Инфоурок Другое КонспектыЛитературно-музыкальная композиция по творчеству К. В. Иванова "Звезда чувашской поэзии"

Литературно-музыкальная композиция по творчеству К. В. Иванова "Звезда чувашской поэзии"

Скачать материал

Литература сехечĕ.

«Чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ».

- К. Ивановăн портречĕ ;

- Ӱкерчĕксен, кĕнекесен куравĕ;

- Поэта халалланă презентаци .

 

Йĕртсе пыракансем: Сергеева К., Курябина Т.)

 

-Учитель сăмахĕ.

-Вĕренекен «Пуш уйăхĕн вĕçĕнче» сыпăка пăхмасăр калани.(Романов Н. )

-Константин Васильевич Иванов Пушкӑртсанти Пелепей районӗнче, Слакпуҫ ялӗнче 1890 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑ.  Василий Николаевичпа Евдокия Васильевна Ивановсем хӑйсен ывӑлне вӗрентме тӑрӑшнӑ, Константина 8 ҫултах ялти пуҫламӑш шкула  янӑ. Унта виҫӗ ҫул пӗлӳ пухнӑ хыҫҫӑн Пелепейри хула училищинче вӗренет.

-Тӑрӑшуллӑ та ӑнкаруллӑскер вӑл 1903 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн вӗренекенӗ пулса тӑрать. Унӑн малашнехи пурнӑҫӗ пӗтӗмпех  И. Я. Яковлев уҫнӑ  ҫак шкулпа, Раҫҫей империйӗнчи чӑвашсем валли семинари йӗркипе ӗҫлекен пӗртен-пӗр вӗренӳ ҫурчӗпе ҫыхӑннӑ: унта вӑл малтан шкул ачи пулнӑ, кайран хӑй вӗрентӳҫе тухнӑ. Кунта вӑл пултарулӑх ӗҫӗн таса телейне те, тӳрлетейми ҫӳхатусен тискер  хурлӑхне те чӑтса курнӑ.

-И. Я. Яковлев «пӑлхавҫӑсен» шӑв-шавӗ лӑпланнӑ хыҫҫӑн хӑй патне тӗн кӗнекисене чӑвашла куҫарма чӗнсе илет. К. Иванов Библи куҫарас ӗҫре вӑй хурать.  Вӑл чӑвашла вӗренӳ кӗнекисене те редакцилет, корректурине вулать, калавсемпе юмахсем куҫарать.  М. Лермонтов, Н. Огарев, А. Кольцов, Н. Некрасов, А. Майков сӑввисемпе поэмисене, Л. Толстойпа К. Ушинский калавӗсене тӗлĕнмелле ҫыпӑҫуллӑ шӑратса кӑларать. Ытларах М. Лермонтов хайлавӗсемпе  кӑсӑкланать.

 («Парăс» сăвă. Вулаканĕ Иванов Виталий.)

-Чӗмпӗр шкулӗнчи мастерскойне ҫӳресе унта йывӑҫран тӗрлӗ япаласем  касса ӑсталама вӗренет. Сӗтел-пукан, чӳрече-алӑк тӑвасси те ҫыпӑҫать унӑн. Мастерскойне ҫӳресе унти столярпа туслашать, хӑма ҫине унӑн портретне ӳкерет. Ҫавна курсан И.Я. Яковлев хытӑ тӗлӗнет, пултаруллӑ художник тупӑннишӗн савӑнать.  К. Иванов сӑрсемпе ӳкерме тытӑнать. Хӑйӗн ашшӗпе амӑшӗн портречӗсене те ӳкерет. Питӗрти Илемӗш академине кӗмелли экзаменсене те  хатӗрленет…

-1913 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗренекенсем «Иван Сусанин» оперӑна сцена ҫине кӑлараҫҫӗ. Константин Иванов ӑна валли паха декорацисем ӑсталать. Ф. Павлов композиторпа  пӗрле вӗсем «Нарспи»  тӑрӑх опера та йӗркелеме  шутлаҫҫӗ-ха. Ӗҫе пуҫӑнаҫҫӗ, анчах вӗсене пичет те, сценӑ та тивмест. Ирӗксӗрех сӳнет чун хӗлхемӗ.

-Ӳнер ӑсталӑхне вара ӗмӗр тӑршшӗпех чӗререн юратнӑ.   Константин Иванов – худоник-иллюстратор та. Чӗмпӗр шкулӗнче  тухса тӑракан чӑваш букварӗ валли  тӗрлӗ иллюстрацисем туса хатӗрлет.

-Ачаллах палӑрнӑ вичкӗн таланчӗ портретра, графикӑра, скульптурӑпа эреш ӳнерӗнче тата фотографире уҫҫӑн курӑнса каять. Вӑл канӑҫа пӗлмесӗр ӗҫлет. Ӗҫре кӑна чунне пусарать.

-К. Иванов лирикипе лиро-эпики тӑван халӑхӑн сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен пултарулӑхӗнчен тымарланса тухнӑ. Мӗн ачаран Константин халӑх юмах-халапне итлеме юратса ҫитӗннӗ. Каярах, тӑван килӗнче пулма май килнӗ вӑхӑтра та халӑх сӑмахлӑхне ҫыра-ҫыра илнӗ. Нарспин прототипӗ те ялти Нарспи карчӑк каласа панӑ юмахран тесе ҫырса хӑварни пур. Чăваш халăхĕн ташши-юррине илсе сăнаканĕ те вăлах.

(Пуçламăш класра вĕренекенсен сăввисем.)

-«Нарспи» поэма К. Иванов пултарулӑхӗнче пӗртен-пӗр юрату, пӗртен-пӗр чун янравӗ пек тӑрса юлать. Ӗмӗрсен историне Константин Иванов «Нарспи» поэмӑпа яланлӑхах кӗрсе вырнаҫрӗ. 1908 ҫулта  К. В. Иванов  хайлавӗсем пӗрремӗш хут «Чӑваш халапӗсем» кӗнекере пичетленсе тухаҫҫӗ.  Ҫак кӗнекери «Нарспи» поэма вулакансене каҫӑхтарсах ярать. Хутла пӗлменнисем сӑмах вӗҫҫӗн ӑна пуҫласа вӗҫне ҫитиччен пӑхмасӑр калама вӗреннӗ.

(Поэмăран илнĕ сыпăка вулаканĕ Кириллов В.)

 -«Нарспипе Сетнер – чӑваш Ромеипе  Джульетти», - тесе ӑнсӑртран каламан ӗнтӗ чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай. Таса туйӑмлӑ, ҫирӗп кӑмӑллӑ, ҫивӗч ӑслӑ Нарспи  мӗнле каччӑн чунне ҫӗклесе яман пуль.

Нарспипе Сетнер шӑпи паянхи ҫамрӑксемшӗн те ют мар. Пӗр-пӗринчен вӑйпа туртса уйӑрнӑ хӗрпе каччӑ этем чысне, тивӗҫне, телейне нӗрсӗррӗн таптакан пусмӑр тӗнчине, ашшӗ-амӑшне, ҫӳлти вӑйсене те хирӗҫ тӑраçҫӗ, тискерлӗхе тиркеҫҫӗ, чуралла йӑла-йӗркене, ҫын харкамлӑхне таптанине уҫса параҫҫӗ.

(Инсценировка. «Нарспи» поэмăран илнĕ сыпăк.)

 -Чӑваш поэчӗн ятне  аякри ҫӗршывсен тӗрлӗ чӗлхеллӗ энциклопедийӗсене кӗртнӗ; «Нарспи»  поэмӑна тӗнче классикин шедеврӗсемпе пӗрле пичетленӗ.  Вӑхӑтсӑр сӳнет пэтӑн пурнӑҫӗ. Анчах  ҫулсем иртсен те унӑн ячӗ ҫӑлтӑр евӗр литература тӳпинче ялкӑшса тӑрӗ. «Нарспи» ҫути – сӳнми.

(Поэмăран илнĕ сыпăка вулаканĕ  Ефимова С.)

 -Пурнӑҫӑн тӗрлӗ тапхӑрӗнче Иванов патне «таврӑнсах» тӑратпӑр.  «Нарспи» поэмӑпа виҫӗ опера ҫырнӑ,  балет лартнӑ, 2008-мӗш ҫулта  Б. Чиндыков дламатургпа Н. Казаков композитор хатӗрленӗ мюзикл та тухрӗ сцена ҫине. Чӑваш ӳкерӳҫисем ҫултан-ҫул «Нарспи» поэмӑна ҫӗнӗрен курӑмсемпе ӑсталаҫҫӗ. 

-Скульпторсем Иванов кӳлепине вилӗмсӗр пурнӑҫ парнелеҫҫӗ. Парксемпе музейсем, театр ун ячӗпе хисепленсе тӑраҫҫӗ.  Иванов ҫырнӑ йӗркесем, ваттисен сӑмахӗсем пек, халӑх хушшинче ҫӳреҫҫӗ. Поэтсем тӑтӑшах Константин Ивановпа Слакпуҫне сӑвӑсем халаллаҫҫӗ.  Литературӑпа искусствӑри чи лайӑх хайлавсемшӗн ҫуллен К. Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх премине параҫҫӗ. 

 -2008-мӗш ҫулта К. Ивановӑн  Атнер Петрович Хусанкай пухса хатӗрленӗ «Нарспи» поэми пичетленсе тухрӗ. Ӑна Анатолий Миттовпа Праски Витти художниксем илемлетнӗ. Кӗнекере поэма вырӑс тата чӑваш чӗлхисемпе пичетленсе тухнӑ. Петӗр Хусанкайӑн вырӑсла  куҫарӑвне илнӗ.

 -Сарӑлать, ҫӗкленет Шупашкар.

Кӑп-кӑтра ҫӑкасем йӗркерен.

Ҫурчӗсем керментен кая мар

Паянхи нарсписен, сетнерсен.

Хаклӑ сӑвӑҫ, халь сан умӑнта

Ҫамрӑкки те ватти пуҫ таять.

Юмахри пек хитре вырӑнта

Ырӑ туйӑм кашнин ҫуралать.

Константин, халӑх тавӗ сана!

Эс ялан пирӗнпе пурӑнан!  

 

( Чăваш ташши. Ташлаканĕсем пуçламăш тата 5-мĕш класра вĕренекенсем.)

 

 

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Литературно-музыкальная композиция по творчеству К. В. Иванова "Звезда чувашской поэзии""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Специалист по занятости населения

Получите профессию

Интернет-маркетолог

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 661 384 материала в базе

Скачать материал

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 20.10.2015 763
    • DOCX 19.8 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Степанова Татьяна Александровна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    • На сайте: 8 лет и 6 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 5571
    • Всего материалов: 6

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Бухгалтер

Бухгалтер

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 22 человека из 16 регионов

Курс профессиональной переподготовки

Руководство электронной службой архивов, библиотек и информационно-библиотечных центров

Начальник отдела (заведующий отделом) архива

600 ч.

9840 руб. 5600 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 25 человек

Курс профессиональной переподготовки

Библиотечно-библиографические и информационные знания в педагогическом процессе

Педагог-библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 483 человека из 70 регионов
  • Этот курс уже прошли 2 325 человек

Курс профессиональной переподготовки

Организация деятельности библиотекаря в профессиональном образовании

Библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 282 человека из 66 регионов
  • Этот курс уже прошли 849 человек

Мини-курс

Инвестиционные проекты: оценка, эффективность и стратегии

8 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Психология эмпатии

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 35 человек из 19 регионов
  • Этот курс уже прошли 18 человек

Мини-курс

Психологические аспекты родительства и развития ребёнка

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе