Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / Другое / Конспекты / Открытый урок 8 классе "Главные и второстепенные члены предложения
ВНИМАНИЮ ВСЕХ УЧИТЕЛЕЙ: согласно Федеральному закону № 313-ФЗ все педагоги должны пройти обучение навыкам оказания первой помощи.

Дистанционный курс "Оказание первой помощи детям и взрослым" от проекта "Инфоурок" даёт Вам возможность привести свои знания в соответствие с требованиями закона и получить удостоверение о повышении квалификации установленного образца (180 часов). Начало обучения новой группы: 26 апреля.

Подать заявку на курс
  • Другое

Открытый урок 8 классе "Главные и второстепенные члены предложения

библиотека
материалов

Тăвай районĕнчи Чутейри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул













Чăваш чĕлхипе 8-мĕш класра раштавăн 10-мĕшĕнче ирттернĕ «Предложенин тĕп тата кĕçĕн членĕсем» уçă урок конспекчĕ














Ĕçе пурнăçлаканĕ: Тăвай районĕнчи Чутейри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Филиппова Нина Калистратовна














Чутей – 2012


Урок теми: Предложенин тĕп тата кĕçĕн членĕсем.

Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ.

Вĕрентÿ тĕллевĕ: предложенин тĕп тата кĕçĕн членĕсене, пулăвне, кĕçĕн членсен паллăрах пĕлтерĕшĕсене, вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрса илмелли мелсене; тĕп членсем хушшине тире лартмалли правилăсене аса илсе çирĕплетесси; текстпа ĕçлесси;

Воспитании тĕллевĕ: этем ăс-хакăлĕ кивçен туянайми пуянлăх пулнине ĕнентересси.


Урок юхăмĕ

1. Класа йĕркелени. - Сывлăх сунатăп, ачасем . Шăп кăна вырнаçса лартăмăр.

2.Урок тĕллевĕсемпе паллаштарни. Паян эпир сирĕнпе предложенин тĕп тата кĕçĕн членĕсем çинчен вĕреннине аса илсе пĕтĕмлететпĕр. Вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрса илмелли мелсене аса илетпĕр. Предложенисенче вĕсене тупма хăнăхнине çирĕплететпĕр. Урок эпиграфĕ:

«Этем ăс-хакăлĕ кивçен туянайми пуянлăх »

3.Вĕренине çирĕплетесси а)Ыйтусемпе ĕçлени:

Учитель: Малалла предложени никĕсĕ çинчен аса илетпĕр.1)Мĕн вăл предложени никĕсĕ? Ача: Подлежащипе сказуемăй пĕрлешĕвне предложени никĕсĕ теççĕ.)Учитель. 2) Мĕн вăл подлежащи?

Ачасем: Предложенре сказуемăй ĕçне кам тунине е сказуемăйра кăтартнă паллă камăн е мĕнĕн пулнине кăтартакан сăмаха подлежащи теççĕ.

Учитель:Подлежащи мĕнле пуплев пайĕсенчен пулма пултарать-ши?

Ачасем: Ытларах чухне подлежащи тĕп падежри япала ячĕпе местоименирен пулать: Атте ĕçрен таврăнчĕ. Вăл чылаях ĕшеннĕ. Анчах вĕсен вырăнĕнче тăракан ытти сăмахсем те подлежащи пулма пултараççĕ.


Слайд Тĕслĕхсенчи подлежащисем мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнă – ши?.


Учитель:Малалла сказуемăй çинчен калаçăпăр. 3) Мĕн-ши вăл сказуемăй? Кам калать?

Ачасем:Подлежащи ĕçне е пĕр-пĕр паллине кăтартса мĕн тăвать? мĕн вăл?мĕнле йышши? ыйтусенче тăракан тĕп члена сказуемăй теççĕ.

Учитель 4)Калăр-ха тархасшăн, сказуемăй мĕнле пуплев пайĕсенчен пулать ?

Ачасем: Сказуемăй ытларах сăпатлă тата сăпатсăр формăри глаголсенчен пулать. Анчах та ытти пуплев пайĕсенчи сăмахсем те сказуемăй пулма пултараççĕ.

Слайд

Сказуемăй вара мĕнле пуплев пайĕсенчен пулать –ши?

Учитель: Подлежащипе сказуемăй çинчен вĕреннине çирĕплетсе хăварма çакăн пек ĕç тăвăпăр. Панă предложенисенчен подлежащипе сказуемăй çыхăнăвне кăтартса тухăпăр.. Слайд çине пăхатпăр

Слайд

1.Кĕтÿ кĕпер çине кĕчĕ. 2.Хапха патĕнче чăхсем çĕр чавалаççĕ. 3.Çулла иксĕмĕр те фермăра ĕçлерĕмĕр. 4.Апатланнă хыççăн пичче, аппа, эпĕ хамăр урама тухса лартăмăр. 5.Аннепе йăмăк ирех пахчара ĕçлеççĕ. 6.Иккĕшĕ киле кайрĕç.

Учитель:5)Подлежащипе сказуемăй пĕр-пĕринпе мĕн енчен килĕшсе тăраççĕ?Аса илтеретпĕр . Ача: Подлежащипе сказуемăй пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă членсем. Çак çыхăну малтан вĕсен ыйтăвĕнче палăрать, çавăн пекех подлежащипе сказуемăй сăпатпа хисеп енчен килĕшсе тăраççĕ.

Учитель: Малалла эпир сирĕнпе предложенин кĕçĕн членĕсем çинчен калаçăпăр. Предложенин кĕçĕн членĕсем шутне мĕн-мĕн кĕрет?

Ача: Предложенин кĕçĕн членĕсем шутне определени, дополнени, обстоятельство кĕреççĕ.

Слайд Предложенин кĕçĕн членĕсем

Определени-япала ятне ăнлантаракан кĕçĕн член:Зинови ури айĕнче вĕтĕ чулсем юхса шăкăртатрĕç.

(Ю.Скворцов)

Дополнени-ĕçе е мĕнлелĕхе кăтартакан сăмаха ăнлантарса падеж ыйтăвĕсенче тăракан кĕçĕн член:Çирĕклĕх шывне вăрăм çÿç пек усăнакан туратлă çирĕксем хупласа хунă.

(Ю.Скворцов)

Обстоятельство-ĕç мĕнлелĕхне, вăхăтне, сăлтавне, тĕллевне т.ыт.те кăтартакан кĕçĕн член: Урамра чечек шăваракан хĕрсем çеç тулли лейкăсем йăтса газонсем хушшипе утаççĕ.

(Ю.Скворцов)


Учитель:6)Мĕн вăл определени? Унăн паллăрах пĕлтерĕшĕсем.

Ача: Япала ятне ăнлантаракан кĕçĕн члена определени теççĕ. Определени япалан тĕрлĕ паллине кăтартма пултарать: мĕнрен тунине(чул çурт), япала камăннине е мĕнĕннине (атте сăмахĕ), вăхăта(çурхи кун), вырăна(хирти тырă),хисепе(вăтăр ача).Слайд

Учитель:7)Дополнени тесе мĕнле члена калаççĕ? Ача: Ěçе мĕнлелĕхе кăтартакан сăмаха ăнлантарса падеж ыйтăвĕсенче тăракан кĕçĕн члена дополнени теççĕ. Слайд

Учитель:8) Мĕн вăл обстоятельство? Дополненирен вăл мĕнпе уйрăлса тăрать? Ача: Ěç мĕнлелĕхне, вăхăтне, сăлтавне, тĕллевне т.ыт.те кăтартакан кĕçĕн члена обстоятельство теççĕ. Обстоятельствăсем тĕрлĕ пуплев пайĕнчен пулаççĕ, ытларах глагола ăнлантараççĕ. Дополненирен вĕсем пĕлтерĕшĕпе тата ыйтăвĕсемпе уйрăлса тăраççĕ. Слайд Учитель: Малалла экран çине пăхатпăр. Кĕçĕн членсен ыйтăвĕсене аса илетпĕр.

Слайд

Кĕçĕн членсене вĕреннĕ чух эпир сирĕнпе çак таблицăпа усă курнăччĕ.

Учитель: Çакăн пек ĕç тăватпăр. Предложенире палăртнă сăмахсем мĕнле член пулаççĕ.


Слайд Ěç:Предложенире палăртнă сăмахсем мĕнле член пулаççĕ?

Яшка тăварсăр пиçмест. Тинĕс тӳлеккĕн тĕлĕрет. Тĕттĕм вăрман чĕрĕлет,ешĕл тум-тир тăхăнать. Çăкара чăмласа çи,сăмаха шухăшласа кала. Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексен ырă шăрши сарăлать. Эпĕ вăтаннипе хĕрелсе кайрăм. Юри килтĕм юрлама.


Учитель:9)Анлă тата ансăр предложенисем çинчен калаçар-ха малалла. Мĕнле предложенисене анлă, мĕнлисене ансăр предложенисем тетпĕр? Ача: Кĕçĕн членлĕ предложение анлă предложени теççĕ. Тĕп членсенчен çеç тăракан предложение ансăр предложени теççĕ.

Учитель: Малалла ушкăнсем çине пайланатпăр та панă сăмахсемпе ансăр тата анлă предложенисем тăватпăр.


Слайд Ěç: Панă сăмахсемпе ансăр тата анлă предложенисем тăвăр.

1)Тинĕс, вĕренет, тĕлĕрет, сасă.

2)Кулчĕ, юлташ ,сăнаççĕ,хыпар.

3) хĕвел, кайрĕ, ачасем, илтрĕ.

Слайд Ěç: Панă схемăсемпе пĕрер тĕслĕх тупăр.

1)Определени+подлежащи+дополнени+сказуемăй.

2)Дополнени +подлежащи+сказуемăй.

3) Обстоятельство+ подлежащи+сказуемăй.

4)Определени+ обстоятельство +определении+подлежащи

+дополнени+сказуемăй.

Слайд 3.Текста вулăр, палăртнă предложенисене членсем тăрăх тишкерĕр. Текстри сказуемăйсем мĕнле пуплев пайĕнчен пулнине калăр.

Академик – ачасен тусĕ

Ыхраçырми ятлă ялта пĕр ача пурăннă. Хĕлле шкула чупнă, çулла шыва кĕнĕ, аслисене ĕçре пулăшнă. Çав ачан географа вĕренсе инçе çĕре çÿрес, çут çанталăка тĕпчес ĕмĕт пулнă. Çавăнпа та Патăрьел шкулне пĕтерсен вăл Хусан университетне вĕренме кĕнĕ. Вăхăт иртнĕ май Патăрьел таврашĕнчи çынсем, тен, манса та кайнă пулĕччĕç ку ача çинчен, анчах пĕр учитель аллине «Ача-пăча кăмăлĕ», «Этем пуласси ачаран паллă» ятлă кĕнекесем лекнĕ. Çыраканĕ Шакуров иккен.

Мĕн пĕчĕкрен çут çанталăка тĕпчес ĕмĕтпе пурăннă Рафаила ача-пăча тĕнчи мĕншĕн илĕртнĕ-ха. Хусан университетне пĕтерсен ăна Çĕпĕре ĕçлеме яраççĕ. Унта, Новосибирск çывăхĕнчи Чулым станцийĕнче, шкул ертсе пыма шанаççĕ. Часах пурнăç сукмакĕсем ăна инçетри Киева, аспирантурăна илсе çитереççĕ. Вĕренсе пĕтерсен кунтах наука лабароторийĕ шанса параççĕ.

Мĕн тесен те, тăван ен хăй еннеллех туртать. Вун тăватă çул ĕнтĕ Шакуров Хусанта Наука академийĕн тĕпчев институтĕнче ĕçлет. Çак хушăра вăл ик çĕр ытла ăçлăлăх ĕçĕ пичетленĕ.

Халĕ ĕнтĕ Рафаил Хайруллович Шакуров академика тăван Патăрьел районĕнче кăна мар, пĕтĕм çĕр-шывĕпех пĕлеççĕ. («Çил çунат».)

Ачасен тĕрĕс ĕçĕ

Çавăнпа та Патăрьел шкулне пĕтерсен вăл Хусан

университетне вĕренме кĕнĕ.

Çыраканĕ Шакуров иккен

Унта, Новосибирск çывăхĕнчи Чулым станцийĕнче, шкул ертсе пыма шанаççĕ.

Вун тăватă çул ĕнтĕ Шакуров Хусанта Наука академийĕн тĕпчев институтĕнче ĕçлет.

Çак хушăра вăл ик çĕр ытла ăçлăлăх ĕçĕ пичетленĕ.


Учитель: Этем ăс-хакăлĕ кивçен туянайми пуянлăх . Мĕн вăл ăс-хакăл? Чăвашла-вырăсла словарьте çапла ăнлантарнă:

ăс-хакăл - 1)ум, разум, рассудок, интнллект 2)внутренний склад, нравственный облик, духовный мир

Учитель: Мĕншĕн ăс-хакăла çыннăн пуянлăхĕ тетпĕр ?Кам калать?Ача: Мĕншĕн тесен çын ытти чĕрĕ чунсенчен ăс-тăн тĕнчи пуррипе, ăс-хакăлпа уйрăлса тăрать.Çын шухăшлама , ĕмĕтленме ,ĕçлеме пултарать. Çынсен ăс-хакăлпа кăмăл-туйăм тивĕçĕсем пур. Ăс-хакăл пурри мĕн лайăххипе мĕн начаррине уйăрма пултарать. Вăл çут çанталăк панă пуянлăх. Учитель: Апла пулсан ăс-хакăл этемĕн кивçен туянайми пуянлăхĕ шутланать. Пирĕн ăс-тăн енчен, ăс-хакăл енчен, шухăш-туйăм енчен пуян пулма тăрăшмалла.


Хушма ĕçсем

Подлежащипе сказуемăй хушшине хăçан тире лартаççĕ?

Иккĕмĕш предложение тишкерĕр, чарăну паллисене ăнлантарăр.

Хĕлле шкула чупнă, çулла шыва кĕнĕ, аслисене ĕçре пулăшнă.( Хутсăр, подлежащи çук, пĕр йышши сказуемăйсене союзсăр çыхăннă пирки запятой лартса уйăрнă.)

.Учебникри 7,9- мĕш хăнăхтарусене тăвасси.

. Панă сăмах çаврăнăшĕсен пĕлтерĕшне ăнлантарăр, кашнинпе предложении çырăр. Предложенире вĕсем мĕнле член пулнине палăртăр.

Турти кĕске, хăлхи юплĕ, алли çумне çыпçăнать, чул чĕреллĕ.

IV. Килте тумалли ĕç.

Ăтăр е çÿлевĕç çинчен калав хатĕрлĕр.


Хушма ĕçсем

Предложенисенче шухăш тĕшшине тупăр.

Çывăхри танк кĕпçинчен вут-çулăм тухрĕ.

Хăш-пĕр чухне çула юр кĕрчĕсем хĕве-хĕве каяççĕ

Шăрăхра ачасем кÿлĕрен тухма пĕлмеççĕ.

Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче çанталăк пуçĕпех пăсăлчĕ.

Тĕрĕс хуравсем:

Çывăхри танк кĕпçинчен вут-çулăм тухрĕ.

Хăш-пĕр чухне çула юр кĕрчĕсем хĕве-хĕве каяççĕ

Шăрăхра ачасем кÿлĕрен тухма пĕлмеççĕ.

Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче çанталăк пуçĕпех пăсăлчĕ

  • Йăнăшсене тупăр.

Атте аллисем тěрле ěç тума пултараççě.

Анне пулăна çупа ăшаларĕ.

Кукка пасартан таврăннă май пирĕн патне кĕрсе тухма тăрăшать


Тĕрĕсси

Атте алли тěрле ěç тума пултарать.

Анне пулла çупа ăшаларĕ.

Кукка пасартан таврăннă май пирĕн пата кĕрсе тухма тăрăшать.



Схемăна хăш предложение пăхса ÿкернĕ?

1 2 3 4 5 6


Нихçанхинчен мĕскĕн пек туйрĕ Полина халь хăйне.

Тарье аппа яланах кăмăлсăр калаçать Полинăпа.

Намăс пулать хĕр ачана ыттисенчен юлсан.

Тату пурăнса кăна вăрăмлататпăр эпир пĕр-пĕрин пурнăçне..

Тĕрĕс хурав:

Тарье аппа яланах кăмăлсăр калаçать Полинăпа



Сăмах диктанчĕ.

Вулаччăр, ĕçлеччĕр, такăнччăр, хывăнччăр, сисчĕр, ăмсанччăр, савччăр, сÿччĕр, ыйтчăр, вистеччĕр, тÿсчĕр, ишĕлччĕр, пуйччăр.


Ăтăр-норка -










Автор
Дата добавления 16.11.2016
Раздел Другое
Подраздел Конспекты
Просмотров54
Номер материала ДБ-357699
Получить свидетельство о публикации

"Инфоурок" приглашает всех педагогов и детей к участию в самой массовой интернет-олимпиаде «Весна 2017» с рекордно низкой оплатой за одного ученика - всего 45 рублей

В олимпиадах "Инфоурок" лучшие условия для учителей и учеников:

1. невероятно низкий размер орг.взноса — всего 58 рублей, из которых 13 рублей остаётся учителю на компенсацию расходов;
2. подходящие по сложности для большинства учеников задания;
3. призовой фонд 1.000.000 рублей для самых активных учителей;
4. официальные наградные документы для учителей бесплатно(от организатора - ООО "Инфоурок" - имеющего образовательную лицензию и свидетельство СМИ) - при участии от 10 учеников
5. бесплатный доступ ко всем видеоурокам проекта "Инфоурок";
6. легко подать заявку, не нужно отправлять ответы в бумажном виде;
7. родителям всех учеников - благодарственные письма от «Инфоурок».
и многое другое...

Подайте заявку сейчас - https://infourok.ru/konkurs


Выберите специальность, которую Вы хотите получить:

Обучение проходит дистанционно на сайте проекта "Инфоурок".
По итогам обучения слушателям выдаются печатные дипломы установленного образца.

ПЕРЕЙТИ В КАТАЛОГ КУРСОВ


Идёт приём заявок на международный конкурс по математике "Весенний марафон" для учеников 1-11 классов и дошкольников

Уникальность конкурса в преимуществах для учителей и учеников:

1. Задания подходят для учеников с любым уровнем знаний;
2. Бесплатные наградные документы для учителей;
3. Невероятно низкий орг.взнос - всего 38 рублей;
4. Публикация рейтинга классов по итогам конкурса;
и многое другое...

Подайте заявку сейчас - https://urokimatematiki.ru

Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх