Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / Другое / Конспекты / Конспект урока по чувашскому языку на тему "Союзсем. Сыпăнуллă союзсем" (7 класс)

Конспект урока по чувашскому языку на тему "Союзсем. Сыпăнуллă союзсем" (7 класс)


  • Другое

Поделитесь материалом с коллегами:

Класс: 7

Урок теми: Союзсем. Сыпăнуллă союзсем.

Урок тĕсĕ: Çĕнĕ темăна ăнлантармалли урок.

Вĕрентÿ тĕллевĕ: Союз çинчен вереннине аса илсе сыпăнуллă тата пăхăнуллă союзсем çинчен пĕлĕве анлăлатасси.

Воспитани тĕллевĕ: йышпа туслă пурăнма, пĕр-пĕрне пулăшма  вĕрентесси; тăван чĕлхе илемлĕхĕпе пуянлăхне туйма, ăна упраса хăварма кирлине ăнлантарасси, тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарасси.

Аталантару тĕллĕвĕ: çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, калаçу чĕлхине аталантарасси.



Курăмлăх хатĕрĕсем:  презентаци, кану самантне ирттермелĕх чăваш кĕвви.


Кирлĕ хатĕрсем: вĕренÿ кĕнеки (Чăваш чĕлхи: 7-мĕш класс валли/ В.И.Димитриев– Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2007), доска, компьютер, проектор, урок темипе хатĕрленĕ слайдсем, карточкăсем, М.И.Скворцов редакциленĕ чăвашла-вырăсла словарь; МЭНЭДЖ МЭТ, таймер, хаклав виçи (ачасем хăйсен пĕлĕвне уйрăм хут çине паллă лартса хаклани)


Словарь ĕçĕ:

Акăш –лебедь, белый лебедь,

халах чунĕ – народная душа,

илем-красота,

чун илемĕ-красота души


Урок эпиграфĕ: «Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук.» (И.Я.Яковлев)


Урок юхăмĕ

I. Класа йĕркелени. (1 мин.)

Ĕç тĕллĕвĕ: ачасене вĕрентÿ ĕçне кĕртни, малалла ĕçлеме хавхалантарни.


Вĕрентекен: Ырă кун пултăр, ачасем, урока килнĕ хисеплĕ хăнасем. Паян пирěн уçă урок, çавна май пирěн патра хăнасем те пур. Эпĕ сире урокра тимлĕ пулма, ватанмасăр хытă уçă сасăпа калаçма ыйтатăп. Сассăрсем уçă-и сирĕн, урока пурте хатĕр-и? Питĕ аван, ларăр, урока пуçлатпăр.


II. Вĕреннине аса илесси. Ачасене урок темипе кăсăклантарни.

  1. Вĕреннине аса илни.

Вĕрентекен: Чи малтан иртнĕ уроксече вĕреннине аса илер-ха. Ушкăнпа ĕçлетпĕр, панă ыйтусене пĕрле вуласа тишкерер.

  1. Панă сăвă сыпакĕнче хăй пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсене тупса палăртмалла.

  2. Панă сăвă сыпакĕнче хыç сăмахсене тупмалла, вĕсем мĕнле сăмахсемпе çыхăнса тăраççĕ? Мĕне хыç сăмахсем теççĕ?

  3. Панă сăвă сыпакĕнче пĕр йышши членсене тупмалла, вĕсем мĕнле член пулаççĕ?


Проектор урлă Я.Ухсайăн сăвă сыпăкне панă

Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхеçĕм,

Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.

Санпа ман халăх чунĕ те илемĕ

Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе. (Яков Ухсай «Чăваш чĕлхи»)



  1. 3 ушкăнпа ĕçлени (ачасем ушкăнпа ĕçлеççĕ, 4-шарăн пĕрле тишкереççĕ)


  1. Ĕç пани

1-мĕшсем Панă сăвă сыпакĕнче хăй пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсене тупса палăртăр.

2-мĕшсем Панă сăвă сыпакĕнче хыç сăмахсене тупăр, вĕсем мĕнле сăмахсемпе çыхăнса тăраççĕ? Мĕне хыç сăмахсем теççĕ?

3-мĕшсем Панă сăвă сыпакĕнче пĕр йышши членсене тупăр, вĕсем мĕнле член пулаççĕ?


  1. Ĕçе ачасем мĕнле пурнăçланине тĕрĕслени

1-мĕшсем

Туссем (яп.я) калаçнă (ирт.пр.) чух, тăван (п.я) чĕлхеçĕм (я.я),

Шур (п.я) акăш (я.я) тĕкĕ (я.я) евĕр эс (мест) çемçе (п.я).

Санпа (мест) ман (мест) халăх (я.я) чунĕ (я.я) те илемĕ (я.я)

Çÿрет (гл) çÿлте (наречи) те çĕр (я.я) çинче вĕçсе (дееп).



2-мĕшсем

Панă сăвă сыпакĕнче хыç сăмахсене тупăр, вĕсем мĕнле сăмахсемпе çыхăнса тăраççĕ? Мĕне хыç сăмахсем теççĕ?

Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхеçĕм,

Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.

Санпа ман халăх чунĕ те илемĕ

Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе.


Пĕтĕмлетÿ- хыç сăмахсем – пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсем


Вĕрентекен: Хăй пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсене тата вĕреннĕ пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайне -хыç самахсене тупса палăртрамăр. Анчах икĕ хутчен те пĕр пек сăмах пуплев пайне палартмасăр юлчĕ. Виççĕмĕшсене итлер-ха.


3-мĕшсем

Туссем калаçнă чух, таван чĕлхеçĕм,

Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.

Санпа ман халăх чунĕ те илемĕ

Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе.

_._._._._ _._._._._._._._._


Ку сăвă сыпăкĕнче чунĕ, илемĕ – пĕр йышши подлежащисем, çÿлте, çĕр çинче пĕр йышши обстоятельствосем пулаççĕ.

3. Ыйтусем çине хуравлани.

- Пуплев пайне палăртман сăмах ТЕ ăçта вырнаçнă? Вăл мĕн тума кирлĕ-ши?

- ТЕ сăмах икĕ пĕр йышши членсем хушшинче тăрать. Вăл вĕсене çыхăнтарать.

-ТЕ сăмах мĕне пĕлтерет?

-Унăн пĕлтерĕше çук.

-Унăн пĕлтерĕшĕ çук пулсан хăйне тĕллĕн çÿрет-и? Хăй пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕ пулма пултарать-и?

-ТЕ сăмах хăйне тĕллĕн çÿремест, хăй пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕ мар вăл, пулăшу пĕлтерĕшлĕ çеç.

-Предложенире мĕнле член пулать-ши?

-Вăл нимĕнле член та пулмасть.

-Апла пулсан мĕнле пĕтĕмлетÿ тăватпăр?

ПĔТĔМЛЕТŸ: çак сăмахăн лексика пĕлтерĕше çук, вĕсем хăйсем тĕллĕн çÿремеççĕ, предложени членĕ пулмаççĕ


-Эсир халиччен çакăн пек сăмахпа çырура, калаçура усă курнă-и?

- Усă курнă.

-Паян урокра калаçу мĕнле сăмахсем çинчен каять-ши?

- Союзсем çинчен.

Вĕрентекен: Паян урокра мĕн вĕренетпĕр? Урокра мĕнле тĕллевсем лартатпăр?

-Урок теми: союзсем. (слайд)

-Урок тĕллевĕсем: Союзсемпе паллашасси, союзсем мĕнлисем пулаççĕ, вĕсем мĕн тума кирлĕ.

-Сирĕн союзсем çинчен тата та тĕпленрех пĕлес килет-и?


4.Слайд – мĕн вăл союз - вуласа тишкерни.


 IV. Çĕнĕ пĕлĕве ăнланса пыни 

Вĕрентекен: Эсир кĕçĕн класра союзсем çинчен вĕреннĕ. Айтăр-ха эпир ăна кĕнекери теори пайне (112-113 страницăра) вуласа тĕрĕслĕпĕр. Союзсем мĕнле ушкăнсем çине пайланаççĕ?

  1. Ачасем харпăр хăй тĕллĕн правила вуласа ăнланни

  2. Икшерĕн ĕçлесе пĕр-пĕрне каласа пани.

Вĕрентекен: Халĕ вуланине мĕнле ăнланнине ТАЙМД ПЭА ШЭА структурипе çумра лараканпа ĕçлесе пĕр-пĕрне союзсем çинчен каласа парăр. Калаçăва иксĕртен хăшĕн ячĕ алфавитпа малтан пырать, çавă калаçма пуçлать, кашнине 30 секнд уйăрса паратăп, пĕрремĕш вăхăт иртсен, тепри хăй мĕн пĕлнине каласа парать.

(ТАЙМД ПЭА ШЭА структурăпа усă курса ачасем пĕр пĕрне союзсем çинчен мĕн пĕлнине каласа параççĕ, вĕрентекен кашни ачана 30 секунд уйăрса парать. Калаçăва икĕ ачаран хăшĕн ячĕ алфавитпа малтан пырать, çавă калаçма пуçлать, унтан тепри каласа парать.)

  1. Ачасем мĕн çĕннине пĕлнине ыйтса пĕлни.

(ачасем хăйсем мĕн пĕлнине каласа параççĕ, вĕрентекен слайд каларать.)


V. Кану саманчĕ

Вĕрентекен: Маттурсем иккен эпир. Пуçĕ лайăх шухăшлать. Малалла ĕçлеме канса илер, ура çине тăрăр, Аня пулăшнипе ташласа илер. (чăваш кĕвви янăрать)


VI. Малтанхи пĕлĕве терĕслени

  1. Харпăр хăй тĕллĕн çыру ĕçĕ туни. Кĕнекери 229 хăнăхтарăва çырса тумалла. (союзсене тĕрĕс лартса ваттисен сăмахĕсене çырса илĕр.)


  1. Сăмах диктанчĕ çырни.

Вĕрентекен: эпир сирĕнпе уроксенче халиччен кайăксемпе паллашнă ĕнтĕ, паян акăш кайăкпа паллашрамăр (слайд) халĕ аса илсе самах диктанчĕ çырар.

  1. Сăмах диктанчĕ çырни. (Пĕр ача доска умĕнче ĕçлет, ыттисем харпăр хăй тĕллĕн тетрадьре.)

Диктантри сăмахсем: тăри, шăнкăрч, текерлĕк, хур, шăкăлчи, акăш, çерçи, чакак, уйăп, тăрна, шăпчăк, тăмана, çăхан, хурчăка, чĕкеç, вĕршĕн.

(вĕршĕн (стриж), чĕкеç (ласточка), уйăп (снегирь), тăмана (сова), шăкăлчи (щегол), чакак (сорока), кăвакарчăн (голубь), ула курак (ворона), хура курак (грач), çерçи (воробей), хир чăххи (куропатка, фазан), акăш (лебедь), тăрна (журавль), улатакка (дятел), текерлĕк (чибис, пигалица), çăхан (ворон), хурчăка (ястреб)


  1. Ĕçе тĕрĕслени. ( слайд)

(Ачасем ĕçĕсене пĕр-пĕринпе улаштарса тĕрĕслеççĕ. Вĕрентекен хатĕрленĕ слайдпа ĕçе тĕрĕслени, йăнăшсене тÿрлетни, ĕçе хакласа оценка лартни)


  1. Диктантри сăмахсемпе уса курса союзсемпе çыхăнтарса предложенисем туни.

  1. Пĕрле ĕçлесе акăш, хур сăмаха пĕрлештерсе предложени туни:

Пирĕн пахча хыçĕнчи кÿлле те акăш, те хур вĕçсе анчĕ.

Мана юлташ акăш курма чĕнчĕ, анчах эпир çырмара хур çеç ишсе çÿренине куртăмăр.

  1. Хура курак, ула курак, шăнкăрч сăмахсемпе предложени туни.

Хура куракпа шăнкăрч пирĕн пата пуш уйăхĕнче ăшă енчен вĕçсе килеççĕ, анчах ула кураксем хамăр тăрăхрах хĕл каçаççĕ.


  1. Ачасем ушкăнпа ĕçлени.

  1. ...Таван чĕлхеçĕм, шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе,” -тенине ăнлантарни.

Вĕрентекен: “...Таван чĕлхеçĕм, шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе” - тенине эсир мĕнле ăнланатăр? Тăваттăн ĕçлесе ТАЙМД РАУНД РОБИН структурăпа 2 минут хушшинче (кашнине 30 секунд) панă ыйту çине хуравлăр. Калаçма пĕрремĕшсем пуçлаççĕ.

(Ачасем ТАЙМД РАУНД РОБИН структурăпа çак сăмахсен пĕлтерĕшне мĕнле ăнланнине уçса параççĕ. Калаçма пĕрремĕшсем пуçлаççĕ.)

  1. Пĕр-ик ачан шухăшне итлесе хаклани.

Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать.

Илемлĕ янарать чăваш чĕлхи. Сăмахĕсем çепĕç, чуна пырса тивеççĕ. Пирĕн чăваш чĕлхи хамăр халăх пекех сăпайлă та витĕмлĕ, çав тери сăнарлă.

Атте-анне чĕлхи - пирĕн тăван чĕлхе. Тăван сăмах, тăван чĕлхе - халăх чунĕ. Унăн паянхи кунĕ, малашлăхĕ. Унсăрăн халăх çук.

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе, анне чĕлхи –

Пуян та, чаплă та, хăватлă та,-

Çемçе те, вутлă та,

Вăл çиçĕмлĕ, сисĕмлĕ, тÿсĕмлĕ. (Н. И. Шелепи.)


VII. Вĕреннине çирĕплетесси.

  1. Проект туни.

1-мĕш ушкăн: сыпăнтару союзĕсем

2-мĕш ушкăн: уйăру союзĕсем

3-мĕш ушкăн: хирĕçлев союзĕсем


Вĕреннине халĕ РАУНД ТЭЙБЛ структурăпа усă курса хăвăр мĕн пĕлнине пĕтĕмлетсе пĕрле пĕр ĕç туса хатĕрлĕр. (Вĕрентекен ачасене шурă хут салатса парать)

(Ачасем тăватшарăн ĕçлеççĕ, РАУНД ТЭЙБЛ структурăпа уса курса черетпе ĕçлесе пĕрле пĕр ĕç тăваççĕ. Ĕç теми: Союзсем. Ĕçре правило, тĕслĕхсем, схемăсем пулма пултараççĕ.)

  1. Ачасем хăйсен ĕçне хÿтĕлени.


VIII. Рефлекси.

Ĕç тĕллевĕ: Урокра палăртнă тĕллеве пурнăçланипе пурнăçламаннине палăртни, ачасем харпăр хăй пĕлĕвне хаклама пултарни.


Вĕрентекен: Маттурсем! Аса илер-ха, ачасем, урок пуçламăшĕнче хамăр ума мĕнле тĕллев лартнăччĕ? Мĕнле шутлатăр, хамăр тĕллеве пурнăçларăмăр-ши? Халĕ шухăшласа пăхăр-ха: сире урокра мĕн килĕшрĕ, мĕн çĕннине пĕлтĕр, мĕн тĕлĕнтерчĕ, йывăрри мĕн пулчĕ – хăвăр умăрти ыйтусем çине хуравлăр.

(Ачасен умĕнче ыйтусем ( слайд). Вĕрентекен ачасене шухăшламалăх кăшт вăхăт парать, унтан ачасенчен ыйтса пĕлет.)

Мана урокра ___________килĕшрĕ.

Паян урокра эпĕ (çĕннине) пĕлтĕм.

Урокра мана ___________ тĕлĕнтерчĕ.

Урокра мана ___________ йывăр пулчĕ.

Эпĕ пурне те ăнлантăм/ ăнланмарăм/ хама урокшăн “___” паллă лартма пултаратăп.

Ачасем урок тăршшĕпе хайсене оценка лартнă хаклав хучĕсене пуçтарса вĕрентекене параççĕ.

VIII. Килти ĕç пани (9 слайд)


  1. Кĕнекери 111-113с. вуласа правилăна вĕренмелле.

  2. Çыру ĕçĕ.

Лайăх вĕренекен ачасем валли: “Тăван чĕлхем - чăваш чĕлхи” темăпа хайла çырмалла. Предложенинче союзсемпе усă курмалла..

Вĕренÿре ĕлкерсе пырайман ачасем валли: кĕнекери 236 хăнăхтару: 4 предложени çырса килмелле.

















Автор
Дата добавления 23.05.2016
Раздел Другое
Подраздел Конспекты
Просмотров121
Номер материала ДБ-096404
Получить свидетельство о публикации

Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх