Инфоурок / Другое / Конспекты / Конспект урока "Мордва Республики"
Обращаем Ваше внимание: Министерство образования и науки рекомендует в 2017/2018 учебном году включать в программы воспитания и социализации образовательные события, приуроченные к году экологии (2017 год объявлен годом экологии и особо охраняемых природных территорий в Российской Федерации).

Учителям 1-11 классов и воспитателям дошкольных ОУ вместе с ребятами рекомендуем принять участие в международном конкурсе «Я люблю природу», приуроченном к году экологии. Участники конкурса проверят свои знания правил поведения на природе, узнают интересные факты о животных и растениях, занесённых в Красную книгу России. Все ученики будут награждены красочными наградными материалами, а учителя получат бесплатные свидетельства о подготовке участников и призёров международного конкурса.

ПРИЁМ ЗАЯВОК ТОЛЬКО ДО 15 ДЕКАБРЯ!

Конкурс "Я люблю природу"

Конспект урока "Мордва Республики"




Московские документы для аттестации!

124 курса профессиональной переподготовки от 4 795 руб.
274 курса повышения квалификации от 1 225 руб.

Для выбора курса воспользуйтесь поиском на сайте KURSY.ORG


Вы получите официальный Диплом или Удостоверение установленного образца в соответствии с требованиями государства (образовательная Лицензия № 038767 выдана ООО "Столичный учебный центр" Департаментом образования города МОСКВА).

ДИПЛОМ от Столичного учебного центра: KURSY.ORG


библиотека
материалов

Мордва Республики

6 класра ирттермелли урок планē

Урок тēллевēсем: 1) Мордва Республикипе çыхăннă темăна аса илсе çирēплетсе хăварасси; 2) çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси;3) проект ĕçĕ тума хăнăхасси;

4) кÿршĕ республикăсенче пурăнакан халăхсене юратма, хисеплеме, хаклама вēрентесси.

Урокра кирлē хатēрсем: компьютер, «Мордва Республики» темăпа йěркеленě слайдсен презентацийě, «Мордва Республики» текст, чăваш алфавичĕ, ватман, фломастерсем, кăранташ, çилĕм, республикăсене сăнлакан ÿкерчĕксем, текст йĕркелемелли предложенисем, ваттисен сăмахĕсем.

Словарь ēçē: мăкшă, ирçе, каврăç, хĕвел çаврăнăш, пурăш, хăнтăр, хир сысни, Сăр, ĕрчетеççĕ.

Урок юхăмē.

I. 1.Класа йēркелени.

Шăнкăрав сасси янрарĕ,

Урока пире васкатрĕ.

Парта хушшине ларатăп,

Урана эп тăп пусатăп,

Çурăма йăрăс тытатăп,

Аллăма тĕрĕс хуратăп,

Тимлĕ итлесе ларатăп.


- Ватăсем ěçе тытăнма ăнăçу сунса: «Кăмăлу лайăх пултăр»,- тенě авалтан. Кăмăл лайăх чухне çеç ěçе тěплě, чуна парса пурнăçлатăн, вăл ÿсěнет, тулли савăнăç кÿрет. Эпир те, ачасем, лайăх кăмăлпа урока пуçлар.

2. Дежурнăй калаçни. 11 хисеппе усă курса предложенисем йĕркелесси

II. Фонетика хăнăхтарăвĕ.

1. Кăштах чĕлхесене вылятса илер. Эпĕ вулакан сăвă йĕркисене тимлĕ итлĕр. Сăвăра сăмах мĕн çинчен пынине ăнланма тăрăшăр. Пусăмсене тĕрĕс лартса вулама хатĕрленĕр.

Чăн туслăх çĕр-шывĕ

Юратнă çĕр-шывăм

 Кунта кашни халăх

                     Пĕр сумлă, пĕр тан.


  1. учитель вулать;

  2. вырăсла куçарни;

  3. учитель хыççăн ачасем вулани;

  4. хорпа, икшер йĕрке, пĕчченшерĕн вулани.

2. Пуплев хăнăхтарăвĕ. Иртнĕ урокра вĕреннĕ материала аса илни.

- Ачасем, çак сăвă йĕркисене ахальтен вуламарăмăр, сăлтавне вара часах пĕлĕпĕр.

Халĕ сирĕнпе иртнĕ уроксенче вĕренннĕ материала ыйтусем çине хуравласа

çирĕплетсе хăварăпăр. Ыйтусем çине туллин хуравлама манса ан кайăр.(экран çинчи ыйтусене ачасем сăнчăр мелĕпе хуравлаççĕ)

- Эпир мĕнле республикăра пурăнатпăр?

- Чăваш Республики мĕнле республикăсемпе кÿршĕллĕ? (карта çинче кăтарттарма пулать)

- Тутар Республикин тĕп хули мĕн ятлă?

- Тутар Республикинче мĕнле паллă чăвашсем çуралса ÿснĕ?

- Мари Эл Республикин тĕп хули мĕн ятлă?

- Ку Республикăра тата мĕнле пысăк хуласем пур?

- Мари Республикинче хăш халăх çыннисем пурăнаççĕ?

III. Урок темине пĕлни, эпиграфěпе паллашни.

1. Халě вара, хамăр ырă шухăш-кăмăлпа эпир сирěнпе инçе çула тухăпăр, тата тепĕр кÿршĕллĕ республикăпа паллашăпăр. Çул çÿрев çăмăлах пулмĕ, тěрлě ěç тума тивě. Çавăнпа та пурте тимлĕ пулăр. Эпир каяс Республикăн ятне тěрěс пěлме таблицăра панă шифра уçмалла пулать. Ĕçе тĕрĕс пурнăçлама сире дешифратор пулăшĕ (шифр уçмалли хатĕр).


Урок теми:

16

18

20

6

4

1


20

7

21

19

24

3

15

12

14

12

Эпиграфě:

15

1

13

2

27


14

25

20

30

9



22

7

16

34

7

20

12


22

33

17


19

7

14

7

27


1

2

3

4

5

6

7

8

9

10

11

12

13

А

Ă

Б

В

Г

Д

Е

Ё

Ĕ

Ж

З

И

Й

14

15

16

17

18

19

20

21

22

23

24

25

26

К

Л

М

Н

О

П

Р

С

Ç

Т

У

Ϋ

Ф

27

28

29

30

31

32

33

34

35

36

37



Х

Ц

Ч

Ш

Щ

Ъ

Ы

Ь

Э

Ю

Я




(Ачасем ĕçе пурнăçласа Республика ятне, аяларах панă предложение вуласа параççĕ).

- Сисмесěрех хамăр кÿршĕсем патне Мордва Республикине çитсе кěтěмěр. Паянхи урокăн теми «Мордва Республики». Таблицăра аяларахри йĕркесенче пытаннă предложени вара «Лайăх кÿршĕ çемьери çын пекех».

2.Урок эпиграфĕн пĕлтерĕшне ăнланнине тĕрĕслени

Эсир çак предложение мĕнле ăнланатăр? Ваттисен сăмахĕсене эпир вырăсла мĕнле калатпăр? Ку ваттисен сăмахĕ паянхи урок эпиграфĕ пулĕ.

Сире тата икĕ ваттисен сăмахěпе паллаштарас килет. (ваттисен сăмахěсем экран çинче)

Çынпа çын туслă пултăр, халăхпа халăх туслă пултăр.

Кайăк çуначĕсемпе вăйлă, çын - туслăхпа.

1. Ваттисен сăмахĕсене вулани, вырăсла куçарни;

2. Ваттисен сăмахěсен шухăшне ăнланни;

3. Ваттисен сăмахĕсене тěрлě хăвăртлăхпа каласа ас туса юлни.

- Ачасем, урок пуçламăшĕнче вуланă сăвă йĕркисем çак ваттисен сăмахĕсемпе килĕшсе тăраççĕ-и?


3. Урок тěллевěсемпе паллашни

- Халě вара, хамăр ырă шухăш-кăмăлпа эпир сирěнпе урока малалла тăсăпăр.

Пирĕн пата килнĕ хăнасем эсир мĕнле вĕреннине пĕлесшĕн, эсир чăвашла мĕнле калаçнине итлесшĕн, эсир урокра мĕнле ĕçленине курасшăн. Атьăр-ха, ачасем, хамăр хăнасене лайăх ĕçлесе савăнтарар.

Урок пуçламăшĕнче сирěнпе хамăрăн кÿршĕсем çинчен аса илтĕмĕр. Паян вара çак темăна ИМордва Республики» текстпа паллашса татах та анлăлатăпăр, республикăн паспортне йĕркелĕпĕр, ыйтусем çине хуравлăпăр, «Кÿршĕллĕ республикăсем» темăна пĕтĕмлетсе проект ĕçĕ пурнăçлăпăр, поэтсен сăввисене итлĕпĕр.


IV. Кану саманчě: куç гимнастики;


V. Мордва этнонимпа паллаштарни.

Чăваш енĕн кÿршисем

Тутар, мари, мордвасем.

Мордва çинчен ачасем

Калаçар-ха урокра.

Мордва — этноним, Мордва Республикинче пурăнакан мăкшăпа ирçе халăхне авалтан çапла палăртаççĕ. Вĕсен тĕнĕ — вырăссемпе, чăвашсен тата марисен пекех - православи тĕнĕ. Мăкшăсен хăйсен чĕлхи, ирçесен вара хăйсен чĕлхи пур. Йăли-йĕрки те вĕсен уйрăм. Пĕтĕмĕшле эпир вĕсене пурне те мордва тесех калатпăр. Чăваш Республикинче ытларах ирçесем пурăнаççĕ.

VI. 1. «Мордва Республики» текстпа ěçлени.

Словарь ĕçĕ. Çĕнĕ сăмахсемпе паллашни.

    1. учитель - хор; хĕр ачасем, арçын ачасем;

    2. мăшăрсенче;

    3. сăнчăрпа пěрер сăмах вулани;

Вулас умĕнхи тĕллев: – Текста тимлĕ итлĕр, ăнланма тăрăшăр. Хăвăршăн мĕн çĕннине пĕлнине каласа пама хатĕрленĕр

2.Кăтартуллă вулав;

а) çěнě сăмахсем пур предложенисене тупса вулани, вěсене вырăсла куçарни;

ă) текста ăнланнине тěрěслени (1-2 ачаран кěске содержанине вырăсла ыйтмалла);

б) сăнчăр мелěпе вулани;

в) ыйтусене хуравлани;

- Мордва Республики ăçта вырнаçнă?

- Вăл мĕнле хуласемпе, облаçсемпе, республикăсемпе кÿршĕллĕ?

- Республикăн тĕп хули мĕн ятлă?

- Мордва Республикинче тата мĕнле пысăк хуласем пур?

- Республикăн патшалăх чĕлхи мĕнле чĕлхе шутланать?

- Чăваш Республикинче патшалăх чĕлхисем хăшĕсем?

- Мордва Республикинче мĕнле пысăк юхан шывсем юхаççĕ?

- Ку Республикăра мĕнле йывăçсем ÿсеççĕ?

- Вăрмансенче мĕнле чĕр чунсем пурăнаççĕ?

- Мордва Республикинче ырашсăр пуçне тата мĕнле тыр-пул ÿстереççĕ?

- Республика халăхĕ мĕнле пахча-çимĕç лартса ÿстерет?

г) Пěр-пěрне (мăшăрсенче) ыйтусем парса хуравлани.

д) текст содержанийĕ тăрăх тĕрев схеми туни. (опорная схема) паспорт

Паспорт 10 страницăран тăрать, унăн 1-4 страницисене 3 ушкăн пурнăçлĕ, 5-7 страницисене - 2 ушкăн, 8-10 страницисене пурнăçлама1 ушкăна шанăпăр.

Мордва Республики

Вырăнĕ

Раççей

Кÿршисем

Рязань, Пенза, Ульяновск, Чулхула облаçĕсем, Чăваш Республики

Тĕп хули

Саранск

Республикăри халăх

Вырăссем, мордвасем, тутарсем

Патшалăх чĕлхи

Вырăс чĕлхи

Юхан шывсем

Мокша, Сăр

Йывăçсем

Çăка, вĕрене, каврăç, хыр, чăрăш, юман

Чĕр чунсем

Кашкăр, пăши, пурăш, хăнтăр, хир сысни, каюра, ондатра, тилĕ

Тыр–пул,

Тулă, урпа, хура тул, ыраш

Пахча çимĕç

Сахăр кăшманĕ, çĕр улми, сухан, ыхра, хĕрлĕ кашман, хăяр, купăста, помидор


е) Схема тăрăх текст содержанине туллин каласа пани.


VII. Кану саманчě.


VIII. 1) Проект ĕçĕ пурнăçласси.

Ачасем 3 ушкăна пайланса ĕçлени. 1-мĕш ушкăн - Тутар Республики, 2-мĕш ушкăн – Мари Республики, 3-мĕш ушкăн Мордва Республики темăсемпе проект ĕçĕ пурнăçлаççĕ.

Материал: ватман, фломастерсем, кăранташ, çилĕм, республикăсене сăнлакан ÿкерчĕксем, текст йĕркелемелли предложенисем, ваттисен сăмахĕсем. (проект ĕçĕ пурнăçланă чухне кластер, синквейн формисем çинчен манса каймалла маррине асăрхаттармалла)


2) Проект ĕçне хÿтĕлени.


IX. Урока пĕтĕмлетни.

1)- Ачасем, урок пуçламăшĕнче палăртнă эпиграфа тепĕр хут аса илер-ха. («Лайăх кÿршĕ çемьери çын пекех»). Çемьери çынсемпе килĕштерсе пурăннă пекех тĕнчери мĕн пур халăхăн туслă пурăнмалла, пĕр–пĕрне хисеплеме пĕлмелле, йăли–йĕркисене юратмалла. Вырăсĕ, тутарĕ, чăвашĕ, мордва, мари халăхĕ пĕр çемьере, пĕр йышра темиçе ĕмĕр хушши килĕштерсе пурăнатпăр эпир. Пирĕн класра та чăваш, вырăс, тутар, мари, мордва ачисем пĕр-пĕринпе туслă пурăнаççĕ. Кайăк çуначĕсемпе вăйлă, çын – туслăхпа- тесе ахальтен каламан ваттисем. Халăхсен туслăхне художниксем хăйсен картинисенче сăнлаççĕ, поэтсем вара хăйсен сăввисенче.

Василий Давыдов-Анатри

Вырăспала вырăсла

Тутарпала тутарла

Пултаратăп калаçма,

Яр уçатăп чунăма.

Чĕлхем пăртак такăнсан,

Картне кăштах лартмасан –

Мана хатĕр пулăшма,

Мана хатĕр ал пама

Вырăс тусăм вырăсла,

Тутар тусăм тутарла.


Миклай Козаков. Виçĕ хула.

мари халăх поэчĕ

Кимĕсем çил евĕр ыткăнаççĕ,

Çут хумсем чупаççĕ аякка.

Пĕр-пĕрне тăвансем пек сăнаççĕ

Волжск, Зеленодольск та, Куславкка.

Атăлăн çыранĕсем пит капăр,

Çыннисем кунта ĕçчен, хастар.

Пĕр килти пек, туслăн тĕл пулатпăр

Чăвашпа мариец та тутар.


2) - Паян урокра мěн çěнни тата интересли пěлтěр?


X. Киле ĕç пани. Килте тумалли ĕç суйлавлă:

  1. Мордва Республики çинчен Интернетра, кĕнекесенче материал шырани, тупса кĕскен каласа пама хатĕрленĕр.

2) 7-мĕш ĕç (170 стр.) Ытлашши сăмаха тупса çырăр.

XI. Ачасен ĕçне хаклани.

XII. Рефлекси.

XII. Урока вĕçлени.

Ачасем, урок вěçленсе пынă май сире малашнехи уроксенче те ăнăçу сунас килет

Ан ÿркенĕр, ăслă пулăр,

Пĕлмелли питех нумай,

Шырăр, тупăр, çырăр, вулăр,

Çивĕчленĕр тĕрлĕ май (П.Хусанкай

Вырăспа выççа эс юлмастăн.

Мăкшăпа мăшкăл пулмастăн.

Çармăспа çарамас пулмастăн.

Савăн, ман пĕчĕк чăваш,

Çĕр çинче сан – çĕр çичĕ юлташ.





































Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче 6А класра чăваш чĕлхи урокĕ ирттермелли валеçÿ материалĕ

1. Иртнĕ уроксенче вĕреннĕ материала аса илни.

- Эпир мĕнле республикăра пурăнатпăр?

- Чăваш Республики мĕнле республикăсемпе кÿршĕллĕ?

- Тутар Республикин тĕп хули мĕн ятлă?

- Тутар Республикинче мĕнле паллă чăвашсем çуралса ÿснĕ?

- Мари Эл Республикин тĕп хули мĕн ятлă?

- Ку Республикăра тата мĕнле пысăк хуласем пур?

- Мари Республикинче хăш халăх çыннисем пурăнаççĕ?

- Мари Республикин тĕп юхан шывĕ мĕн ятлă?


2. Урок темине пĕлни, эпиграфěпе паллашни.


Урок теми:

16

18

20

6

4

1


20

7

21

19

24

3

15

12

14

12

Эпиграфě:

15

1

13

2

27


14

25

20

30

9


22

7

16

34

7

20

12

22

33

17



19

7

14

7

27


Чăваш алфавичĕн таблици:

1

2

3

4

5

6

7

8

9

10

11

12

13

А

Ă

Б

В

Г

Д

Е

Ё

Ĕ

Ж

З

И

Й

14

15

16

17

18

19

20

21

22

23

24

25

26

К

Л

М

Н

О

П

Р

С

Ç

Т

У

Ϋ

Ф

27

28

29

30

31

32

33

34

35

36

37



Х

Ц

Ч

Ш

Щ

Ъ

Ы

Ь

Э

Ю

Я




3. Ваттисен сăмахĕсем.

Çынпа çын туслă пултăр, халăхпа халăх туслă пултăр.

Кайăк çуначĕсемпе вăйлă, çын - туслăхпа.

4. Словарь ĕçĕ ирттермелли çĕнĕ сăмахсем:

Мăкшă - мокша, пурăш - барсук ĕрчетеççĕ - разводят

ирçе – эрьзя хăнтăр - бобр

каврăç - ясень хир сысни - кабан

хĕвел çаврăнăш - подсолнух Сăр - Сура


5. Текст тăрăх ыйтусем пани, хуравлани (ыйтусем экран çинче)

- Мордва Республики ăçта вырнаçнă?

- Вăл мĕнле хуласемпе, облаçсемпе, республикăсемпе кÿршĕллĕ?

- Республикăн тĕп хули мĕн ятлă?

- Мордва Республикинче тата мĕнле пысăк хуласем пур?

- Республикăн патшалăх чĕлхи мĕнле чĕлхе шутланать?

- Чăваш Республикинче патшалăх чĕлхисем хăшĕсем?

- Мордва Республикинче мĕнле пысăк юхан шывсем юхаççĕ?

- Ку Республикăра мĕнле йывăçсем ÿсеççĕ?

- Вăрмансенче мĕнле чĕр чунсем пурăнаççĕ?

- Мордва Республикинче ырашсăр пуçне тата мĕнле тыр-пул ÿстереççĕ?

- Республика халăхĕ мĕнле пахча-çимĕç лартса ÿстерет?


6. Текст содержанийĕ тăрăх тĕрев схеми туни. (опорная схема) паспорт

Мордва Республики

Вырăнĕ


Кÿршисем


Тĕп хули


Республикăри халăх


Патшалăх чĕлхи


Юхан шывсем


Йывăçсем


Чĕр чунсем


Тыр–пул,


Пахча çимĕç




7. Киле ĕç. (суйлавлă ĕç)

1)Мордва Республики çинчен Интернетра, кĕнекесенче материал шырани, тупса кĕскен каласа пама хатĕрленĕр.

2) 7-мĕш ĕç (170 стр.) Ытлашши сăмаха тупса çырăр.






Тутар Республики.

Тутар Республики Раççейре вырнаçнă.

Унăн кÿршисем: Чăваш Республики, Пушкăрт Республики, Самарăпа Киров облаçĕсем.

Тĕп хули – Хусан.

Тĕп юхан шывсем – Атăл, Кама, Вятка.

Патшалăх чĕлхисем иккĕ – тутар тата вырăс чĕлхисем.

Республикăра тутарсем, вырăссем, чăвашсем тата ытти халăхсем пурăнаççĕ.




Мари Эл Республики.


Мари Эл Республики Раççейре вырнаçнă.

Унăн кÿршисем: Чăваш Республики, Тутар Республики, Чулхулапа Киров облаçĕсем.

Республикăн тĕп хули – Йошкар-Ола.

Ытти пысăк хуласем: Волжск, Козьмодемьянск.

Тĕп юхан шыв - Атăл.

Патшалăх чĕлхисем иккĕ –мари тата вырăс чĕлхисем.

Мари Элта марисем, вырăссем, тутарсем пурăнаççĕ.



Мордва Республики.


Мордва Республики Раççейре вырнаçнă.

Унăн кÿршисем: Рязань, Пенза, Ульяновск, Чулхула облаçĕсем, Чăваш Республики.

Республикăн тĕп хули – Саранск.

Ытти пысăк хуласем: Рузаевка, Ковылкино.

Пысăк юхан шывсем – Мокша, Сăр.

Патшалăх чĕлхи: вырăс чĕлхи.

Республикăра мордвасем, вырăссем, тутарсем пурăнаççĕ.






Тутар Республики.


Тутар Республики Раççейре вырнаçнă.


Унăн кÿршисем: Чăваш Республики, Пушкăрт Республики, Самарăпа Киров облаçĕсем.


Тĕп хули – Хусан.


Тĕп юхан шывсем – Атăл, Кама, Вятка.


Патшалăх чĕлхисем иккĕ – тутар тата вырăс чĕлхисем.


Республикăра тутарсем, вырăссем, чăвашсем тата ытти халăхсем пурăнаççĕ.




Мари Эл Республики.


Мари Эл Республики Раççейре вырнаçнă.


Унăн кÿршисем: Чăваш Республики, Тутар Республики, Чулхулапа Киров облаçĕсем.


Республикăн тĕп хули – Йошкар-Ола.


Ытти пысăк хуласем: Волжск, Козьмодемьянск.


Тĕп юхан шыв - Атăл.


Патшалăх чĕлхисем иккĕ: мари тата вырăс чĕлхисем.


Мари Элта марисем, вырăссем, тутарсем пурăнаççĕ.





Мордва Республики.


Мордва Республики Раççейре вырнаçнă.


Унăн кÿршисем: Рязань, Пенза, Ульяновск, Чулхула облаçĕсем, Чăваш Республики.


Республикăн тĕп хули – Саранск.


Ытти пысăк хуласем: Рузаевка, Ковылкино.


Пысăк юхан шывсем – Мокша, Сăр.


Патшалăх чĕлхисем иккĕ: мордва тата вырăс чĕлхисем.


Республикăра мордвасем, вырăссем, тутарсем пурăнаççĕ.





Тусу пулмасан – шыра, тупсан - упра.



Туссăр çын тымарсăр йывăç пек



Этем пурте пĕр тан: вырăс та, тутар та, чăваш та, мăкши те



Туслă тус тепĕр тăванран аванрах



Юлташ пулсан Чулхулара та килти пекех




Мордва Республики

Вырăнĕ


Кÿршисем


Тĕп хули


Республикăри халăх


Патшалăх чĕлхи


Юхан шывсем


Йывăçсем


Чĕр чунсем


Тыр–пул,


Пахча çимĕç






Мордва Республики















Мордва Республики

Вырăнĕ


Кÿршисем


Тĕп хули


Республикăри халăх


Патшалăх чĕлхи


Юхан шывсем


Йывăçсем


Чĕр чунсем


Тыр–пул,


Пахча çимĕç








Тутар Республики

















Мордва Республики

Вырăнĕ


Кÿршисем


Тĕп хули


Республикăри халăх


Патшалăх чĕлхи


Юхан шывсем


Йывăçсем


Чĕр чунсем


Тыр–пул,


Пахча çимĕç







Мари Эл Республики

Самые низкие цены на курсы переподготовки

Специально для учителей, воспитателей и других работников системы образования действуют 50% скидки при обучении на курсах профессиональной переподготовки.

После окончания обучения выдаётся диплом о профессиональной переподготовке установленного образца с присвоением квалификации (признаётся при прохождении аттестации по всей России).

Обучение проходит заочно прямо на сайте проекта "Инфоурок", но в дипломе форма обучения не указывается.

Начало обучения ближайшей группы: 13 декабря. Оплата возможна в беспроцентную рассрочку (10% в начале обучения и 90% в конце обучения)!

Подайте заявку на интересующий Вас курс сейчас: https://infourok.ru


Общая информация

Номер материала: ДВ-299849
Курсы профессиональной переподготовки
133 курса

Выдаем дипломы установленного образца

Заочное обучение - на сайте «Инфоурок»
(в дипломе форма обучения не указывается)

Начало обучения: 13 декабря
(набор групп каждую неделю)

Лицензия на образовательную деятельность
(№5201 выдана ООО «Инфоурок» 20.05.2016)


Скидка 50%

от 13 800  6 900 руб. / 300 часов

от 17 800  8 900 руб. / 600 часов

Выберите квалификацию, которая должна быть указана в Вашем дипломе:
... и ещё 87 других квалификаций, которые Вы можете получить

Похожие материалы

Получите наградные документы сразу с 38 конкурсов за один орг.взнос: Подробнее ->>