

Переходные моменты в карьере

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Проектное управление

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе