Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / Другое / Другие методич. материалы / Урок по чувашской литературе «Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕкленĕ паттăр», 5 класс
ВНИМАНИЮ ВСЕХ УЧИТЕЛЕЙ: согласно Федеральному закону № 313-ФЗ все педагоги должны пройти обучение навыкам оказания первой помощи.

Дистанционный курс "Оказание первой помощи детям и взрослым" от проекта "Инфоурок" даёт Вам возможность привести свои знания в соответствие с требованиями закона и получить удостоверение о повышении квалификации установленного образца (180 часов). Начало обучения новой группы: 24 мая.

Подать заявку на курс
  • Другое

Урок по чувашской литературе «Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕкленĕ паттăр», 5 класс

библиотека
материалов

Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕкленĕ паттăр


(5 класра ирттермелли урок)


Сапăрлăх тĕллевĕ: урокра тимлĕ пулма, тăван халăха юратма , Андриян Николаев пек тăрăшма вĕрентесси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: чăвашран тухнă Андриян Григорьевич Николаев космонавт ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашасси.

Аталантару тĕллевĕ: ачасен пуплев культурине тата шухăшлавне аталантарасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, тишкерÿ, ыйту-хурав, кластер, синквэйн тăвасси, калаçу, тест.

Пуплеве аталантарасси: вуланă текстпа усă курса шухăша çирĕплетесси, ыйтусем йĕркелесси.

Словарь ĕçĕ: кăнтти диал.– сладости, патриот – хăй çĕр-шывне юратакан: хисеплекен çын: Шуршăл – Шоршелы, Фрунзе – Кăркăстанăн (Киргизия) тĕп хули (халĕ Бишкек ятлă), хĕсмет- служба, çĕмрен – вырăсла наконечник стрелы

Курăмлăх хатĕрĕсем: слайдсем (ÿкерчĕксемпе дидактика материалĕсем), компьютер, проектор, «А.Г.Николаев» темăпа хатĕрленĕ раскладушка папка, буклет, тест.

Урок тĕсĕ: информаципе хутшăну технологийĕсемпе усă курса ирттернĕ урок.


Урок эпиграфĕ:

  1. Чуна парса вĕренер,

Чуна парса ĕçлер,

Кăмăл-сипетпе,

Ăс-тăнпа пурăнар.

(«Тантăш» хаçатран)

2) …Эп яланах Чăваш Республикине, хамăн тăвансем патне савăнса килетĕп.

(А.Николаев)


Урок юхăмĕ


1. Класа йĕркелени.

- Ырă кун пултăр, ачасем! Урок пуçлăпăр. Паянхи урок теми пирĕн – «Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕкленĕ паттăр».

1 слайд çине пăхатпăр. Кама куратăр эсир кунта? (ачасем хуравлаççĕ).

2 слайд. - Урок эпиграфĕпе ĕçлени.

- Урок эпиграфĕсенчен мĕн пĕлтĕр? Кам вăл патриот?

Тĕрĕсех, маттур, ачасем. Ку вăл чăвашран тухнă пĕрремĕш космонавт – Андриян Григорьевич Николаев – чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕкленĕ паттăр. Паян урокра 3 космонавт çинчен калаçăпăр, ун çинчен мĕн пĕлнине çирĕплетсе хăварăпăр, вăйăсем выльăпăр.

2. Çĕнĕ темăна ăнлантарни.

3 слайд, Апла пулсан паянхи урокра тимлĕ пулма, Андриян Николаев пек тăрăшма, ун çинчен ытларах пĕлме, тăван халăха юратма вĕренме тĕллев лартар.


1. «А.Г.Николаев 70 çул тултарнă май» видеороликпа ĕçлесси (Звездный путь А.Николаева (аудио, видеодиск) .

а) Видеороликпа паллашасси.

ă) Ыйтусемпе ĕçлесси.

- Эсир экран çинче кама куртăр? (А.Г.Николаев)

-Эпĕ хамăн тăвансем патне питĕ савăнса килетĕп…, - тет А.Г.Николаев. Çакă мĕне пĕлтерет? Андриян Николаевич хăй халăхне юратнине пĕлтерет)

-Хăй халăхне юратакан, ăна хисеплекен çынна кам теççĕ? (патриот)

- Кăнтти тени мĕне пĕлтерет? (диалект сăмахĕ - сладости)

- А.Николаева 3 космонавт терĕмĕр, унран маларах вĕçнĕ вырăс космоначĕсем камсем пулнă?(Юрий Алексеевич Гагарин, Г.С.Титов)

- Тата Андриян Григорьевичăн кăкăрĕ çинче эсир мĕн куртăр? (космонавт Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ пулнине кăтартакан орденсем)


3. 4 слайд Текстпа ĕçлесси. 1 №-лĕ карточка çине пăхатпăр.


А. Г. Николаев1929 ç. авăнăн 5-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере вăл иккĕмĕш ача пулнă. 5 слайд Амăшне Анна Алексеевна тесе чĕннĕ. 1944 çулта Шуршăлти тулли мар вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕренме кĕрет.

6 слайд 1947 ç. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумне пĕтернĕ те 2 çул хушши (1950 çулччен) Карелире вăрман хатĕрлес ĕçре мастерта тăрăшнă. Андриян Григорьевич авиацин çар чаçĕнче хĕсметре тăнă. 1954 ç. Фрунзери çар авиаци училищине пĕтерсен Мускав çывăхĕнчи авиаци чаçĕсенче самолетсемпе тÿпене çĕкленнĕ. Чунри иксĕлми вăй-халĕ тата талпăнăвĕ, çавăн пекех техника пĕлĕвĕ анлă пулни ăна космонавтсен отрядне лекме пулăшнă. 7 слайд 1960 ç. Юрий Алексеевич Гагаринпа, Герман Титовпа, Павел Поповичпе, Валерий Быковскипе тата Григорий Нелюбовпа пĕрле А. Г. Николаева (пурĕ 6 çынна) космонавтсен ушкăнне илнĕ… Мĕн чухлĕ вăй хуман-ши пулас космонавтсем. Çирĕп сывлăх та, тарăн пĕлÿ те, чăтăмлăх та кирлĕ чăн-чăн космонавт пулас тесессĕн. Çакна эпир видеороликра А.Николаев каласа панинчен те пĕлтĕмĕр.Ахальтен мар уйăх çинчи пĕр кратера А.Николаев ятне панă.

8 слайд 1962 çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче Совет Союзĕ космоса пĕр карап мар, иккĕ вĕçтерсе яни çинчен пĕлнĕ. Байконур космодромран чи малтан «Восток – 3»караппа Андриян Григорьевич Николаев 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче старт илнĕ, тепĕр кунне вара Павел Романович Попович «Восток – 4»караппа çĕкленнĕ. Вĕсем юнашарах вĕçнĕ. Кунсăр пуçне карапсем хушшинче радиоçыхăну йĕркеленĕ. 9 слайд Иккĕмĕш хут вара «Союз-9» карап командирĕ пулса 1970 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-18 кунĕсенче Виталий Севастьяновпа пĕрле вĕçнĕ. Пирĕн ентеш этем организмĕ тĕнче уçлăхĕнчи йывăрăша çухатнă лару-тăрура та калама çук пысăк йывăрлăхсене чăтса ирттерме пултарнине çирĕплетсе панă.Ун пирки юлташĕсем те, ĕçтешĕсем те ыррине кăна каланă. Вăл хăйĕн виçесĕр паттăлăхĕпе, иксĕлми хăюлăхĕпе çĕр-шыва, пĕчĕк Чăваш Ене чапа кăларчĕ, Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕклерĕ.

10 слайд 1972 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче мухтавлă ентешĕмĕрĕн тăван ялĕнче уçнă Раççейри пĕртен-пĕр космонавтика музейĕ Чăваш Енри «çăлтăр ывăлĕ» çинчен ĕмĕр-ĕмĕр аса илтерсе тăрĕ. Андриян Григорьевич Николаева асăнса лартнă комплекс тытăмне «Ракета» ят панă çĕмрен çурт, А.Г.Николаевăн пăхăр бюсчĕ, космонавт ячĕллĕ парк, Космонавтика музейĕ, Николаевсен çемйи пурăннă çурт тата часавай кĕреççĕ.

1974 çулта Андриян Григорьевич Николаева космонавтсем хатĕрлекен Центр пуçлăхĕн çумĕ пулма лартнă, çак должноçра отставкăна тухичченех ĕçленĕ.

11слайд «Çĕр-шыв ятне çÿлеçĕклерĕ» Палăртма кăмăллă, Андриян Николаев чăваш ятне çÿле çĕклерĕ. Çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ пысăк ĕçсемшĕн Николаева икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă, икĕ хутчен Ленин орденĕпе наградăланă, çавăн пекех вăл Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене , нумай медале тивĕçнĕ. Унăн ятне Чăваш Республикин Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ.

12 слайд А.Николаев космонавт çеç маар, çыравçă та. Андриян Григорьевичăн çакăн пек кĕнекесем тухнă:


  • «Космос – дорога без конца».

  • «Притяжение Земли. Записки космонавта – 3».

  • «Встретимся на орбите».


Пирĕн ентешĕмĕр чăннипех те мухтавлă. Унăн ятне карапсене, Чăваш Енри хуласемпе районсенчи 30 ытла урама, Шупашкарти тата Шуршăлти шкулсене, республикăн тĕп хулинчи ача-пăча паркне панă. Республикăра космонавтсен юхăмĕ ĕçлет, 30 ытла отряд шутланать. Шупашкарта космонавтика музейĕ ĕçлет. Йĕпреç районĕн Пучинке ялĕнче те А.Г.Николаев ячĕллĕ урам пур.

13 -15 слайдсем 2004 ç. утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, космосăн легендарлă геройĕ, СССР космонавт лётчикĕ, авиаци генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Андриян Николаевăн тĕнчешĕн, Совет Союзĕшĕн, Раççейшĕн, Чăваш Республикишĕн тунă пархатарлă ĕçĕсем халăх асĕнче, çĕр-шывсен историйĕнче ылтăн сас паллисемпе çырăнчĕç, ылтăн «çÿпçисенче» упранĕç.

Чăваш çăлтăрĕ сÿнчĕ, анчах унăн янкăр çути нихăçан та çухалмĕ, тĕксĕмленмĕ, малалла ăнтăлма, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме çул кăтартса тăрĕ. Çулсем иртĕç, чăваш хутлăхне ăру хыççăн ăру килĕ, мухтавлă ентешĕмĕрĕн этемлĕхшĕн тунă ĕçĕсене малалла тăсĕ.




16 слайд а) Словарь ĕçĕ: ШуршăлШоршелы, ФрунзеКăркăстанăн (Киргизия) тĕп хули (халĕ Бишкек ятлă), хĕсмет - служба, çĕмренвырёсла наконечник стрелы

ă) Текстпа паллашасси.

б) Ыйтусмпе ĕçлесси.

- Текст кам çинчен?

- Вăл хăçан тата ăçта çуралнă?

- Космонавтсен ушкăнĕнче А.Николаевпа пĕрле тата камсем пулнă?


  1. Учитель сăмахĕ.

17 слайд Çапла, 1962 çулта чăваш ятне пĕтĕм тĕнчипе янраттарса яраканĕ кам иккенне пурте лайăх пĕлетпĕр ĕнтĕ. А.Г.Николаев – 3 космонавт. Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕкленĕ паттăр. Чăвашăн паттăр та хастар ывăлĕ пирĕн чĕресене яланлăхах кĕрсе юлчĕ. Кам кăна çырман пуль ун çинчен: К. Петров, В. Туркай, Юхма Мишши, В.Давыдов-Анатри, П.Хусанкай т. ыт. те.


  1. 18-19 слайдсем Айтăр-ха эпир те космонавта халалласа сăвă çырса пăхар. Пулăшу сăмахĕсем 2 №-лĕ карточкăсем çинче.

4 слайд……………………………маттур

……………………………ĕмĕтне

……………………………пур –

……………………………малашне.


Андриян пичче, маттур

Пурнăçларăн ĕмĕтне.

Чăваш ачин тĕллев пур –

Сан пек пулма малашрне.


  1. 20 слайд Кану саманчĕ.

Пурте ура çине тăратпăр. Слайд çине пăхса вулатпăр, хусканусем тăватпăр.

5 слайд

1,2,3,4

Эпир çамрăк ачасем

5,6,7,8

Хускану тăватпăр.


  1. 21-22 слайдсем – Ачасем, эсир тĕнчипе паллă А.Г.Николаев ятне мĕнле сăмахсемпе çыхăнтарнă пулăттăр?


Драматург, çыравçă, Совет Союз.н 2 хут Геройĕ, агроном, генерал-майор, Патшалăх премийĕн лауреачĕ, техника наукисен кандидачĕ, столяр, летчик-космонавт



hello_html_m721adc3c.gif




3. 23-24 слайдсем Çирĕплетÿ тапхăрĕ. Тест ирттересси


1. 3 космонавт хăçан тата ăçта çуралнине тĕрĕс палăртăр?

а) 1930 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Канаш райончи Сиккасси ялĕнче

а)1929 çулхи авăнăн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче

б) 1919 çулхи авăнăн 5-мĕшĕнче Йĕпреç районе кĕрекен Кĕлĕмасси ялĕнче


2. Кăнтти тени мĕне пĕлтерет?

а) диалект сăмахĕ, пылак çимĕç (вырăсла – сладости)

ă) кантраллă пушмак

б) сĕтпе юрса пĕçернĕ пашалу


3. Хăвăр пĕлекен космонавтсен ячĕсене çырăр.


4. Карелире вăрман хатĕрлес ĕçре мастер пулса миçе çул хушши вăй хунă?

а) 1 çул

ă) 3 çул

б) 2 çул


5. Иккĕмĕш хут А.Николаев космосра хăçан тата кампа пĕрле пулнă?

а) Юрий Алексеевич Гагаринпа, 1961 çулта

ă) Виталий Севастьяновпа пĕрле, 1970 çулта

б) Герман Титовпа , 1971 çулта


6. А.Николаевăн юратнă юрри мĕн ятлă пулнă-ши?

а) «Вĕç,вĕç, куккук»

ă) «Ан авăн, шĕшкĕ»


4. Кроссворд (25 слайд)


1

2




3









4







5







6








7






8







9








Сулахайран сылтăмалла:

  1. А.Г.Николаев космонавт амăшĕн ячĕ.

  1. Пылак çимĕçе Шуршăл тăрăхĕнче (диалектра) мĕн теççĕ?

  2. Андриян çемьере миçемĕш ача пулнă?

  3. Шуршăл вырăсла мĕнле пулать?

  4. .Попович.

  5. 1947 ç. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне пĕтернĕ хыççăн Андриян Григорьевич …..ре 2 çул хушши мастер пулса вăй хурать.

  6. Служба сăмах чăвашла мĕнле пулать-ши?

  7. Вăйлă сăмахăн антонимĕ


Çÿлтен аялалла:

Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕкленĕ паттăр


5. Синквэйн туни.(26 слайд)


1. 1 я.я. А.Николаев

2. 2 п.я. Тăрăшуллă, хастар

3. 3 гл. Вĕçет,чĕнет,йыхăрать

4. 4 сăмахран предл. 3 космонавт – çĕр-шывăн чысĕ

5. Эпитет Кăйкăр!


6. Сăмах диктанчĕ (27 слайд)


«Восток – 3» карап, Шуршăл, кăнтти, Севастьянов, синквэйн, уçлăх, Сĕнтĕрвăрри, караппа, çурла уйăхĕн 12-мĕшĕ, вăй-хал, кăмăллă, тулли.


28 слайд 7.Пĕтĕмлетÿ.

Урока пĕтĕмлетсе çакна калас килет:

-Чăваш халăхĕн мухтава тивĕçлĕ çыннисемпе мăнаçланни кăна сахал, пирĕн вĕренÿре те, ĕçре те, пурнăçра та вĕсем пек пулма тăрăшмалла.


-Чуна парса вĕренер,

Чуна парса ĕçлер,

Кăмăл-сипетпе,

Ăс-тăнпа пурăнар.


-Паянхи çăмăлах мар лару-тăрăва пăхмасăрах эпир вĕренÿре те, ĕçре те, пурнăçра та пирĕн ентеш, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ А. Г. Николаев космонавт пек пулма тăрăшар. Çĕр-шыв пуласлăхĕ пирĕн алăра!




  1. 29 слайд Килти ĕç.

Виçĕ енлĕ дневник.


Çак урокра мĕн çĕнни илтĕм?

Урок мана мĕнле пулма вĕрентет?

Эпĕ çапла шутлатăп














Усă курнă литература:


  • Вахрамеева З. Ф. Пирĕн салам. - Шупашкар, 1984

  • Звездный путь А.Николаева (аудио, видеодиск)

  • Космос паттăрĕсене мухтав. – Шупашкар, 1962

  • Николаев А. Г. Притяжение земли. Записки космонавта – 3. – Чебоксары, 1999

  • Тантăш. – 1999, 33-40 №№

  • Хыпар. – 1999, 18-24 №№hello_html_c64e132.png

Краткое описание документа:

Чăвашран тухнă пĕрремĕш космонавт – Андриян Григорьевич Николаев – чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕкленĕ паттăр çинчен. А. Г. Николаев1929 ç. авăнăн 5-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере вăл иккĕмĕш ача пулнă. Амăшне Анна Алексеевна тесе чĕннĕ. 1944 çулта Шуршăлти тулли мар вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕренме кĕрет. 1947 ç. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумне пĕтернĕ те 2 çул хушши (1950 çулччен) Карелире вăрман хатĕрлес ĕçре мастерта тăрăшнă. Андриян Григорьевич авиацин çар чаçĕнче хĕсметре тăнă. 1954 ç. Фрунзери çар авиаци училищине пĕтерсен Мускав çывăхĕнчи авиаци чаçĕсенче самолетсемпе тÿпене çĕкленнĕ. Чунри иксĕлми вăй-халĕ тата талпăнăвĕ, çавăн пекех техника пĕлĕвĕ анлă пулни ăна космонавтсен отрядне лекме пулăшнă. 1960 ç. Юрий Алексеевич Гагаринпа, Герман Титовпа, Павел Поповичпе, Валерий Быковскипе тата Григорий Нелюбовпа пĕрле А. Г. Николаева (пурĕ 6 çынна) космонавтсен ушкăнне илнĕ… Мĕн чухлĕ вăй хуман-ши пулас космонавтсем. Çирĕп сывлăх та, тарăн пĕлÿ те, чăтăмлăх та кирлĕ чăн-чăн космонавт пулас тесессĕн. Çакна эпир видеороликра А.Николаев каласа панинчен те пĕлтĕмĕр.Ахальтен мар уйăх çинчи пĕр кратера А.Николаев ятне панă. ВЫДЕРЖКА ИЗ ТЕКСТА 8 слайд 1962 çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче Совет Союзĕ космоса пĕр карап мар, иккĕ вĕçтерсе яни çинчен пĕлнĕ. Байконур космодромран чи малтан «Восток – 3«караппа Андриян Григорьевич Николаев 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче старт илнĕ, тепĕр кунне вара Павел Романович Попович «Восток – 4«караппа çĕкленнĕ. Вĕсем юнашарах вĕçнĕ. Кунсăр пуçне карапсем хушшинче радиоçыхăну йĕркеленĕ. 9 слайд Иккĕмĕш хут вара «Союз-9» карап командирĕ пулса 1970 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-18 кунĕсенче Виталий Севастьяновпа пĕрле вĕçнĕ. Пирĕн ентеш этем организмĕ тĕнче уçлăхĕнчи йывăрăша çухатнă лару-тăрура та калама çук пысăк йывăрлăхсене чăтса ирттерме пултарнине çирĕплетсе панă.Ун пирки юлташĕсем те, ĕçтешĕсем те ыррине кăна каланă. Вăл хăйĕн виçесĕр паттăлăхĕпе, иксĕлми хăюлăхĕпе çĕр-шыва, пĕчĕк Чăваш Ене чапа кăларчĕ, Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕклерĕ. 10 слайд 1972 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче мухтавлă ентешĕмĕрĕн тăван ялĕнче уçнă Раççейри пĕртен-пĕр космонавтика музейĕ Чăваш Енри «çăлтăр ывăлĕ» çинчен ĕмĕр-ĕмĕр аса илтерсе тăрĕ. Андриян Григорьевич Николаева асăнса лартнă комплекс тытăмне «Ракета» ят панă çĕмрен çурт, А.Г.Николаевăн пăхăр бюсчĕ, космонавт ячĕллĕ парк, Космонавтика музейĕ, Николаевсен çемйи пурăннă çурт тата часавай кĕреççĕ. 1974 çулта Андриян Григорьевич Николаева космонавтсем хатĕрлекен Центр пуçлăхĕн çумĕ пулма лартнă, çак должноçра отставкăна тухичченех ĕçленĕ.
Автор
Дата добавления 07.02.2013
Раздел Другое
Подраздел Другие методич. материалы
Просмотров745
Номер материала 5024020758
Получить свидетельство о публикации

Выберите специальность, которую Вы хотите получить:

Обучение проходит дистанционно на сайте проекта "Инфоурок".
По итогам обучения слушателям выдаются печатные дипломы установленного образца.

ПЕРЕЙТИ В КАТАЛОГ КУРСОВ

Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх