Инфоурок Другое КонспектыКонспект урока "Иван Яковлев пултарулăхĕ тавра ирттернĕ конференци- урок"

Конспект урока "Иван Яковлев пултарулăхĕ тавра ирттернĕ конференци- урок"

Скачать материал

Урок теми: Иван Яковлев пултарулăхĕ тавра ирттернĕ конференци- урок.

Тĕллевсем: Иван Яковлевич Яковлевăн пурнăçĕпе паллаштарасси, унăн калавĕсемпе аса илĕвĕсене вулама, вĕсен пахалăхне хаклама вĕрентесси.

Яковлев çемьипе палаштарасси, ун çинчен ĕçтешĕсем, тĕпчевçĕсем каланине тишкересси.

Ачасен чун-чĕринче  ырă туйăм              вăратасси.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: кĕнекесен выставки, портрет, альбомсем, Яковлев çинчен туса хатĕрленĕ презентаци.

Урок эпиграфĕ:

«Юрататăп чăвашсене, вĕсене пĕтĕм чунтан ырлăх сунатăп. Чăвашсене телейлĕ тăвас тенисĕр пуçне манăн урăх нимĕнле тĕллев те пулман».   (И.Я.Яковлев)

 

Урок йĕрки:

1.      Класа йĕркелесси, урок темипе, унăн эпиграфĕпе паллаштарасси;

2.      Урок йĕркине ăнлантарни;

3.      Килнĕ хăнасене сăмах пани;

4.      Ыăтусемпе ĕçлени, кроссворд туни.

Вĕрентекен: Акă мĕнле тĕллевпе пурăннă иккен Иван Яковлев. Ачасем, мĕнле шутлатăр эсир. И.Я.Яковлев хăйĕн ĕмĕтне пурнăçланă-ши?

Ачасем: пурнăçланă.

В: Паян пирĕн пата хăнана И. Яковлев хăй килсе çитрĕ. Ватă ĕнтĕ вăл халь, анчах мăнаçлă. Тархасшăн, паллашăр. (Яковлев сăнне ÿкернĕ маска тăхăннă ача тухать). Çавăн пекех Екатерина Алексеевна та- Яковлевăн мăшăрĕ- килме кăмăл турĕ пирĕн пата. Вĕсемпе пĕрлех ытти тĕпчевçĕ- экспертсем.

Вĕсем çавра сĕтел хушшине вырнаçĕç. Чи малтанах эпĕ Иван Яковлевича сăмах парасшăн. Итлесе пăхар-ха.

Иван Яковлев: Эпĕ Тутар Республикинчи Теччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушки ялĕнче чухăн çемьере çуралнă. Эпĕ çуралсассăн 3 – мĕш кунхинех хăр- тăлăха тăрса юлнă.ÿ, вара мана хамăр ялти пĕр хресчен, Пахом Кириллов ятлăскер, пăхса ÿстернĕ.

Çав тери чухăн пурăнаттăмăр, пурнăçĕ те калама çук йывăччĕ. 8 çул тултарсан мана Пăрăнтăкри утельни хресченĕсен ачисем валли уçнă шкула вĕренме ячĕç. Вĕренсе тухсан 4 çул хушши çĕр виçевçи пулса ĕçлерĕм. Çак хушăра ĕç халăхĕн асаплă, тертлĕ, хĕн – хурлă пурнăçне куртăм, вĕсене май килнĕ таран пулăшас ĕмĕт çуралчĕ.

«Ытти халăхсен çырулăхĕ пур пулсан, мĕншĕн- ха манăн чăваш йăхĕн çырулăх çук. Мĕншĕн –ха чăвашăн хăйĕн тăван чĕлхипе çырнă кĕнекисем çук,»- текен ыйту канăç пами пулчĕ. Вара эпĕ хам ума çакăн пек тĕллев лартрăм: манăн тăван чăваш халăхне вулама тата çырма вĕренмелли майсем туса памалла. Вара эпĕ Чĕмпĕре таврăнтăм, гимназие вĕренме кĕтĕм. Çав вăхăтрах пуянсен ачисене вĕрентме пуçларăм. Гимназире вĕреннĕ вăхăтра чăваш ачисене вĕрентме тăрăшрăм. Кайран ман пуçа чăваш ачисем валли шкул уçас шухăш пырса кĕчĕ. Анчах та чăвашла кĕнекесем кирлĕ. Вара эпĕ Н. И. Золотницкий опычĕ çине таянса чăваш алфавитне йĕркелесе çитертĕм, кайран букварь пичетлесе кăлартăм.

Çапла, чăваш халăхне пулăшас тесе пĕтĕм вăй-хала патăм. Тинех чăвашăн та çырăлăхĕ пур, тинех чăваш çынни те çутта тухрĕ. Çавăнпа хама телейлĕ тесе шутлатăп.

В: Ачасем, пире И. Яковлевич хăй шăпи çинчен каласа пачĕ. Тен, сирĕн ыйтса пĕлмеллисем пур?

Ачасем: Эсир хăвăр та шкулта вĕрентнĕ, мĕнле предметсем вĕрентнĕ эсир?

И.Я: Логикăпа педагогика.

А: Тархасшăн, пире хăвăр çемйĕрпе паллаштарăр-ха.

И.Я: Ку ĕçе Екатерина Алексеевнăна шанса парар.

Екатерина хăйĕн çемьипе паллаштарать. (Презентаци тăрăх «Йăх йывăççи»)

В: Куратăр ĕнтĕ, ачасем, Иван Яковлевич пурнăçĕ питĕ интереслĕ пулнă. Вăл пĕчченехтемиçе çын тумалли ĕçе тунă. Пирĕн валли çав тери пысăк та хаклă тупра хăварнă. Çавăнпа ăна хисеплесе те юратса Улăп тенĕ, вырăссем вара – Чăваш патши, Прометей, Патриарх е Чăваш турри тенĕ. Чăн та, Турăпа пĕр танах пулнă вăл чăвашсемшĕн. Ăна халалланă сăвă- хаăлавсем те çав тери нумай. Малалла Юрий Виряла сăмах парар, вăл пире «Чăваш Прометейĕ» сăввипе паллаштарĕ.

Сăвă,

В: Пирĕн патăрта тепĕр хăна та пур. Вăл – Василий Давыдов- Анатри. Паян вăл пире «Яковлева сума суса» сăввипе паллаштарĕ.

Сăвă.

В: Малалла эпĕ сирĕн пĕлĕвĕре çакăн пек меопе тĕрĕслесшĕн. Кроссворд шутлăпăр халĕ.

 

 

1.      Яковлевăн мăшăрĕ мĕн ятлă? (Екатерина)

2.      Яковлев вĕренекенĕ, «Нарспи» авторĕ. (Иванов)

3.      Яковлев хайлавĕнчи пĕр сăнар. (Сармантей)

4.      Яковлев çуралса ÿснĕ ялпа юнашар юхса выртакан шыв ячĕ. (Кăнна)

5.      Яковлев хайлавĕнче ырра вĕрентсе каланă ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсем: фразеологилле сăмах çаврăнăшĕсем йышлă. Çак ваттисен сăмахне вĕçлĕр, «Ялан ăспа çÿресен ялти ватă … (ятламасть).

6.      Яковлевăн чи пысăк ĕçĕсенчен пĕри (букварь).

7.      Чĕмпĕр хулин хальхи вырăсла ячĕ. (Ульяновск).

8.      Çак йĕркесене Яковлевăн хăш хайлавĕнчен илнĕ? «Тискерри картишĕнче ак çапла уткаласа çÿрет-çке!.. хăй хура ураллă, хĕрлĕ çĕлĕклĕ, куçĕсем сиксе тухас пек, сăмси кукăр! Эпĕ умĕнчен иртсе пынă чух хăрах урине çÿлелле çĕклерĕ те çăварне карса пăрахрĕ, унтан кăшкăрса ячĕ!..» («Автан»)

9.      Яковлева ĕçре хавхалантарса пыракан (Ильминский)

10.  Яковлевăн чи пĕрремĕш вĕренекенĕ. (Рекеев)

11.  1871-1873 – мĕш çулсенче Яковлев мĕнле пысăк ĕç тăвать. (Алфавит)

В: Питĕ аван, ачасем. Пурте тăрăшса ĕçлерĕр. Килнĕ хăнасене те тав. Çак урок сире мĕн çĕнни пач, урок килĕшрĕ- и сире?

Ачасем хăйсен шухăшĕсене калаççĕ.

Ачасен ĕçне хаклани.

Киле ĕç: Яковлевăн «Манăн пурнăç» аса илĕвне тишкерÿллĕ вуласа тухма.

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Конспект урока "Иван Яковлев пултарулăхĕ тавра ирттернĕ конференци- урок""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Специалист по ипотечному кредитованию

Получите профессию

Менеджер по туризму

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 625 866 материалов в базе

Скачать материал

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 08.04.2016 827
    • DOCX 21.2 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Петрова Марина Юрьевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Петрова Марина Юрьевна
    Петрова Марина Юрьевна
    • На сайте: 7 лет и 11 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 7302
    • Всего материалов: 6

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Копирайтер

Копирайтер

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Специалист в области охраны труда

72/180 ч.

от 1750 руб. от 1050 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 42 человека из 21 региона

Курс профессиональной переподготовки

Библиотечно-библиографические и информационные знания в педагогическом процессе

Педагог-библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3950 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 457 человек из 66 регионов

Курс профессиональной переподготовки

Организация деятельности библиотекаря в профессиональном образовании

Библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3950 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 281 человек из 66 регионов

Мини-курс

Договоры и их правовое регулирование

8 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Психические защиты и психоаналитический взгляд на личное развитие

10 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 28 человек из 14 регионов

Мини-курс

Здоровьесбережение и физическое развитие школьников

3 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе