Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / Другое / Конспекты / Конспект урока "Никам та манăçман, нимĕн те манăçман"
ВНИМАНИЮ ВСЕХ УЧИТЕЛЕЙ: согласно Федеральному закону № 313-ФЗ все педагоги должны пройти обучение навыкам оказания первой помощи.

Дистанционный курс "Оказание первой помощи детям и взрослым" от проекта "Инфоурок" даёт Вам возможность привести свои знания в соответствие с требованиями закона и получить удостоверение о повышении квалификации установленного образца (180 часов). Начало обучения новой группы: 24 мая.

Подать заявку на курс
  • Другое

Конспект урока "Никам та манăçман, нимĕн те манăçман"

библиотека
материалов

Урок теми: Никам та манăçман, нимĕн те манăçман.

Тĕллевсем:

  1. Вăрçă çулĕсенче паттăрлăх кăтартакансенчен чылайăшĕ çук, вĕсене пуç тайса ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнма вĕрентесси.

  2. Хисеплĕ ветерансемпе тылри ĕçченсене сума сăвасси.

  3. Патриот туйăмне аталантарасси, тăван çĕр-шыва юратма вĕрентесси.

Урок тĕсĕ: вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетмелли урок. Вăрçăра пуç хунă салтаксене асăнса ирттернĕ урок.

Урок эпиграфĕ:

Вăрçăра вилнисем манăçмаççĕ

Пурăнаççĕ çĕр-шыв асĕнче.

Çăлтăрсем пек çиçсе ялкăшаççĕ

Ÿсекен ăрусем умĕнче.



Урок юхăмĕ:

Вĕренекенсене урок темипе, тĕллевĕпе, эпиграфĕпе паллаштаратăп. Эпиграфа тата сочинении çырнă чухне кирлĕ пулакан материалсене тетрадьсем çине çырса хумаллине каалатăп, мĕншĕн тесен çитес урокра «Тăван çĕр шывшăн, çĕнтерÿшĕн!» ятлă сочинени çырмалла пулать.



Малалла урока истори учителĕ тăсать.

«Нихçан манăçмасть хăрушă вăрçă. 1941 çулхи июнĕн 22 – мĕшĕнче фашистла Германи пирĕн çĕр шыва тапăнса кĕнĕ. Гермнин Российăна парăнтармалли план пулнă(карттăпа ĕçлет), унăн ячĕ «Барбаросса». Çак планпа килĕшÿллĕн фашистсен пирĕн çĕр шыва 3 уйăх хушшинче ĕçмĕрсе тăкмалла пулнă. Нимĕçсен 3 арми пулнă: «Север» армин Ленинграда тытса илмелле пулнă, «Центрăн» - Мускава, «Югăн» - Киева. Анчах совет халăхĕ аптраса ÿкмен, хăвăрт хĕç- пăшалланса тăшмана хирĕç çапăçăва тухнă. Хçрÿ пулнă тытăçу, фашист лайăх хатĕрленнĕ вăрçа, анчах вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланман. 1945 – мĕш çулхи майăн 9 – мĕшĕнче пирĕн салтаксем ĕмĕрлĕхех фашизма çапса аркатрĕç.

Малалла чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен сăмах илет:

4 çул хушши пынй çак хăрушă вăрçă. 1418 кун хушши совет халăхĕ тăшмана хирĕç вирлĕн çапăçнă. Салтаксем анчах маар, мирлĕ халăх та алла- аллăн тытăнса тăван çĕр шыва хÿтĕлеме кар çĕкленнĕ.

Пирĕн ялтан та 313 вăй питти çын вăрçа тухса кайнă. Яла çул çитмен ачасем, ватăсем, хĕр арăмсем анчах тăрса юлнă. Вĕсем те çĕнтерÿ куне çывхартас тесе ырми – канми ĕçленĕ. Вăрçа кайнисенчен 103 салтак ĕмĕрлĕхех вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Вĕсем Тăван çĕр шыва тискер тăшманран хÿтĕлесе пуçĕсене хунă. Вилнĕ паттăрсене асăнса 1 минутлăха шапланма ыйтатăп. (Метроним сасси).

Класра хулен «Священная война» юрă янăрать, пĕр вĕренекен Александр Алкан «Июнĕн 22 – мĕшĕ» сăввине вуласа парать.

Вĕрентекен: вăрçă пĕтнĕренпе кăçал ––– çул çитет. Ветерансен шуче çулсерен чакса пырать. Халĕ вăл пирĕн пĕччен анчах тăрса юлчĕ. Кам-ха вĕл? Эсир паллатăр-и ăна?

Ялти ветеран çинчен каласа пани.

«Шурă çÿçлĕ салтак ветеран» юрă ярсан аван.

Вĕрентекен:

Кам вăрçнă, вăл пĕлет:

Тăшман çыннах тĕллет.

Ăна чарас тесен

Хирĕç тăмах тивет. (П. Хусанка)

Çак сăмахсен авторĕ Петĕр Хусанкай. Вăл хăй те вăрçăра пулнă, çавăнпа та вăрçă тискерлĕхне хăй куçĕпе курнă.

Малалла пĕр ача Кĕçтук Кольцовăн «Йытта йытă вилĕмĕ» сăввине вуласа парать(хурлăхлă кĕвĕ янăрать)

Вĕрентекен: Тăшман пирĕн çĕр çине вăрçăпа килчĕ пулсан, ăна тивĕçлĕ кĕтсе илмелле. Тăшмана ку сăвăра йытăпа, урнă йытăпа танлаштарнă, апла пулсан йытта йытă вилемĕ сунни вырăнлă. Совет халăхĕ пĕтĕм вăй-халне пуçтарса юлашки юн тумламе юлмиччен тенĕ пек çапăçнă. Нумайăшĕ юнлă вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. Анчах та тăван ялсемпе хуласене кăкăр тулли медальсемпе орденсем çакса таврăнакансен йышĕ те сахалах пулман.

Халĕ эпĕ сире пирĕн Чăваш Республики тата хамăр район тата ял çак вăрçăра мĕн чухлĕ çухату тÿснине каласа парасшăн:

Ачасем, пирĕн районта Совет Союзĕн геройĕсем пур-и? Миçен вĕсем?

Вĕренекенсем районта Совет Союзĕн геройĕсем çинчен каласа параççĕ.

Вĕрентекен: Вăрçа хутшăннă чăваш çыравçисенчен камсене пĕлетĕр? Вĕсен вăрçă çинчен çырнă хайлавĕсене аса илсе хăварни те вырăнлă пулмалла.

- Ст. шавли «Ватă салтак»

- М. КИпек «паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ»

Л. Агаков «Салтак ачисем», «Ылтăн вăчăра», «Шанчăк», «Кăсăя»

Владимир Садай « Аттесмпе пĕрлех кăвакартăмăр», «Летчиксем».

Валентина Элпи «Пулас кинсем» т. ыт. Те.

1 вĕренекн: Чăваш республикинче 84 çын Совет Союзĕн геройĕн ятне илме тивĕçлĕ пулнă. Чăваш писателĕсем те кĕрешĕве хастаррăн хутшăнчĕç. Нумайăша алла хĕç – пăшал тытса Тăван çĕршывшăн çапаçма тухса кайнă. Хаяр вăрçă çухатусемсĕр пулман. Фронта кайнă писательсенчен М. Данилов- чалтун, Владимир Бараев, Ефрем Еллиев, Константин Кольцов, Петокки, Думилин, Чурпай т. ыт. Те паттăррăн çапăçса пуçĕчсене хучĕç.

Вăрçă çулесенче писательсен пултарулăхĕ татах вăйланнă. Вĕсен витĕмлĕ сăмахĕ халăха тăтăшах хавхалантарса тăнă, хаяр кĕрешĕве çĕкленме, тăшмана çĕнтерме пулăшнă. Фронтри литераторсенчен нумайăшĕ çарти хаçатсен редакторĕсем, корреспонденчĕсем пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтрах тăван чĕлхепе илемлĕ произведенисем – калавсемпе очерксем, повеçсемпе драмăсем çырса тăнă. Çыравçĕсем штыкпа та, перопа та тăшмана хирĕç вирлĕн çапăçнă. Фронотвик – писательсенчен уйрăмах П. Хусанкая, Яков Ухсая, А. Алкана, Л. Агакова, Данилов – Чалтуна, Илле Тукташа, Илпек Микулайне палăртмалла. Вĕсем произведенисем чылай çырнă, вăрçă паттăрĕсен сăн- сăпатне асра юлмалла ÿкерсе кăтартнă.

Малалла тепĕр вĕренекенĕ тылра юлнă çыравçăсем çинчен каласа парать.

2 вĕренекен: Тылра юлнă писательсем те – Николай Шелепи, Çемен Элкер, Иван Мучи, И. Максимов- Кошкинский, М. Труина, Куçма Турхан, Ĕçхĕл, Стихван шавли А. Кăлкан, Н. Айзман т. ыт. Те кунĕн – çĕрĕн ĕçленĕ. Вĕсем хаçат – журнал, кĕнеке- учебник кăларас ĕçе йĕркелесе пынă, тылри халăхăн ĕçне- хĕлне кăтартакан произведенисем çырнă.

Чăваш писателĕсем вĕрçă вăхăтĕнче çырнă произведенисенчи чи таса ĕмĕт- çĕнтерÿ ĕмĕчĕ, чи пысăк шанчăк- çĕнрерÿ шанчăкĕ. Çав ĕмĕтпе, çав шанчăк пирĕн халăха, унăн ывăл- хĕрĕсене усал тăшмана хирĕç пĕтĕм вăя хурса çапăçма, ăна тĕппипех аркатса тăкма хавхалантарнă. Чăваш писателĕсем Гитлер вăрă- хурахĕсене хирĕç хĕç- пăшалпа та, перопа та патăррăн çапăçнă, çирĕплĕх, хăюлăх кăтартса вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă. Фронта кайнă писательсенчен данилов- Чалтун, Виктор Бараев, Василий Васькин, Кăтра Мишша, Арсентий Орлов, Николай Пиктемир, Федот Çитта, Максим Ястран çапăçура пуçĕсене хунă.

Вĕсен ячĕсене чăваш писателĕсен Союзĕн çуртĕнче мрамортан тунă асăну хăми çине ылтăн сас паллисемпе ĕмĕр асăнмалăх çырса хунă.

Вĕрентекен ачасене кĕнеке выставкипе паллаштарать.

Вĕренекенсем хăйсем вуласа тухнă произведенисем çинчен каласа пани те вырăнлă.

Вĕрентекен: «Вăрçă» сăмах ытла та хăрушшăн илтĕнет., чуна çÿçентерет, кăмăла хуçать, чун-чĕрене ыраттарать, сехрене хăпартать.

«Вăрçă асаппа инкек акать,»- тенĕ ваттисем. Кирек мĕнле вăрçă та куççульсер, çухатусăр иртмест. Пур вăрçă та халăх историйĕнче хурлăхлă йĕр хăварнă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи пек хăрушă вăрçă этем историйĕнче пулман. Çĕршер хула ишĕлсе арканнă, пиншер ял çунса кĕлленнĕ, миçе миллион айăпсăр çын прнăçĕ таталнă тата! Апла пулин те этемлĕх вăрçăран ывăнман икке. Татах унта та кунта вăрçă кĕлет, татах юн тăкăнать.

Юлашкинче урока Александр Галкинăн «Палăк» сăввипе вĕçлесшĕн.



Вутпала суранланнă инçет çĕрсенче –

Вĕçĕмрен вĕçĕмех халь мăнаç палăксем…

Тухнă тейĕн тăрса нÿрĕ çĕр айĕнчен

Вăрçăран таврăнман манăçми салтаксем.



Салтаксем, салтаксем – ытарми паттăрсем,

Тăван çĕршĕн вута вутпала кĕнисм.

Ĕмĕрсемшĕн вĕсем – иксĕлми çăлтăрсем,

Палăксем, палăксем – чул –гранит салтаксем…



Чечекленнĕ йăлтах, куç виçи таранах,

Юнпала сăрхăнса хытнă хĕрлĕ çĕрсем.

Инçетри ялсенче макăраççĕ- çапоах

Салтаксен тăлăха юлнă мăшăрĕсем.



Салтаксем, салтаксем – ытарми паттăрсем,

Тăвăлпа кĕрешсе çулăмпа çуннисем.

Ĕмĕрсемшĕн вĕсем – янкăр ир шевлисем,

Салтаксем. Салтаксем- чул- гранит палăксем…



Вутпала суранланнă инçет çĕрсенче-

Вĕçĕмрен вĕçĕмех халь мăнаç палăксем…

Улăпсем пек тăраççĕ тĕнче умĕнче

Паян кун та пурнас аттесем, пиччесем…



Салтаксем, салтаксем – ытарми паттăрсем,

Çĕнтерÿ ялавне юнпала çунисем.

Ĕмĕрсемшĕн вĕсем – Аслă Мир çутисем.

Салтаксем, салтаксем – чул- гранит палăксем…



Класра «День Победы» юрă янăрать.

Киле ĕç: «Çĕнтерÿшĕн, телейлĕ пурнăçшăн!» сочинени çырма.



Автор
Дата добавления 05.04.2016
Раздел Другое
Подраздел Конспекты
Просмотров223
Номер материала ДБ-011649
Получить свидетельство о публикации

Выберите специальность, которую Вы хотите получить:

Обучение проходит дистанционно на сайте проекта "Инфоурок".
По итогам обучения слушателям выдаются печатные дипломы установленного образца.

ПЕРЕЙТИ В КАТАЛОГ КУРСОВ

Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх