Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / Другое / Другие методич. материалы / Материал для внеклассного мероприятия по культуре родного края "Чувашские праздники и обряды"

Материал для внеклассного мероприятия по культуре родного края "Чувашские праздники и обряды"

  • Другое

Поделитесь материалом с коллегами:

hello_html_2f994b3e.png


Вăйăра кирлě хатěрсем

1. Жетонсем («ăссем»)

2. Сигнал карточкисем (1. 2. 3)

 3. Хура ещěк

 4. Ачасем валли хатěрленě парнесем

 

Вăйă йěрки:

Вăййа 3 команда хутшăнать. Кашни командăра пиллěк ача


Ертсе пыракан: Ырă кун пултăр, ачасем! Эп сире ăсчахсен ăмăртăвěнче саламлатăп! Чăваш культуринче çичě пил ăнлав пур. Çын çак çичě пилпе килěшÿллě пурăнать пулсан ăна чăн- чăн çын тесе шутланă. Вěсенчен пěри – ачан ăс-тăнне аталантарасси. Чăвашсем ачасен ăс-тăнне, асра тытассине аталантарнă, вěсене шухăшлама вěрентнě. Ачасем тěрлě пěлÿ илнě.

Девиз: Алăра ĕç пултăр, пуçра ăс пултăр

Пěр ăс лайăх, икě ăс тата лайăхрах тенě. Эсир вара 5-ен, апла пулсан 5 «ăс». Вылянă май сирěн ума тěрлě ыйтусем тухса тăрěç. Ку ыйтусем чăвашсен йăли-йěркисемпе, уявěсем çинчен пулěç.

Чăвашсен  йăли-йěркисемпе уявěсене  икě  ушкăна  уйăрма  пулать. Пěрремěшěнчен, çулталăк  çаврăнăшěнчи  календарлă  йăла-йěркесем – çěр ěçěпе çыхăннă. Иккěмěшěнчен, кулленхи ( кил-йышри ) йăла-йěркесем – çын  çуралнипе, унăн  куçăмлăх  тапхăрěпе, çемье  çавăрнипе, вилнипе çыхăннă.

Вăйă çак йěркепе пулса пырě:

Эп сире ыйту хăш темăпа пуласса пěлтеретěп. Эсир вара хăвăр çак ыйтăва хуравлама килěшнипе килěшменнине пěлтеретěр. Килěшсен пěр ставка тăватăр - çак поднос çине пěр « ĂС» хуратăр. Сирěн тěрěс хурав суйласа илсе тивěçлě номере йăтас пулать.

Ыйту çине тěрěс хуравласан эсир «ĂС» туянатăр: Хуравлаймасан вара сирěн «ĂС» шучě чакать.

Вăйă йěркине мěнле ăнланнине тěрěслесе пăхăпăр. Ак сире халăх йăли – йěркипе çыхăннă ыйту.

_Çăварни уявě хăçан пулать?.

Слайд: 1. Кěркунне 2. Çуркунне 3. Çулла

Вăййа пуçлатпăр.

1 тапхăр – « Тěрěс хурав тупăр»


Чÿк ячěсем

Чÿк ячěсем мěнпе çыхăннă?


1.Ыр-хаярсен ячěсемпе, тěрлě пулăмсемпе.

2. Ыр-хаярсен ячěсемпе, тěрлě пулăмсемпе, пěр-пěр çынна халалласа ирттернě йăла – йěркепе, мěнле парне кÿнипе.

3. Ыр-хаярсен ячěпе, мěнле парне кÿнипе.

4.Ыр-хаярсен ячěпе, тěрлě пулăмсемпе, мěнле парне кÿнипе.


Ака-суха  ěçěсем, вěсемпе  çыхăннă йăла-йěркесем? 

1)Вăрлăх пăтти, ача чÿкě, карта пăтти

2) Вăрлăх  пăтти, ака чÿкě, ака  пăтти, вăрлăх  кăларни 

3) Вăрлăх пăтти, ача чÿкě, карта пăтти, вăрлăх  кăларни 

4) ) Вăрлăх  пăтти, ака чÿкě, ака  пăтти, вăрлăх  кăларни, никěс пăтти


Чÿк апачě

Авал чÿк парни кÿрекен выльăх юнне хушса пěçернě апат-çимěç?

1.Сăра.

2. Шерпет.

3. Чăкăт.

4. Юсман.(Ăна пăри çăнăхěнчен çăрса тунă чустаран пěçернě. Çăрнă чухне йÿçě сěт, авал вара чÿк парни кÿрекенвыльăх юнне хушнă).


Киремет карти

1.Çурçěр енчи алăк юхан шыв енче вырнаçнă, хěвел тухăç енчи алăкран чÿк парни кÿмелли выльăхсене хăваласа кěртнě, хěвел анăçěнчи алăкран çынсем кěрсе тухнă.

2.Çурçěр енчи алăк юхан шыв енче вырнаçнă, хěвел тухăç енчи алăкран çынсем кěрсе тухнă , хěвел анăçěнчи алăкран чÿк парни кÿмелли выльăхсене хăваласа кěртнě.

3. Кăнтăр енчи алăк юхан шыв енче вырнаçнă, хěвел тухăç енчи алăкран чÿк парни кÿмелли выльăхсене хăваласа кěртнě, хěвел анăçěнчи алăкран çынсем кěрсе тухнă.

4. Çурçěр енчи алăк вăрман енче вырнаçнă, хěвел тухăç енчи алăкран чÿк парни кÿмелли выльăхсене хăваласа кěртнě, хěвел анăçěнчи алăкран çынсем кěрсе тухнă.




Акатуй

Ĕлěк Акатуй мěнле тěллевпе ирттернě?

1.Çěнě çул пуç суйлама.

2. Çумăр çутарас тěллевпе.

3.Çапăçура çěнтерес тěллевпе.

4. Тăшмана çěнтернине паллă тума.


Туй

Чăвашсен туй йăли – йěрки тăрăх:

1.Хěре пÿрте каччăн ашшě çавăтса кěнě.

2. Каччă хěре пÿрте йăтса кěнě.

3. Хěрпе каччă алăран çавăтăнса пÿрте пěрле кěнě.

4. Малтан каччи кěнě, кайран хěрне çавăтса кěнě.

1 - мěш тапхăр вěçленчě. хамăр укçасене шутлăпăр.

2 тапхăр Йăла –йěрке ятне калăр. (1 ăс)

-Тăван ене каялла çаврăнса çитес шанчăкпа ял вěçěнчи ватă юман тавра çаврăннă. - Симěс туратсем, апат-çимěç (сăй), урапасем, çава (масар).

- Çапла ĕлĕк чăвашсем … юнкун пуçланă та пĕр эрне уявланă.

- Ача-пăча ял тăрăх кĕрпе , çу пуçтарать. Шыв хĕрне каяççĕ. Виç- тăватă хуранпа пăтă пĕçереççĕ. Пăтă пиçиччен ача- пăча пĕр-пĕринпе пĕрне-пĕри шывпа сапмалла выляççĕ, пĕрне-пĕри шыва тĕрте-тĕрте яраççĕ. Пăтă пиçет, ваттисем чÿклеççĕ. Çерçи чĕппи тытса килсе ăна çĕрĕк çăпата çине лартса шывпа юхтарса яраççĕ. Унтан пăттине ларса çиеççě те татах шывла выляççě…- Кашни  уявăн  хăйěн  вăхăчě, хăйěн  йăли-йěрки.   Тěслěхрен,  кунпа  çěр  танлашнă хыççăн  е  пуш  уйăхěн  21-22-мěшě  хыççăн  калăм, сěрен, вирěм  уявěсене  ирттернě. Çуллахи  кун  таврăннă чухне, çěртме  уйăхěн 21-22-мěшěсенче … уявланă. Вăл икě эрнене  пынă. ……. кěрсен вун икě  кун  хушши çěре тивме, тăпра хускатма, кěпе-йěм  çума, курăк  татма, кун  çутипе  вучах  чěртме  юраман. Çак йăлана  ана  пěтěленнине ( çěр  йывăрланнине ) хисеплесе ирттернě. Аслă чÿкре, уй  чÿкěнче, çумăр  чÿкěнче   хресченсем  çÿлти  турăран  тулăх  тыр-пул, сывă  выльăх-чěрлěх  ыйтнă.Çамрăксем  каçсерен уява  тухнă, вăйăсем  вылянă.

2 - мěш тапхăр вěçленчě. хамăр укçасене шутлăпăр.

3 тапхăр – Ытлашши сăмахсене тупăр.(3 ăс)

Хывни, чÿклеме, пуç сырни, çăварни, шыв çулĕ, тавăрна, хÿх, килĕшни, пăлчав

хывни, чÿклеме, çăварни

3- мěш тапхăр вěçленчě. хамăр укçасене шутлăпăр. Кашни хăй миçе «ĂС» пухнине шутлать. Кам чи пуянни?.

4 ТАПХĂР - Хура ещěк

_ Сирěн хура ещěкре мěн пуррине пěлес пулать. Ака пăтти ирттернě чухне çěр айне чавса чикнě апат-çимěç.(çăмарта, çăкăр).

5 ТАПХĂР - Тупмалли юмахсем

Кашни ушкăн пěр ыйту илет (ыйтăвěсем сěтел çинчи конвертсенче). Ыйтăва 30 çеккунт тишкеретěр: ун хыççăн пěри хуравлать Тěрěс хуравласан ушкăнри кашни çын 1 «ĂС» илет: хуравлаймасан - пěрер «ĂС» чакать.

Ыйтусем - тупмалли юмахсем. Тупмалли юмахсем ачасене ăс-хакăл енчен тěрěс пăхса ÿстерес ěçре пысăк вырăн йышăнаççě. Вěсем япаласемпе пулăмсене яланхи пек мар, урăхла курма вěрентнě, шухăшлава аталантарнă.

Кун ирттермĕш, чун йăпатмăш (ача)

Пÿртре кимĕ ярăнать. (Сăпка)

Пиçмен, касман, сĕтел çине хуман, ăна çимен çын юлман. (Чĕчĕ, чĕчĕ çитерни).

6 ТАПХĂР Видео – ыйту.

Мěнле йăла-йěркене кăтартса панă. Çăварни, туй, улах, суха пăтти (7 класс –видеофильм)

Ăc

hello_html_m76d88226.png



Выберите курс повышения квалификации со скидкой 50%:

Автор
Дата добавления 22.01.2016
Раздел Другое
Подраздел Другие методич. материалы
Просмотров110
Номер материала ДВ-368923
Получить свидетельство о публикации

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх