Инфоурок Другое КонспектыКонспект урока "Ыра чунлă кукамай"

Конспект урока "Ыра чунлă кукамай"

Скачать материал

Тема: Ырă чунлă кукамай.

Пĕлÿ тĕллевĕсем: паллă ячĕ çумне  -лан, - лен аффикссем хушăнса пулнă глаголсене тĕрĕс вулама тата çырма хăнăхтарасси,  тăванлăх сăмахĕсемпе пуплевре тата çырура тĕрĕс усă курма  вĕрентесси, кукамай çинчен çыхăнуллă каласа пама хăнăхтарасси.

 

Сапăрлăх тĕллевĕсем: тăван çынсене юратма, вĕсене пулăшма, ĕçчен пулса ÿсме вĕрентесси.

 

Аталантару тĕллевĕсем: Çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.

 

Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну технологийĕсем, сывлăха сыхлас технологисем, проблемăллă тата аталантару технологийĕсен элеменчĕсем, ушкăнра хутшăнса ĕçлесси.

 

Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, калаçу, ыйту-хурав, шырав-тĕпчев, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, çурма сасăпа, саспа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ вулав, ăнланнине тĕрĕслемелли тест ирттересси, мăшăрсенче, ушкăнсенче ĕçлесси, диалог, монолог тăвасси, слайдсемпе ĕçлени (çĕнĕ материалпа паллашасси, грамматика материалĕпе ĕçлесси, ушкăнсенче ĕçе йĕркелесси)

 

Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс илтесси, пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси, палăртуллă вулав, сăмах йышне пуянлатасси, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.

 

Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем.

Усă курнă литература:

 

Урок юхăмĕ

I.                   1.Класа урока хатĕрлени. ( 1- мěш слайд)

- Ырă кун пултăр, ачасем!

- Ырă кун пултăр, Галина Леонидовна!

- Пирĕн урока хамăр шкулти вĕрентекенсем килме кăмăл турĕç. Вĕсене те ырă кун сунар.

- Ырă кун пултăр, вĕрентекенсем!

- Чăваш чĕлхи урокне пуçлатпăр.  (2-мĕш слайд)

 

Шăнкăрав сасси янрарĕ,

Урока пире васкатрĕ.

Парта хушшине ларатăп,

Урана эп тăп пусатăп,

Çурăма йăрăс тытатăп,

Аллăма тĕрĕс хуратăп,

Тимлĕ итлесе ларатăп.

 

2.      а) Дежурнăй калаçни. Дежурнăй паянхи кунпа паллаштарать.  (3-мĕш слайд)

(Паян юпа уйăхĕн 14-мĕшĕ, ытлари кун. Урокра пурте пур. Ачасем урока хатĕр).

Çанталăка сăнласа парать. Халĕ кĕркунне. Урамра çанталăк сивĕ.  Хĕвел пăхмасть. Çумăр çумасть. Тÿпе сăрă. Йывăç çулçисем симĕс, сарă, хĕрлĕ тĕслĕ.

       ă) Пуплев хăнăхтарăвĕ (вĕрентекен  дежурнăя ачасене хăйсен çемйипе çыхăннă ыйтусем пама сĕнет).

-  Саша, сирĕн çемье пысăк е пĕчĕк?

- Сирĕн çемьере миçе çын пурăнать?

- Санăн аннÿ мĕн ятлă? Вăл ăçта ĕçлет?

- Эсĕ аннÿне мĕн туса пулăшатăн?

- Санăн аçу мĕн ятлă? Вăл миçе çулта?

- Эсĕ аçуна мĕн туса пулăшатăн?

- Санăн аппа е пичче пур-и? Вăл миçе çулта?

- Санăн йăмăк пур-и? Вăл мĕн ятлă?

- Санăн шăллу миçере? Вăл шкулта вĕренет  е ача садне çÿрет?

- Сирĕн çемье туслă-и?

 

II. Фонетика хăнăхтарăвě. (4-мěш слайд).

1.      Кăштах чĕлхесене вылятса илер-ха. Эпě мěнле вуланине тимлě итлěр, пусăмсене тěрěс лартса вулама хатěрленěр.

-Аттене эп чунтан юрататăп,

Эп савап йăмăка, пиччене.

Атте пек эп пулма тăрăшатăп,

Чи хитри, чи чапли - ман анне!

 

1) учитель вулать;                                                  

2) вырăсла куçарасси;

 3) учитель хыççăн ачасем вулаççĕ;

 4 ) хорпа, икшер йĕрке, пĕчченшерĕн вулаттарасси.

 

- Çапла, ачасем. Анне, атте - пирĕншĕн çав тери çывăх сăмахсем. Ăçтан манăн-ха ку сăмахсене?! Пире атте-анне çуратса, мĕн пĕчĕкрен ачашласа пăхса ÿстерет-çке-ха, çын тăвать. Пирĕн аннесемпе аттесемшĕн те анне, атте сăмахсем хаклăран та хаклă çынсене пĕлтерекен сăмахсем пулнă. Чăвашсен тăванлăх терминĕсем вăйлă аталаннă, ун пек сăмахсен çирĕп йĕрки пур. Вырăс чĕлхинче аттен ашшĕне те, аннен ашшĕне те «дедушка» теççĕ, аннен тата аттен амăшĕсене вара «бабушка» тетпĕр.

III. Тăванлăх ячĕсене аса илни.  (5-мĕш слайд)
                                                           Халě шăппăн ларар-и

 Пěрле  вăйă выляр-и?

                                                           Тăванлăх ячĕсене пĕлнине

                                                           Тěрĕслесе пăхар-и?

1) учитель сăвă йĕркисене вулать;

2) ачасем учительпе пĕрле

Ыйтусем:

-Эпир аттен ашшĕне чăвашла мĕнле чĕнетпĕр?                    Ман … . пит маттур.

                                                                                                    Ун пекки тек камăн пур?

                                                                                          Тем тума та пултарать,

                                                                                    Такама та пулăшать.

-Аттен амăшне мĕнле чĕнетпĕр?  Хатĕрлерĕм эп парне

                                                        Савăнать ман …  .

 

Аннен ашшĕ пирĕншĕн кам? (6-мĕш слайд)      Ырă, лайăх çын

                                                                            Çĕр çинче пин-пин.

                                                                           Инке, кукка, ват мучи

                                                                 Пĕри  вара - … .

- Çак сăвă йĕркине вуласа тупсăмне каласан вара паянхи урок темине пěлěпěр.

         -Аннен амăшне чăвашла мĕнле чĕнетпĕр?                  Ăс парать мана пĕрмай

                                                                                                  Ырă чунлă  …  .

а

с

а

т

т

е

 

а

с

а

н

н

е

 

к

у

к

а

ç

и

 

к

у

к

а

м

а

й

 

Хуравсем: асатте, асанне, кукаçи, кукамай.
 
          

IV.Урок темипе, тěллевěсемпе паллаштарни. (7-мĕш слайд)

Кукамай. Кашни çын чĕлхинче янăракан сăмах. Çак сăмах пирĕн чĕрере ырă та ăшă туйăм вăратать.  Кукамайсене халаллатпăр та паянхи урока.

Эпир урокра кукамай çинчен калаçăпăр, паллă ячĕ çумне  -лан, - лен аффикссем хушăнса пулнă глаголсене тĕрĕс вулама тата çырма хăнăхăпăр,  тăванлăх сăмахĕсемпе пуплевре тата çырура тĕрĕс усă курма  вĕренĕпĕр, кукамай çинчен çыхăнуллă каласа пама хăнăхăпăр.

V.Урокăн эпиграфĕпе паллашни   (8-мĕш слайд)

1)- Халĕ çак таблицăпа усă курса шифрланă урок эпиграфне вулăр

 

1

2

3

4

5

6

7

8

9

10

11

12

13

А

Ă

Б

В

Г

Д

Е

Ё

Ĕ

Ж

З

И

Й

14

15

16

17

18

19

20

21

22

23

24

25

26

К

Л

М

Н

О

П

Р

С

Ç

Т

У

Ÿ

Ф

27

28

29

30

31

32

33

34

35

36

37

 

 

Х

Ц

Ч

Ш

Щ

ъ

Ы

ь

Э

Ю

Я

 

 

 

Эпиграф:

1

4

23

 

22

33

17

-

23

2

4

1

23

 

22

33

17

 

 

2)  Ачасем таблицăра ваттисен сăмахне тупса вулани. Ват çын – тăват çын.  Эсир çак сăмахсене мĕнле ăнланатăр? Ваттисен сăмахĕсене эпир вырăсла мĕнле калатпăр?

Ку ваттисен сăмахĕ паянхи урок эпиграфĕ пулĕ.   (9-мĕш слайд)

- Халě вара, хамăр ырă шухăш-кăмăлпа эпир сирěнпе урока малалла тăсăпăр.

 Урока килнĕ хăнасем эсир мĕнле вĕреннине пĕлесшĕн, эсир чăвашла мĕнле калаçнине итлесшĕн, эсир урокра мĕнле ĕçленине курасшăн. Атьăр-ха, ачасем, хамăр хăнасене  лайăх ĕçлесе савăнтарар.

 

VI. Грамматика материалĕ   (10-мĕш слайд)    

Малтанах  урокри ĕçсене  тĕрĕс те туллин пурнăçлама грамматика материалĕпе паллашăпăр. Çак таблицăна тишкерсе эсир мĕн калама пултаратăр? (Изучив эту таблицу, что вы можете сказать, как образованы  эти глаголы?)

Тĕрĕс, ачасем. Сирĕн умра паллă ячĕсем çумне –лан, -лен аффикссем хутшăнса пулнă глагол тĕслĕхĕсен  таблици.

Глаголы образуются от многих прилагательных. Вторичные глаголы, образованные от прилагательных, имеют значение  «делаться таким». Их образуют различные аффиксы. Мы сегодня с вами рассмотрим  аффиксы  -лан, - лен.

Например: симĕс–симĕслен, сахал-сахаллан, пысăк-пысăклан, пĕчĕк-пĕчĕклен

 

VII. Кану саманчě. Куç гимнастики.(  11- мěш слайд)

VIII. Кěнекери «Ват çын – тăват çын?» текстпа ěçлени. (12-мĕш слайд)

1.      Словарь ěçě: ăс-тăн – ум, пĕр тан – одинаково, чун анлăшĕ – широта души, кучченеç- гостинец, пĕркеленчĕк – морщина, кăвакарнă- поседели, пит- щека, лицо, курас килет – хочется видеть   

1)      учитель - хор; хĕр ачасем, арçын ачасем;

2)      мăшăрсенче;

3)      сăнчăрпа пěрер сăмах вулани;

4)      ăсра предложенисем туни.

2.Кăтартуллă вулав. (Пуçламăшне учитель вулать, малалли пайĕсене  - лайăх вулакан ачасем.)

а) çěнě сăмахсем пур предложенисене тупса вулани, вěсене вырăсла куçарни; текстра нумайлан глагол пур предложение тупса вулани, ăна вырăсла куçарни (Унăн питĕнче перкеленчĕксем нумайлансах пыраççĕ)

ă) текста ăнланнине тěрěслени (1-2 ачаран кěске содержанине вырăсла ыйтмалла);

ă) сăнчăр мелěпе вулани;

б) ыйтусене хуравлани  (13- мěш слайд)

1. Настя кам çинчен  калав çырнă?

2. Ват çын пирки халăхра мĕнле калаççĕ?

3. Кукамăшĕ Настьăна мĕн-мĕн  тума вĕрентнĕ?

4. Кукамайăн миçе мăнук?

5. Кукамай мăнуксене мĕн сунать?

6. Вăл миçе çулта?

7. Ун питĕнче мĕнсем нумайлансах пыраççĕ?

8. Ачасем мĕншĕн кукамăшне яланах пулăшма тăрăшаççĕ?

9. Кукамай хĕлле тата çулла ăçта пурăнать?

10. Ачасем кукамăшне юратаççĕ-и?

11. Унпа мĕнле калаçаççĕ?

 в) текст содержанине кĕскен каласа пани

3. Текстри ваттисен сăмахĕсемпе паллашни.

Ку калавра эсир мĕнле ваттисен сăмахĕсемпе тĕл пултăр?  (14-мĕш слайд)

«Ват çын – тăват çын», «Ĕçлĕ çын – телейлĕ çын» (учитель хыççăн пурте пĕрле вулани). Эсир çак сăмахсене мĕнле ăнланатăр?

 Ваттисен сăмахĕсене эпир вырăсла мĕнле калатпăр? Манăн сире тата икĕ ваттисен сăмахĕпе паллаштарас килет. (15-мĕш слайд)

 

- Ачасем, сире Настьăн калавĕ килĕшрĕ-и?

Мана та питĕ килĕшрĕ. Ку çемьере пурте кукамăшне юратаççĕ, хисеплеççĕ. Чăвашсем ваттисене мĕн ĕлĕкрен хисепленĕ.

Çемьере ачана, çамрăка  ырă ăс параканни – яланах  ватă çын пулнă. «Ваттин вĕрентес пулать, çамрăккин итлес пулать; ватти сывă чух, çамрăка хуйхă çук,»- тесе ăс панă. Çав вăхăтрах ватлăха хисеплеме вĕрентнĕ: «Ватта хисепле , хăв та ватă пулăн; ватта сума сăвакан, хăй те сумлă пулакан,»- тесе вĕрентнĕ ашшĕ-амăшĕ хăй ачисене мĕн пĕчĕкрен. Ачисем ашшĕ-амăшĕ ватă çынсене хисепленине, сума сунине, вĕсене итленине курса ÿснĕ. Хăйсем  çемье çавăрсан та çак йĕркенех  тытса пынă. Кашни ватă çыннах телейлĕ ватлăха тивĕçлĕ. Вĕсен ватлăхне канăç кÿрекеннисем-ачисемпе мăнукĕсем. Ачисемпе мăнукĕсем хăйсен ватă ашшĕ-амăшне, кукашшĕ-кукамăшне хисеплесе, сума суса пурăнасси - кашни çын тивĕçĕ. Çакна эсир яланах асра тытăр.

IX. Кану саманчĕ    (16-мĕш слайд)

X. Ушкăнсенче ĕçлени    (17-мĕш слайд)

Эпир сирěнпе Настя хăйĕн кукамăшĕ çинчен  çырнă текстпа паллашрăмăр. Настя хăйĕн кукамăшĕ пирки пире нумай пĕлтерчĕ. Эсир вара хăвăр кукамайсем çинчен хăнасене мĕн калама пултаратăр? Ун пирки ушкăнсемпе ĕçлесе пĕлĕпĕр.

г) текст тăрăх ушкăнсенче ěçсем йěркелени:  

1) 1-мěш ушкăн:  консультант ытти ачасене ыйтусем парать; 1. Санăн кукамай мĕн ятлă? Вăл миçе çулта 2. Санăн кукаму  ăçта пурăнать? 3. Санăн кукаму мĕн тума юратать?

2) 2-мěш ушкăн:  консультанта ачасем ыйтусем параççě; 1.Санăн кукамай пур-и? Вăл мĕн ятлă? 2. Санăн кукаму ăçта ĕçлет? 3. Эсĕ кукамуна юрататăн-и?

3) 3-мěш ушкăн: ачасем пěр-пěрне ыйтусем параççě. (1.Санăн кукамай пур-и? Вăл мĕн ятлă? 2. Санăн кукамай кампа пурăнать? 3. Санăн кукамай тутлă кукăль пĕçерет-и? 4. Эсĕ кукамуна час-часах пулăшатăн-и?

 

- Маттурсем. Эсир те хăвăрăн кукамайсем çинчен нумай пĕлетĕр,  вĕсене чăннипех хисеплетĕр, юрататăр.

XI. Кластер туни. (18-мĕш слайд)Настя хăйĕн кукамăшне мĕнле сăмахсемпе сăнлать? (48 стр. 9-мĕш ĕç) Эсир кукамайсене мĕнле сăмахсемпе сăнарлама пултаратăр? 

 

 

XII. Ачасем, чăваш сăвăçисем кукамайсене халалласа нумай сăвă çырнă. Хăш-пĕрисене итлесе пăхар-ха.

Кукамай

Пĕррехинче каçхине

Ырă чунлă кукамай

Уçрĕ те шур арчине

Чĕнчĕ мана хăй патне.

Кĕмĕл тевет, мăй çыххи:

Калпак, сурпан, пиçиххи,

Хĕрле сатин кĕпесем,

Сарă хитре саппунсем,

çут калушпа шур чăлха:

Пурçăн тутăр, ик çамха –

çаксене йăлт кукамай

Пачĕ мана – мăнукне.

Кукамайăн кăпăшка та çемçе аллине

Сĕртĕнсе ачашлассăм килет.

Пĕчĕк чух ун аркийĕ çинче сикнине

Каялла тавăрассăм килет.

 

Пурăнма вĕрентсе ыр сĕнӳ панине

Манас çук эп нихçан, кукамай.

Вĕренни яланах çут маяк пулнине

Ăнлантарнă эсех,кукамай.

 

Пирĕн килте кукамай

Чи асли те чи чапли.

Чи мăнни те чи тăнли,

Ĕçченни те маттурри!

Эпĕ ăна юрататăп

Ăшă çепĕç алăсемшĕн,

Тутлă, чаплă апатсемшĕн,

Ăслă, тăнлă шухăшсемшĕн.

Вăл килти чи чаплă ылтăн,

Уйри çеçен чечек пек.

Тӳпери чи çутă çăлтăр

        Пирĕн кукамайшăн пултăр.

XIII. Киле ĕç пани (19-мĕш слайд)  «Манăн кукамай» темăпа презентаци тумалла.

 

XIV. Ачасен ěçне хаклани. 

 

XV. Пĕтĕмлетни. Рефлекси (20-мĕш слайд)

 

XVI. Ачасем, урок вěçленсе пынă май чăваш халăх поэчě Петěр Хусанкай   çырнă сăвă йěркисене вуласа  сире малашнехи уроксенче те   ăнăçу сунас килет.       (21-мĕш слайд)

                                      

                                         Ан ÿркенĕр, ăслă пулăр,

                                            Пĕлмелли питех нумай,

                                         Шырăр, тупăр, çырăр, вулăр,

                                         Çивĕчленĕр тĕрлĕ май (П.Хусанкай)

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Конспект урока "Ыра чунлă кукамай""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Специалист органа опеки

Получите профессию

Няня

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 663 169 материалов в базе

Скачать материал

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 31.12.2015 1286
    • DOCX 127.5 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Николаева Галина Леонидовна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Николаева Галина Леонидовна
    Николаева Галина Леонидовна
    • На сайте: 8 лет и 3 месяца
    • Подписчики: 1
    • Всего просмотров: 39459
    • Всего материалов: 32

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Менеджер по туризму

Менеджер по туризму

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Организация деятельности библиотекаря в профессиональном образовании

Библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 284 человека из 66 регионов
  • Этот курс уже прошли 849 человек

Курс профессиональной переподготовки

Библиотечно-библиографические и информационные знания в педагогическом процессе

Педагог-библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 487 человек из 71 региона
  • Этот курс уже прошли 2 326 человек

Курс повышения квалификации

Специалист в области охраны труда

72/180 ч.

от 1750 руб. от 1050 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 35 человек из 22 регионов
  • Этот курс уже прошли 153 человека

Мини-курс

Цифровые компетенции и навыки: работа с презентациями

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 173 человека из 48 регионов
  • Этот курс уже прошли 41 человек

Мини-курс

Психологические особенности педагогического общения

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 32 человека из 18 регионов
  • Этот курс уже прошли 20 человек

Мини-курс

Теория вероятности и комбинаторика в современной математике

3 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе