Инфоурок Другое Другие методич. материалыЛитературно-музыкальная композиция К.В.Иванов - чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ

Литературно-музыкальная композиция К.В.Иванов - чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ

Скачать материал

  2015 çул – Чăваш енре К.В.Иванов çулталăкĕ

 К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул  çитнине  халалланă литературăпа музыка композициĕ.

Хуллен кĕвĕ каять. Доска  çине поэтăн портретне вырнаçтарнă.

 

      Зала чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ. Икĕ енче:«Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен»; «Анчах вăйлăэтем те хăй тĕнчине пăхăнать», – тесе çырнă.

Чăваш халăх юрри хуллен янăрать.

     Куракансен умне капăр чăваш кĕпи, тухъя тăхăннă, хулпуççи çине кĕвенте çакнă акăш евĕр хÿхĕм хусканусем туса, илĕртÿллĕн Нарспи тухать. Сцена çийĕн, кĕвĕпе килĕшÿллĕн икĕ хутчен утса çаврăнать те чаршав хыçне

кĕрсе каять...

      Ачасем йĕркипе тухса тăраççĕ.                        

 Вĕрентекен  : Хаклă  хăнасем, хисеплĕ ĕçтешсем!

Вĕрентекен:    Сире пирĕн шкулта курма хавас.  Йышăнса  илсемĕр  пирĕнтен  хĕрÿллĕ  САЛАМ! (Салам сăмаха пурте пĕрле калаççĕ.)

(Малалла сăмахсене ачасем хушшинче валеçсе памалла)

 - Çакă çутă тĕнчере

   Вăйли çук та этемрен

   Шывсем çинче, çĕр çинче

   Хуçа пулса вăл тăрать.

 

- Паян эпир чăваш халăхĕн мухтавлă та тĕлĕнмелле пултаруллă ывăлне Константин Иванова чыслатпăр.

 

- Константин Васильевич Иванов… Çак ята илтмен çын çук та пулĕ.  Вăл - чăваш  халăхĕн  мăнаçлăхĕпе  мухтавĕ.

 

Эс, çÿллĕ пăнчă пек,- пĕрре.

Çĕршер çĕрте асра тытмалăх

сан сассупа историре

ялан калаçĕ манăн халăх.

 

Тутар та, вырăс та, пăлхар та-

Паян сана тĕнче пĕлет.

Ĕмрÿ пулайрĕ вăрăм мар та-

Яту сан вилĕмсĕр, поэт!

 

-  Константин Васильевич Иванов çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Пушкăрт республикинчи Слакпуç ялĕнче çуралнă.

 

-  Слакпуç ытарма çук илемлĕ вырăнта ларать. Çак тĕлтен Слак шывĕ пуçланса каять. Ту хĕрринчи шурă чулсем хушшинчен сип-сивĕ çăлсем тухаççĕ, çуллĕ валаксем тăрăх шарласа юхаççĕ.

 

 -  Слакпуç – поэзии сăпки: илемлĕ тавралăх, пуян сăмахлăх, пархатарлă йăла-йĕрке – К.В.Иванов пултарулăхне витĕм кÿнĕ çăлкуç.

- Вăл пирĕншĕн ăста лиро-эпик

- Куçаруçă

- Драматург

- Педагог

- Фольклорист

- Музыкант (кĕвĕçĕ)

- Художник

- Декоратор

- Чăвашсен пĕрремĕш фотохудожникĕ

- Редактор

- Шухăшлавçă

- Ал-ĕç ăсти (пичетлемелли машинкă ăсталакан)

 

-Туллă, сăртлă та вăрманлă,

Çăлкуçсемлĕ Пушкăртра

Куç хаваслă та чун анлă,

Вăй çĕклет пек кăкăрта.

 

-Силпи çырми вăрман-çатраллă,

Тĕл-тĕл сĕвек парлаклă.

Шыв юхăмĕ çурхи хăватлă,

Шар-шар шавлăн шарлаклă.

 

- Юхать çăлкуç паян хитре,

Сасси ун кайĕ ĕмĕре.

Тĕнче килет халь ун патне

Сыпса пăхма тăп-тăр шывне.

 

- «Нарспи» - этемен ырă шухăшĕсене, ĕмĕчĕсене хускатакан, чăннпех те ырра вĕрентекен илемлĕ хайлав.

- Нарспи – çуркунне юрри

- Çурхи хĕвел ăшши

- Ешĕл вăрман

- Йывăçсен, чечексен шăрши

- Çурхи вĕçен кайăксен сасси

- Вăл –шыв-шурăн кĕмĕл шанкăрвлă сасси

 

- К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмине 21 чĕлхене куçарнă. Акă мĕнле янăрать вăл тĕрлĕ чĕлхепе (вырăсла, чăвашла, акăлчанла)

 

- Ун ячĕ пулчĕ Атăл пек хăватлă

 Çĕлерĕ вăл чăваш поэзине.

 Сетнерпеле Нарспи кервен çунатлăн

 Халь вĕçсе тухрĕç çут тĕнче умне.

 

Кĕвĕ каять. (Шыв сасси).  «Çăл куç умĕнче» сыпăка  Валерия Егорова, Руслан Алексеев, Виктория Вьюшкина)  лартса параççĕ.

 

-Иванова вулать ман çĕрĕм-шывăм

Пăлхар, француз сума сăвать ăна

Мĕншĕн тесен

Нарспи вилсен те-

Сыввăн

Пирĕнпеле çÿрет-çке яланах.

 

- Константин Иванов сăвăлла юмахсем те çырнă.

 

-Халĕ 5-мĕш класра вĕренекенсем «Икĕ хĕр» юмаха лартса параççĕ.

(Сценка «Икĕ хĕр».)

 

(„Икĕ хĕр” юмахлатнă сăвă тăрăх инцсенировка лартса параççĕ)

Автор: Хăйĕн аслă хĕрĕнчен

            Ашшĕ ыйтать

Ашшĕ: Мĕн мăнтăр?

Аслă хĕрĕ: Пирĕн атте килĕнчи

                   Кăвак лаша пит мăнтăр.

Ашшĕ: Ăслă каларăн, хĕрĕм.

             Мĕн тутлă?

Аслă хĕрĕ: Пирĕн атте килĕнчи

                   Вĕллери пыл пит тутлă

Ашшĕ: Ăслă каларăн хĕрĕм.

            Мĕн çемçе?

Аслă хĕрĕ:  Пирĕн атте килĕнчи

                   Тÿшек-минтер пит çемçе.

Ашшĕ: Ăслă каларăн, хĕрĕм

             Хисеп турăн аçуна,

            Ĕнтĕ сана çакăншăн

             Çур мулăма паратăп.

Автор: Унтан кĕçĕн хĕрĕнчен

             Ашшĕ ыйтать: „Мĕн мăнтăр?”

Кĕçĕн хĕрĕ: Çут тĕнчере çĕр мăнтăр

                      Унтан мăнтăр ниĕн те çук.

Ашшĕ: Санра пархатар сахал

             Мĕн тутлă?

Кĕçĕн хĕрĕ: Ыйхă тутлă тĕнчере

                     Унран тутли нимĕн те çук.

Ашшĕ: Санра пархатар сахал

             Мĕн çемçе?

Кĕçĕн хĕрĕ: Алă çемçе тĕнчере

                     Унтан çемçи нимĕн те çук.

Ашшĕ:  Санра пархатар схал

              Эсĕ манăн хĕрĕм мар!

Автор: Ашшĕ вара ку хĕрне

           Хăваласа ячĕ тет

 

 

Кĕçтенттин Иванов, эс этем шăпине:

Ун пур пек савнăçне, хĕн-хурне, телейне –

Туйса тăнă ялан ху таса чунупа. 

Эс мухтанă Çынна сÿнми вăй-халупа.

 

Кĕçтенттин Иванов, эс чăваш чĕлхине,

Сăввине-юррине - тăван халăх мулне,

Пĕрчĕн-пĕрчĕн пухса, çÿпçене тултарса,

Парнелерĕн пире чĕререн ыр сунса.

 

Кĕçтенттин Иванов, мухтанатпăр санпа,

Ĕмĕрсен асĕнче упранан тăванпа.

Пурăн эсĕ, поэт, çăлтăр пек çуталса,

Чăнлăхпа иксĕлми илеме çул уçса.

 

 - Çут çанталăк пекех сăвăçăмăр вилĕмсĕр! Çакна эпир чăваш поэзийĕ вăй илсе пынинчен куратпăр. Ахальтен мар ĕнтĕ чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ ку чухнехи поэзие „Иванов вăрманĕ” тесе хакланă.

 

- Поэт юман пулса шавланă

Асаплă, чуллă çĕр çинче,-

Кашни çулçи пĕр юрă панă,

Юман юрланă  пĕр-пĕччен.

 

-Мухтавлă йывăçа кам манĕ?

Пуç тайрĕ  халăх кăмăлтан.

Йĕкелсенчен юман вăрманĕ

Хăпарчĕ пĕлĕтсем таран.

 

- Ĕрчевлĕ вăрлăх акаканĕ

  Кайсан та ĕмĕчĕ кайман.

  Кашларĕ Иванов вăрманĕ,

  Хитре вăрман, сĕм-сĕм вăрман,

  Чăваш поэзийĕн вăрманĕ.

 

 

-Халăх хăйĕн пултаруллă ывăлĕн, мухтавлă юрăçин ятне хисеплесе упрать. Чăваш çĕр-шывĕнче поэт ячĕпе хисепленекен урампа театр, шкулпа колхоз çеç мар, Республикăн тĕп хулинче – Шупашкарта, чи илемлĕ вырăнта – Атăл хĕрринче  ун палăкĕсене лартнă.

 

 -Вăхăтсăр сÿнет чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ. Вăл хăварнă çутă вара пирĕн пата нумай теçетке çул иртсен те йăлтăртатса килме пăрахмĕ. 

 

 

 Чăваш юрри каять. ( Ачасем чăваш ташши ташлаççĕ.)

 

Вĕрентекен:   Тăванăмăрсем, сывпуллашма вăхăт та çитсе пырать.

Савăнăçлă уява вĕçлесе пынă май пурне те пысăк тав

сăмахĕ калатпăр.

Сывă пулăр, тепре тĕл пуличчен!

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Литературно-музыкальная композиция К.В.Иванов - чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ"

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Медиатор

Получите профессию

Менеджер по туризму

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 662 871 материал в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 25.10.2015 860
    • DOCX 31.6 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Данилова Алина Михайловна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Данилова Алина Михайловна
    Данилова Алина Михайловна
    • На сайте: 8 лет и 5 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 2395
    • Всего материалов: 3

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Секретарь-администратор

Секретарь-администратор (делопроизводитель)

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Руководство электронной службой архивов, библиотек и информационно-библиотечных центров

Начальник отдела (заведующий отделом) архива

600 ч.

9840 руб. 5600 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 25 человек

Курс повышения квалификации

Специалист в области охраны труда

72/180 ч.

от 1750 руб. от 1050 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 35 человек из 22 регионов
  • Этот курс уже прошли 153 человека

Курс профессиональной переподготовки

Библиотечно-библиографические и информационные знания в педагогическом процессе

Педагог-библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 487 человек из 71 региона
  • Этот курс уже прошли 2 326 человек

Мини-курс

Физическая культура и спорт: методика, педагогика, психология

10 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 13 человек

Мини-курс

Управление проектами: от планирования до реализации

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 39 человек из 22 регионов

Мини-курс

Возрастные кризисы

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 29 человек из 17 регионов
  • Этот курс уже прошли 18 человек