Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Свидетельство о публикации

Автоматическая выдача свидетельства о публикации в официальном СМИ сразу после добавления материала на сайт - Бесплатно

Добавить свой материал

За каждый опубликованный материал Вы получите бесплатное свидетельство о публикации от проекта «Инфоурок»

(Свидетельство о регистрации СМИ: Эл №ФС77-60625 от 20.01.2015)

Инфоурок / Другое / Другие методич. материалы / Открытый урок по чувашскому языку 7 класс на тему "Пулашу пелтерешле пуплев пайесем"
ВНИМАНИЮ ВСЕХ УЧИТЕЛЕЙ: согласно Федеральному закону № 313-ФЗ все педагоги должны пройти обучение навыкам оказания первой помощи.

Дистанционный курс "Оказание первой помощи детям и взрослым" от проекта "Инфоурок" даёт Вам возможность привести свои знания в соответствие с требованиями закона и получить удостоверение о повышении квалификации установленного образца (180 часов). Начало обучения новой группы: 28 июня.

Подать заявку на курс
  • Другое

Открытый урок по чувашскому языку 7 класс на тему "Пулашу пелтерешле пуплев пайесем"

библиотека
материалов

Урок теми: Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсен ςĕр- шывĕнче.


Урок тĕсĕ: Вĕреннине çирĕплетмелли çул çÿрев-урокĕ


Урок тĕллевĕ:

 1.Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсем ςинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси.

2.Вĕсене тупма, пуплевре тата ςырура усă курма вĕрентесси.

Урок юхăмĕ:

1.Класа  урока йĕркелени. Ырă кун пултăр, ачасем! Паянхи илемлĕ кун эпĕ

сире курма, пĕрле ĕçлеме питĕ хавас. Куратăп-ха, сирĕн кăмăлăрсем çĕкленўллĕ. Халĕ пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхса илер, йăл кулар –ĕçе пикенер.


2. Слайд çинче – ÿкерчек. (3-мĕш слайд) Ачасем, экран çинче пăхатпăр. Тимлĕрех пулăр, эпĕ сире пĕр юмах каласа паратăп, сирĕн вара тупсăмне пĕлес пулать. Пĕр пысăк ςĕр-шывра Улăп ятлă патша пурăннă тет. Унăн вара 7 хĕрпе 3 ывăл тата пĕр усрав ача пулнă тет. Хĕрĕсем питĕ ĕςчен тет, Кунне темле ĕς тума та пултарнă тет. Виςĕ ывăлĕ вара аппăшĕсене яланах пулăшса пынă, тĕрлĕ ĕςсемтуса панă тет. Вĕсем пĕр-пĕринпе туслă пурăннă тет. Ашшĕ вара вĕсемшĕн питĕ савăннă тет.Усрав ачине те вĕсемпе туслă пурăнма хушнă тет.

 

Ачасем, мĕнле шутлатăр, эпир паянхи урокра мĕн çинчен калаçăпăр? Ачасен хуравĕсем.

Çапла, паян эпир пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсен ςĕр-шывне ςитсе килĕпĕр.

Апла, эпир мĕн тĕллевпе унта каятпăр-ха? Ачасен хуравĕсем. (Унта пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсен ςĕр-шывĕнче мĕн вĕреннине çирĕплетсе хăваратпăр)

3. Учитель.

Атьăр-ха тетрадьсене уçса числопа тема ятне çыратпăр. (4-мĕш слайд)

4. Учитель. Эпир паян виçĕ ушкăна пайланса ĕçлĕпĕр. Ушкăнра ĕçлесе эсир хăвăршăн тата кашниншĕн ответ тытатăр. Ушкăнăн девизĕ: «Пĕри пуриншĕн, пурте пĕриншĕн!» (Партăсем çинче выртмалла). Кирек мĕнле япалан та ячĕ пур. Çавăнпа та ушкăнсене ят парар-ха. Халĕ ушкăна ертсе пыма ушкăн ертўçине суйламалла. Ушкăнăн ячĕсем паянхи темăпа килĕшўллĕ пулмалла: «Хыς сăмахсем», «Татăксем» тата «Союзсем». Тĕрлĕ ĕçсене тĕрĕс тусан çăлтăрсем илетĕр.

5 . Пĕрремĕш чарăну – Ыйту-хурав станцийĕ (7-мĕш слайд)


1.Чăваш чĕлхинче миçе пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕ? (3)

2.Мĕне хыç сăмах теççĕ? (Пĕлтерĕшлĕ сăмахсем хушшине тăрса вĕсен ςыхăнăвне палăртакан пулăшу сăмахĕсене хыς сăмахсем теςςĕ)

Пĕлтерĕшне кура хыç сăмахсем мĕнлисем пулаççĕ? (Çыхăнури пĕлтерĕшне кура хыς сăмахсемςакнашкаллисем пулаςςĕ: Вырăн пĕлтерĕшне палăртаканнисем, вăхăт пĕлтерĕшне палăртаканнисем, виςе пĕлтерĕшне палăртаканнисем,танлаштару пĕлтерĕшне палăртаканнисем,майлăха палăртаканни, пуплев япалине пĕлтерекеннисем,хирĕςлеве пĕлтерекеннисем,сăлтав пĕлтерĕшне палăртаканнисем)

3.Мĕнле пуплев пайне союз теççĕ? (Предложенин пĕр йышши членĕсене, хутлă предложенин пайĕсене пĕр-пĕринпе ςыхăнтаракан пулăшу сăмахĕсене союз теςςĕ)

Пĕлтерĕшне кура союзсем мĕнлисем пулаççĕ? Вĕсем

мĕнсене çыхăнтараççĕ? (Пĕлтерĕшне кура союзсем сыпăнуллисем тата пăхăнуллисем пулаςςĕ.Сыпăнуллă союзсем предложенири икĕ е темиςе пĕр йышши члена е хутлă предложенири пĕр тан пайсене ςыхăнтараςςĕ.Вĕсем виςĕ ушкăна пайланаςςĕ:сыпăнтару,уйăру,хирĕςлев.Пăхăнуллă союзсем хутсăр предложенин пайĕсене ςыхăнтараςςĕ)

4.Мĕнле сăмахсене татăксем теççĕ?(Предложенин членĕсене е пĕтĕм предложение ςĕнĕ сĕм паракан пулăшу сăмахĕсене татăксем теςςĕ)Пĕлтерĕш енчен

татăксем мĕнле ушкăнсем çине пайланаççĕ? (Пĕлтерĕшнекура татăксене ςакăн пек ушкăнлаςςĕ:тĕрĕслетÿ.уйăру,иккелнÿ,ыйту,кăтарту,хирĕςлев.ςирĕплетÿ,вăйлату,ςемςетÿ

5.Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсен грамматика

паллисем пур-и?


Учитель. Маттур, сире пĕрер çăлтăр. Çăлтăр памалла


6.Малалла экран ςине пăхатпăр. 1-мĕш ĕç станцийĕ Сăмах майлашăвĕсене ушкăнласси Çакăнта панă сăмах майлашăвне хăвăр ушкăна кĕртсе ςырăр.

(8-мĕш слайд)

Хыς сăмах союз татăк

мамăк пек çăмăл

çула май кĕр ни чĕрĕ, ни вилĕ; çав тери сивĕ

вăрман урлă кай вăрманта та юр

уяв хыççăн кил; икĕ сĕтел тата виçĕ пукан Чи юратнă поэт

паян çеç таврăнчĕ те килте, те ĕçре шăп та шай пулчĕ

пурăнас тесе килтĕм килте çук

çутă та таса

Учитель. Ачасен сăмахĕ.(Çăлтăр памалла)

Учитель. Çапла вара, ку станцăран чăрмавсăрах тухрăмăр. Малалла тепĕр ĕς ςине куςатпăр

2-мĕш ĕç станци Предложенисен вăчăри.(9 слайд)

Çак хыç сăмахсемпе предложенисем тăвăр:

май, яхăн, валли;

Çак союзсемпе предложенисем тăвăр:

та,анчах, мĕншĕн тесен

Çак татăксемпе предложенисем тăвăр:

ши, çеç, чи;

Учитель Маттур, ачасем,сире ςăлтăр парса тухатăп.

Малалла эпир вăйă станцине ςитсе кĕретпĕр.Мĕн тумалла-ха кунта? Миçе сăмах пытаннă-ши? (10 слайд) Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсем сăмахсенчен сирĕн кашни ушкăна тивĕςекен сăмахсем тупмалла :хыς сăмахсен ушкăнĕ хыς сăмахсем тупаςςĕ.союзсем ςак сăмахсенчен союзсем тупаςςĕ. Татăксен ушкăнĕ вара татăксем тупаςςĕ.Пурне те ăнланмалла-и? (Ачасем хуравлаςςĕ) Тĕрĕс хуравлакансене ςăлтăр лекет.

Ачасем,эпир сирĕнпе ςыру станцине кĕрсе пыратпăр.(11 слайд)

Предложенисенче виçĕ пăнчă вырăнне тивĕçлĕ хыç сăмахсем,татăксем,союзсем лартăр:

1. Çумăр çунă … эпир хăвăрт утаймарăмăр.

2. Куç курать …,алă çитмест.

3.Вĕри вутра чул … çурăлать.

Предложенисем тупса çырасси:

-Та(-те) предложенире союз пултăр;

- Та(-те) предложенире татăк пултăр

Маттур, сире ςăлтăр.

7. Учитель. Малалла чарăну «Кану саманчĕ». (12-мĕш слайд)

Кěвěпе пулсан аван.

Эпир пурте юрататпăр

Физкультура минутне.

Халь вара тума пуçлатпăр

Тĕрлĕ хусканусене.

8. Учитель. Эпир питĕ лайăх кантăмăр, пуçсене кантартăмăр.. Малалла ĕςлетпĕр. Пултарулăх станцийĕ(13слайд) Предложенисене вырнаçтарса текст тăвăр, пулăшу

пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсене тупăр. Текста ят парăр.

Тĕрĕс хуравшăн Çăлтăр памалла

9. Учитель. Экран çине пăхатпăр. Тупмалли юмахсен,ваттисен сăмахĕсен,

сăнавсен,каларăшсен станцийĕ.(14 слайд) Кунта ваттисен сăмахне панă. Эсир ăна мĕнле ăнланатăр?

Учитель. Маттур иккен, эсир ачасем. Çăлтăр памалла

10. Çак йěркесене вěçлěр: (15-мĕш слайд)

Рефлекси

Эпĕ пĕлтĕм…

Эпě шутлатǎп…

Эпĕ ĕςлерĕм…

Ачасен хуравĕсем.

11. Пирĕн ςул çÿрев вĕçленчĕ. Кашни ушкăн миςе ςăлтăр илме пултартăр? Шутласа пăхăр Камăн нумайрах? Паллаштарар-ха хамăрăн пултарулăхпа. Хăш ушкăнăн çăлтăрĕ нумайрах-ши? Хăш ушкăн çĕнтерўçĕ пулать-ши? Çак ята паян… ушкăнĕ çĕнсе илчĕ. Вĕсем чи маттуррисем – саламлатпăр! Иккĕмĕш вырăна … пултарулăхĕпе палăрчĕç. Виççĕмĕшсем … . Эсир пурте тарăн пĕлў илни паянхи ĕçре лайăх курăнчĕ.

Сывă пулăр! Тепре тĕл пуличчен!

11. Килти ĕç (14 слайд)

1) „Ĕмĕтлĕ çын çунатлă” ваттисен сăмахĕпе килĕшўллĕн пĕчĕк калав çырса килмелле.

2) Çăлтăр сăмаха фонетика тишкерĕвĕ тумалла.











 




Подайте заявку сейчас на любой интересующий Вас курс переподготовки, чтобы получить диплом со скидкой 50% уже осенью 2017 года.


Выберите специальность, которую Вы хотите получить:

Обучение проходит дистанционно на сайте проекта "Инфоурок".
По итогам обучения слушателям выдаются печатные дипломы установленного образца.

ПЕРЕЙТИ В КАТАЛОГ КУРСОВ

Автор
Дата добавления 16.11.2016
Раздел Другое
Подраздел Другие методич. материалы
Просмотров171
Номер материала ДБ-357922
Получить свидетельство о публикации
Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх