Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Свидетельство о публикации

Автоматическая выдача свидетельства о публикации в официальном СМИ сразу после добавления материала на сайт - Бесплатно

Добавить свой материал

За каждый опубликованный материал Вы получите бесплатное свидетельство о публикации от проекта «Инфоурок»

(Свидетельство о регистрации СМИ: Эл №ФС77-60625 от 20.01.2015)

Инфоурок / Другое / Конспекты / Обобщение темы «Имя существительное»
ВНИМАНИЮ ВСЕХ УЧИТЕЛЕЙ: согласно Федеральному закону № 313-ФЗ все педагоги должны пройти обучение навыкам оказания первой помощи.

Дистанционный курс "Оказание первой помощи детям и взрослым" от проекта "Инфоурок" даёт Вам возможность привести свои знания в соответствие с требованиями закона и получить удостоверение о повышении квалификации установленного образца (180 часов). Начало обучения новой группы: 28 июня.

Подать заявку на курс
  • Другое

Обобщение темы «Имя существительное»

библиотека
материалов

Хирти Пикшикри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӱ паракан шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Пестров Леонид Николаевичăн

6-мĕш класра чăваш чĕлхипе ирттермелли урок конспектчĕ.


Япала ячĕсем (пĕтĕмлетӱ урокĕ).

Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетӱ урокĕ.

Вĕрентӱ тĕллевĕ: япала ячĕ çинчен вĕреннине аса илесси.

Воспитани тĕллевĕ: ачасене чĕлхе туйăмне ăнланма вĕрентесси, илемлĕ калаçма хăнăхтарасси.

Ăнлантару тĕллевĕ: япала ячĕн морфологи паллисемпе синтаксис уйрăмлăхĕсене палăртса вĕреннине çирĕплетсе хăварасси.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: таблицăсем, карточкăсем, компьютер, презентаци.

Урок юхăмĕ:

  1. Ачасене урока йĕркелесе лартасси.

Учитель сăмахĕ: Ачасем, эпир сирĕнпе япала ячĕсем çинчен вĕренсе пĕтертĕмĕр. Паян эпир пĕтĕмлетӱ урокĕ ирттерĕпĕр. Ăна ăмăрту евĕрлĕ ирттерĕпĕр. Халĕ класа икĕ ушкăна уйăратпăр. Кашни ушкăнăн хăйне валли ят суйламалла. Вăл пирĕн темăпа çыхăнтăр.

Пĕрремĕш ушкăн «Пайăр ятсем» ятлă.

Иккĕмĕш ушкăн «Пайăр мар ятсем».

Учитель сăмахĕ: Кашни ушкăна эпĕ ĕçсем хушатăп. Тĕрĕс те туллии хуравшăн ушкăн 5 балл илет.

  1. Вĕреннине аса илесси.

Пĕрремĕш ĕç. Ушкăнсемпе паллаштарни.

Сирĕн хăвăрăн ушкăн ячĕ çинчен каласа памалла пулать (малтан «Пайăр ятсем» хуравлаççĕ. Мĕнле япала ячĕсене пайăр ятсем теççĕ, унта мĕн-мĕн кĕни çинчен тата вĕсене мĕнле çырни çинчен каласа параççĕ. Кайран «Пайăр мар ятсем» хуравлаççĕ).



Иккĕмĕш ĕç. Тестсемпе ĕçлесси.

Кашни ушкăна 7-шер ыйту. Сирĕн тĕрĕс хуравсене палăртмалла. Хăш ушкăн маларах хуравĕсене тупать.

«Пайăр ятсем» «Пайăр мар ятсем»

  1. Япала ячĕ мĕне пĕлтерет? 1. Мĕн вăл япала ячĕсен вĕçленĕвĕ?

а)ĕçе а) пуплев пайĕ падежсем тăрăх улшăнни;

ă)япалана; ă) пуплев пайĕ хисеп тăрăх улшăнни;

б) хисепе б) пуплев пайĕ сăпат тăрăх улшăнни;

в) япалан паллине в) пуплев пайĕ палăрту форминче пулни.

2. Чăваш чĕлхинче миçе падеж? 2. Япала ячĕсем мĕнле ыйтура пулаççĕ?

а) 7 а) миçе?

ă) 8 ă) хăшĕ?

б) 9 б) кам? мĕн?

в) 6 в) мĕнле?

3. Япала ячĕсен ыйтăвĕсем: 3. Пĕрремĕшле япала ячĕ туп:

а) Мĕнле? Епле? а) çыру

ă) Ăçта? Ăçтан? ă) пулăçăсем

б) Кам? Мĕн? б) вăрман

в) Миçе? Миçемĕш? в) куçлăх

4. Ҫынна пĕлтерекен япала ячĕсем: 4. Хăшĕ иккĕмĕшле япала ячĕ пулать?

а) Кам? ыйту çине ыйтăнаççĕ; а) халăх

ă) Мĕн? ыйту çине ыйтăнаççĕ ă) çил-тăман

б) Мĕнле? ыйту çине ыйтăнаççĕ б) çынсем

в) Миçе? ыйту çине ыйтăнаççĕ в) кĕнеке

5. Япала ячĕсем: 5. Хăш аффиксем япала ячĕ тăваççĕ?

а) вĕçленмеççĕ а) –сем

ă) вĕçленеççĕ ă) –çă (-çĕ)

б) палăрту форминче кăна вĕçленеççĕ б) –ран (-рен)

6. Пайăр ятсем: 6. Хăш япала ячĕ пайăр ят пулать?

а) хисеп ячĕсем пулаççĕ а) çыравçă

ă) глаголсем пулаççĕ ă) Атăл

б) япала ячĕсем пулаççĕ б) кермен

7. Хăш йĕркере пайăр ятсем? 7. Хăш сăмахне пысăк саспаллирен

а) ял, хула, юхан шыв, кӱлĕ; пуçласа кавычкăна илсе çырмалла?

ă) ят, хушамат, атте ячĕ, çуралнă кун; а) Пилеш фабрика

б) Иванов, Шупашкар, Хирти Пикшик ă) Петĕр мучи

б) Мухтав орденĕ.



Виççĕмĕш ĕç. Сăмах диктанчĕ.

(Кашни ушкăнран пĕрер ача доска умĕнче ĕçлет, ыттисем- вырăнта)

Ар çын, хĕрарăм, арçын ача, хĕр ача, Атăл, Патăрьел, ула такка, кукăр сăмса, вĕлтĕрен тăрри, Пăла, Ҫĕнĕ çул, мăрье, кĕсье, Чăваш Республики, Ҫеçпĕл Мишши, Хураçка, анчăк.

Тăваттăмĕш ĕç. Панă сăмахсене падежсем тăрăх вĕçлĕр.

(Кашни ушкăнран пĕрер ача доска умĕнче ĕçлет)

«Пайăр ятсем» «Пайăр мар ятсем»

шăши çыру



Пиллĕкмĕш ĕç. Ҫак япала ячĕсене камăнлăх форминче лартăр:

(Ушкăнсем вырăнта ĕçлеççĕ)

«Пайăр ятсем» «Пайăр мар ятсем»

кĕпе укçа

1.япали те, хуçи те пĕрре. 1. Япали пĕрре, хуçи нумай

2. япали нумай, хуçи пĕрре. 2. Япали те, хуçи те нумай.



Кану саманчĕ:

Кам пуласшăн вăйлă, паттăр -

Физзарядка кĕç пуçлатпăр!

Тарăн сывласа халь илĕр,

Тĕрлĕ хусканусем тăвăр:

Кайăк евĕр çунатланăр,

Вутă çурнă пек хуçланăр,

Ларăр, тăрăр, утăр, сикĕр!

Шăппăн кăна кĕрсе ларăр.







Улттăмĕш ĕç. Ҫак сăвă йĕркисем мĕнле хайлавран? Авторĕ кам?

(Ушкăнсем вырăнта ĕçлеççĕ)

Ешĕл курăк хушшинче

Сап-сарă чечек ӱсет,

Аслă Силпи ялĕнче

Нарспи ятлă хĕр ӱсет. (К.В.Иванов. «Нарспи»)

Кашни ушкăн хăй ячĕпе çыхăннă япала ячĕсене тупать.



Ҫиччĕмĕш ĕç. Ҫак аффиксемпе усă курса иккĕмĕшле япала ячĕсем тăвăр.

(Кашни ушкăнран черетпе пĕрер ача доска умне тухса пĕр сăмах çырать)

«Пайăр ятсем» «Пайăр мар ятсем»

-лăх, -у, -çă, -ăм -лĕх, -ӱ, -çĕ, -ĕм.





Саккăрмĕш ĕç. Текстпа ĕçлесси.

(Ушкăнсем вырăнта ĕçлеççĕ)

Дима юлташĕ патне çыру çырнă. Сирĕн вăл тунă йăнăшсене тупса тӱрлетмелле.

Саламлă çыру.

Малтанах йышăнсам, Коля, манран салам. Сан çыруна (çырăвна) илсе вуларăм, тавах.

Кĕскен хам çинчен çырса пĕлтерес терĕм. Пурнăçсем (пурнăç) майĕпен иртеççĕ (иртет), кашни кунах шкула чупатăп. Уроксем хыççăн юлташ панче (патĕнче) шахматла вылятпăр, ку вăйăна (вăййа) иксĕмĕр те килĕштеретпĕр. Сан шăллăму (шăллу) мĕнле пурăнать? Ăна манран салам кала. Чипер юл. Ҫыру çыр. Тусу – Дима.



Тăххăрмĕш ĕç. Япала ячĕн тишкерĕвĕ.

(Ушкăнсем вырăнта ĕçлеççĕ)

1. Сăмах тĕпĕ.

2. Пайăр е пайăр мар ят.

3. Камăнлăх форми: сăпачĕ, хисепĕ (пур пулсан).

4. Хисепĕ.

5. Падежĕ.


«Пайăр ятсем» «Пайăр мар ятсем»

Юлташусемпе Вăрмантан



  1. Ăмăртăва пĕтĕмлетни.

Учитель: çапла вара, ачасем, çак вăйă- урокпа япала ячĕсем çинчен мĕн вĕреннине аса илсе çирĕплетрĕмĕр.

Оценкăсем лартни.




Подайте заявку сейчас на любой интересующий Вас курс переподготовки, чтобы получить диплом со скидкой 50% уже осенью 2017 года.


Выберите специальность, которую Вы хотите получить:

Обучение проходит дистанционно на сайте проекта "Инфоурок".
По итогам обучения слушателям выдаются печатные дипломы установленного образца.

ПЕРЕЙТИ В КАТАЛОГ КУРСОВ

Краткое описание документа:

"Описание материала:

План урока по родному языку (чувашский язык) можно использовать при обобщении темы «Имя существительное» в 6 классе.

Урок проводится в виде игры между двумя командами. Конспект урока сопровождается презентацией, на слайдах которой имеются задания для каждой команды по отдельным пунктам.

Имеются задания как для групповой работы, так и для индивидуальной работы членов команды. каждое задание оценивается в пяти бальной шкале.

По количеству набранных баллов команде ставится соответствующая оценка. Надеемся, что этот конспект урока найдет широкое применение учителями, преподающими родной чувашский язык.

"Выдержка из материала:

Хирти Пикшикри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӱ паракан шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Пестров Леонид Николаевичăн 6-мĕш класра чăваш чĕлхипе ирттермелли урок конспектчĕ. Япала ячĕсем (пĕтĕмлетӱ урокĕ). Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетӱ урокĕ. Вĕрентӱ тĕллевĕ: япала ячĕ çинчен вĕреннине аса илесси.

Воспитани тĕллевĕ: ачасене чĕлхе туйăмне ăнланма вĕрентесси, илемлĕ калаçма хăнăхтарасси. Ăнлантару тĕллевĕ: япала ячĕн морфологи паллисемпе синтаксис уйрăмлăхĕсене палăртса вĕреннине çирĕплетсе хăварасси.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: таблицăсем, карточкăсем, компьютер, презентаци. Урок юхăмĕ: 1. Ачасене урока йĕркелесе лартасси. Учитель сăмахĕ: Ачасем, эпир сирĕнпе япала ячĕсем çинчен вĕренсе пĕтертĕмĕр. Паян эпир пĕтĕмлетӱ урокĕ ирттерĕпĕр. Ăна ăмăрту евĕрлĕ ирттерĕпĕр. Халĕ класа икĕ ушкăна уйăратпăр. Кашни ушкăнăн хăйне валли ят суйламалла. Вăл пирĕн темăпа çыхăнтăр. Пĕрремĕш ушкăн «Пайăр ятсем» ятлă.

Иккĕмĕш ушкăн «Пайăр мар ятсем». Учитель сăмахĕ: Кашни ушкăна эпĕ ĕçсем хушатăп. Тĕрĕс те туллии хуравшăн ушкăн 5 балл илет. 2. Вĕреннине аса илесси. Пĕрремĕш Ушкăнсемпе паллаштарни. Сирĕн хăвăрăн ушкăн ячĕ çинчен каласа памалла пулать

(малтан «Пайăр ятсем» хуравлаççĕ. Мĕнле япала ячĕсене пайăр ятсем теççĕ, унта мĕн-мĕн кĕни çинчен тата вĕсене мĕнле çырни çинчен каласа параççĕ. Кайран «Пайăр мар ятсем» хуравлаççĕ). Иккĕмĕш Тестсемпе ĕçлесси. Кашни ушкăна 7-шер ыйту. Сирĕн тĕрĕс хуравсене палăртмалла. Хăш ушкăн маларах хуравĕсене тупать. «Пайăр ятсем» «Пайăр мар ятсем» 1. Япала ячĕ мĕне пĕлтерет? 

Мĕн вăл япала ячĕсен вĕçленĕвĕ? а)ĕçе а) пуплев пайĕ падежсем тăрăх улшăнни; ă)япалана; пуплев пайĕ хисеп тăрăх улшăнни; б) хисепе б) пуплев пайĕ сăпат тăрăх улшăнни; в) япалан паллине в) пуплев пайĕ палăрту форминче пулни. 2. Чăваш чĕлхинче миçе падеж? 2. Япала ячĕсем мĕнле ыйтура пулаççĕ? а) 7 а) миçе? 8 хăшĕ? б)

 б) кам? мĕн? в) 6 в) мĕнле? 3. Япала ячĕсен ыйтăвĕсем:

Пĕрремĕшле япала ячĕ туп: а) Мĕнле? Епле? а) çыру Ăçта? Ăçтан? пулăçăсем б) Кам? Мĕн? б) вăрман в) Миçе? Миçемĕш? в) куçлăх

Ҫынна пĕлтерекен япала ячĕсем: 4. Хăшĕ иккĕмĕшле япала ячĕ пулать? а) Кам? ыйту çине ыйтăнаççĕ; а) халăх Мĕн? ыйту çине ыйтăнаççĕ çил-тăман б) Мĕнле? ыйту çине ыйтăнаççĕ б) çынсем в) Миçе? ыйту çине ыйтăнаççĕ в) кĕнеке 5. Япала ячĕсем:

Хăш аффиксем япала ячĕ тăваççĕ? а) вĕçленмеççĕ а) –сем вĕçленеççĕ б) палăрту форминче кăна вĕçленеççĕ б) –ран (-рен) 6. Пайăр ятсем: 6. Хăш япала ячĕ пайăр ят пулать? а) хисеп ячĕсем пулаççĕ а) çыравçă глаголсем пулаççĕ Атăл б) япала ячĕсем пулаççĕ б) кермен Хăш йĕркере пайăр ятсем?

Хăш сăмахне пысăк саспаллирен а) ял, хула, юхан шыв, кӱлĕ; пуçласа кавычкăна илсе çырмалла? ă) ят, хушамат, атте ячĕ, çуралнă кун; а) Пилеш фабрика б) Иванов, Шупашкар, Хирти Пикшик ă) Петĕр мучи б) Мухтав орденĕ.

Виççĕмĕш ĕç. Сăмах диктанчĕ. (Кашни ушкăнран пĕрер ача доска умĕнче ĕçлет, ыттисем- вырăнта) Ар çын, хĕрарăм, арçын ача, хĕр ача, Атăл, Патăрьел, ула такка, кукăр сăмса, вĕлтĕрен тăрри, Пăла, Ҫĕнĕ çул, мăрье, кĕсье, Чăваш Республики, Ҫеçпĕл Мишши, Хураçка, анчăк.

Тăваттăмĕш ĕç. Панă сăмахсене падежсем тăрăх вĕçлĕр. (Кашни ушкăнран пĕрер ача доска умĕнче ĕçлет) «Пайăр ятсем» «Пайăр мар ятсем» шăши çыру Пиллĕкмĕш ĕç. Ҫак япала ячĕсене камăнлăх форминче лартăр: (Ушкăнсем вырăнта ĕçлеççĕ) «Пайăр ятсем» «Пайăр мар ятсем» кĕпе укçа 1. япали те, хуçи те пĕрре.

 Япали пĕрре, хуçи нумай 2. япали нумай, хуçи пĕрре.

Япали те, хуçи те нумай. Кану саманчĕ: Кам пуласшăн вăйлă, паттăр - Физзарядка кĕç пуçлатпăр! Тарăн сывласа халь илĕр, Тĕрлĕ хусканусем тăвăр: Кайăк евĕр çунатланăр, Вутă çурнă пек хуçланăр, Ларăр, тăрăр, утăр, сикĕр! Шăппăн кăна кĕрсе ларăр. Улттăмĕш ĕç. Ҫак сăвă йĕркисем мĕнле хайлавран?

Авторĕ кам? (Ушкăнсем вырăнта ĕçлеççĕ) Ешĕл курăк хушшинче Сап-сарă чечек ӱсет, Аслă Силпи ялĕнче Нарспи ятлă хĕр ӱсет. (К. В. Иванов. «Нарспи») Кашни ушкăн хăй ячĕпе çыхăннă япала ячĕсене тупать. Ҫиччĕмĕш ĕç. Ҫак аффиксемпе усă курса иккĕмĕшле япала ячĕсем тăвăр.

(Кашни ушкăнран черетпе пĕрер ача доска умне тухса пĕр сăмах çырать) «Пайăр ятсем» «Пайăр мар ятсем» -лăх, -у, -çă, -ăм -лĕх, -ӱ, -çĕ, -ĕм. Саккăрмĕш ĕç. Текстпа ĕçлесси. (Ушкăнсем вырăнта ĕçлеççĕ) Дима юлташĕ патне çыру çырнă. Сирĕн вăл тунă йăнăшсене тупса тӱрлетмелле. Саламлă çыру. Малтанах йышăнсам, Коля, манран салам. Сан çыруна (çырăвна) илсе вуларăм, тавах. Кĕскен хам çинчен çырса пĕлтерес терĕм.

Пурнăçсем (пурнăç) майĕпен иртеççĕ (иртет), кашни кунах шкула чупатăп. Уроксем хыççăн юлташ панче (патĕнче) шахматла вылятпăр, ку вăйăна (вăййа) иксĕмĕр те килĕштеретпĕр. Сан шăллăму (шăллу) мĕнле пурăнать?

Ăна манран салам кала. Чипер юл. Ҫыру çыр. Тусу – Дима. Тăххăрмĕш ĕç. Япала ячĕн тишкерĕвĕ. (Ушкăнсем вырăнта ĕçлеççĕ) 1. Сăмах тĕпĕ. 2. Пайăр е пайăр мар ят. 3. Камăнлăх форми: сăпачĕ, хисепĕ (пур пулсан). 4. Хисепĕ.

5. Падежĕ. «Пайăр ятсем» «Пайăр мар ятсем» Юлташусемпе Вăрмантан 3. Ăмăртăва пĕтĕмлетни. Учитель: çапла вара, ачасем, çак вăйă- урокпа япала ячĕсем çинчен мĕн вĕреннине аса илсе çирĕплетрĕмĕр. Оценкăсем лартни.

Автор
Дата добавления 19.12.2013
Раздел Другое
Подраздел Конспекты
Просмотров465
Номер материала 22872121915
Получить свидетельство о публикации
Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх