Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Свидетельство о публикации

Автоматическая выдача свидетельства о публикации в официальном СМИ сразу после добавления материала на сайт - Бесплатно

Добавить свой материал

За каждый опубликованный материал Вы получите бесплатное свидетельство о публикации от проекта «Инфоурок»

(Свидетельство о регистрации СМИ: Эл №ФС77-60625 от 20.01.2015)

Инфоурок / Начальные классы / Конспекты / Сценарий «Традиции и праздники чувашского народа»
ВНИМАНИЮ ВСЕХ УЧИТЕЛЕЙ: согласно Федеральному закону № 313-ФЗ все педагоги должны пройти обучение навыкам оказания первой помощи.

Дистанционный курс "Оказание первой помощи детям и взрослым" от проекта "Инфоурок" даёт Вам возможность привести свои знания в соответствие с требованиями закона и получить удостоверение о повышении квалификации установленного образца (180 часов). Начало обучения новой группы: 28 июня.

Подать заявку на курс
  • Начальные классы

Сценарий «Традиции и праздники чувашского народа»

библиотека
материалов

«Туй-туй-туй тесе…»


Литературїпа музыка каѕєн сценарийє


Хутшїнакансем:


Михетерпе Нарспи (К. В. Ивановїн «Нарспи» поэминчи сїнарсем)

Вулакан

Юрїпа ташї ушкїнє



Уяв ирттерме пулїшакан хатєрсем:


Михетерпе Нарспи валли єлєкхи чївашсен тумєсем, качча каяканїн єлєкхи тумє: хєр ѕынла кєпе, тухъя, чакчур пушмак, чєрѕитти, сарї, пєркенчєк (ўкерчєксем пулсан та юрать); хальхи вїхїтра качча тухаканїн тумє: шурї кєпе, шурї пушмак, шурї пєркенчєк (фата); К. В. Ивановїн «Нарспи» поэми, пукансем тата проектор.



Уяв ирттермелли пўлємре «Чїваш ѕемйин йїла-йєрки» ятлї выставка хатєрленє (1-мєш хушса панине пїхмалла)



Экран ѕине чїваш туйне ўкернє видеофильм ямалла (5-6 мин). Унтан куракансен умне васкамасїр хїй тєллєн калаѕса Михетер тухать.


Михетер:

Мєн кєѕєнрен ўстертєм

Ѕак тарана ѕитерме,

Єнтє паян юлашки

Єѕєм пултїр хєрєме.

Ўсрє ѕитрє, пулчє хєр –

Пуян упїшка кирлє.

Упїшкине тупрїмїр –

Кўми лайїхрах кирлє.

Ѕитрє єнтє Ѕимєк те,

Хєрєн туйне тумалла.

Тантїшїмсем пухїнсан

Кєѕєр туйне лартмалла.


Ѕав вїхїтра Нарспи тухать.


Нарспи: Атте туй пирки сїмахлать. Туй вїл хєрєн пурнїѕєнчи паллї самантсенчен пєри-ѕке. Ѕак йїла-йєрке питє савїнїѕлї та кїсїк. Хаклї тусїмїрсем, эсир эпє хїш хайлавран пулнине їнкарса илтєр пулє? Ѕапла. Эпє «Нарспи» поэмїран. Астїватїр пулє еплерех туй кєрлерє!

Залран: «Астїватпїр! Астїватпїр!» - тесе кїшкїраѕѕє.

Михетер: Эпє те питє лайїх астїватїп. Туйне йєркелекенє те хамах пулнї-ѕке!

Нарспи: Атте, хальхи ѕамрїксем валли манїн туй пирки тепєр хут аса илеймєн-и?

hello_html_m55d82775.jpgМихетер: Паллах. Хальхи пек астїватїп. Шеп кєрлерє-ѕке туй. Чїн малтан ѕураѕма килчєѕ. Ѕимєк ыран тенє чух ялєпех туя хатєрлентємєр. Эпє сїра пичєкипе пур тївана хїнана чєнсе тухрїм. Килте вара аннў хїнасене кєтсе илме хатєрленчє. Ѕимєк кунє вара (шухїша каять).


Куракансен умне «Нарспи» кєнекине тем шыранїн уѕкаласа вулакан тухать.


Вулакан: Акї. Тупрїм. Итлєр:

…Пирєн ватї Михетер

Тантїшсене йыхїрать;

Унїн ватї карчїкки

Сїра йатнї, уттарать.

Тантїш патне кєрет те

Уѕать сїра чєресне.

Туя пыма йыхїрса

Єѕтерет туй сїрине:

– Ырї тантїш-тївансем!

Пире хисеп тумїр-ши?

Хєре качча паратпїр,

Турикаса утмїр-ши?

hello_html_m7d4f1c03.jpg– Пырїпїрах, пырїпїр,

Пымасїрах юлмїпїр!

Турї пўрсен, сывї пулсан,

Кїмїлїра татмїпїр! –

Карчїк яла єретлет,

Тєттєм те пулса ѕитет;

Карчїк ѕўрет килєнче,

Ѕїкїр-тївар хатєрлет.

– Ырї тантїш-тївансем,

Турикаса уттарар!

Перекетлє сїрана

Єѕе-єѕе туй лартар!

Пирєн тїван хєр парать,

Пире унта йыхїрать,

Хїйєн савнї хєрєшєн

Урїм-сурїм туй пуѕлать.

Туйне-ѕуйне пуѕличчен

Авал чїваш йїлипе

Ваттисене асїнса

Тїкар ѕїкїр-тїварне:

«Ват аттесем, аннесем,

Ырї курїр ѕїтмахра,

Пирєн ѕїкїр-тїварсем

Пулччїр сирєн умїрта.

Пирєн савнї Нарспие

Парїр ырї пурїнїѕ,

Парїр унїн телейне

Ырїлїхпа савїнїѕ!»


Ваттисене асїнчєѕ

Авалхи йєркипе,

Унтан туя пуѕлама

Кєчєѕ шурї кєлете.

Курка тулли сїрипе

Ашшє-амїш пехиллет,

Ашшє-амїш умєнче

Хєрє хурланса йєрет.

 Нарспи, хєрєм, пил сана!

Упїшкуна ан пїрах,

Аван пурїн унпала,

Тату пултїр яланах.

Итле їна, йїваш пул,

Усал ѕынпа ан ѕыхлан,

Єѕне єѕле, єѕчен пул,

Кирлє марпа ан хїтлан! –

Атте-анне ўкєтлет

Хєр куѕѕульне юхтарса.

Шїпїр сасси чїйлатать,

Туя ячєѕ пуѕласа…


Вулакан сцена ѕинчех юлать, вїл пукан ѕине ларса сассїр поэма сыпїкне малалла вулать.


Нарспи: Атте, малалла вара…

Михетер: Силпире виѕє кун туй кєрлеттерсен Хушїлкана кайрїмїр (Михетер шухїша каять).

Вулакан («Нарспи» поэмїри «Хушїлкара» сыпїкне саспа вулама пуѕлать):

Хушїлкара туй иккен,

Туйє ытла шеп иккен;

Шур сухаллї Тїхтаман

Туйне тївать тет иккен.

Чипер каччї Тїхтаман

Силпи хєрне ѕаклатнї.

Ѕавтер аван мїшїра

Урїм-сурїм туй лартнї.

Туй тїваѕѕє ташласа

Ѕамрїк пуса каччисем.

Туй юррисем юрласа

Ывїнаѕѕє ѕїварсем.

Єнер Силпи ялєнчен

Туйє килчє таврїнса.

Паян кєрў туй туса.

Паян, хєр туйє килсен,

Каѕпа хєве хупмалла.

Ыран ирех тїмалла,

Хєртен арїм тумалла.

Аслї ял та Хушїлка

Икє тїван хушшинче.

Туйне туса Тїхтаман

Ларать сєтел хушшинче.

Тєрлє апат айєнче

Ѕїка сєтел авїнать:

Ўсєр кєрў пуѕєнче

Тєнче вїр-вар ѕаврїнать.

Тулта хєвел ѕутатать,

Кїнтїрлана сулїнать:

Кєрў пуѕє ўсєрпе

Аялалла усїнать.

Ѕеѕен хирте путене,

Вїхїт-вїхїт вїл юрлать:

Туй килмест-и тесе:

Текех кєрў йєтетет.

Кєрў ѕинчи шур кєпен

Арка вїр-вїр тївать-ѕке.

Шїнкїр-шїнкїр шїнкїрав

Шїнкїртатать ѕулпала:

Хєр туй килет ѕємєрсе

Урам тїрїх ялпала.

Вунї арїм хушпупа –

Сїран кўме ѕийєнче.

Хєрєх виѕє урапа.

Сїран кўме хыѕєнче.

Ѕичє ѕєрте урамра

Чарїнчєѕ туй ѕыннисем:

Хирєѕ тухрєѕ сїрапа

Хушїлкари тантїшсем:

Юрлаѕѕє те кєреѕѕє

Ырї кєрў хапхинчен,

Єѕеѕѕє те ѕиеѕѕє

Инѕе ѕулсем хыѕєнчен.

Кїнтїрла та ѕитмен-ха,

Каѕчен вїхїт нумай-ха.

Каѕ пуличчен туй тума

Пире вїхїт нумай-ха…


«Хушїлкари» сыпїка вулакана вєѕне ѕитиех вулаттарма пулать.


Михетер: Юрларїмїр та ташларїмїр. Кєрў пире тутлї пїтїпа сїйласан «Атьїр каяр ѕулпала курка тулли пылпала…», − тесе киле кайрїмїр (вулакан ѕумне пушї пукан ѕине кайса ларать).


Михетер каласа пєтерсен куракансен умне юрїпа ташї ушкїнє туй юрри юрласа тухать:

Туя туй пек тївар-и,

Юртан шурї тївар-и;

Туя начар тумашкїн

Пирєн кєрў начар мар.

Шїппан-шїппїн тїмашкїн

Шапчїк чєппи мар эпир.

Тїррїн-тїррїн тїмашкїн

Тїри чєппи мар эпир.

Хїйи-хїйми тїмашкїн

Хїюсїр ѕын мар эпир…


Ачасем юрланине Михетер савїнса итлесе ларать.


Михетер (вулакан енне ѕаврїнса): Єлєк туй юррисем мєн тери илєртўллє пулнине асїрхарїн-и? Хїѕан та пулсан хєр йєрри илтнє-и эсє?

Вулакан: Ѕук.

Михетер: Апла пулсан итле. Ятїрласа сан валли Илемпи юрлать.


Куракансен умне пєркенчєк уртнї Илемпи тухать:

Ах, аттеѕєм, аннеѕєм,

Мана сутнї укѕапа

Пысїк кєлет илсе ларт.

Пысїк кєлет тїррине

Урлї-пирлє кашта хур,

Урлї-пирлє кашта ѕине

Чапїр куккук илсе ларт.

Ир тїрсан та їна пїх.

Куккук сасси илемлє-и,

Хєрў сасси илемлє- и?..

Михетер (вулакана): Килєшрє-и?

Вулакан: Килєшрє. Питє илемлє.

Илемпи Нарспи ѕумне пырса тїрать.

Илемпи: Нарспи, эсє те хєр йєррипе качча тухнї-и?

Нарспи: Ѕапла. Мана їна инке ятарласа туй пуличчен шур кєлетре вєрентрє. Эсє вара?

Илемпи: Шел пулин те. Ѕук. Халє качча каякансенчен нумайїшє хєр йєрри мєн пулнине пєлмест.

Нарспи: Мєнле апла. Вїл туй илемє-ѕке.

Илемпи: Ѕаплине ѕапла та. Ѕапах та авалхи йїласем паянхи кун нумай улшїнса ѕєнелнє. Нумай япала паянхи кун упраса юлман.

Нарспи: Илемпи, мєнлерех пулса иртет паянхи туй, єлєкхинчен мєнпе уйрїлса тарать? Манїн питє пєлес килет.

Илемпи (куракансен енне ѕаврїнса): Туссем, Нарспине паянхи туйпа паллаштарма эпє сиртен пулїшу ыйтасшїн. Эпє сире ыйтусем парїп, эсир хуравлїр. Юрать-и?

Залран: Юрать!

Илемпи (куракансен енне пїхса): Астїватїр пулє. «Нарспи» поэмїра ѕураѕни пирки мєн тери илєртўллє ѕырса кїтартнине.

Залран: Астїватпїр!

Илемпи: Паянхи кун ѕураѕни пулса иртет-и?

Залран: Пулать!

Илемпи: Нарспи, санїн туйу миѕе куна тїсїлчє?

Нарспи: 7 куна

Илемпи: Паянхи туй миѕе куна тїсїлать?

Залран: Икє кун.

Нарспи: Илемпи тусїм, ѕакїн пек кєске вїхїт хушшинче-и?

hello_html_m6563db71.jpgИлемпи: Ѕапла. Халє вїхїта та, укѕи-тенкине те перекетлеѕѕє.

Нарспипе Илемпи калаѕївне Михетер хутшїнать.

Михтер (куракансене): Єлєк туй илемєсем – туй пуѕє, мїн кєрў, кєѕєн кєрў, уртмахѕї, минтерѕє, кєрў нєкєрєсем, вїйїѕсем пулнї. Паянхи туйра пур-и вєсем?

Залран: Ѕук. Эпир вєсем кам пулнине те пєлместпєр.

Михетер: Вєсем туя ирттерме пулїшакан ѕынсем. Туй пуѕє – туй халїхне астуса пїхса тїрать, мїн кєрў - туй йїла-йєркине майлаштарса пыракан, кєѕєн кєрў - авланакан ѕумєнче ѕўрекен, уртмахѕїсем – туйра кучченеѕсене пуѕтарса ѕўрекенсем, минтерѕєсем – кєрў ларакан минтере сыхлакансем. Кєрў нєкєрєсем вара… (малалла Нарспи пуѕлать):

Нарспи: Кєрў нєкєрєсем авланакан каччїн юлташєсем пулаѕѕє. Хєрєн вара хєр ѕуммисем.

Илемпи: Авї мєн. Хальхи туйра та туя ертсе пыракан тата каччїпа хєр ѕумєсем пур.

Нарспи: Илемпи, эпє качча тухнї чухне мана кєлетре инке тумлантарчє: малтан хєр ѕынла кєпе, пуѕа тухъя, урана чакчур пушмак тїхїнтартрє, чєрѕитти ѕакрє тата сарї ѕыхрє. Кайран пєркенчєк уртса ячє. Сїмахран, ѕитес вїхатра эсє качча тухас пулсан мєн тїхїнїн?

hello_html_m71129aae.jpgИлемпи: Паян качча тухакансем ѕине шап-шурї кєпе, урана шурї туфли, пуѕа шурї пєркенчєк тїхїнаѕѕє.

Нарспи: Пєтєм тум шурї. Мєншєн?

Илемпи (куракансен енне ѕаврїнса): Ѕак ыйтїва кам хурав пама пултарє?

Залран: Шурї тєс тасалїх тєсє. Шурї тум тїхїнассине паянхи чївашсем вырїс халїхєнчен йышїннї.

Нарспи: Питє интереслє. Илемпи, манїн ѕав тумсене тытса пїхас килет.

Илемпи: Манїн та єлєк качча каяканїн тумне курас килет.

Михетер: Ав ѕав пукан ѕинче туй кєписем пур. Кайса пїхїр.


Илемпи Нарспи качча каякан хєрсен тумєсене пїхаѕѕє.

Михтер (вулакан енне ѕаврїнса): Эпє туй пирки тупмалли юмахсем пєлетєп.

Вулакан: Михетер пичче, тупсїмєсем йывїр-и? Тен, куракансенчен ыйтатпїр?

Михетер: Юрать. Итлєр:

Вїль-вїль вїлча вїлчакка, вїлча тїрїнче вїлчакка

(кєрў калпакки ѕине тутїр ѕєлени)


Пєсехи – кємєл, хўри – шїрѕа! е тата


Чїнкра-чїнкра, шєкєртєк, йїс тум, выс тум, вєл-вєл-вєл!

(туй арїмєн тумє)


Пєри сикет, тепри макїртать.

(хєр хўхлени)


Куракансене татах ыйтусем парас тесен 2-мєш хушса панине пїхмалла.

Нарспипе Илемпи Михетерпе вулакан ѕумне таврїнаѕѕє.


Нарспи: Атте, єлєк туй пите хўхєм иртнє тетєн. Паян пулса иртекен туй та илемлє-ѕке.

Михетер: Ѕапла. Єлєкхипе паян пулса иртекен туй та хїйне май илєртўллє. Ахальтен мар пулє, паллї ѕыравѕїсем туй йїли-йєркипе хїйсен хайлавєсенче усї кураѕѕє. Сїмахран, К. В. Ивановїн «Нарспи» поэминче, Федор Павловїн «Ялта» драминче, Юхма Мишшин «Мускав ѕулє» романєнче, Н. Симуновїн «Ан йєр эсє, Лена» (Туй) романєнче, Георгий Красновїн «Ємєр тикєс килмест» романєнче.

Туй йїла-йєрки – хїй пєр спектакаль, пєр пурнїѕ. Темле улшїнса ѕєнелсен те вїл илєртўллє.


Михетер сїмахєсем хыѕѕїн куракансен умне юрїпа ташї ушкїнє хїйматлїх юррипе тухать:

Тухать-и те тухмасть-и,

Тухать-и те тухмасть-и?

Эпир киле каятпїр,

Эпир киле каятпїр.

Тавай пире япала,

Тавай пире япала

Трантас кашти авниччен,

Трантас кашти авниччен…



Чаршав

«Салтак ячє сахїр мар,

ѕївара хыпсан ирєлмест…»


Литературїпа музыка каѕєн сценарийє


Хутшїнакансем:


  • Пєрремєш арѕын ача

  • Иккємєш арѕын ача

  • Мучи

  • Кинеми

  • Салтака каякан. Ѕитїр.

  • Салтака каяканїн юлташєсем


Уява ирттерме пулїшакан хатєрсем:


чївашсен єлєкхи арѕынпа хєрарїм тумєсем, салтак тумє, алшїллисем, сак.


Майєпен чїваш кєвви янїрать. Мучипе кинеми калаѕса тухаѕѕє:

Кинеми: Кўршєри Ѕитїра салтака їсатаѕѕє. Шалккї пек ѕамрїка.

Мучи: Мєншєн?

Кинеми: Нумайлїха тїванєсенчен уйрїлать-ѕке.

Мучи: Нумайлїха мар. Єлєк вара салтака чєнме пуѕласан арѕынсем ємєр тїрїшшєпех хєсмєтре пулнї. Кайран пєчєккєн ѕулє чакса пынї: 25, 20, 12, 10, 7. Салтака хальхи пек пурне те чєнмен. Малтан 20 ѕуртран пєр ѕынна, кайран ѕын шутне кура 100 ѕынран пилєк ѕулта пєр ѕынна, 1000 ѕынран 5-10 ѕынна, вїрѕї вїхїчєсенче 50-70 ѕынна кура палїртнї. 1874-мєш ѕултанпа тин салтака пурне те чєнме пуѕланї.


Мучипе кинеми сак ѕине кайса лараѕѕє. Ѕав вїхїтра икє пєчєк ача «Килеѕѕє! Килеѕѕє!», - тесе кїшкїрса кєреѕѕє те мучипе кинеми ѕумне пырса лараѕѕє. Вєсем хыѕѕїнах пєр ушкїн ѕамрїк арѕын ыталанса салтак юрри юрласа кєрет:

hello_html_1585e7d5.jpg


Шуралса та килет те шурї

Шурїмпуѕ,

Шурї кленкур карсан та

чарас ѕук

Кївакарса килекен кївак пєлєт

Кївак кїтай карса та

чарїнас ѕук.

Хєрелсе те тухать хєрлє хєвел,

Хєрлє хїмач карса та чарїнас ѕук.

Акїшєсем килеѕѕє ушкїнєпе,

Сарї сєлє сапса чарїнас ѕук.

Пирєн каяс кунсем ѕитсессєн

Сарї ылтїн парса чарїнас ѕук.


Сhello_html_m7d170932.pngалтака каякан ача: Юлташсем, тївансем, манїн та салтака кайма вїхїт ѕитрє-ѕке. Айтїр-ха, туссем, Турикаса ѕитсе килер.

Салтака каяканїн юлташєсем: Айтїр! Кайрїмїр!

(пурте пєрле юрласа тухса каяѕѕє):


Мамїк їшєнче пурїнтїм,

Пурѕїн їшєнче ѕитєнтєм.

Вут-хєм їшне каяс пулать,

Мєнле тухса каяс-ши?

Пурѕїн тутїр – пурнїѕїмччє,

Кємєл ѕєрє – ємєрємччє.

Ылтїн ѕєрє – кїмїлїмччє.

Каяс килмест салтакне –

Германи кулли пулас килмест…


Пєрремєш арѕын ача: Асатте, вєсем мєн юрри юрлаѕѕє?

Мучи: Мїнукїм, салтак юрри юрлаѕѕє вєсем. Ыран Ѕитїр салтака тухса каять.

Иккємєш арѕын ача: Асатте, эсє те салтакра пулнї-и?

Мучи: Пулнї. Хальхи пек астїватїп-ха. Ѕирєм пєр ѕул тултарса ѕирєм иккє ѕине пуссан ял старости ят тухни пирки килсе каларє. Эпє хамїн тантїшсемпе урам тїрїх салтак юрри юрласа ѕўрерєм. Юррисем мєнлерехчє тата… Мучи шухїша каять.


Ѕав вїхїтра салтак юрри юрлакансем таврїнаѕѕє:

Эпир пырас ѕул ѕинче

Кєленчерене кєпер хывтарнї,

Кєленче те кєпер ѕийєнче

Турї урхамах йєрри пур,

Турї урхамах ѕийєнче

Ылтїнпала кємєл йєнер пур,

Ылтїнпала кємєл йєнер ѕинче

Турїпалан патша ывїль аллинче

Симєсех те кївак хутсем пур,

Симєсех те кївак хут ѕинче

Эпир курас нуша пурте пур…


Салтака каякан: Пур урама те ѕитсе килтємєр. Айтїр, халє пирєн пата кєретпєр. Хїнасем кєтсе ывїнчєѕ пулє.

Салтака каяканїн юлташєсем: Ѕитїр, эсє каланї пек пултїр. Кєрер!

Мучи: Пїхїр-ха: єлєкхи пекех салтака каякана хисеп тїваѕѕє. Хєсмєте каяканїн тарїхса пурїннї ача пулсан, ѕавна хытї хєнесе хїварнї. Манїн та ѕавїн пек ача пурччє. Вїл вара эпє мєн салтака каичченех манран тарса ѕўрерє.

Пєрремєш арѕын ача: Асатте, асатте, малалла вара.

Мучи: Хєр-тантїшсем панї тутїрсене мїйран ѕакса туссемпе пур тївансем патне те ѕитсе тухрїмїр. Салтака каймалли кун вара пирєн пата пур тус-тїван пуѕтарїнчєѕ. Сєтел хушшинчен тухас умєнхи пил сїмахєсем халє те асрах:

Паянтан сана хамїртан уйїратпїр,

Турї панї шїпаран тарса хатїлас ѕук,

Турї панї шїпаран пытанса юлас ѕук.

Ѕўлти турї ырлїх парать,

Ѕєрти - єѕре сыхлать.

Кутамка тени тулли пултїр,

Кутамкка тени ѕирєп пултїр,

Хырїм выѕѕи ют пултїр,

Ларас вырїн типє пултїр,

Каяс ѕулу ѕу пултїр,

Утас вырїн ѕатма пултїр.

Ырї ѕулу пыл пултїр.

Ватї аѕупа аппуна

Чыспа пытарма тур ѕавїртїр.

Тїшман кулли ан пул,

Вїй ѕук тесе намїса ан юл.

Улїп вїйне кїтарт,

Ѕут тєнчерен тїшмана ѕухат!


Кинеми: Мучи, эсє салтака кайнине эпє те астїватїп. Эсє сєтел хушшинчен тухсанах санїн аѕупа-аннў йєрсе юлчєѕ, тїванїрсем вара сєтел ѕинчи япаласене, стакансене, витресене ўпєнтерчєѕ.

Иккємєш ача: Ай-уй! Мєншєн ун пек хїтланнї?

Кинеми: Ѕакї вїл каякан мєнле сывлїхпа каять, килме те ѕавїн пек сывлїхпа килтєр тенине пєлтернє.

Мучи: Кайран юлташсемпе уй хапхи патне ѕитичченех ыталанса юрласа утрїмїр.

Кинеми: Уй хапхи патне каиччен тїванїрсем сїра-эрехпе тухса хївїнпа сывпулашнине астїватїн-и?

Мучи: Астїватїп.

Пєремєш ача: Мучи, эсє вара салтака ѕуранах кайран-и?

Мучи: Ѕук. Вулїса ѕитиччен лашапа кайрїмїр.

Кинеми: Эсє урапа ѕинче каялла пїхса ларса тухса кайнине астїватїп-ха.

Иккємєш ача: Мєншєн каялла пїхса пынї вара?

Кинеми: Каялла пїхса, хытї сывпулашсан, салтак каялла сывах таврїнать тенє.

Мучи:

Мєн ѕул ѕинчи хурїнне

Кам шутланї турталлїх.

Атте, анне ывїлне

Кам шутланї салтаклїх.


Йїмра хулли йїмїксем,

Йїмра хулли хуѕїлчє,

Йїмїксенчен уйрїлтїм.


Шїлан хулли шїллїмсем,

Шїлан хулли хуѕїлчє,

Шїллїмсенчен уйрїлтїм.


Урам вїрїм, мєн усси

Симєс курак шїтмасан.

Вїрїм ємєр мєн усси

Салтак кутамкки йїтмасан…


Мучи: Салтака їсатмалли єлєкхи йїла-йєрке паянхипе танлаштарсан нумай енлє пулин те халє пулса иртекен йїла та интереслє. Паянхи ѕамрїксем йєркене хїйне май упрама тїрїшни паха-ѕке.

Диск ѕине ѕыртарнї салтак юрри янїрать.


Чаршав




1-мєш хушса пани



Чїваш ѕемйин йїли-йєрки

Выставка макечє


1- мєш ѕўлєк Ѕєр пин сїмах еткерє


Халїх сїмахлїхє пирки пєтємєшле кєнекесем: «Чїваш халїх сїмахлїхє», «Ваттисен сїмахєсем, каларїшєсем, сутмалли юмахсем», Эдисон Патмарїн «Чїваш халїх календарє». Халїх юррисем ѕыртарнї аудикассетїсем.


Цитата:

«Чїваш халїхє культурїпа питє пуян. Мєн чул ытти ют ѕєр-шыв ѕыннисем пирєн тєрєсене курса, халїх юррисене итлесе халє те ытарайми савїнаѕѕє, ѕитєнўсем тума хавхалантараѕѕє. Мухтанмалли халїхїн нумай. Мухтанма тивєѕ те».

Эдисон Патмар




2-мєш ѕўлєк Ѕемье йїла-йєркисем


«Ѕемье кїшїлє» юмах кєнеки, Геннадий Волковїн «Кил їшши» тата «Чувашская этнопедагогика», Улїп халапєсем.


Цитата :

«Нихѕан та ѕїлкуѕа ан сур!

Хыт хисепле ваттисене.

Сума та су ыттисене…»

Раиса Сарпин

«Чївашїн ыр йїла нумай»






3-мєш ѕўлєк Туй, туй, туй тесе,

Туй, туй. туй тесе…


Чїваш туйє пирки калакан кєнекесене вырнаѕтармалла. Сїмахран, Александр Осиповїн «Чувашская свадьба», Александр Васильевїн «Алла-аллїн», Иван Патмарїн «Пурнїѕ илемє». Кєнекесем ѕумне туй пирки калакан ўкерчєксене, диск вырнаѕтармалла. Анатолий Миттовїн «Туй» тата Валерий Семеновїн «Ѕамрїк мїшїр» ўкерчєкєсем пулсан аван.


Цитата:

«Ай, юрлар-и, юрлар-и,

Шїкїлчи пек юрлар-и,

Шїкїлчи пек юрлар-и, -

Шїкїл-шїкїл пурнар-и?»

Юрий Сементер

«Ай, выляр-и, выляр-и»




4-мєш ѕўлєк Акїш килет – сассипе,

Акїш килет – сассипе,

Кївак чечек – ѕутипе.

Кївак чечек – ѕутипе…


Ача ѕурални, їна ят хуни тата ача-пїча сїмахлїхєпе ѕыхїннї кєнекесем (Роза Ахтимирова «Чївашсен ырї йїли-йєркисем», «Ача-пїча сїмахлїхє», «Чи-чи кїсїя». Николай Овчинниковїн «Анне» тата «Тырї вырса пухни. Амїшє» ўкерчєкєсем ѕумне цитата вырнаѕтармалла:

Чи-чи кїся,

Їѕта каян, кїсїя?

Кантїр вїрри вїрлама?

Е хуѕи курсассїн?

Тарїп, хїпарїп хыр тїрне.

Е хырїму выѕсассїн?

Ача-пїча сїмахлїхєнчен



5-мєш ѕўлєк Салтакїн ячє чыслї


Салтака кайнипе ѕыхїннї йїла-йєркесене уѕса паракан кєнекесем. Сїмахран, Эдисон Патмарпа Сергей Патмарїн «Чїваш халїх культури», «Халїх сїмахлїхє», «Краткая чувашская энциклопедия». Кунтах паянхи салтак пурнїѕє пирки калакан материалсене вырнаѕтарсан та аван (хєсмєтри ѕамрїксен пурнїѕє пирки калакан статьясем: Роза Власовїн «12 уйїха кїна» (Хыпар. – 2008. – 29 пуш) тата Элиза Валансїн «Тївансемєр, эпир килетпєр!» (Тантїш. – 2008. – 29 ѕу (№ 21)) статйисем. Совет Союзєн тата Раѕѕейєн паттїрєсен сїн ўкерчєкєсем, вїрѕї пирки калакан кєнекесем (Мєтри Кипекєн «Паттїрсем хыпарсїр ѕухалмаѕѕє, Георгий Красновїн «Пуѕсїр юланутсен эскадронє», Георгий Орловїн «Юрататїп Тїван ѕєршыва», Леонид Агаковїн «Салтаксем», «Салтак ачисем»). Салтак пурнїѕє пирки калакан юрї дискєсем те кєнекесем ѕумєнче вырїнлї пулєѕ.


Цитата:

Уй варринче лаштра юман,

Шїпїр та шїпїр ѕумїр ѕївать.

Юман хўттине тїраймарїм.

Атте хўттинче пурнаймарїм.


Уй варринче лаштра ѕїка,

Шїпїр та шїпїр ѕумїр ѕївать.

Ѕїка хўттине тїраймарїм.

Анне хўттинче пурнаймарїм.

салтак юрри











2-мєш хушса пани


Туй пирки мєн пєлетпєр?

Ыйтусем


  • Єлєк авланакан ачан ашшє илме куѕласа хунї хєр кўршипе е пєр-пєр ѕывїх тїванєпе мєн пирки калаѕать?

(Евчє пулма суйлани пирки)


  • Евчє сїмах пєтерсе килнє хыѕѕїн каччїн ашшє-амїшєсем кучченеѕсем илсе хєр килєшме каяѕѕє. Хїйсемпе пєрле мєн илсе кайнї?

(Пєр пуѕламан ѕїкїр, пєр ѕавра чїкїт,

пєчєк пичке сїра)


  • Хєр килєшнє чухне «пушї пїрахни» пулса иртет. Мєнле йїла вїл?

(Евчє хєре пушїпа виѕє хут ѕапни.

Вїл хєре килєшни пулать)


  • Туй илемєсем камсем пулнї?

(Туй пуѕє, мїн кєрў, кєѕєн кєрў, уртмахѕї,

минтерѕє, вїйїѕї, хєр ѕуммисем)


  • Хєр хїѕан хїйєн тусєсене пухса «хєр шўрпи» ѕитерет?

(Ѕураѕнї хыѕѕїн)


  • Качча каякан хєре кам тумлантарнї?

(Инкєшє)


  • Каччї туйє хїта хапхи умне ѕитсен мїн кєрў саламалек калать, кєѕєн кєрў вара…

(Туй халїхне юрлаттарса ташлаттарать)


  • Хєр илме килсен алїк патне камсем валли ятарласа сєтел лартнї?

(Авланакан ачапа кєрў нєкєрєсем валли)


  • Хєр хїѕан йєме пуѕланї?

(Хєрєн япалисене тиесе кєрсен хєр йєме пуѕлать)


Усї курнї литература


Бажайкин Н. С. Новые обряды и праздники / Н. С. Бажайкин. – Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1977. – 88 с.


Васильев А. Алла-аллїн : ѕамрїк мїшїрсен конкурсє / Александр Васильев. – Ш.,1994. – 80 с.


Димитриева Н. И. Мир чувашской культуры / Н. И. Димитриева, В. П. Никитин. – Чебоксары : Новое время, 2007. – 304 с.


Мессарош Д. Памятники старой чувашской веры / Дюля Мессарош. – Чебоксары, 2000. – 360 с.


Никитин А. Мир чувашский / Александр Никитин. – Чебоксары, 2003. – 896 с.


Осипов А. Чувашская свадьба / Александр Осипов.– Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 2007. – 206 с. : ил.


Патмар И. А. Пурнїѕ илемє / И. А. Патмар. – Шупашкар, 1992. – 256 с.


Патмар Э. Чїваш халїх культури / Эдисон Патмар, Сергей Патмар. – Ш., 2004. – 224 с.


Халїх сїмахлїхє : хрестомати. – Ш. : Чїв. кєн. изд-ви, 2003. – 415 с.


Чїваш туйє / Н. И. Егоров пухса хатєрленє. – Красноармейски, 1996. – 36 с.


Чїваш халїх сїмахлїхє. III том. Юрїсем. – Ш. : Чїв. кєн. изд-ви, 1978. – 512 с.

20



Подайте заявку сейчас на любой интересующий Вас курс переподготовки, чтобы получить диплом со скидкой 50% уже осенью 2017 года.


Выберите специальность, которую Вы хотите получить:

Обучение проходит дистанционно на сайте проекта "Инфоурок".
По итогам обучения слушателям выдаются печатные дипломы установленного образца.

ПЕРЕЙТИ В КАТАЛОГ КУРСОВ

Краткое описание документа:

Здесь рассказывается о традициях и праздниках чуПраздники, обряды и ритуалы занимали важное место в жизни крестьян. Важными семейно-родовыми праздниками были и есть родины (чествование новорожденного), прощание с отрочеством, проводы в армию или на учебу, свадьба, похороны и поминки.Зимние и летние циклы чувашских праздников  Сельские и общинные национальные праздники тесно связаны с хозяйственно-аграрными занятиями, общественно-семейным укладом и отражают мировоззрение народа. Среди общественных увеселений главенствовали календарные праздники.   Праздничные мероприятия в двух циклах года шли параллельно. Зимние игры, увеселения имели свои отражения в летних праздниках. В декабре - нартуган, посиделки, сурхури, а в июне - агадуй, симек, игрища (вайа), моления; в январе идет кашарня (неделя зимы) с праздниками кепшинкке («девичье пиво»), «элемет» (святки), шерне (неделя птиц), а в июле им соответствует уяв: две недели для рукоделия «синьзе», «вайа» (девичьи хороводы), питравкка (день кудрявого барана). В апреле - мункун, серен, в октябре - адан сари, юба.   Зимние и летние периоды праздничных недель имели свои названия. Например, «улах вахачё» (время посиделок») с «кашарни», «ларма», «хёр сари» - зимний период рукоделия и увеселений, а «уяв эрнисем» (праздничные недели) с «синьзе», «вайа карти» - период рукоделия и хороводов после весеннего сева.   Календарные праздники были разного уровня и значения. Некоторые из них проводились в кругу родственников и односельчан, другие считались обязательными для всего сельского общества, а третьи - всей земской общины или даже волости. Общенациональные вопросы государственного, земельного, территориального, военного, судебного, религиозного плана решались на Больших чюклеме, в мирное время назначаемых один раз либо в 4 или 9 и непременно в 12 лет. Обычные весенние чюклеме проводились ежегодно на 12 неделе после весеннего солнцестояния (в середине июня перед агадуем - праздника всего населения волости), а осенние - через 6 недель после равноденствия (в начале ноября перед «кёрсари ёски» - праздника всех членов родни до седьмого колена).   Осенние дни полностью поглощены заботами об уборке урожая. Поэтому чуваши в эти месяцы проводили лишь те ритуальные обряды, которые связаны с полевыми работами, с новым урожаем и их переработкой. В сентябре, например, проводились моления по новому урожаю, возжигали новый очаг с новым огнем, ставили кашу новому хлебу, «старили» урожай этого года. В конце месяца проводили праздник «аван сари». Более богат праздниками октябрь: тут осенний праздник овощей, осенний серен и костер в честь предков (адан сари), праздник Юба (юбилей предков).   Последний месяц осени по-чувашски называется «чук» (моление). Чуваш кланялся природе и труду. Приносил благодарность пчелам, живности, домашнему хранителю херт-сурту и проводили в их честь целые празднества по строгим сценариям.   Зимние месяцы людей гоняют в теплые помещения, к рукоделию. Но от этого радостей меньше не становится. Наоборот, число календарных праздников увеличивается. Начинается время «улах» и «ларма», вслед за ним другой цикл веселий под общим названием «кашарни» (неделя зимы): проводятся «ветке» (проказы ряженой молодежи), нартуган, «сурхури», вирём (зимний сёрен), играются элеметы (спектакли бродячих артистов), конные катания, кёпшинкке (девичье пиво) и многое другое. вашского народа. 
Автор
Дата добавления 23.05.2014
Раздел Начальные классы
Подраздел Конспекты
Просмотров1230
Номер материала 110745052258
Получить свидетельство о публикации
Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх