Инфоурок Классному руководителю КонспектыКонспекты внеклассного мероприятия по чувашскому языку "Янăра чăваш чĕлхи"

Конспекты внеклассного мероприятия по чувашскому языку "Янăра чăваш чĕлхи"

Скачать материал

Янăра , чăваш чĕлхи!

 (литературăпа музыка композицийĕ)

Сцена çине Кристинăпа  Даша тухаççĕ

К.В.Иванов «Нарспи» поэмăри сыпăксене вулаççĕ

Хаклă хăнасем, хисеплĕ ĕçтешсем!

Сире пирĕн шкулта курма хавас. Йышăнса илсемĕр пирĕнтен хĕрÿллĕ салам!

Кăçал,Чăваш ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьев хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2015 çула К.В.Иванов çулталăкĕ, Раççейре Литература çулталăкĕ тесе палăртнă.

Хамăр шкулта та çак хушăва ырласа йышăнтăмăр.Çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ мероприятисем ирттерме  ĕç планĕ турăмăр.

Çавăн пекех ЮНЕСКО пуçарăвĕпе нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери  халăхсен Тăван чĕлхе кунне паллă тăваççĕ.

Эпир те паян К.В.Иванова тата Тăван чĕлхе кунне халалланă уява пуçтарăнтăмăр. Чĕлхе вăл – халăх культурине упраса пыма пулăшакан хатĕр.

Пĕр ĕмĕр иртнĕ пулсан та К.В.Иванов ячĕ асрах, чĕрере. Ун пек çын 100 çулта пĕрре çеç килет çĕр çине ĕмĕрлĕхе ят хăварма.

 Тархасшăн, ирĕк парсамăр пире уява  пуçлама!

           Иосиф Дмитриев сасси  Тахçан-тахçан ….

    Сцена çинче ватă мучи çăпата хуçса  ларать.

Вăйăран  аслашшĕ патне мăнукĕ  чупса кĕрет:

(Саша М.)Мăнукĕ: Асатте , эсĕ нумай çул пурăннă. Çĕр çинче  чылай  чĕлхе пур теççĕ. Кала-ха, эсĕ хăш чĕлхене ытларах юрататăн?

(Стас К.) Аслашшĕ: Ачам, эпĕ пур чĕлхене те кăмăллатăп, анчах вара чи юратни - тăван чĕлхе,  паллах.

Мăнукĕ:  Чи илемли  хăш чĕлхе -ши? Манăн питĕ пĕлес килет

Аслашшĕ: Чи илемли те, мăнукăм –тăван чĕлхе.

Мăнукĕ: Чи пуянни вара?

Аслашшĕ: Чи пуянни те , маншăн- тăван чĕлхех шутланать.

Мăнукĕ:  Мĕнпе пуян вара вăл?

Аслашшĕ: Кун çинчен пĕлес килсен айта вара пĕрле  хуравне тупма тăрăшăпăр.

 Паян пирĕн пата хăнасем килсе çитрĕç. Вĕсем те кун çинчен пĕлесшĕн иккен.(кĕрсе каяççĕ)

Илемлĕ, илемлĕ юрă кĕввипе ача садне çÿрекенсем тухаççĕ

      Ун хыççăн   «Пукане»  юрă                                                                                    Влада К.

Мĕнле телей тăван чĕлхем пурри!

Мĕн ĕмĕрлĕх анне пире пÿрни.

Чĕрем юрри , çут пурнăçăн юрри

Тĕнчемĕре ун пилĕпе курни

         Света К. «Анне» юрă                                                                                    1. Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе

  Эс-чи пахи, эс-чун уççи

  Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе

  Пин чĕлхерен чи çепĕççи.

  Çак чĕлхепе эп калаçатăп

  Куллен çыратăп та вулатăп.

  Çак чĕлхепе эп мухтанатăп

  Куллен кунах ăса туптатăп

2.Тăван чĕлхе, тăван сăмах

   Сана упратăп чĕремрех

   Анне чĕлхи, атте чĕлхи

   Мана вăй кÿрĕн яланах.

Сцена çине амăшĕпе ывăлĕ тухаççĕ

(Павлов Д.)Ывăлĕ Анне, уя тухса утсассăн,

Мĕскер унта ялан кашлать?

(Егорова Елена)Амăшĕ:  Унта сар тулă пит ачашшăн

Çилпе мăнаçлăн хумханать.

           Çĕр халăха тăрантарать,

            Пуянлăх\ĕ- вăй-хал парать.

 

Ывăлĕ: Анне, тÿпенелле пăхсассăн,

Мĕскер унта йăлтăртатать?

- Амăшĕ  Çут çăлтăр хĕхемне сапсассăн

Чăваш çĕрне, ав, сутатать.

Çак çута çăлтăр тупери

Пин ят усрать ытамĕнче

            

-Ывăлĕ:Анне, ĕçленĕ чух юрлатăн,

Мĕне пĕлсе, кама савса?

-Амăшĕ Тавах Тура тесе калатăп

Тăван çĕре эп  юратса.

            

Вăйă  «Кăшманла»  кĕçĕн класра вĕренекенсем

 

1-мĕш ача (ар çын ача Егоров Антон)

Эп – чăваш ачи. Саватăп

Хамăрăн чăваш çĕрне.

Вăл кипке те ман, сăпка та,

Ăна манмăп ĕмĕрне.

 

2-мĕш ача(Егорова Сусанна)

Эп – чăваш ачи. Саватăп

Чĕвĕл- чĕвĕл чĕлхене,

Юратап юрра-сăвва та,

Купăса та кĕслене.

Григорьева Диана такмакĕ

 

Анне мана каларĕ

Хитре тутар çых,- терĕ

Халăх умне тухсассан

Савăнăçлă пул терĕ.

 

Мана анне çуратна

Çĕр çинче телей курма

Юрлама та ташлама

Çынсене савăнтарма.

 

Эп хаваслă, эп хавасла

Эп хавасла хĕр ача

Эп хаваслă пулмасан

Ташламастăп çакăнта.

 

Мана анне юратать

Ялан ырă çеç сунать

Эп ташлама тухсассан

Мана пăхса савăнать.

 

Юрлама та юратап

Ташлама та юратап

Пуринчен те ытларах

Эпĕ сире юратап

 

 

                                     Тăван чĕлхе – таса çăл куçĕ:

                                      Тăван чĕлхе – телей шевли

                                      Тăван чĕлхе –çĕн алăк   уçĕ

                                      Куллен кунах пире валли?

 

                                       Тăван чĕлхе – атте ăс-пуçĕ:

                                      Тăван чĕлхе – анне сасси

                                      Тăван чĕлхесĕр шалкăм хуçĕ:

                                      Тăван чĕлхе вăл – пуласси

 

                                     Савар: мухтар чĕлхемĕре:

                                    Ăна усрар чыс-хисепре

                                    Унпа эпир ĕçе вĕреннĕ:

                                    Чăн тÿпене çити çĕкленнĕ

 

                                     Упрар тăван чĕлхемĕре:

                                    Чун-чĕрери хĕлхемĕре

                                     Унпа эпир ялан çĕнтернĕ:

                                     Çĕршыв ятне çÿле çĕкленĕ.

 

 

                        Кĕçĕн классем юрă юрлаççĕ

«Чăваш ачи, чăвашах «

 

(Петров Дима)«Мĕн чăваш чĕлхи!» - илтетпĕр

Хăш чухне чăвашранах.

Йĕрĕнсе пăхса илетпĕр

Ун йышши каçрашкана.

 

Сценка. «Шили-пили »

Выляканнисем:  Яковлев Данилпа Григорьева Олеся 6 класс

 

Вылякансем:амăшĕ –Кулине

Ывăлĕ-Вова

Вова амăшĕ пукан çинче нуски çыхса ларать. Ун тавра Вова явăнса çÿрет.

Вова: Анне, юмах каласа пар-ха.

Кулине: Не анне , а мама.

Вова : Ну мама пултăр Мама , юмах каласа пар-ха. Ялта асанне пит нумай юмах каласа пачĕ мана.Эх, пĕри тепринчен асамлăрах юмахĕсем

Кулине(тарăхса) Твой асанне кокта я поету в теревню выковор получит

Вова (тĕлĕнсе) Мĕншĕн?

Кулине Тебе по-чувашски портилшăн

Вова: Асанне мана чăвашла вĕрентнĕшен ăна ма вăрçмалла?Анне, юмах каласа пар-ха.(амăшĕ çумне ларать) Каласа парха ĕнтĕ, анне.

Кулине: Шили пили папка та тет

Вова (ăнланмасăр – хăй тĕллĕн Шили…А мен çĕленĕ вара вĕсем?

Кулине: Не çĕленĕ, а шили-понимаешь-ш-ш-шили

(аллинчи çăмхине урайне перет

Ты после теревни ненормальный стал что ли? Ничего не понимаешь Переключай свой моск на русский

Вова (ĕнсине хыçкаласа) Мĕн çĕленĕ вара вĕсем? Кĕрĕк-и? Тăлăп-и?Çĕлĕк-и? Шлепке-и?

Кулине(тарăхса) Ни шлепке, ни тулуп А простожили

Вова Ан çилен, анне.Асанне мана хулана кайсан аçÿ-аннÿпе чăвашла калаç терĕ.

Кулине Слушай хорошо, тогда поймешь.Шили-пили папка та тет.

Вова (хăй тĕллĕн)Мĕн пулма пултаратьши ку тет тени? Асанне юмахĕсенче тет  сăмах  нумай –ха.

Кулине У аснни тет-трукой, а у меня тет-совсем трукой У меня тет-старик Понял?

Вова (хавассăн) Тинех ăнлантăм: тет-старик,папка-бабка

Кулине (ывăлне çурăмĕнчен лăпкаса) Ма-ла тес!

Вова тата хаваслăрах :Шили-пили тени вăл санан Жили-были тени пулĕ-ха

Кулине ывăлне хăй çумне чăмартать Наконец-то твойне ма-ла –тес!

Лар-ха , лар.Малалла итле.

Вова(алăк патнечупса каять)Урăх итлеместĕп ку юмаха.Ытла анланмалла мар.Ăна итличчен урама тухса ачасемпе вылятăп.Юмахне каличчен малтан мама эс вырăсла лайăхрах вĕрен-ха Унсаран эп сана ăнланмастăп, эс-мана.Мĕнле пурăнмалла?

 

Петров Дима

Вырăсла пĕлни – пысăк ырлăх, пысăк çитĕнÿ. Анчах вăл пирĕн чăваш чĕлхине тата Раççейри ытти халăхсен чĕлхисене  хупламасть, пурнăçран хĕссе кăлармасть. Вĕсем кашниех кирлĕ.

 

             «Россия» Дурновцева Кристинăпа  Антонова Саша)

 

1.  Чăвашсем, чăвашла калаçмасăр,

    Ан именĕр чăваш пулнăран.

   Чăвашсем, чăвашла юрламасăр,

   Ан писсемĕр  тăван халăхран.

 

  Вĕçĕ-хĕррисĕр 
  Раççей çĕрĕнче 
  Миçе пин юхан шыв юхать-ши? 
  Шăнкăр-шăнкăр шывсем хушшинче 

  Чи илемлĕ сасли хăшĕ-ши? 

  Хăшĕ-ши? Кам пĕлет-ши çакна? 
  Кашни халăхăн хăйĕн чĕлхи. 
  Вăл илет те пĕрре тыткăна, 
  Çак вара – чи ырри, лайăххи. 

  Эй, чĕлхем, анне панă чĕлхем, 
   Янăра эсĕ çут тĕнчере. 
   Ыттине çĕр чĕлхе эп пĕлем, 
   Эсĕ манăн – пĕрре çеç, пĕрре

6- 8 классем ташлаççĕ (Иванова Даша Антонова Саша

Григорьева Д. Егорова Н)

 Вĕçĕ  Пурте тухаççĕ

Сăвă Эпир пулнă, пур, пулатпăр

Петров Д Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ

Ÿстерсе вăй-хал мулне

Кĕнекеçĕсем шыраççĕ

Чăвашсен кунне-çулне.

Тинкеретпĕр малалла

Кайрине те халь куратпăр…

Манăн шухăшăмпала

Пурте Эпир пулнă, пур , пулатпăр!!!

 

Иванова Даша

Никамран та ютшăнмасăр

Тан хурса пур йăхсене

Ят хума пултарнă хамăр

Хĕвеле , çăлтăрсене.

Ăс-пуçран та катăк мар

Чун хавалĕпе те паттăр

Чĕрепе те шĕл кăвар

Пурте: Эпир пулнă, пур, пулатпăр!!!

Аслашшĕпе манукĕ сцена çине улăхаççĕ

Мăнукĕ Асатте,   эсĕ мана 7 ыйту панă пулсан эпĕ пĕр хурав, пĕр сăмах  калăттăм

Чи илемли, чи янăравли, чи çепĕççи, чи илемли, чи хăватли, чи ăшши, чи юратни-ТĂван Ч Ĕлхе пулать  

                    Пурте          Чĕлхемĕр пулсан – эпир пуян:

                        Чĕлхемĕр пулсан – эпир патвар:

                        Чĕлхемĕр пулсан – эпир мёнаç

                        Чĕлхемĕр пулсан – эпир хастар!

                               « Савнă ялăм, Аслă Чак» юрă

 

 

 

            Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе

(Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ уяв сценарийĕ)


Уяв тĕллевĕ:
 ачасене халăх традицийĕсене упрама, тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасси.

Уяв эпиграфĕ:
 Тăван халăхна

Ĕмĕрне те ан ман:

Ăсра та, ăшра та

Вăл пултăр ялан.

А. Канаш


1. Ырă кун пултăр,туссем, тăвансем, ытарайми чăваш çыннисем! Паян-пысăк уяв - чăваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать


2. Атте
-анне чĕлхи - пирĕн тăван чĕлхе. Тăван сăмах, тăван чĕлхе - халăх чунĕ. Унăн паянхи кунĕ, малашлăхĕ. Унсăрăн халăх çук. Шкулта тăван чĕлхе –пĕрремĕш предмет.


3. Камсем эпир? Мĕнле йăхран эпир?

Мĕнле анне пире савса çуратнă?

Мĕнле атте ура çине тăратнă?

Мĕнле çĕр парнеленĕ хăйĕн çăкăрне?


4. Чăвашсемех эпир, ырă çынсем эпир.

Чăваш анне пире савса çуратнă.

Чăваш атте ура çине тăратнă.

Чăваш çĕрĕ парнеленĕ хăйĕн çăкăрне.

(В.Станьял)


5.Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн,

Тăпăл-тăпăл тăпăлкка ташшишĕн,

Асамат кĕперĕ пек тĕрришĕн,

Атăл шывĕ пек çемçе чĕлхишĕн.

Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн.


6. Вырăсла пĕлнишĕн вĕçсĕр савăнатăп,

Ик чĕлхе пĕлнишĕн питĕ мухтанатăп.

Вырăсла калаçăп эпĕ вырăслах,

Чăвашлах пуплесчĕ манăн чăвашлах.

(А. Николаева)


7.Çепĕççĕн, сулмаклăн,

Савăккăн, хăватлăн

Янăратăн эсĕ ман тăван чĕлхем.

Тимĕре тататăн, 

Чул сăрта вататăн,

Сÿннĕ вучахра та эс чĕртен хĕлхем!

Савнă ялăмра-и,

Шавлă хулара-и

Сан сассун йыхравĕ пуçтарать пире.

(Альпăрт Канаш)


8.Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать.

Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла.

Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче

Янăрать сăпайлăн, уççăн, чăвашла.

(Л. Мартьянова)


9.Кам тăван чĕлхене юратмасть,

Вăл тăван амăшне юратмасть.

Кам тăван амăшне юратмасть,

Вăл тăван халăхне юратмасть.

Кам тăван халăхне юратмасть,

Вăл тăван çĕр-шывне юратмасть.

(П. Эйзин)


10.Эп - чăваш ачи, саватăп

Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене.

Юратап сăвва-юрра та,

Купăса та кĕслене.

Юрататăп вуламашкăн

Чăвашла та вырăсла.

Ик чĕлхе вăл - ик ăс маншăн,

Эп пуласшăн ик ăслах!

(Петĕр Хусанкай)


11.Шухăшла çакна, ăсла:

Лайăх вĕрен вырăсла!

Аннÿ панă чĕлхерен

Ан вăтан эс ÿлĕмрен!

Унсăрăн ятна яран, 

Çамкуна та çаптаран.

(Стихван Шавли)


1 –мĕш ертсе пыракан: Пурнăçра – пĕр анне .Тăван чĕлхе те пĕрре. Анна упрасси –пирĕн тивĕç. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл . « Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет»,- ак мĕнле пархатарлă шухăшĕ вĕрентекенĕмĕрĕн.


2. Ман çĕр-шыв - çĕр пин юрă çĕр-шывĕ, 

Калаçать вăл çĕр пин сăмахпа.

Ун çĕр пин тĕррине эс куç хывăн

Чи телейлĕ, таса туйăмпа

(В. Шемекеев)


3.Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм,

Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.

Санпа ман халăх чунĕ те илемлĕ

Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе.

(Яков Ухсай )


4.Ытарайми тăван чĕлхемĕр,

Сана манмастпăр ĕмĕрне.

Çухатас çук атте-аннемĕр

Пире пилленĕ парнене.

(Ваçлей Давыдов - Анатри )


5.Тăван чĕлхе пурри савăнтарать,

Çуралнă вырăна астутарать.

Хăв халăхна хисеп тума хушать,

Çĕр-шывшăн тăрăшма вăй-хал парать.

(Александр Савельев-Сас )


6.Тăван çырулăх ашшĕне –

Яковлева асра тытатпăр.

Чăвашлăхшăн чун ăшшине

Хĕлхем чĕртсе, çутса хăварнă.

Саспаллипе çырулăха

Пире ыр пил парса хăварнă

Малашлăха,малаллăха

Телейлĕ пурнăç халалланă.

Вăл уçнă Чĕмпĕрти шкулта

Чăваш çынни ăс мулĕ пухнă.

Вăл акнă вăрлăх пит шÿлтра,-

Ăсчахĕсем çĕршерĕн тухнă.

Ивановпа Шупуççынни ,

Тайăр Тимки те Федор Павлов…

Вĕсем çунатланса çырни

Халь сумлă та мăнаçлă палăк.

(Вячеслав Круглов)


7.Чăвашăмсем! Сире телей сунатăп,

Ан сивĕнĕр тăван чĕлхемĕртен.

Мансан – чĕлхесĕр янавар пулатпăр.

Чĕлхе пулсан –пĕтместпĕр ĕмĕрте!..

( Раиса Сарпи )


8.Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,

Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла,

Пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче

Калаçса çÿретĕп эпĕ – чăвашла.

( Любовь Мартьянова)

9.Иксĕлми çăл куç шарлакĕн

Шăнкăртат, тăван чĕлхем.

Хурланса пĕр çын шарламĕ,

Чĕлхемрен тухать хĕлхем.

(Вячеслав Круглов )


10. Мухтанам чăваш пулнишĕн,

Чăвашах пулса юлнишĕн,

Çепĕç-çепĕç уç сассишĕн,

Акăш-макăш пур юрришĕн…

(Вячеслав Круглов )

11.Тăван сăмах - ахах-мерчен 

Çемçе, ĕлккен тата чечен.

Таса çăл шывĕ пек сипетлĕ,

Ĕçсе тăранайми пехетлĕ.


Тăван сăмах – уяр çу кунĕ

Йăлтăртатан хĕвел тĕрри.

Унра пурнать чăвашăн чунĕ

Пĕр ывăнмасăр , çав тери.


Пин саслă, çутă тĕнчере

Чăваш сăмахĕн ялтăравĕ

Çунса тăратăн ĕнчĕлле,

Сана тивме кун-çул пăтравĕ.


Чăваш юрри-сăвви, тĕрри…

Илтет, пĕлет тĕнче хĕрри.

Иккĕленместĕп: тăван халăх

Мăнаçлă, аслă, чыслă, халлă.


Эс – çутă ĕмĕрсемпе тан, 

Сипет илетĕн Атăлтан.

Чи авалхи чĕлхен ят-сумĕ

Нихçан та, ĕмĕрне те хухмĕ.

( Вячеслав Круглов )


Паян, апрелĕн 25-мĕшĕнче, пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ чăваш чĕлхи кунне уявлать. Эпир 1993-мĕш çултан пуçласа кашни çул Чăваш наци кунне уявлатпăр.Ăна ахальтен мар ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ И. Я. Яковлев çуралнă. Уява хамăр республикăра кăна мар, аякра пурăнакан чăвашсем те чысласа хатĕрленеççĕ. Мĕнле савăнмăн –ха çакăншăн. ( Вĕрентекен И. Я. Яковлев çинчен каласа парать. )


Вĕренекенсем И. Я. Яковлев çырнă халала вулаççĕ.


1. Сăвă « Тымарĕ- чĕлхе». Вулаканĕ- Светопольская Рина.


Тымарĕ- чĕлхе

Атте- аннене сутас марччĕ,

Вĕсен туррине астуса,

Юрласчĕ, ташласчĕ, савнасчĕ,

Чăваш купăсне каласа.


Атте- аннесем те йăшаççĕ,

Виç ĕмĕр паман пурăнма.

Каяççĕ,анчах тăрăшаççĕ

Йăлтах çĕр çине хăварма


Мĕн пĕлнĕ, мĕн тунă- пуçтарнă

Çилпе салатман пурнăçне.

Вăй çитнĕ таран йăлт пултарнă,

Упранă чăваш тымарне.


Тымарĕ- чĕлхе вăл. Чĕлхешĕн

Инкек те, синкек те куран.

Чăвашăн чĕлхийĕнче чĕрешĕн

Тÿрккес те сăпайсăр пулман.


Çакна ăнланса пуль кĕлтунă

Тухса каяс умĕн çула.

Чĕлхеллĕ этемĕн- йăх юлнă,

Ламран лама куçнă йăла. 

( Виталий Шемекеев )

2. Тÿсейместĕп –юрлап та ярап

Тус-тăван куç тулли пулнăран,

Тÿсейместĕп- юрлап та ярап

Çав сăмах чĕререн тухнăран…


« Тăван çĕр- шыв» юрă. Ушкăн юрлать.


3.Çĕмĕрт çеçки çурăлсан

Килет вăрман илемĕ.

Яшсем вăййă тухсассăн

Килет ял-йыш илемĕ.

«Улах юрри». 6-мĕш класра вĕренекенсем юрлаççĕ.


4.Çеçпĕл Мишши çырнă «Чăваш чĕлхи» сăвă. Смирнова Оксана вулать.


5. «Сĕмсĕркке» сценка. 4-мĕш класра вĕренекенсем выляççĕ.


6. Пирĕн енче, ай, кам маттур?

Ĕçчен яшсем, ай, пит маттур?

Пирĕн енче , ай, кам чипе?

Ĕçчен хĕрсем, ай, пит чипер.

«Пилеш кайăксем» юрă. Юрлаканĕсем - Никитина Галина, Козлова Ирина.


7.Атьăр ташша пуçлар-и те

Атьăр ташша пуçлар-и?

Ура тапса ташлар-и те,

Ура тапсаташлар-и?

( 6-мĕш класра вĕренекенсем « Чăваш ташши» ташлаççĕ).


8.Тăван сăмах çути,

Ай,мĕн çути?

Уйăхсăр тĕттĕм каç.

Малта

Йăлтăртатать пĕр çăлтăр

Тăван сăмах çути-

Савăн çути.


«Тăван сăмах» сăвă. 11-мĕш класра вĕренекен Курчина Татьяна вулать.


9. «Каçарĕç-ши?» сценка. 10-мĕш класра вĕренекенсем выляççĕ.


10.Елчĕк енĕ ĕлĕкрен илемлĕ

Чăн тÿперен илĕртет хĕвелĕ.

Пăла шывĕн хумĕсем

Кĕвĕлеççĕ юрăсем.


11.Ĕмĕрлĕхе упрар чĕлхемĕре. Çÿлтен-çÿле çĕклер ăна.


Вĕçĕ. 2007 –мĕш çул.

 

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Конспекты внеклассного мероприятия по чувашскому языку "Янăра чăваш чĕлхи""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Педагог-психолог

Получите профессию

Фитнес-тренер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 662 844 материала в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 10.12.2015 591
    • DOCX 41.9 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Мошкова Луиза Ивановна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Мошкова Луиза Ивановна
    Мошкова Луиза Ивановна
    • На сайте: 8 лет и 4 месяца
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 8407
    • Всего материалов: 4

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Бухгалтер

Бухгалтер

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 22 человека из 16 регионов

Курс профессиональной переподготовки

Тьюторское сопровождение в образовательных организациях

Тьютор

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 769 человек из 71 региона
  • Этот курс уже прошли 2 842 человека

Курс повышения квалификации

Уверенность, уверенное поведение, воспитание волевых привычек, развитие учебной мотивации у детей и подростков

72 ч.

2200 руб. 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 82 человека из 32 регионов
  • Этот курс уже прошли 247 человек

Курс повышения квалификации

Деятельность классного руководителя в соответствии с ФГОС в условиях современной школы

72 ч.

2200 руб. 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 752 человека из 74 регионов
  • Этот курс уже прошли 6 979 человек

Мини-курс

История классической музыки от античности до романтизма

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Развитие физических качеств в художественной гимнастике: теория и практика

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Литература и культура

3 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 10 человек