Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / Другое / Конспекты / Конспект урока по чувашскому языку в 6 классе
ВНИМАНИЮ ВСЕХ УЧИТЕЛЕЙ: согласно Федеральному закону № 313-ФЗ все педагоги должны пройти обучение навыкам оказания первой помощи.

Дистанционный курс "Оказание первой помощи детям и взрослым" от проекта "Инфоурок" даёт Вам возможность привести свои знания в соответствие с требованиями закона и получить удостоверение о повышении квалификации установленного образца (180 часов). Начало обучения новой группы: 24 мая.

Подать заявку на курс
  • Другое

Конспект урока по чувашскому языку в 6 классе

библиотека
материалов

hello_html_m18edf157.gif6 класс.Чǎваш чĕлхи. 20.10.2015 çул.

Аттестаци валли хатĕрленĕ уçǎ урок конспекчĕ.

Тема: паллǎ ячĕсен пĕтĕмĕшле паллисем, пĕлтерĕшĕ.(слайд)

Тĕллевсем: 1. Сапǎрлǎх тĕллевĕ: ырǎпа усала уйǎрма вĕрентесси,ырǎ çын пулас кǎмǎл-туйǎма вǎйлатма пулǎшасси.

2.Пĕлỹ тĕллевĕ: 1) паллǎ ячĕсем çинчен пĕтĕмĕшле ǎнлантарасси;

2) паллǎ ячĕсене ытти пуплев пайĕсенчен уйǎрса илме хǎнǎхтарасси;

3)паллǎ ячĕсемпе пуплевре усǎ курма хǎнǎхтарасси.

3. Аталантару тĕллевĕ: çыхǎнуллǎ пуплеве, шухǎшлава, тимлĕхе аталантарасси, сǎмах йышне пуянлатасси.

УРОК ЮХĂМẼ

1.Сывлǎх сунни. Класа йĕркелени

2. - «Ырǎ çын» текст вулани;

- Ыйтусемпе ĕçлени:

1) Мĕншĕн аслашшĕ малтанхи çынна çынах мар тет?

2) Мĕншĕн иккĕмĕшне вǎл çур çын тет?

3) Мĕншĕн виççĕмĕшне чǎн-чǎн çын тет?

- Текстǎн тĕп шухǎшне палǎртатпǎр. ( çĕр çинче пурǎнакан кашни çын ырǎ чунлǎ пулмалла, кирек кама та пулǎшма пултармалла)

- Мĕнле çынна ырǎ çын тетпĕр? Хĕвеллĕ кластер çыратпǎр.





(Чипер, тирпейлĕ, хисеплĕ, мухтавлǎ, сǎпайлǎ, тǎрǎшуллǎ, ǎслǎ, ĕçчен, чыслǎ,илемлĕ, сапǎр.)

- Кластерти сǎмахсем мĕнле ыйту çине хуравлаççĕ?

-Вĕсем мĕнле пуплев пайĕ пулаççĕ? (Паллǎ ячĕсем)

- Апла пулсан паянхи урок теми (ачасем калаççĕ) (Паллǎ ячĕ)

Слайд №3

-доска çине плакат çакатпǎр

-Кĕнекере ǎнлантарнине вуласси. Ун хыççǎн ǎнлав кустǎрми çырасси

- Схема(ǎнлав кустǎрми) çырасси

паллǎ

ячĕсем







-Ыйтǎвĕ – мĕнле?

-Пĕлтерĕшĕ- япалан, ĕçĕн, паллǎн паллине пĕлтерет

-Предложени членĕ- кĕçĕн член та тĕп член та пулма пултарать

-Пĕлтерĕшĕ – 1. Япала тĕсне пĕлтерекеннисем

2. этемĕн кǎмǎл пахалǎхне характер уйрǎмлǎхне пĕлтерекеннисем

3.виçене пĕлтерекеннисем(вǎрǎм, кĕске)

4. япалана пĕтĕмĕшле хаклаканнисем(аван, çĕнĕ)

5.выльǎх-чĕрлĕх тĕсне пĕлтерекеннисем (ула, çỹрен лаша)

6. япалан формине кǎтартаканнисем (çỹхе, çинçе)

7.çынсен, чĕр чунсен тулаш çитменлĕхне е пахалǎхне пĕлтерекеннисем( уксах,курпун,мǎнтǎр)

8. температурǎпа çыхǎннǎ пĕлтерĕше кǎтартакан сǎмахсем(ǎшǎ, вĕри)

-Физкультминутка: çынра ырǎ енсем мĕн чухлĕ пулмалла ,япǎх енсем мĕн чул пулмаллине кукленсе ларса кǎтартатпǎр.

Çирĕплетỹ тапхǎрĕ:

-«Хǎнǎхтару пуххи» кĕнекерен 64-мĕш хǎнǎхтарупа ĕçлетпĕр (35 стр.)

Хитре ар çын, яштак, йǎрǎс кĕлеткеллĕ, шĕвĕр янах, çутǎ сǎнлǎ, ǎшǎ çивĕч куçлǎ, типшĕмрех питлĕ, çỹхе хитре мǎйǎхĕ, кĕрен тĕслĕ тути.

-Çынна сǎнлакан мĕнле сǎмахсем тата пур-ши пирĕн чĕлхере? Çын çинчен калакан сǎмахсене икшерĕн калаттарни. Юнашар ларакан ачапа хирĕç пǎха-ççĕ те пĕр-пĕрин çинчен калаççĕ. Диана мĕнле? Дима мĕнле?

Слайд №4(çынна сǎнлакан сǎмахсем)







Ĕçчен

çиллес

Маттур

Кǎмǎллǎ

Хитре

Йǎваш

ырǎ


Кахал

Хаяр

Чее

Сĕмсĕр

чунсǎр

- Ик юпари сǎмахсем хушшинче уйрǎмлǎх пур-и? (1-мĕш юпари п.я. çыннǎн ырǎ енĕсене палǎртаççĕ, 2-мĕш юпари сǎмахсем çынна япǎх енчен сǎнлаççĕ. Çын 1-мĕш юпари сǎмахсемпе туслǎ пулсан нумай пурǎнать, сывлǎхлǎ пулать. 2-мĕш юпари сǎмахсене килĕштерсен, вǎрçса, çилленсе çỹресен часах ватǎлать, сывлǎхĕ те хавшак пулать.)Çынра ырǎ енсем нумай пулсан шкулта та,çемьере те нимĕнле хирĕçỹ те пулмасть. Пирĕн çĕр çинче те вǎрçǎ пулмасть.

- Юпари сǎмахсемпе предложенисем калатпǎр.

-Ырǎ паллǎ ячĕ çумне япала ячĕсем тупатпǎр.( çын, кǎмǎл, кун, каç, йывǎç, сǎмах, ят, хыпар, кун-çул, çыру,вырǎн, хǎна, шǎршǎ,кĕнеке, тǎван, ыйхǎ, сывлǎш, йǎла, пурнǎç, çемье,ĕç, шухǎш, ача, ĕмĕт,кỹршĕ,тĕлĕк, тус….)

Пĕтĕмлетỹ: паллǎ ячĕсем текста татах та илемлĕрех, якарах, интереслĕрех,пуянрах, чĕрĕрех тума пулǎшаççĕ.





Киле вали ĕç: 1) «Ырǎ çын пулас тесен..» шухǎша аталантарса малалла çырǎр, паллǎ ячĕсемпе усǎ курǎр.

2)Ырǎ çын çинчен калакан ваттисен сǎмахĕсем тупса килмелле .

3) И.Я. Яковлев чǎваш ачисем валли çырнǎ «Укĕт» калава тупса вуламалла.



Ачасен ĕçне хаклани: Ачасем, сирĕн умǎрта 3,4,5 паллǎсем выртаççĕ.

-сире урок питĕ килĕшре пулсан 5 палла çĕклĕр

- килĕшрĕ пулсан -4 палла çĕклĕр

-вуçех килĕшмерĕ пулсан -3 палла çĕклĕр.





Автор
Дата добавления 27.01.2016
Раздел Другое
Подраздел Конспекты
Просмотров309
Номер материала ДВ-385647
Получить свидетельство о публикации

Выберите специальность, которую Вы хотите получить:

Обучение проходит дистанционно на сайте проекта "Инфоурок".
По итогам обучения слушателям выдаются печатные дипломы установленного образца.

ПЕРЕЙТИ В КАТАЛОГ КУРСОВ

Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх