Инфоурок Родная литература КонспектыКонспект урока по чувашской литературе М.Трубина "Чахпа кушак" калав

Конспект урока по чувашской литературе М.Трубина "Чахпа кушак" калав

Скачать материал

М.Трубинан «Чăхпа кушак» калавĕнчи темăпа тĕп шухăшĕ» урокăн тулли конспекчĕ.

Урок теми: М.Трубинан «Чăхпа кушак» калавăн  темăпа тĕп шухăшĕ.

Урок тĕсĕ: Хайлава тишкермелли урок

Харкамлăх результачĕсем:

- вĕренÿ планне кĕрекен ытти предметсем пекех чăваш литератури ачана тĕрлĕ енлĕ аталанма, тĕрлĕ çитĕнÿ тума пулăшнине ăнланма хăнăхтарасси;

- ушкăнпа ĕçленĕ май ачасене пĕр-пĕрне тимлеме, хисеплеме тата юлташа пулăшма вĕрентсе пырасси;

- ĕçре хастар, тăрăшуллă пулмаллине ăша хывасси

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсем:

Йĕркелÿ: ĕçĕн тĕллевне лартма хăнăхтарни; ĕç йĕркине, ăна пурнăçлама кирлĕ мелсемпе майсене тупма хăнăхтарни;

- тунă ĕçе хаклама вĕрентни

Хутшăну: хутшăнура пĕр-пĕрне итлеме хăнăхтарни;

- харпăр хăйĕн тата ыттисен ĕçне хаклама вĕрентни.

Информаци: пĕр харăс темиçе информаци çăл куçĕпе ĕçлеме хăнăхтарни, кĕнекери материалпа ирĕклĕ ĕçлеме хăнăхтарни, урокра туяннă пĕлÿпе, пурнăç опычĕпе усă курса  панă ыйтусене хуравлама вĕрентни, япаласемпе пулăмсене тишкерме, тишкерÿ тăрăх пĕтĕмлетÿ тума вĕрентни

Урок тĕллевĕсем:

1) калавăн темипе тĕп шухăшне палăртма вĕрентесси

2) калаври сăнарсене хак парасси

Усă курнă технологисем: критикăлла шухăшлав, информаципе хутшăну, проблемăлла вĕренÿ,сывлăха упракан, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, калаçу, ыйту-хурав, шырав-тĕпчев, проблемăлла ыйтăва хуравлани, ушкăнпа ĕçлесси, презентаципе усă курни, кластер, синквейн, словарь ĕçĕ, блум чечекĕ, тест.

Литература теорийĕ: микротема, абзац.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, темăпа хатĕрленĕ презентаци, валеçÿ карточкисем, чăвашла-вырăсла словарь

Словарь ĕçĕ:

Чăпар-ула-чăла-рябый

Пурăк-кунтăк-савăт-

Куланай-патша саманинче пуçтарнă налук

Чара-

Кăлăк чăххи- пусма ларма хатĕрленекен чăх

Пуслăхлăх-

Урок юхăмĕ:

Вĕрентекен: Сывлăх сунатăп, ачасем!  Пĕр –пĕрин çине ăшă кăмăлпа пăхса йăл! кулăпăр та ĕçе пуçăнăпăр. Пурте тăрăшса ĕçлеме хатĕр-и? Хатĕр пулсан урока пуçлар.  Пурте ман хыççăн çак сăвва калатпăр

Эпир маттур ачасем,

Эпир хастар ачасем

Ĕçлер пĕрле тăрăшса,

Пĕрне-пĕри пулăшса

Кирлĕ чухне тупăшса

Эсир мана пулăшасса, пирĕн урок тухăçлă, ăнăçлă иртессе шанатăп.

Ачасене кăсăклантарса яни (вызов).

Вĕрентекен: Ачасем, паянхи урокра мĕн çинчен калаçассине пĕлес тесен çак тупмалли юмахсен тупсăмĕсене  пĕлмелле.

1.Лутра майре- пичке ăсти (чăх)

2. Мăрăлтатма маттурскер,

Ачашланма ăстаскер,

Шăши тытма йăрăскер

Ку –килти чĕр чун (кушак).

Вĕрентекен: Тĕрĕс. Паян эпир Т.Мархви çырнă «Чăхпа кушак» калав тишкерĕпĕр.

Ачасем учитель пулăшнипе урок тĕллевĕсене лартаççĕ. Урок эпиграфне вулаççĕ. (1 слайд)

Вĕрентекен: Мĕн вăл микротема, абзац пулнине палăртатпăр. Кĕнекене 45 страницăна уçатпăр та калава аса илсе микротемăсене пайласа  план тăватпăр.

План туни.

1.      Анне пĕр кунхине икĕ чăххине те пусарма лартрĕ.

2.      Чĕпсем тухассине кĕтсе пурăнни.

3.      Чĕп шинклетни илтĕнни.

4.      Хам айăплине пĕлсе питĕ кулянтăм, чутах йĕрсе яраттăм.

5.      Сарă чăх чĕпсĕр тăрса юлни.

6.      Кушак çăвăрлани.

7.      Сарă чăх кушак çурисене йышăнни.

8.      Кушакпа чăх çапăсни.

9.      Амăшĕсене ачисене каялла тавăрни. (2 слайд)

Словарь ĕçĕ туни.

Чăпар-ула-чăла-рябый

Пурăк-кунтăк-савăт-

Куланай-патша саманинче пуçтарнă налук

Чара-

Кăлăк чăххи- пусма ларма хатĕрленекен чăх -

Пуслăхлăх- (3 слайд)

(Ăнланман сăмахсене тетрадь çине çырса хураççĕ)

 

II. Ăнланса илни.

1.      Калавпа ĕçлени. Калав тăрăх ыйтусемпе ĕçлени.

51-мĕш страницăри ыйтусемпе ĕçлени.2-6- мĕш ыйтусем.

Калавра, ачасем миçе сăнар? (Сарă чăх, чăпар чăх, кушак, ача)

Халĕ икĕ ушкăна пайланатпăр. 1-мĕш ушкăнрисем сарă чăха, 2-мĕш ушкăнрисем кушака сăнласа мĕн тăвать? «хĕвел» кластер тăватпăр. Кĕнекери глаголсемпе усă куратпăр.

(А4 хутсем çине çыраççĕ, кашни ушкăнран пĕер ача тухса кластере доска çине çыпăстарать, каласа парать) (4,5 слайдсем)

 

Сарă чăх   (47-48 стр)                                                                  кушак (49 стр)

Сăхмасть                                                                                       çулакалать

Шăпăрт ларать                                                                             ачашшăн пăхкалать

Йăвине кĕрсе ларать                                                                    пăхкалать 

Хытă кăтиклетет                                                                          чăх çине сикет

Кушак çурисене йышăнать                                                         хаяррăн сÿхăрать

Чĕпписене хăех ÿстересшĕн                                                        çурисене йăтать

 

Кану саманчĕ.

Вĕрентекен: Эпĕ сире ыйтусем паратăп. Ыйтăвĕсем тĕрĕс пулсан –эсир ларатăр, йăнăш пулсан-тăратăр.

1.      Чĕпĕ кăларма амăшĕ икĕ чăх лартать. Çапла-и? Ачасем лараççĕ.

2.      Вĕсем айне амăшĕ 12-шер çамарта хурса парать. Тĕрĕс-и? Ачасем тăраççĕ.

3.      Сарă чăхăн виçĕ чĕп тухнă. Çапла-и? Ачасем лараççĕ.

4.      Чăпар чăххăн 12 чĕпĕ тухнă. Тĕрĕс-и? Ачасем тăраççĕ.

5.      Кушак виçĕ çура туса панă. Тĕрĕс-и? Ачасем лараççĕ.

 

Синквейн туни. (6слайд)

Чăпар чăх

Хаяр, усал

Сăхать, çунаттисене сарса кăрлатать, ют чĕпсене йышăнать

Чăпар чăх хаяр пулин те ют чĕпсене йышăнать

Лаайăх амăшĕ

Калавра ача сăнарĕ пур. Халĕ ăна çанлăпăр. Мĕн тăвать-ха ача?

Чăхсене çăкăр таткисене тĕпретсе парать, çĕр улми ватса çитерет, шыв ярса парать,сарă чăхха ачашлать.Мĕнле ача вăл? Пирĕн урок эпиграфĕпе килĕшсе тăрать-и çак сăнар? Чăнах та килĕшсе тăрать. Выльăха хĕрхенекен-ырă çын.(7слайд)

2.      Калавăн темине, тĕп шухăшне тупни.

Тема: Чăпар, сарă чăхсем хăйсен чĕпписене, кушак хăйĕн çурисене юратни вĕсемшĕн çапăсма хатĕр пулни çинчен.

Тĕп шухăшĕ: (ăна ачасем кĕнекере тупаççĕ)

-Халĕ кашнийĕн харпăр хăйĕн ачисем пур, кашни савăнса ачисене ÿстерет.

       3. Çак темăпа çырнă вырăс литературинчи произведенипе танлаштарни.

Михаил Пришвин çырнă «Курица на столбах» калав. Уйрăмлăхĕсемпе пĕрпеклĕхĕсене тупни.(8 слайд)

1.      Мĕнрен пуçланать калав? (кил хуçисем чăхă айне хур çамартисем хурса параççĕ)

2.      Чăхха мĕнле чĕннĕ? (Пиковая дама)

3.      Унăн миçе чĕпĕ пулнă? (4)

4.      Сире хура чăх мĕнпе килĕшрĕ? (вăл чĕпписене ют пулсан та пăхать,  хÿтĕлет, апат тупма вĕрентет).

Икĕ калавĕнче çак шухăш палăрать: сăнаса пăхса тăмасан йывăç та çитĕнеймест. Пĕчĕк чух пурне те пулăшу кирлĕ.

 

5.      Киле ĕç. (9 слайд)

1.      Чĕр чунсем çинчен кроссворд хатĕрлемелле

2.      Текст тăрăх сюжетлă ÿкерчĕк тумалла

3.      Л. Çаринен «Кукамайăн сар чăххи» калавне вуламалла.

6.      Урока пĕтĕмлетни. Блум чечекĕ. Тест. Карточкăсемпе ĕçлемелле.

 

III. Рефлекси.

 

Урок

Кăсăклă, усăллă.

Кăсăклантарать, шухăшлаттарать, ăс парать.

Урок пĕлÿ патне çул уçать.

Пĕлÿ.

   «Тивěçлине суйла» (9 слайд)

 

    Эсě хǎш шухǎшпа килěшетěн?

  1. Эпě йывǎрлǎхран хам тěллěн тухаймарǎм
  2. Маншǎн йывǎрлǎх пулмарě
  3. Эпě ыттисен сěнěвěсене итлерěм çеç
  4. Эпě хам сěнÿсем патǎм
  5. Эпě урокра активлǎ пултǎм, урок кǎмǎла çěклерě
  6. Маншǎн урок вǎрǎм пулчě
  7. Уркри материал усǎллǎ пулчě
  8. Маншǎн урок хǎвǎрт иртрě

 

(10 слайд)

 

Урокра ĕçленĕшĕн хăвна мĕнле паллă лартатăн? Суйла.

 

 

 

 

«5»

 

 

«4

 

«3»

«2

 

Учитель лартнă паллă: _____

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Конспект урока по чувашской литературе М.Трубина "Чахпа кушак" калав"

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Маркетолог

Получите профессию

Интернет-маркетолог

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 712 957 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 16.10.2022 560
    • DOCX 24.4 кбайт
    • 12 скачиваний
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Степанова Марина Михайловна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Степанова Марина Михайловна
    Степанова Марина Михайловна
    • На сайте: 6 лет и 8 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 3629
    • Всего материалов: 4

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Мини-курс

Исследование и понимание архитектурных стилей: от модернизма до современности

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Эффективная работа с Wildberries: от создания личного кабинета до выбора продукта

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 39 человек из 20 регионов

Мини-курс

Развитие и воспитание: ключевые навыки для родителей маленьких детей

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе