Инфоурок Иностранные языки КонспектыКонспект урока "Дойные животные" (на чувашском языке), 5 класс

Конспект урока "Дойные животные" (на чувашском языке), 5 класс

Скачать материал

Урок теми: Сăвакан выльăхсем (вырăс шкулĕн 5-мĕш класс кĕнеки тăрăх).

Урок тĕсĕ: Çĕнĕ темăна вĕренмелли хутăш урок.

Сапăрлăх тěллевě: Сăвакан выльăхсем пысăк усă параççĕ, çавăнпа та вĕсене çынсен юратмалли, лайăх пăхмалли çинчен ачасене ăнлантарасси.

         Пěлÿ тěллевěсем: 1. Ачасене сăвакан выльăхсемпе паллаштарасси.

2. Сĕт тата кăмăс сывлăхшăн усăллă пулни çинчен ăнлантарасси.

3. Чăваш чĕлхинчи сăмахсенче тĕрĕс пусăм лартма вĕрентекен правилăсене аса илсе çирĕплетесси.

Аталантару тěллевěсем: 1. Ачасен пуплевне аталантарасси.

2. Вĕренекенсен тавра курăмне анлăлатасси.

Урок мелěсемпе меслечěсем: учитель сăмахě, сасăсемпе ĕçлени, ыйту-хурав, словарь ĕçĕ, текстпа ĕçлени, çĕнĕ ăмахсемпе сăмах майлашăвĕсем, предложенисем туни, текста тишкерни, ÿкерчěкпе усă курни, палăртуллă вулав, кĕске содержани калани, ушкăнпа ěçлени, вырăсларан чăвашла куçарни, презентаци слайчěсемпе ěçлени, суйлавлă вулав, пуçватмăшпа ĕçлени , кластер тăвасси, ачасен пěтěмлетěвě, учитель пěтěмлетěвě.

         Пуплеве аталантарасси:

диалог;

монолог;

текст тăрăх ěçлес хăнăхăва ÿстересси;

пěтěмлетÿсем тума вěрентесси.

Урокра усă курмалли хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, урок темипе хатĕрленĕ слайдсем, словарьсем, кĕнекесем, тетрадьсем.

Валеçÿ хатĕрĕсем: карточкăсем, ÿкерчĕксем, сарă тата хăмăр фишкăсем.

 

Урок юхăмĕ

I. Урок темипе паллашасси.

– Ырă кун пултăр сире, ачасем! Эпĕ сире курма питĕ хавас. Чăваш чĕлхи урокне пуçлатпăр. Яланхи пекех урок темипе паллашатпăр.

– Мĕншĕн доска çине эпĕ çак ÿкерчĕксене çакнă-ши? (Ĕне, качака)

 Килти чĕр чунсем çинчен калаçатпăр пулĕ теме пултараççĕ ачасем.

– Килти выльăх-чĕрлĕх шутне ĕнепе качака кăна кĕмеççĕ вĕт-ха. Ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ши вĕсем?

– Вĕсем пире сĕт параççĕ.

– Тĕрĕс, ĕнепе качака сĕт параççĕ. Апла пулсан, вĕсем мĕнле выльăхсем-ха?

– Сĕт паракан выльăхсем.

– Ку та тĕрĕс. Тепĕр майлă вĕсене сăвакан выльăхсем теççĕ. Маттур, ачасем. Урок темипе паллашрăмăр.

II. Урок тĕллевĕпе задачисене палăртасси.

– Ачасем, мĕнле шутлатăр, паян урокра мĕн тăвăпăр-ши?

– Сăвакан выльăхсем çинчен вуласа пĕлĕпĕр.

– Вĕсемпе паллашăпăр, çĕнĕ сăмахсем вĕренсе пуплеве кĕртме хăнăхăпăр, тĕрлĕ ĕçсем тăвăпăр.

– Урок пуçламăшĕнче, яланхи пекех, сирĕн кăмăлăрсене  пĕлес килет. Камăн кăмăл-туйăм хавас тата урокра ĕçлес кăмăлĕ пур, сарă фишкăсене çĕклĕр. Енчен те кăмăлăрсем аванах маар пулсан хăмăр фишкăсене кăтартăр.

III. Урок темипе ĕçлени.

1. Фонозарядка.

Атьăр, малтан чĕлхесене чăвашла калаçма хăнăхтарар. Чăваш алфавитĕнче пур, анчах вырăс алфавитĕнче çук сас паллисене аса илер. Кам калать?

– [ă] сасă тĕл пулакан килти чĕр чунсен ячĕсене чăвашла калăр тархасшăн.

Тĕслĕх: [ă] – йытă, [ă]–пăру…

– [ĕ] сасă пур килти чĕр чунсен ячĕсене калăр.

– [ÿ] сасăллă чăваш сăмахĕсене аса илĕр.

– [ç] сасăпа пуçланакан сăмахсене калăр.

– Пурте маттур! Чăваш сăмахĕсене чылай пĕлетĕр. Халĕ вара хамăр пĕрле планланă ĕçсене тăвăпăр. Чи малтан çĕнĕ сăмахсемпе паллашăпăр. Вĕсем сире паян вулакан текста лайăхрах ăнланма пулăшĕç.

 

 2. Словарь ĕçĕ.

тĕве –

пуш хир –

кĕсре –

кăмăс –

су –

усă кур –

сыват –

сиплĕ –

ятарлă –

а) вĕрентекен хыççăн палăртуллă вулани;

– Сăмахсене тĕрĕс вулас тесен тĕрĕс пусăм лартма пĕлмелле. Вырăс чĕлхинчи кашни сăмахра пусăм ăçта лартмаллине астуса юлмалла пулсан, чăваш чĕлхинче вара правилăсене кăна астумалла. Эпир сирĕнпе вĕсене вĕреннĕ, пĕлетпĕр. Çав правилăсене аса илсе сăмахсем çине пусăм лартăр. (Ачасем малтан правилăсене калаççĕ, доска умне черетпе хăвăрт тухса сăмахсем çине пусăм лартаççĕ.Сăмахсене тĕрĕс вулаççĕ те хăйсен вырăнĕсене кĕрсе лараççĕ. Енчен те вĕренекенсем йăнăш пусăм лартаççĕ пулсан, ыттисем тÿрлетеççĕ. Ачасем йăнăшсене асăрхаймасан вĕрентекен пулăшать.)

ă) правилăсене аса илсе пусăм лартни;

б) куçару (Ачасем чăвашла-вырăсла словарьсемпе ĕçлеççĕ: пĕрремĕш ушкăнри ачасем малтанхи 4 сăмахăн куçарăвне тупаççĕ, иккĕмĕш ушкăнрисем тепĕр 3 сăмахăн куçарăвне шыраççĕ, виççĕмĕшсем – юлашки икĕ сăмаха куçараççĕ. Вĕрентекен ачасене мĕншĕн сăмахсене çакăн пек ушкăнланине, вĕсен мĕнле пĕрпеклĕх пуррине тавçăрса илме сĕнет. Пĕрремĕш ретĕн сăмахĕсем пурте япала ячĕсем, иккĕмĕшĕн – глаголсем, виççĕмĕшĕн – паллă ячĕсем );

в) çĕнĕ сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсем туни;

г) кĕсре тата кăмăс сăмахсен пĕлтерĕшĕсене тупса тетрадьсем çине çырса хуни;

д) уйрăм сăмахсемпе предложенисем йĕркелени.

 3. Кĕнекери текстпа ĕçлени.

– Ачасем, кĕнекесене 209-мĕш страницăна уçăр. Халĕ сирĕнпе «Сăвакан выльăхсем» ятлă текста вуласа ăнланăпăр. Эпĕ вулатăп, эсир тимлĕ итлĕр те калавра мĕнле выльăх ячĕсем тĕл пулнине калăр.

а) текста çурри таран вĕрентекен, тепĕр çуррине палăртуллă вулама пултаракан ача вулани;

ă) ыйтăва хуравлани (ĕне, качака, лаша, кĕсре, тĕве, як);

б) суйлавлă вулав (экран çинчи вырăсла çырнă сăмах майлашăвĕсене ăнланса текстра тупса вулани); В наших краях, держали лошадей, доили кобылу, используют для лечения, дают пить больным, в специальных фермах, доят верблюда, полезное молоко, Памирские горы, доят яка.

в) текста харпăр хăй тĕллĕн çурма сасăпа палăртуллă вулама хăнăхни;

г) палăртуллă вулав;

д) текста ăнланние тĕрĕслени, ыйтусене хуравлани;

– Пирĕн тăрăхра мĕнле выльăхсене сăваççĕ?

– Ĕлĕк тата мĕн сунă?

– Кĕсре сĕтĕнчен мĕн тăваççĕ?

– Кăмăс усăллă-и?

– Кăмăспа мĕнле чиртен сыватаççĕ?

– Ытти çĕрте тата мĕн-мĕн сăваççĕ?

е) ушкăнсенче ĕçлени (кашни ушкăн хăйсен схемипе ĕçлет, ачасем малтан хăйсем тĕллĕн çурма сасăпа хуравлаççĕ, унтан пурте илтмелле пĕр-пĕрне ыйтусем параççĕ, хуравлаççĕ, пĕр-пĕрин йăнăшĕсене тÿрлетеççĕ);

1-мĕш ушкăнăн схеми (пĕр ача ыттисене ыйтусем парать

2-мĕш ушкăнăн схеми (ачасем пĕр-пĕрне черетпе ыйту параççĕ)

3-мĕш ушкăнăн схеми (пурте пĕр ачана ыйтусем параççĕ)

ё) пĕр вĕрентекен пĕтĕмлетсе каласа пани.

– Эсир чылай ĕçлерĕр. Ывăнтăр та пулĕ. Как малалла та çăмăллăнах ĕçлеме пултарать, çавă сарă фишка кăтартать. Как ывăннă та канма вăхăт çитнĕ тесе шутлать, вăл хăмăр фишка кăтартать.

3. Кану саманчĕ.

– Ура çине тăрăр. Эпĕ сире чĕр чунсен ячĕсене калăп. Çав шутра сăвакан выльăх ячĕсем те пулĕç. Сăвакан выльăх ятне илтсен пĕшкĕнсе лармалла, алăсемпе ĕне сунă евĕр хусканусем тумалла. Урăх чĕр чунсен ячĕсене илтсен вара тăмалла та вырăнта чупмалла, мĕншĕн тесен ыттисем пире  сутармаççĕ, пирĕнтен тараççĕ.

4. Пуçватмăш

– Панă сăмахсене чăвашла куçармалла. Чăваш сăмахĕсенче кирлĕ сас паллисене шыраса тупмалла. Сăмахра сас палли миçемĕш пулнине числопа кăтартнă.

верблюд (2) –тĕве (ĕ)

живет (5) – пурăнать (н)

кобыла (5) – кĕсре (е)

Ĕне сăмах пытаннă. Тĕрĕс. Эпир сирĕнпе сăвакан выльăхсем чылай пулнине пĕлтĕмĕр ĕнтĕ. Çапах та эпир ĕне паракан сĕте ытларах ĕçетпĕр. Çавăнпа малалла кăштах ĕне çинчен тата унăн сĕчĕ çинчен калаçăпăр.

– Эсир сĕт ĕçетĕр-и?

– Ĕне сĕтне юрататăр-и?

– Ĕне сĕтĕнчен мĕн-мĕн тăваççĕ?

Малтан ачасем хăйсем мĕн пĕлнине калаççĕ. Кайран вĕрентекен пулăшать, экран çинче сĕтрен тунă апат çимĕç ÿкерчĕкĕсене кăтартать, ячĕсене чăвашла калама ыйтать.

– Халĕ вара тавра курăма ÿстерес тĕллевпе пĕлме интереслĕ тата пĕлме усăллă фактсемпе паллашăпăр. (Кунтах куçару ĕçĕ те пулса пырать.)

5. Пĕлме интереслĕ фактсемпе паллашни. (Ку пая пĕрремĕш ушкăнри ачасем вуласа вырăсла куçараççĕ. Ытти ушкăнрисем пулăшаççĕ)

Ĕне хăй пурнăçĕнче 200000 литр сĕт парать.

Ура çинче тăрса çывăрма пултарать.

Пĕр кунта 35 литр таран шыв ĕçет.

Ĕне 20 çул пурăнать.

Вăл тĕс уйăраймасть, шурă тĕс кăна курать.

Ĕнесем макăрнинче 11 тĕрлĕ кĕвĕ уйăраççĕ.

Ĕне мăйракинчен çилĕм, желатин, мармелад, çÿç тури, тÿме тăваççĕ.

Унăн тирĕнчен атă-пÿшмак, пиçиххи тăваççĕ.

6. Пĕлме усăллă фактсемпе паллашни. (Иккĕмĕш ушкăнри ачасем вуласа куçараççĕ. Ыттисем пулăшаççĕ)

         Сĕтре организма кирлĕ белок нумай. Унта кальции те пур.

Кальци çын организмĕшĕн питĕ усăллă: шăлсене, шăмăсене çирĕплетет, чĕрене сывă пулма пулăшать, юн пусăмне чакарать тата ытти те.

Сĕт ĕçекен çыннăн пуçĕ лайăх шухăшлать, нервисем те йĕркеллĕ.

Кашни кун сĕт ĕçекенсен инсульт тата инфаркт пулас хăрушлăх сахалланать.

III. Ăнланнине тĕрĕслени Çакăн пек тĕлĕнмелле выльăх иккен ĕне, сĕчĕ те унăн чăннипех те усăллă.

– Ачасем, мĕн вăл пирĕншĕн сĕт? Атьăр-ха, сĕт сăмахпа доска çинче кластер туса пăхар. Ку ĕç вара виççĕмĕш ушкăнри ачасем валли. (Пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăнри ачасем те пулăшма пултараççĕ.)

– Сĕт мĕнле апат? (Усăллă, сиплĕ, тутлă…)

– Апла пулсан пирĕн мĕн тумалла? (Пирĕн сĕт ĕçмелле.)

Ĕне сĕт ытларах патăр тесен вара, ăна лайăх пăхмалла. Эсир те яла кайсан асаннĕрсене ĕне пăхма пулăшăр.

 

IV. Урока пĕтĕмлетни

– Халĕ вара урока пĕтĕмлетме вăхăт. Паянхи урокра мĕнле выльăхсемпе паллашрăмăр? Вĕсен ячĕсене каласа тухăр. Мĕн çĕнни пĕлтĕр? (Ачасем пĕтĕмлетеççĕ.)

Урокра çĕнĕ сăмахсем вĕрентĕмĕр, сăмах майлашăвĕсем, предложенисем йĕркелерĕмĕр, диалог та, монолог та турăмăр. Сĕт те,  кăмăс та усăллă пулни çинчен пĕлтĕмĕр.(Вĕрентекен пĕтĕмлетет.)

 

V. Ачасене урокра мĕнле ĕçленине кура паллăсем лартни (рефлексия)

Доска çинче «мишень». Вăл виçĕ çаврашкаран тăрать. Ку харпăр хăй ĕçне хакламалли виçесем. Варринчи çаврашка – чи пысăк шайри виçе, иккĕмĕшĕ – вăтам виçе, хĕрринчи çаврашка чи аялти шайри виçе. Хăйсен ĕçне хакланă чух кашни ача тăватă пулăма шута илет– урокра мĕнле кăмăлпа ĕçлени, тăрăшса е вăй хумасăр ĕçлени, урок материалне ăнланнипе ăнланманни тата урокпа кăмăллă е кăмăлсăр юлни. Ачасем доска патне тухса хăйсем урокра ĕçлени çинчен калаççĕ, мишень çине мелпа пăнчă лартаççĕ. Тĕслĕх: эпĕ урокра кăмăлпах ĕçлерĕм, питĕ тăрăшрăм, урок материалне  аван ăнлантăм, урокпа кăмăллă юлтăм. Кама калама йывăртарах, вĕсем кĕскен калаççĕ.

Вĕрентекен ачасене итленĕ хыççăн хăйĕн шухăшне калать, паллăсем лартать.

 

VI. Киле ĕç пани.

Килте кĕнекери текстпа усă курса сăвакан выльăхсем çинчен кĕскен каласа пама вĕренмелле. Камшăн ку ĕç йывăртарах, вăл урокра валеçсе панă карточкăри ыйтусем тăрăх каласа пама пултарать.

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Конспект урока "Дойные животные" (на чувашском языке), 5 класс"

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Специалист по автотранспорту

Получите профессию

Технолог-калькулятор общественного питания

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 663 802 материала в базе

Скачать материал

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 27.04.2016 440
    • DOCX 72 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Анисимова Елена Леонидовна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Анисимова Елена Леонидовна
    Анисимова Елена Леонидовна
    • На сайте: 8 лет и 2 месяца
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 28137
    • Всего материалов: 11

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

HR-менеджер

Специалист по управлению персоналом (HR- менеджер)

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Теория и методика билингвального обучения иностранным языкам

Учитель иностранного языка

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 41 человек из 27 регионов
  • Этот курс уже прошли 69 человек

Курс повышения квалификации

Основы теории обучения немецкому языку

36/72 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 52 человека

Курс повышения квалификации

Особенности подготовки к сдаче ОГЭ по английскому языку в условиях реализации ФГОС ООО

36 ч. — 180 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 298 человек из 62 регионов
  • Этот курс уже прошли 1 830 человек

Мини-курс

Самоповреждающее поведение у подростков: профилактика и методы работы

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 21 человек из 15 регионов

Мини-курс

Искусство и техника: совершенствование в художественной гимнастике

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Методы маркетинговых исследований в интернете

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 27 человек из 20 регионов