Инфоурок Другое КонспектыКонспект урока "Мария Ухсайăн "Ирхи сывлăм" калавĕ"

Конспект урока "Мария Ухсайăн "Ирхи сывлăм" калавĕ"

Скачать материал

Урок теми: Мария Ухсайăн «Ирхи сывлăм» калавĕ.

Урок тěсě: хайлава тишкермелли урок.

Урок тěллевěсем:

1) Мария Ухсай çырнă «Ирхи сывлăм» хайлава илемлĕ вуласа тишкересси, уйрăм эпизодсене вуласа калав сюжетне, сăнарсене ăнланма, вĕсене хак пама вěрентесси.

2) Ырăпа усала уйăрма, хайлаври сăнарсемпе паллашса ачаран лайăх çын пулса ÿсес тесен мěн тумаллине палăртасси.

Вĕренкенсен результачĕсем:

Харкамлăх результачĕсем:

1)    Этем пурнăçĕнчи ĕç-хĕлне тĕрлĕ енчен кăтартни, мал ĕмĕтлĕ, таса чунлă пулма вĕренни пирки шухăшлани.

2)    Пурнăçра аслисене итлесе тÿрĕ çул суйласа илме вĕренни, сапăр пулнине хăйĕн ĕç-хĕлĕпе ĕнĕнтерме пĕлни.

3)    Пур енчен те йĕркеллĕ, ырă кăмăл-сипетлĕ, пуян чун-чĕреллĕ, ĕçчен те ăслă-тăнлă пулма тăрăшни.

Предметăн пайрамлă результачĕсем:

1)    Вулав тĕллевне тата вулав тĕсне суйласа илсе, ăнланса вулани, тивĕçлĕ информаци илни.

2)    Хайлавсенче хускатнă ыйтусене ăнланма, текстри ĕç-пуç тытăмне, ĕçсен çыхăнăвне кăтартма пултармалла.

3)    Сăнарсене уйрăммăн сăнлама пĕлмелле, хайлаври геройĕсемпе хăйне танлаштарса пурнăç çулĕпе утма хăнăхни.

Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем:

1)    Кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекинче, словарьте шыраса тупма пултарни, ăнлавсене хак пама, пĕтĕмлетÿ тума пĕлни..

2)    Кулленхи пурнăçра кашнин (аслисен, кĕçĕннисен, учителĕн, юлташĕсен) функцийĕсемпе тĕллевсене палăртса хутшăну этикечĕн йĕркисемпе, сапăрлăх сăмахĕсемпе усă курни.

3)    Çĕнĕ информаципе, вĕренÿ моделĕсемпе ĕçленĕ чух шухăша сăмах вĕççĕн тата çырса ирĕклĕ те тĕрĕс уçса пама хăнăхни.

Урок мелěсемпе меслечěсем: учитель сăмахě, илемлě вулав, ыйту-хурав, кластер туни, текстпа ĕçлени.

Словарь ěçě:

 Ирхи сывлăм -  утренняя роса, сывлăм шывĕ – роса, Ÿхлěм – çăра курăк, шерепленсе – тумламăн-тумламăн, валак – шыв юхма ятарласа тунă йывăç савăт, вичкěн – çивěч, кĕмĕл – серебро, хĕлхем – искра, асамат кĕперĕ – радуга, чĕкеç – ласточка, шăпчăк –соловей, кĕрен –розовый, мерчен – коралл, биссер

Кирлě хатěрсем: вĕренÿ кĕнеки, Мария Ухсай сăн ÿкерчĕкĕ, урок валли хатĕрленĕ презентаци, кěнекесем, уйрăм карточкăсем

Урок эпиграфě: «Ырă çын пуласси ачаран паллă» ( Ват. сăмахě)

 

 

 

Урок юхăмě:

1. Класа йĕркелесси

Ĕç тĕллĕвĕ: ачасене вĕрентÿ ĕçне кĕртни, малалла ĕçлеме хавхалантарни.

Вĕрентекен: Сывлăх сунатăп, ачасем, ларăр. Харпăр хăй парти çине пăхса илĕр, урока кирлĕ хатĕрсем: кĕнеке, тетрадь, ручка, дневник пур-и?

- Ачасем, кăмăлсем сирĕн мĕнле? Урокра калаçма чĕлхене çемçетер, “Шурă сурăхăн сăмси шурут çисе шуралнă” тесе 3 хут хăвăрт калăр-ха.

 (Ачасем харпăр хăй тĕллĕн “Шурă сурăхăн сăмси шурут çисе шуралнă” самахсене хăвăрт калама хăнăхаççĕ. Унтан пурте пĕрле 3 хут хăвăрт калаççĕ.)

Вĕрентекен: Питĕ аван, урокра калаçмалăх чĕлхĕрсем çемçелчĕç, урока пуçлатпăр.

II. Вĕреннине аса илесси. (килти ĕçе тĕрĕслесе хаклани) 

III. Ачасене урок темипе кăсăклантарасси, урок тĕллевĕсене палăртасси.

Ĕç тĕллĕвĕ: хăрпăр хăй шухăшне уçса пама пултарни, урок темипе тĕллевне палăртма пултарнине аталантарасси.

1.     Кĕнеке выставкине тишкерни.

Мария Ухсай кĕнекисен выставки. (Шкул тата вĕрентекенĕн библиотекинче пур кĕнекесем тăрăх выставка хатĕрленĕ)

Вĕрентекен: Ачасем выставкăри кĕнекесене пăхса тухар-ха. Мĕнле кĕнекесем кунта, кам вĕсене çырнă?

43502 4350368 43501

- Мария Ухсай çинчен эсир халиччен илтнĕ-и? Унăн мĕнле хайлавĕсене эсир вуланă?

2. Мария Ухсай сăн ÿкерчĕкĕпе паллаштарни

3. Пурте пĕрле ĕçлесе ыйтусем çине хуравлани.

1)           Ирпе эсир ыйхăран миçере вăранатăр?                               

2)           Аннÿпе аçу ирхине миçере тараççĕ?

3)           Ирхине эсир мĕнле ĕçсем тăватăр?

4. «Ирхи сывлăм» ÿкерчĕкĕ сăнлани.

4.1. Çак ÿкрчĕкре мĕн сăнланнă?

4.2. Мĕн вăл сывлăм, эсир ăна курнă-и? Ăна хăçан курма пулать?

4.3. Сывлăм сăмаха вырăсла куçарăр.

5. Урок темипе тĕллевĕсене палăртни.

Вĕрентекен: Ачасем, паян урокра камăн хайлавĕпе паллашăпăр? Сирĕн шутăрпа хайлавра мĕн çинчен каласа парĕ?

- Хамăр ума мĕнле тĕллевсем лартăпăр?

Ачасен хуравĕсем: …

 

 IV. Çĕнĕ пĕлĕве ăнланса пыни 

Ĕç тĕллевĕ: “Ирхи сывлăм” калава илемлĕ вулани. Мăшăррăн, пĕчĕк ушкăнпа ĕçлеме хăнăхасси. Харпăр хăй шухăшне уçса пама пултарни.

1.                     “Ирхи сывлăм” хайлава саспа вулани.

Калава вĕрентекен вулама пуçлать. (“Пĕр урамра икĕ хĕр ача пурăннă тет... пуçласа киле пырса вăл хăй амăшĕнчен ыйтнă” сăмахсем таран вулани)

2.                     Икĕ ача рольпе вулани (Липпапа амăшĕ калаçни)

Липпа: Анне, эпĕ чипер-и?

Амăшĕ: Çук, эсĕ пĕртте чипер мар.

-  Чипер пулма пулать-и?

-  Пулать...

-  Епле?

-  Ирсерен пите ирхи сывлăмпа çусан.

Тепĕр кун Липпа ир-ирех вăраннă та амăшĕнчен ыйтнă:

-  Анне, паян сывлăм ÿкнĕ-и?

-  Мĕне кирлĕ сана?

-  Эпĕ пит çăвас тетĕп.

-  Чипер пулас тесен сывлăм çинчен нихăçан та çынран ан ыйт. Хăвах тухса пăх. Çынран ыйтса тухсан вăл кÿренме пултарать.

3.                     Ачасем харпăр хăй тĕллĕн вулани.(Тепĕр ирхине ирех Липпа шăппăн тăнă та ерипен пахчана тухса кайнă...- пуçласа малалла вулани)

4.                     Ачасене пĕрин хыççăн теприне саспа вулаттарни. (Амăшне ирхи ĕçсене пуçтарма пулăшса пĕтерсен...- пуçласа вĕçне çитиччен вулани)

V. Кану саманчĕ.

Вĕрентекен: Калава вуласа пĕтертĕмĕр, малалла ĕçлеме канса илер, ура çине тăрăр, манпа пĕрле хусканусем тăватпăр. (чăваш кĕвви янăрать)

VI. Малтанхи пĕлĕве тĕрĕслени.

Ĕç тĕллевĕ: Хайлава вуласа ăнланнине, текстпа ĕçлеме пултарнине çирĕплетесси. Харпăр хăй тĕллĕн, мăшăрпа ĕçлессине аталантарасси. Илемлĕхе туйма хăнăхтарсси.

1.     Харпăр хăй тĕллĕн ĕçлени.

Вĕрентекен: “Ирхи сывлăм” хайлава мĕнле ăнланнине тишкерер-ха. Кĕнекере 122-123 с. панă 1,2,4 ыйтусене харпăр хăй тĕллĕн вуласа хуравлама тăрăшăр. (харпар хăй тĕллен ĕçлеççĕ)

2.     Пурте пĕрле ĕçлесе ыйтусем çине хуравлани.

Вĕрентекен панă ыйтусем:

1)    Хайлава мěншěн “Ирхи сывлăм” тесе ят панă? Çак ят хайлав содержанине мĕнле уçса парать?

2)    Хайлаври тěп сăнарсене калăр.

3)    Сире хăш герой ытларах килěшрě, мĕншĕн?

3. Липпапа Машука сăнлани.

(Ачасем иккĕн ĕçлеççĕ, Липпа тата Машук сăнара сăнлакан тивĕçлĕ тĕслĕхсене тупаççĕ. Иккĕн доска умĕнче ĕçлеме пултараççĕ.)

 

1.     Хěвел тухиччен тăрать.

2.     Ирхи сывлăмпа çăвăнса уçăлать.

3.     Амăшě пырса вăратмасăр та тăмасть.

4.     Шыв ăсса килет.

5.     Хăйне чипер те ăслă тесе шутлать.

6.     Амăшне ирхи ĕçсене пуçтарма пулăшать.

7.     Çÿçĕ кĕççе пекех çыхланса пĕтнĕ.

8.     Апат-çимěç пěçерет.

9.     Тěрě-чěнтĕр тăвать, касма-çěлеме пĕлет, çуса якатать.

10. Ун ир-ирех ěçлеме тăрас чăрмавě пулман.

11. Урока тĕрĕс те уççăн каласа парать.

12. Праçниксенче, вăйăра юрă-ташăпа тěлěнтерет.

13. Ăна амăшĕ ачашласа та мухтаса кăна ÿстернĕ.

14. Çут çанталăка юратать.

15. Хěвел тухнине нихçан та курман.

16. Шкултан ылтăн медальпе вěренсе тухать.

17. Хуралса пěтнě минтерě ăшне питне чиксе харлаттарса çывăрнă.

18. Вăл шкулта экзамен парайман.

 

3.     Липпапа Машук сăнарĕсем тăрăх ачасем пĕтĕмлетÿ туни.

1. Липпа мĕнле ача? (Липпа маттур, чипер, ĕçчен, сăпайлă, илемлĕ, пултаруллă, ăслă, амăшне пулăшать...)

2.  Машук мĕнле ача? (Машук наян, кахал, лапа, тирпейсĕр, начар вĕренет…)

4.     Липпапа Машука Мария Ухсай мĕншĕн хире-хирĕçле сăнласа парать-ши?

4. Хайлав тĕп шухăшне палăртни.

4.1.          Ваттисен самахĕсене вуласа тишкерни

Вĕрентекен: Ачасем, ваттисен самахĕсене вулăр, вĕсен пĕлтерĕшне ăнланатăр-и? Вуланă калав шухăшне çакăнти ваттисен сăмахĕпе калама пулать-и?

1)    Ачасем харпăр хăй тĕллĕн вулаççĕ.

Ырă вăрлăхран ырă çимěç ÿсет.

Усал ĕçпе ырă ят илтеймĕн.

Ырă сăмах ылтăнран хаклă.

Хăвна ху ан мухта, сана çынсем мухтаччăр.

Ашшě-амăшě епле, ачи-пăчи çапла.

Ачупа мухтаниччен чул муклашкипе мухтан.

Хитре çеçкен кунĕ кĕске.

Ырă самах тутлă апатран лайăх.

2)                    Иккĕн ĕçлесе хайлав шухăшне уçса паракан ваттисен сăмахĕсене уйăрса илмелле. (Ачасем иккĕн, парта хушшинче çумлă лараканпа ĕçлеççĕ)

3)    Ваттисен сăмахĕсене ăнлантарни

Вĕрентекен: Ачасем, сирĕн шухăшăрпа çак ваттисен самахĕсенчен хăшĕ ваттисен сăмахĕ калав шухăшне уççăн ăнлантарса парать? Çав ваттисен сăмахне тупса хăвăр шухăшăра ТАЙМД ПЭА ШЭА структурипе çумра лараканпа ĕçлесе пĕр-пĕрне ăнлантарса парăр.Калаçăва иксĕртен хăшĕн ячĕ алфавитпа малтан пырать, çавă калаçма пуçлать, кашнине 30 секунд уйăрса паратăп, пĕрремĕш вăхăт иртсен,  тепри хăй шухăшĕпе паллаштарать.

  (Ачасем харпăр хăй тĕллĕн суйласа илнĕ ваттисен сăмахне ТАЙМД ПЭА ШЭА структурипе пĕр-пĕрне сăмахпа каласа ăнлантараççĕ)

4)    Ик-виç ачан шухăшне итлесе хаклани.

VII. Рефлекси.

Ĕç тĕллевĕ: Урокра палăртнă тĕллеве пурнăçланипе пурнăçламаннине палăртни, ачасем харпăр хăй пĕлĕвне хаклама пултарни.

 

 Вĕрентекен: Маттурсем! Аса илер-ха, ачасем,  урок пуçламăшĕнче хамăр ума мĕнле тĕллев лартнăччĕ? Мĕнле шутлатăр, хамăр тĕллеве пурнăçларăмăр-ши?  Халĕ шухăшласа пăхăр-ха: сире урокра мĕн килĕшрĕ, мĕн çĕннине пĕлтĕр, мĕн тĕлĕнтерчĕ, йывăрри мĕн пулчĕ?

VIII. Килти ĕç пани

Ĕç тĕллевĕ: Урокра илнĕ пĕлĕве харпăр хăй тĕллĕн ĕçлесе малалла аталантарасси.

1.                     Калава вуласа тухăр, 119-112 с.

2.                     Содержани калама хăнăхăр.

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Конспект урока "Мария Ухсайăн "Ирхи сывлăм" калавĕ""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Ландшафтный архитектор

Получите профессию

Фитнес-тренер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 653 949 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 15.05.2017 1274
    • DOCX 56.3 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Ефимова В К. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Ефимова В К
    Ефимова В К
    • На сайте: 9 лет и 2 месяца
    • Подписчики: 1
    • Всего просмотров: 23759
    • Всего материалов: 17

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

HR-менеджер

Специалист по управлению персоналом (HR- менеджер)

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Специалист в области охраны труда

72/180 ч.

от 1750 руб. от 1050 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 34 человека из 20 регионов
  • Этот курс уже прошли 151 человек

Курс профессиональной переподготовки

Организация деятельности библиотекаря в профессиональном образовании

Библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3950 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 284 человека из 67 регионов
  • Этот курс уже прошли 846 человек

Курс профессиональной переподготовки

Руководство электронной службой архивов, библиотек и информационно-библиотечных центров

Начальник отдела (заведующий отделом) архива

600 ч.

9840 руб. 5900 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 25 человек

Мини-курс

Театральная педагогика: творческое развитие и воспитание

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 34 человека из 20 регионов
  • Этот курс уже прошли 21 человек

Мини-курс

Маркетплейсы: организационные, правовые и экономические аспекты

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Управление рисками в бизнесе: анализ, оценка и стратегии

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе