Инфоурок Начальные классы Другие методич. материалыМетодическая разработка на тему "ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ПАТШАЛĂХ СИВОЛĔСЕМ"

Методическая разработка на тему "ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ПАТШАЛĂХ СИВОЛĔСЕМ"

Скачать материал

         ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ПАТШАЛĂХ СИВОЛĔСЕМ

 

«Алран кайми аки-сухи» юрă янрать. (1 слайд)

 

Вěрентекен: Эпир паянхи калаҫăва «Алран кайми аки-сухи» юрăпа пуҫларăмăр. Ку юрра мěн ěмěртенпех кěрекере алла алтăр тытса ватă  арҫынсем юрлама пуҫланă. Иккěмěш ҫаврине юрлама пурте хутшăннă. Ҫак юрăра Чăваш халăх пурнăҫě ал лаппи ҫинчи пек курăнса тăрать: вěсем ака-суха  ěҫěпе пурăнни, атте-аннене хисеплени, Турă чи асли пулни, ял-йышпа,  кÿршě-аршăпа, тус-юлташпа килěштерсе пурăннине пěлтěмěр. Ку юрра урăхла чăваш халăх сăмахлăхěн Гимнě теме пулать. Хальхи вăхăтра вăл Чăваш наци конгресěн гимнě пулса тăрать.

 

 1-мěш ертÿçě: Чăваш ен – Раççей шутне кĕрекен республика. Унăн территорийĕ 18,3 пин тăваткал километр йышăнать. Раççей лаптăкĕ 17 миллион тăваткал километр пулнине шута илсен, Чăваш ен территорийĕ унăн 0,93 çĕрмĕш пайĕ кăна пулать.

       Ку çав тери пĕчĕк те, çав тери пысăк та. Хăвăрах шухăшласа пăхăр. Европăра пирĕн республикăран пĕчĕкрех çĕршывсем те сахал мар: Люксембург, Лихтенштейн, Андорра, Монако, Сан-Марино. Кунсăр пуçне Чăваш ен Азири нефть сутакан питĕ пуян çак çĕршывсенчен пысăкрах: Бахрейнран, Брунейран, Катартан, Кувейтран. Израиль, Ливан, Сингапур çĕршывĕсен территорийĕсем те пирĕннинчен пĕчĕкрех.

        Апла пулин те республикăмăра пысăк теме çук. Чăваш Республикин географии чиккисем гитара кăшкарне аса илтереççĕ: варринче чи ансăр вырăн пур. Вăл хăйĕн сарлакăшĕпе 80 километрпа танлашать. Чăваш ен çурçĕртен кăнтăра 190 км çити, хĕвел анăçне чи сарлака вырăнта 160 км çити тăсăлать.

 

         2-мěш ертÿçě: Хальхи Чăваш çĕршывĕн территорийĕ еплерех пуçланса кайнине пĕлме те кăсăк. Революцичченхи Раççей картти çинче эсир Чăваш кĕпĕрнине тупаймăр, мĕншĕн тесен чăвашсем Хусан, Чĕмпĕр, Чулхула тата ытти кĕпĕрнесене кĕнĕ пулнă. 1920 çулта кăна Чăваш автономии облаçне туса хураççĕ.

 

        3-мěш ертÿçě: 1925 çулта автономиллĕ республика тăваççĕ. 1993 çулта Чăваш ен суверенлă республика пулса тăрать. Чăваш республикин пĕрремĕш президенчĕ пулма 1994 çулта Н.В.Федорова суйласа лартаççĕ.

        Пирĕн республика географи тĕлĕшĕнчен пит лайăх çĕрте, Хĕвел тухăç Европа тÿремлĕхĕнчи Атăл юхан шывĕн вăта юхăмĕнче вырнаçнă. Çавăнпа та экономикăна аталантарса республикăна пуянлатмалли майсем сахал мар. Пирĕн республикăн кÿршисем çаксем: çурçĕр енчен – Мари Эл республики, хĕвел анăçĕнчен – Чулхула облаçĕ, хĕвел тухăçĕнчен – Тутарстан республики, кăнтăр енчен – Ульяновск облаçĕ тата Мордва республики.

        Республикăран Атăл тăрăх Каспи, Хура, Шурă, Балтика тинĕсĕсене çитме пулать. Ку вăл ют çĕршывсемпе те çыхăну тытма май пуррине пĕлтерет. Чăваш Республики урлă чугун çулсемпе патшалăх пĕлтерĕшлĕ автоçулсем те иртеççĕ. Вĕсем тăрăх Раççейĕн тĕрлĕ вырăнĕсене кайма пулать. Уйрăмах Чулхула – Шупашкар – Хусан автоçулăн пĕлтерĕшĕ пысăк.

 

        1-мěш ертÿçě: Пирěн тǎван ен – Чǎваш Республики. Вǎл Раççей Федерацине кěрет. Пирěн республика 1920-мěш  çулта йěркеленнě. Çĕртме (июнь) уйǎхěн 24-мěшě – Чǎваш Республикин кунě.

        Кашни патшалǎхǎн хǎйěн символěсем пур. Вěсем шутне ялав, герб тата гимн кěреççě.

        Наци Гербěпе Ялавне республикǎн чи малтанхи символěсем тесе 1926 çулхи кǎрлачǎн 31-мěшěнче йышǎннǎ Конституцире çирěплетнě. Çак самантчен тěрлě ěç хутěнче РСФСР гербěпе усǎ курнǎ. Истории аталанǎвěнче республикǎн Гербěпе Ялавě виçě хут улшǎннǎ, вěсене улшǎнусем кěртнě. 1938 çулхи утǎ уйǎхěн 18-мěшěнче йышǎннǎ Чăваш Республикин Конституцийě республикǎн патшалǎх атрибучěсен хǎй евěрлěх пачах «çухаттарнǎ», тěпре РСФСР гербě кǎна  тǎрса юлнǎ. Ялава та çак шǎпах кěтнě. Вěсенче «РСФСР» сǎмах айне «ЧАССР» тата «Пролетарии всех стран, соединяйтесь!» сǎмахсене чǎвашлатса çырнǎ. Иртнě ěмěрěн 90-мěш çулěсенче тǎван халǎхǎмǎрǎн ǎнлануллǎхě ÿсни, наци туйăмĕ аталанса пыни, Чăваш патшалăх суверенитечĕ вăй  илни хамăрăн Патшалăх символĕсем патне таврăнма май панă. Чăваш Республикин Аслă Канашĕ сĕннипе 1992 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Гербĕпе Ялавне (авторĕ Элли Юрьев) тата Гимне («Тăван çĕршыв», сăмахĕсене Илья Тукташ çырнă, кĕвви Герман Лебедев хывнă) йышăннă.

 

 

          2-мěш ертÿçě: Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров 2004 çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче 24-мĕш номерлă указ кăларнă. Унта акă мĕн çырнă:«Хальхи тата малашнехи ăрусене Чăваш Республикин патшалăх символĕсене хисеплеме хăнăхтарас тата вĕсене халăхра сарас тĕллевпе Чăваш Республикин Конституцийĕн 72 статйине тĕпе хурса çапла йышăнатăп:

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунне иртересси çинчен пĕлтерни вырăнлă тесе шутлатăп.

         Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн: район-хула администрацийĕсемпе пĕрле кашни çулах Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунне уявлас тĕлĕшпе мероприятисем ирттермелле;

          Чăваш Республикин Патшалăх ялавне туса хатĕрлес енĕпе патшалăх заказчикне палăртмалла;

          бюджет укçи-тенкине илсе тăракан тивĕçлĕ шайри организации-учрежденисене Чăваш Республикин Патшалăх ялавĕпе тивĕçтермелле;

           Чăваш Республикин «Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ çинчен» саккун проектне Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тăратма хатĕрлемелле».

 

          3-мěш ертÿçě: 1990- мěш ҫулсенче, демократи пуҫлансан, малтанхи гербпа ялава улăштарма вăхăт ҫитнтне палăртнă. Чăваш АССР Аслă Канашě конкурс йěркеленě тата комисси членěсене палăртнă. Ку конкурс икě ҫула тăсăлнă. Комисси членěсем 100 ытла ěҫ пăхса тухнă. Вăйлă тавлашусем хыҫҫăн, тěплě сÿтсе – явнă хыҫҫăн, вěсем Элли Юрьев ěҫě ҫинче чарăнса тăнă.

          1-мěш ертÿçě: Ялав, Герб тата Гимн – пирĕн мăнаçлăхăмăр,  мухтавăмăр тата яваплăхăмăр.

         Чăваш Республикин Патшалăх гербĕ Чăваш Республикин патшалăх символĕ, унăн официаллă эмблеми шутланать.

         Мěне пěлтереҫҫě – ха ялавпа герб ҫинчи паллăсем?

         Чăваш Республикин Патшалăх гербĕ сарă тата йăмăх хĕрлĕ тĕссенчен тăрать. Хулхан (щит) варринче – «Пурнăç йывăçĕ». Вăл Чăваш Енре пурăнакан халăхсен пĕрлĕхне палăртать. Хăмла пултранкисемлĕ йĕпкĕн хĕрлĕ хăю çине ылтăн сас паллисемпе «Чăваш Республики –Чувашская Республика» тесе çырнă.

      Хулкана авалхи чăвашсен «Виçĕ хĕвел» эмблемипе тăрăланă .

      Герб тытăмĕн шайлашулăхĕ чăваш халăхĕ пĕтĕм чун-чĕрипе çут çанталăкпа çураçуллă пурăнма ăнтăлнине пĕлтерет.

      Хулкан, çиелтен пăхсан, чăвашсен киреметне (тĕн кĕмен чăвашсен чÿк вырăнĕ)  парне панă выльăх тирне аса илтетерт. Тăван патшалăхшăн кĕрешсе пуç хунă чăваш паттăрĕсене сăнарлать вăл.

 

          4-мěш ертÿçě: Чăваш Республикин Патшалăх ялавĕ Чăваш Республикин патшалăх  символĕ пулса тăрать.

Чăваш Республикин Патшалăх ялавĕ сарă тата йăмăх хĕрлĕ «уйсене» пайланă, ялав варринче чăваш халăхĕн авалхи йĕпкĕн хĕрлĕ эмблемисем – «Пурнăç йывăçĕ» тата «Виçĕ хĕвел» - вырнаçнă.

        Сарǎ «уй» Чǎваш Республикин халǎхě хěвел айěнче пурǎннине палǎртать, йǎмǎх хěрлě «уй» - чǎваш çěрне.

       Ялав  çинчи «Пурнǎç йывǎçě» эмблема – авалхи чǎвашсен руно çырулǎхне тěпе хурса хатěрленě паллǎ, унǎн ěлки чǎвашсем сума сǎвакан кервен юмана («Уй варринче – лаштра юман…») аса илтетерт. «Пурнǎç йывǎçě» тытǎмěн шайлашулǎхě тǎван халǎх çут çанталǎкпа килěшллěн пурǎнма кǎмǎлланине пěлтетерт.

        «Пурнǎç йывǎçěн» никěсě – йǎмǎх хěрлě «уй». Унǎн вулли «туратран» тǎрать. Асǎннǎ пайрǎм Чǎваш Енěн тěп халǎхне – республикǎра пурǎнакан чǎвашсене – палǎртать. Тěп пайрǎм ик айккипе вырнаçнǎ йěпкěн хěрлě йěрсем «туратсемпе» вěçленеççě. Вěсем тулай чǎвашěсене, диаспорǎна пěлтереççě. «Йывǎç» вуллипе пěрлешекен «туратсем» Чǎваш Республикинчи ытти халǎх çыннисене палǎртаççě.

        Авалхи виçě солярии паллинчен (сакǎр вěçлě çǎлтǎртан ) тǎракан «Виçě хěвел» эмблема пурнǎç парнелекен  тата тиветлěхне упракан хěвел çутине сǎнарлать. Виçě çǎлтǎр  чǎваш халěхěн «Пулнǎ. Пур. Пулатпǎр» «(Были. Есть. Будем.)»  ǎнлавне тÿр килет тата ǎна графика мелěпе сǎнлани пулать.

 

        5-мěш ертÿçě: Чǎваш Республикин Патшалǎх гимнě вǎл – «Тǎван çěршыв» юрǎ. Унǎн авторěсем – Герман Лебедев композиторпа Илья Тукташ сǎвǎçǎ. Гимн республика паллǎ тǎвакан уявсене, чаплǎ пухусене уçнǎ тата хупнǎ чух, тěрлě церемонисем ирттернě чух, ют патшалǎх ертçисене кěтсе илнě  чух янǎрать. Чǎвашрадио передачисем кашни ир гимн каланипе пуçланаççě.

      Чǎваш Республикин Патшалǎх гимнĕ сǎнарсен виçĕ çаврǎмне пĕлтерет: çут çанталǎк çĕнĕ пурнǎçа сиссе чĕрĕлнине; çемьене – тǎвансене, аттепе аннене, ачасене; «чǎваш тĕнчине» - Чǎваш Республикинче пур тǎван та пĕрлешсе килĕшÿллĕ пурǎннине. Гимнǎн кĕввипе сǎмахĕсем чǎваш халǎх юррине питех те çывǎх, анчах  çав вǎхǎтрах вĕсем хальхи пурнǎçа та пĕлтереççĕ.

       Чǎваш Республикинчи наципе патшалǎх символĕсем (герб, ялав, гимн) хǎйсен официаллǎ пĕлтерĕшĕпе пĕрлех  пирĕн патшалǎхǎн илемлĕхĕпе поэтика сǎнарĕсем те пулса тǎраççĕ.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Муниципальное образовательное учреждение

«Шихабыловская основная общеобразовательная школа»

 Урмарского района Чувашской Республики

 

 

 

 

 

 

 

Вид методической разработки: предметы регионального компонента

 

 

Тема работы:

«ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ПАТШАЛĂХ СИМВОЛĔСЕМ»

 

 

 

 

 

Разработал учитель начальных классов

Галина Владимировна Чернова

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

ШИХАБЫЛОВО – 2018

 

 

 

 

 

 

Усă курнă литература

1.     Артемьева Т.В., Печиков О.И. Литература вулавě. Ылтăн пучах/ Т.В.Артемьева, О.И.Печиков.- Шупашкар,2014

2.     Артемьева Т.В., Печиков О.И. Литература вулавě. Пучах ҫумне пучах/ Т.В.Артемьева, О.И.Печиков.- Шупашкар,2014

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Харкамлăх результачěсем:

- тăван халăхăн авалхи кун-ҫулěпе, унăн тěрлě тапхăрта палăртнă ывăл-хěрěпе, вěсен пархатарлă ěҫěсемпе паллашнă май харкам мěнле халăхран тухнине ăша хуни, ҫакăнпа мăнаҫланас туйăм ҫирěпленни;

- тăван халăх культурин, халăх сăмахлăхěн тытăмěпе ăшлăхнě  мěн тери пуян пулнине курма, несěлěмěрсем ăна ěмěрсем хушши упраса, туптаса паянхи куна ҫитерме пултарнине ăса хывма пуҫлани.

 

 

 

 

 

Пěлÿ тěллевě: ачасенче патриотизм, гражданлăх туйăмне аталантарасси

Воспитани тěллевě:вěренекенсене чăваш патшалăх символěсем мěнле пулса кайнипе паллаштарасси, вěсене хисеплеме вěрентесси.

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Методическая разработка на тему "ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ПАТШАЛĂХ СИВОЛĔСЕМ""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Директор по управлению персоналом

Получите профессию

Бухгалтер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 625 716 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 20.10.2018 392
    • DOCX 67 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Чернова Галина Владимировна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Чернова Галина Владимировна
    Чернова Галина Владимировна
    • На сайте: 5 лет и 10 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 5687
    • Всего материалов: 6

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Методист-разработчик онлайн-курсов

Методист-разработчик онлайн-курсов

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 66 человек из 34 регионов

Курс профессиональной переподготовки

Гигиенические требования к условиям реализации основной образовательной программы начального общего образования

Учитель начальных классов

600 ч.

9500 руб. 4750 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 67 человек из 35 регионов

Курс повышения квалификации

Психолого-педагогические аспекты развития мотивации учебной деятельности младших школьников в рамках реализации ФГОС НОО

36 ч. — 144 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 67 человек из 31 региона

Курс повышения квалификации

Особенности введения и реализации обновленного ФГОС НОО

36 ч. — 144 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 1151 человек из 81 региона

Мини-курс

Продвинутые техники нарративного подхода в психологии

5 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Социальные и правовые аспекты эпохи Просвещения: влияние на образование сегодня

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Нейропсихология в школе: путь к успеху и благополучию детей

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 72 человека из 33 регионов