Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / Другое / Конспекты / Конспект урока по чувашскому языку на тему "Деепричастисем"
ВНИМАНИЮ ВСЕХ УЧИТЕЛЕЙ: согласно Федеральному закону № 313-ФЗ все педагоги должны пройти обучение навыкам оказания первой помощи.

Дистанционный курс "Оказание первой помощи детям и взрослым" от проекта "Инфоурок" даёт Вам возможность привести свои знания в соответствие с требованиями закона и получить удостоверение о повышении квалификации установленного образца (180 часов). Начало обучения новой группы: 26 апреля.

Подать заявку на курс
  • Другое

Конспект урока по чувашскому языку на тему "Деепричастисем"

библиотека
материалов

Уçă урок конспекчĕ.7 кл.

 

Урок теми: Деепричастисем

Урок тĕсĕ: Çĕнĕ темăна ăнлантармалли урок

Вĕрентÿ тĕллевĕ: деепричастисем мĕне пĕлтернине, вĕсен мĕнле майпа пулнине ăнлантарасси; текстра деепричастисене тупма хăнăхтарасси;

Воспитани тĕллевĕ: тăван чĕлхе илемлĕхĕпе пуянлăхне туйма, ăна упраса хăварма кирлине ăнлантарасси; тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарасси.

Аталантару тĕллĕвĕ: çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, калаçу чĕлхине аталантарасси.



Словарь ĕçĕ: саркайăк – шăнкăрчран пысăкрах кайăк, парксемпе садсенче вăрттăн пуранать. Сасси тăрăх кăна тупма пулать. Çырласем пиçсе çитнĕ вăхăтра çырласене тапăнаççĕ. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕçсе килеççĕ. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче вĕçсе каяççĕ. Пирĕн тăрăхра пур çĕрте те тĕл пулать.


Урокра кирлĕ хатĕрĕсем: вĕренÿ кĕнеки, доска, компьютер, проектор, урок темипе хатĕрленĕ слайдсем, карточкăсем, М.И.Скворцов редакциленĕ чăвашла-вырăсла словарь


Урок юхăмĕ


  1. Класа йĕркелени.

Вĕрентекен сăмахĕ: Сывлăх сунатăп, ачасем, ларăр.Шăнкăрав сас пачĕ урока чĕнсе. Пĕтĕм класс шăпланчĕ партта хушшинче.

- Мĕнлерех сирĕн кăмăлсем?

- Эсир шăлсăр шăши курнă-и?

- Шăши шăмă кăшланине курнă-и?

- Апла пулсан «Шăлсăр шăши шăмă кăшлать» тесе 3 хут хăвăрт калăр-ха.

 

  1. Килти ĕçе тĕрĕслени. 

Вĕрентекен: Питĕ аван, халĕ вара иртнĕ урокра вĕреннине аса илер.

а) ыйтусем çине хуравлани: Вĕрентекен ачасене маларах хатĕрленĕ карточкăсем салатса парать, причастисем çинчен вĕреннине аса илмелĕх 5 ыйту тата пĕр-икĕ ача валли (айван вĕренекенсем валли) çыру ĕçĕ. (вĕсем хăйсен ĕçне хатĕр хуравпа тĕрĕслесе ĕçе хаклаççĕ) Ачасем икшерĕн ĕçлеççĕ. (2-3 мин. хушши пĕрле калаçса ыйтусене хуравлаççĕ, тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ, кайран пĕри ыйту çине хуравлать, тепри тĕслĕхпе çирĕплетет.)

Ыйтусем:

  1. Мĕнле пуплев пайĕн формине причасти теççĕ? Причастисем мĕнле-мĕнле вăхăтра пулаççĕ?

  2. Хальхи причастисем мĕнле мелпе пулаççĕ тата вĕсем мĕне пĕлтереççĕ?

  3. Иртнĕ причастисем мĕнле мелпе пулаççĕ тата вĕсем мĕне пĕлтереççĕ?

  4. Пулас причастисем мĕнле мелпе пулаççĕ тата вĕсем мĕне пĕлтереççĕ?

  5. Пулмалли причастисем мĕнле мелпе пулаççĕ тата вĕсем мĕне пĕлтереççĕ?

Çыру ĕçĕ

Панă причастисенчен сăмах майлашăвĕсем туса çырăр (Образуйте словосочетания с данными причастиями)

Вулакан, çырнă, ÿкерес, каймалла, утакан, чупакан, лармалла, çывăрас

ă) ачасен пĕлĕвне хаклани. (кашни ача умĕнче хакласа оценка лартмалли карточка, ачасем вĕрентекен калакан оценкăна çав катрочкăна лартаççĕ.)


III. Ачасене урок темипе кăсăклантарни.

  1. Пурте пĕрле ĕçлени.

Доска çинче е проектор урлă Иван Яковлевич Яковлев самахне панă: «Тăван чĕлхене лайăх пĕлекен çын ытти чĕлхесене те юратса вĕренет, хисеплет».

  1. Çак сăмахсен пĕлтерĕшне ăнлантарни.

И.Я.Яковлев каланине эсир мĕнле ăнланатăр? ТАЙМД ПЭА ШЭА структурăпа усă курса иккĕн ĕçлеççĕ. Кашнине 30 секунд парса çак сăмахсен пĕлтерĕшне мĕнле ăнланнине уçса параççĕ. Калаçма тытăнать хăшĕн ячĕ алфавитра малтан тăрать. Сигнал – алă çупни. Пĕр-ик ачан шухăшне итлесе хаклани.

  1. Ыйтусем çине хуравлани – пурте пĕрле ĕçлени

  1. Çак предложенире калаçу кам çинчен пырать? (çын)

  2. Вăл предложенире мĕнле член пулать? (подлежащи)

  3. Çын мĕнле ĕç тăвать? (вĕренет, хисеплет)

  4. Вĕсем предложенире мĕнле член пулаççĕ? (сказуемăй).

    1. Карточкăсемпе ĕçлени. Икшерĕн ĕçлеççĕ.

сăмахсем мĕнле пуплев пайĕ пулнине палартмалла.

Тăван (____________) чĕлхене (__________) лайăх (___________) пĕлекен (__________) çын (__________) ытти (__________) чĕлхесене (_____________) те (_____________) юратса (___________) вĕренет (_________), хисеплет (__________).


Тăван (паллă ячĕ) чĕлхене (япала ячĕ) лайăх (наречи) пĕлекен (хальхи причасти) çын (япала ячĕ) ытти (местоим.) чĕлхесене (япала ячĕ) те (татăк) юратса (деепричасти) вĕренет, хисеплет (глагол).

    1. Ĕçе тунине тĕрĕслени. (проектор урлă тĕрĕслемелле, юратса сăмахăн пуплев пайне палăртман) Ыйтусем çине малалла хуравлани

  1. Çак сăмах патне мĕнле ыйту паратпăр? (мĕнле?)

  2. Юратса сăмах хăш сăмахпа çыхăнса тăрать, мĕне пĕлтерет? (юратса сăмах вĕренет сăмахпа çыхăннă, вăл вĕренет сăмахăн хушăмлă ĕçне пĕлтерет)

  3. Юратса сăмах вырăнне тата мĕнле самахсем лартма пултаратпăр? (тăрăшса, савăнса, патварланса, хавхаланса, хĕпертесе…)

  1. Юратса сăмах пулăвне ăнлантарни.

Çак сăмах мĕнле сăмахран пулнă, мĕне пĕлтерет, самаха вырăсла куçармалла. Сăмах тымарĕ - юрат, -са сăмаха улăштаракан аффикс, сăмах тĕпĕ – юрат. Юрат - глагол тĕпĕ çумне –са аффикс хушăннипе пулнă.


  1. Пĕтĕмлетÿ туни. «Мĕн вăл деепричасти?» слайда пăхса ăнланни.

Депричасти – глаголăн сăпатсăр форми, вăл тĕп ĕçе те, çумĕнчи хушăмлă ĕçе те пĕлтерме пултарать. Деепричастисен ыйтăвĕсем: мĕнле? хăçан? хăçанччен? мĕншĕн? т.ыт.те Предложенире деепричасти глаголăн сăпатлă (вуласа пачĕ), тата сăпатсăр формисемпе (каласа пама, каласа панă) çыхăнать.

Тĕслĕхсем: Пÿрт хыçĕнче шавласа (мĕнле?) ачасем выляççĕ. Юр çума пуçласан (хăçан?) эпир киле кайрăмăр. Аван иртрĕ пурăнăç Хĕрĕн çулĕ туличчен (хăçанччен?).

IV. Кану саманчĕ. «Янташ» ушкăнăн «Саламлатпăр» юрă кĕввипе https://www.youtube.com/watch?v=PDw63E3y-wo

 

V. Урок темипе тĕллевĕсене палăртасси

- Ачасем паян урокра эпир мĕнле тема вĕренĕпĕр?

- Урокра мĕнле тĕллевсем лартăпăр?


VI. Çирĕплетÿ тапхăрĕ

  1. Харпăр хăй тĕллен тетрадьре çырса тăваççĕ -кĕнекери 87с. 172 –мĕш хăнăхтару. Точкăсем вырăнне деепричастин кирлĕ аффиксĕсене хушса çырса илмелле. (1-мĕшсем 1-4 предложенисене, 2-мĕшсем 5-7 предложенисене çырса тăваççĕ)

  2. Проектор урлă панă ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени

Вĕрентекен сăмахĕ: Тăван чĕлхен вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ, илемĕпе хăвачĕ çинчен чăваш ваттисем мĕн ĕлĕк-авалах ăслă шухăшласа ытарлă каланă.

Ваттисен сăмахĕсем:

  • Чăваш, вырăс пĕр пулсан тăшман нихçан çĕнеймĕ.

  • Чун пулсан тĕнче пĕтмест.

  • Çăкăра чăмласа çи, сăмаха шухăшласа калаç.

  • Сăмах саркайăк мар, тухса кайсан тытас çук.

Пĕрле вуласа ваттисен сăмахĕсенче деепричастисене тупмалла.

  1. Словарь ĕçĕ: саркайăк – иволга, шăнкăрчран пысăкрах кайăк, парксемпе садсенче вăрттăн пуранать. Сасси тăрăх кăна тупма пулать. Çырласем пиçсе çитнĕ вăхăтра çырласене тапăнаççĕ. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕçсе килеççĕ. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче вĕçсе каяççĕ. Пирĕн тăрăхра пур çĕрте те тĕл пулать.

  2. Саркайăк сассине итлени http://onbird.ru/opredelitel-ptic/obyknovennaya-ivolga/golos


  1. Панă глаголсем тăрăх хăш сăвă пирки сăмах пынине тавçăрмалла.

Пулсан, ярăнса, каснă, вăтарнă, кăкласа, хăртман, юлнă, пулнă, пулатпăр

Пĕр вăрман пулсан этемлĕх,

Тĕрлĕ йывăç пур унта.

Ярăнса кăна ÿсмелĕх

Вырăн çитĕ вăрманта.

Каснă, вăтăрнă пире,

Кăкласа хăртман та мар-тар,

Вăрлăх юлнă пурпĕрех:

Эпир пулнă, пур, пулатпăр. /Петĕр Хусанкай/

  1. Чăваш чĕлхи çинчен пĕтĕмлетсе предложенисем йĕркелесе, е пĕр-пĕр паллă çын чăваш чĕлхи çинчен каланине аса илсе çырмалла.

  2. Вĕрентекен сăмахĕ:

Çутă хĕвел пек ялкăшса тăрар!

Чăваш чĕлхипе мухтанса тăрар!

Упрар тăван чĕлхемĕре!

Ăна усрар чыс – хисепре!

V. Урока пĕтĕмлетни

Паянхи урокра вĕреннине пĕтĕмлетсе хăварар-ха. Урокра мĕн çĕннине пĕлтĕр.

 

VI. Киле ĕç пани

Кĕнекери 86-87с. панă правило вĕренмелле, 174-мĕш хăнахтару çырса пурнăçлама

Хушма ĕç



Сăмахсем мĕнле пуплев пайĕ пулнине палартăр.

Тăван (____________) чĕлхене (__________) лайăх (___________) пĕлекен (__________) çын (__________) ытти (__________) чĕлхесене (_____________) те (_____________) юратса (___________) вĕренет (_________), хисеплет (__________).






Панă причастисенчен сăмах майлашăвĕсем туса çырăр (Образуйте словосочетания с данными причастиями и запишите в тетради)

Вулакан, çырнă, ÿкерес, каймалла, утакан, чупакан, лармалла, çывăрас.

Тĕслĕх: ĕçлекен ача








Автор
Дата добавления 07.03.2016
Раздел Другое
Подраздел Конспекты
Просмотров173
Номер материала ДВ-508535
Получить свидетельство о публикации

"Инфоурок" приглашает всех педагогов и детей к участию в самой массовой интернет-олимпиаде «Весна 2017» с рекордно низкой оплатой за одного ученика - всего 45 рублей

В олимпиадах "Инфоурок" лучшие условия для учителей и учеников:

1. невероятно низкий размер орг.взноса — всего 58 рублей, из которых 13 рублей остаётся учителю на компенсацию расходов;
2. подходящие по сложности для большинства учеников задания;
3. призовой фонд 1.000.000 рублей для самых активных учителей;
4. официальные наградные документы для учителей бесплатно(от организатора - ООО "Инфоурок" - имеющего образовательную лицензию и свидетельство СМИ) - при участии от 10 учеников
5. бесплатный доступ ко всем видеоурокам проекта "Инфоурок";
6. легко подать заявку, не нужно отправлять ответы в бумажном виде;
7. родителям всех учеников - благодарственные письма от «Инфоурок».
и многое другое...

Подайте заявку сейчас - https://infourok.ru/konkurs


Выберите специальность, которую Вы хотите получить:

Обучение проходит дистанционно на сайте проекта "Инфоурок".
По итогам обучения слушателям выдаются печатные дипломы установленного образца.

ПЕРЕЙТИ В КАТАЛОГ КУРСОВ


Идёт приём заявок на международный конкурс по математике "Весенний марафон" для учеников 1-11 классов и дошкольников

Уникальность конкурса в преимуществах для учителей и учеников:

1. Задания подходят для учеников с любым уровнем знаний;
2. Бесплатные наградные документы для учителей;
3. Невероятно низкий орг.взнос - всего 38 рублей;
4. Публикация рейтинга классов по итогам конкурса;
и многое другое...

Подайте заявку сейчас - https://urokimatematiki.ru

Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх