Инфоурок Другое Другие методич. материалыМетодическая разработка внеклассного мероприятия "Уйăх çинчи хĕр"

Методическая разработка внеклассного мероприятия "Уйăх çинчи хĕр"

Скачать материал

МБОУ «Средняя общеобразовательная школа №2»

города Новочебоксарска Чувашской Республики

 

 

 

 

Методическая разработка внеурочного занятия

 

«УЙĂХ ÇИНЧИ ХĔР»

импровизированная чувашская народная легенда

 

 

 

 

 

 

 

       Авторы: Ильина Оксана Разиновна,

Кириллова Людмила Аркадьевна

учителя чувашского языка

МБОУ «СОШ №2»

г.Новочебоксарска ЧР

 

 

 

г.Новочебоксарск, 2018

 

УЙĂХ ÇИНЧИ ХĔР

 

Тěллевěсем: ачасен пуплев шайне аталантарасси, пултарулăх енĕсене аталантарасси, вĕсен хастарлăхне ÿстересси; тăван халăхпа унăн культурине хисеплеме, сăвви-юррине юратма вĕрентесси; чǎвашǎн йǎли-йěркипе, юмах-халапĕсемпе  паллаштарасси.

 

   Вылякансем:

Халап карчăкки

Илемпи

Ачасем:

      Кĕркури

      Наçтаç

      Машук

Тухатмăш карчăкки(ама çури амăшĕ)

Пĕчĕк тухатмăшсем

 

Кирлĕ хатĕрсем:

Проектор, компьютер, экран

 

Ĕлĕк-авал чăваш ялĕсенче телевизор та, çутă та пулман. Ача-пăча ватăсем çумнерех пулма тăрăшнă. Тĕрлĕ юрă-кĕвĕ каласа йăпаннă, вăйăсем вылянă.

Халап карчăкки:

- Ачасем, айтăр кĕленче çавăртармалла вылятпăр. Кĕркури, ăçта-ха сан кĕленчÿ. Çавăртар-ха вăйлăрах, кам çине вăл кăтартать-ши паян?

(Кĕркури кĕленче çавăрттарать. Кĕленче Наçтаç çине кăтартать).

Ачасем:

- Кĕленче Наçтаç çине кăтартать. Наçтаçа мĕн тутарттарас? Сăвă калаттарас! Сăвă калаттарас!

(Наçтаç сăвă каласа парать)

Халап карчăкки:

- Кĕркури, çавăрттар тепĕр хут кĕленчÿне.

(Кĕркури кĕленче çавăрттарать. Кĕленче Машук çине кăтартать).

Ачасем:

- Кĕленче Машук çине кăтартать. Машука мĕн тутарттарас? Юрă юрлаттарас! Юрă юрлаттарас!

(Машук юрă юрласа парать)

Халап карчăкки:

- Ну, Кĕркури, çавăрттар тепĕр хут кĕленчÿне.

(Кĕркури кĕленче çавăрттарать. Кĕленче Кĕркури çине кăтартать).

Ачасем:

- Кĕленче Кĕркури çине кăтартать. Кĕркурие  мĕн тутарттарас? Сăвă калаттарас! Сăвă калаттарас!

 (Кĕркури сăвă каласа парать)

Халап карчăкки:

- Кĕркури, çавăрттар тепĕр хут кĕленчÿне.

(Кĕркури кĕленче çавăрттарать. Кĕленче Халап карчăкки çине кăтартать).

Халап карчăкки:

- Ак тамаша, кĕленче ман çине кăтартать!

Ачасем:

 - Асанне, каласа пар пире юмах.

 Халап карчăкки:

- Юмахĕ мĕн ĕнтĕ вăл, халĕ эсир хăвăр та нумай вулатăр, телевизор та пăхатăр, интернечĕ тата мĕне тăрать!

Ачасем:

  - Асанне, халаса пар ĕнтĕ, тархасшăн.

  Халап карчăкки:

- Ну, юрĕ, апла, каласа парам-ха сире пĕр тăлах хĕр ача çинчен. Сирĕнтен кам та пулин тулли уйăх çинче  кĕвентепе шыв витрисем çакнă хĕр пикене курнă-и? Сăнласа тинкерсен уйăх çинче кĕвентепе шыв витрисем çакнă хĕр пикене асăрхама пулать. Ăçтан тупăннă-ши вăл унта?

  Халап карчăкки:

- Пурăннă, тет, пĕр ялта тухатмăш карчăкки.  Унпа пĕрле пĕр тăлăх хĕр ача пурăннă, тет. Вăл Илемпи ятлă пулнă. Илемпи пÿлĕмре тирпейленĕ, кашăк-чашăк, урай çунă, хура тумтире тасатнă, çунă, сапланă, кĕпе-йĕм çĕленĕ, чăлха-нуски çыхнă, тĕрĕ тĕрленĕ…. Ларса-тăма вăхăт пулман Илемпин,  тĕрлĕрен ĕç ун валли тупăнсах тăнă. Вăл кунта пĕр ырă кун та курман, савăк сăмах та илтмен, мухтаса е йăпатса каланине те туйман. Апла пулин те çак хĕр курса ытармалла мар илемлĕ, кирек кам та ăмсанмалла чипер пике пулса ÿснĕ. Ама çури амăшне вара çакă тата та ытларах вĕтĕрхентернĕ, тарăхтарнă.

  Çурçĕр çитсе пырать, анчах Илемпи çывăрмасть.  Вăл килте пĕчченех. Унăн ыранччен Тухатмăш карчăкки хушнă ĕçе вĕçлес пулать. Илемпи тăван амăшне аса илет, тунсăхлать.

   Тухатмăш карчăкки кĕрет. Вăл Илемпие ял хĕрринчи çырмари çăл куç патне шыв илме ярать.

  Тухатмăш карчăкки :

- Мĕн ĕçсĕр ларан?! Ман сивĕ шыв ĕçес килет! Витре ил те вĕçтер çырма хĕррине, шыв ăсса кил!

            Нимĕн тума та çук, каясах пулать. Унсăран кăшласа çисе яманни çеç ама çурие.  Илемпи кĕвентипе шыв витрисене илсе:

Илемпи:     

- Часах çаврăнса çитетĕп, - тесе тухса чупать.

            (Тухатмăш карчăкки çурма саспа хăй тĕллĕн мăкăртатать.)

Тухатмăш карчăкки:

- Ахх! Йăлăхтарсах çитерчĕ ку хĕр мана, ним те тăвасшăн мар, ахаль кăна çăкăр çисе пурăнать. Шыв патĕнчен таврăнмасан  тата лайахрах! Юлтăр çавăнтах!

            Хĕр мăшăр витре илсе çĕрлехи урама тухать. Унта тĕттĕм, хăрушă, часах çурçĕр çитет.

Урамра пĕччен утакан хĕре курсан, пĕлĕтсем хыçĕнчен уйăх тухрĕ, вăл тăлăх хĕре шеллерĕ. Тулли уйах Илемпи çулне çутатса пычĕ.  Хĕр ача хавасланчĕ, кăмăлĕ ун уçăлчĕ. Вăл  киленсе утать, уйах çине ăмсанса пăхать.

Илемпи:

   - Ах, мĕнле илемлĕ урамра. Çутă, уйăх çутатать. Лăпкă та çилсĕр каç паян.

 Сасартăк çанталăк улшăнчĕ. Тухатмăш карчăкки хăйĕн усал шухăшне пурнăçлама шут тытрĕ. Хура пĕлĕт таткисем тулли уйăха пытарма шутларĕç. Çил-тăвăл пуçланчĕ (çил-тăман вĕçтернĕ сасă).

 

(Хăрушă кĕвĕ янăрать. Пĕчĕк тухатмăшсем Илемпие çавăрса илеççĕ, хăйсен хăрушă ташшине ташлаççĕ.)  

            Илемпие питĕ хăрушă, вăл çăлăнăç шырать. Сĕм тĕттĕм каç  ял хĕрринчи çырмана кам пулăшма килтĕр тăлăх хĕре?

          Илемпи:

            - Вилĕм çитрĕ-шим?

 Çак вăхăтра ним кĕтмен çĕртен тулли уйăх курăнса каять. Урăх нимĕнле çăлăнăç курмасăр, Илеипи уйăха хăй патне илме ыйтса йăлăнать

   Илемпи:

- Уйах, тулли уйăх, çăл мана, çăл мана çак тамăкран,  ил хăвăн патна, тархасласа ыйтатăп.

Нумайччен тархасларĕ Илемпи çутă уйăха. Ытла та хĕрхеннĕрен тулли уйăх Илемпие кĕвенти витри-мĕнĕпех хăйĕн патне туртса илет.

 

 Халап карчăкки:

- Тĕрĕс-и ку тĕрĕс мар-и, калама пултараймастăп, анчах та çавăнтанпа çав хĕре куратпăр та ĕнтĕ уйăх çинче.

    Халап карчăкки:

- Айтăр-ха, ачасем, урама тухса пăхар. Паян тулли уйăх. Тен, эпир те сирĕнпе  çак хĕре курма пултарăпăр.

Ачасем кĕпĕрленсе урама тухса чупаççĕ.

 

Эй, çĕршывăмăр, Чăваш Енĕмĕр.

 Эй, çĕршывăмăр, Чăваш Енĕмĕр.

 Аслă уйамăр, аслă хирĕмĕр!

 Эс саван пире, эс çĕклен пире.

 Эй, çĕршывăмăр, Чăваш Енĕмĕр.

 Ăраскалăмăр, çут хĕвелĕмĕр!

 Сан ятпа эпир юрă хыврăмăр.

 Сан ятпа кĕрлет акă туйăмăр.

Эй, çĕршывăмăр, Чăваш Енĕмĕр.

 Туслă йышăмăр, туслă килĕмĕр.

 Чĕререн-чунтан тавтапуç сана!

 Чĕререн-чунтан таймапуç сана!

 

 

 

ВĔÇĔ

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Методическая разработка внеклассного мероприятия "Уйăх çинчи хĕр""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Садовод

Получите профессию

Интернет-маркетолог

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 624 754 материала в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 27.06.2019 390
    • DOCX 499 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Ильина Оксана Разиновна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Ильина Оксана Разиновна
    Ильина Оксана Разиновна
    • На сайте: 8 лет
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 15747
    • Всего материалов: 11

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Няня

Няня

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Библиотечно-библиографические и информационные знания в педагогическом процессе

Педагог-библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3950 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 458 человек из 66 регионов

Курс профессиональной переподготовки

Организация деятельности библиотекаря в профессиональном образовании

Библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3950 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 282 человека из 66 регионов

Курс повышения квалификации

Специалист в области охраны труда

72/180 ч.

от 1750 руб. от 1050 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 40 человек из 19 регионов

Мини-курс

Архитектурное творчество для подростков (обучение детей от 12 лет и старше)

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Специальная реабилитация: помощь детям с особыми потребностями

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Стратегии карьерного роста и развития

10 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе