Инфоурок Начальные классы КонспектыОткрытый урок по теме "Пахчара мен-мен усет"

Открытый урок по теме "Пахчара мен-мен усет"

Скачать материал

Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Пахчара мĕн-мĕн ÿсет? темăна вěрентмелли материал

(меслет сĕнĕвĕсем)

Проект ĕçĕ

 

 

 

 

 

 

 

 

 

                                                                                       Ĕçе пурнăçлаканě:

                                                     

                                                         Чиндарева Светлана Петровна верентекен                                                      

                                                              

                                                         Шамарша районе, Анат-Чаткас шкуле

                                                        

                                                         

                                      

 

 

                                                 2017 г.

 

Содержани

 

 

Кÿртĕм

3

1

Проект теми

4

2

Проект тĕллевĕсем

4

3

Проект задачисем

4

4

Проект тухăçлăхĕ

4

5

Проект  актуаллăхĕ

4

6

Проекта пурнăçлама усă курнă мелсемпе меслетсем

5

7

Проекта хутшăнакансем

5

8

Проекта пурнăçа кĕртмелли вырăн

5

9

Проекта пурнăçа кĕртмелли тапхăр

5

10

Пулмалли результат

6

11

Çыхăну тытмалли информации

6

12

Проектпа усă курасси

6

13

Кĕтекен результатсем

6

14

Теори бази

7

15

Тăкак смети

7

 

Проект çимĕçĕ

8

1

5 класра «Пахчара мĕн-мĕн ÿсет?» темăпа ирттермелли урок конспекчĕ

8

2

«Пахча çимĕçпе улма-çырла» тест

11

3

«Пахча çимĕçсем» кроссворд

12

4

 Мультимедиа  презентацийĕсем

13

5

«Сывă пулас тесессĕн улма-çырла, пахча çимĕç эсĕ çи» буклет

14

6

Литература

15

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Кÿртĕм

Çын апатсăр пурнаймасть. Апат-çимĕç - питĕ кирлĕ япала. Тĕрĕс апата организм лайăх ирĕлтерсе йышăнать.. Апат-çимĕç çынна вăй парса тăракан, сывлăхне упракан тĕп хатĕр пулса тăрать. Çавăнпа та пурин те  тĕрĕс апатланма тăрăшмалла. Вĕри апат, аш-какай апачĕ çинипе пĕрлех улма-çырлапа пахча çимĕç çинчен те манмалла мар. Вĕсене апатра тăтăш усă курма тăрăшмалла.

Улма-çырлара организма апатлантаракан клетчатка, С витамин тата каротиноидсем (бета-каротин) пур. Вĕсемпе уйрăмах хăмла çырли, хура хурлăхан, хура хăмла çырли, хура слива, апельсин, пан улми, груша, инжир, киви, дыня, абрикос, грейпфрут пуян.

Çимĕç тĕсĕ мĕн чухлĕ янкăртарах та уçăмлăрах, вăл çавăн чухлĕ усăллăрах. (Сăмахран, тĕм-хура хăмла çырли, тĕксĕм хĕрлĕ помидор, виноград, çутă хĕрлĕрех сарă апельсин.)

Шурă тĕслисен, сăмахран, тулă çăнăхĕнчен, рисран, çĕр улмирен хатĕрленисен усси питĕ сахал.

Турилккере мĕн чухлĕ тĕрлĕ тĕслĕ улма-çырла, çавăн чухлĕ лайăхрах.

Пахча çимĕç те тĕсне кура пирĕн организма усă парать. Сарă тĕслисем (кавăн, дыня, пылак пăрăç) ÿсме кирлĕ, симĕссисем (шпинат, укроп, петрушка, купăста тата ыт.те) куç вăйне çирĕплетеççĕ.

Хĕрлисемпе çутă хĕрлисем (арбуз, помидор, пылак пăрăç, кишĕр) сывлăхлă çитĕнме, сурансене сиплеме пулăшаççĕ.

Чăнахах та çавăн пек-ши вăл? Çак шухăш çынсене яланах интереслентерет. Эпĕ те унпа  кăсăкланса тĕрлĕ литература шыраса тупса вуларăм, çĕннине нумай пĕлтĕм. Хаçат-журнал материалĕсемпе, интернетри хыпарĕсемпе паллашрăм.

 

 

 

 

 

 

Проект ĕçĕн теми

Чăваш чĕлхипе 5-мĕш класра «Пахчара мĕн-мĕн ÿсет?» темăпа вĕрентмелли материал

Проект ĕçĕн тĕллевĕ

- вĕренекенсене пахчара ÿсекен çимĕçсем çын пурнăçĕнче  мĕнле  усă

  кÿнине пухса тĕпчеме хăнăхтарасси;

- вĕренекенсене хăйсене килĕшекен çимĕçсен  пĕлтерĕшне пухса тĕпчеме

  явăçтарасси;

- интернет уçлăхĕнчи материалсемпе усă курма вĕрентесси;

- проект, презентаци, буклет, кроссворд, тест тума вĕрентесси;

Проект ĕçĕн задачисем

- Вĕренекенсем шыраса тупнă çăл куçсемпе  паллашасси, тĕрлĕ ăсчах шухăшĕсене тимлесе уроксенче сÿтсе явасси.

 - Улма-çырла, пахча çимĕç çын пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннине проект, реферат, презентаци, буклет, тест, кроссворд ĕçĕсенче уçса парасси.

Проект ĕçĕн тухăçлăхĕ

- Вырăс шкулĕнчи чăваш чĕлхи урокĕнче «Пахчара мĕн-мĕн ÿсет?» темăна тишкернĕ чухне улма-çырлапа пахча çимĕç пĕлтерĕшĕпе вырăнне палăртасси.

Проект ĕçĕн актуаллăхĕ

 Суйласа илнĕ тема паянхи куншăн çав тери актуаллă. Юлашки вăхăтра çынсем апат çине тимлĕх уйăрма пăрахрĕç. Лавккасенче пылак апат, чипсы, тĕрлĕ чăмлаксем туянса, вăхăта пăхăнмасăр, темĕн те çиеççĕ. Çавăнпа та шкул ачисем çеç мар, аслисем те вар-хырăм чирĕсемпе нушаланаççĕ, килĕшÿсĕр самăрлана пуçларĕç. 5-мĕш класра чăваш чĕлхи урокĕнче «Пахчара мĕн-мĕн ÿсет?» темăна тишкернĕ чухне пахча çимĕçпе улма-çырла çинчен калаçнă  май ачасене апат-çимĕç пирки тарăнрах вĕренме çул уçать. Вырăс шкулĕнчи чăваш чĕлхи урокĕнче çак тема  вĕренекенсене илĕртессе шанатăп. Çакăнтан тухса тăрать те манăн темăн çивĕчлĕхĕ. 

 

 

 Проекта пурнăçлама усă курнă мелсемпе меслетсем

 -темăна уçса пама тĕрлĕ литература, интернет уçлăхĕнче материалсем шырани;

-справочниксемпе, энциклопеди словарĕсемпе ĕçлени;

-пухнă материала тĕпчесе пĕтĕмлетÿсем туни;

-практика шайĕнче урокра усă курни;

-çĕнĕ технологи мелĕсемпе усă курни: компьютерпа пичетлени,

 презентаци, буклет, кроссворд, тест, викторина хатĕрлени.

-докладсем туни;

-тĕпчев ĕçĕн материалĕсене шкулти хаçатра пичетлени;

Проекта хутшăнакансем

Чиндарева Светлана Петровна, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ,

Шăмăршă районĕнчи Патирек тĕп  шкулĕн 5-мĕш класĕнче вĕренекенсем.

Проекта пурнăçа кĕртмелли вырăн

Шăмăршă районĕнчи Патирек тĕп  шкулĕ.

Проекта пурнăçа кĕртмелли тапхăр: 2012-2013 çулсем

- хатĕрленÿ тапхăрĕ:

 Вĕренекенсем тĕрлĕ справочникра, энциклопеди словарĕнче, кĕнекере, интернет уçлăхĕнче улма-çырла, пахча çимĕç çинчен хыпарсем тупса тишкереççĕ, çырса илеççĕ,  хатĕр материала уроксенче усă курма янтăлаççĕ;

 Результат: ачасем хăйсене кирлĕ хыпарсемпе рессурссем шыраса тупаççĕ.

-тĕп ĕç тапхăрĕ:

Вĕренекенсем хăйсене интереслентерекен ыйтусем тавра ушкăнсене пайланаççĕ, урок валли материал хатĕрлесе çитереççĕ –тест, кроссворд, викторина валли ыйтусем палăртаççĕ;

Результат: тест, кроссворд, викторина ыйтăвĕсем, буклет , презентаци .

 

 

 

-пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ:

 (ĕçсемпе-докдадсемпе, презентаципе, кроссвордпа, тестпа, викторинăпа, буклетпа урокра ĕçленине тĕпе хурса пĕтĕмлетÿсем туни: ачасен активлăхĕ сисмеллех ÿснине, вĕсем вăтанма, пĕр-пĕринчен шикленме пăрахнине сăнани).

Пулмалли результат:

Вырăс шкулĕсенчи чăваш чĕлхи урокĕсенче тĕрлĕ тĕслĕ ĕçсемпе усă курма материал хатĕрлесси, унпа уроксенче анлă усă курасси, тухăçлă ĕçе ĕçтешсен хушшинче сарасси. Ачасене çын умĕнче вăтанмасăр калаçма хăнăхтарасси.

Çыхăну тытмалли информаци:

429189, Шăмăршă районĕ, Палтиел ялĕ,Карл  Маркс урамĕ,

6 çурт. Чиндарĕва С.П.тел.: 8-927-854-87-09.

Проектпа усă курасси:

Вырăс шкулĕсенчи чăваш чĕлхи урокĕсене илĕртÿллĕрех тăвас тĕллевпе хатĕрлесе çитернĕ тĕрлĕ материалсемпе анлăн усă курасси.

Кĕтекен результатсем:

1) Чăвашла вĕренес кăмăл çурални.

2) Тăрăшса ĕçлеме вĕренни.

3) Ачан кăсăклăх амаланни. Пĕлмен япалана пĕлес туйăм, вĕренес кăмăл çурални.

4) Хăш-пĕр ĕçе пĕччен мар, ытти çынсемпе пĕрле туни тухăçлăрах пулнине тавçăрни.

5) Мультимедиа презентацийĕсем.

6) Буклет.

7) Викторина.

8) Тест.

9) Кроссворд.

      10) Кластер

 

 

Теори бази:

Государственныеобразовательные стандарты начального общего, основного общего, среднего полного общего образования в Чувашской Республике. Национально-региональный компонент.-Чебоксары:Чувашский республиканский институт образования,2007.

Чăваш чĕлхи. Вырăс шкулĕсен 1-1Х класĕсен программи /И.А.Андреев çырса хатĕрленĕ. -Шупашкар, 2004.

И.А.Андреев, Р.И.Гурьева Чăваш чĕлхи. Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕ валли – Шупашкар, 2011.

М.П.Баринова, М.П,Иванова, Л.А.Смирнова,  И.В.Ядранская  Вырăс шкулĕнчи чăваш чĕлхи урокĕсем: 5-мĕш класс. Меслет сĕнĕвĕсем. Шупашкар, 2011.

Тăкак смети:

 

Мĕн илнĕ

Мĕн чухлĕ тăкакланнă

Комьютер амортизациленĕ     

40 тенкĕ

Сăрă(300т.х30л.)

24 тенкĕ

Хут

100 тенкĕ

Ручка

10 тенкĕ

Файл

10 тенкĕ

Диск

24 тенкĕ

Папка-скоросшиватель

15 тенкĕ

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Проект çимĕçĕ:

Урок теми: Пахчара мĕн-мĕн ÿсет? (5 класс).

Урок тěсě: çĕнĕ технологи хатĕрĕсемпе усă курса пуплеве  аталантармалли  урок.

Урок тĕллевĕсем:1) Пахча çимĕçсен ячĕсене аса илесси, пуплеве кĕртесси;

2) вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсемпе калаçура усă курма хăнăхтарасси;

 3)  пахча çимĕç çинчен çĕнĕ пĕлÿ илме  хавхалатарасси.

Урокра  усă курмалли мелсемпе меслетсем: Учитель сăмахĕ, ыйту-хурав, тишкерÿ, калаçу, шырав, пахчара ÿсекен çимĕçсен пĕлтерĕшне  пурнăçпа çыхăнтарса ăнлантарни.

Пуплеве аталантарасси: Палăртуллă вуласси, хатĕрленĕ материалсене хак парасси, уйрăмшарăн тухса калаçма  хăнăхтарасси.

  Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, мультимедиа проектор, экран, «Улма-çырла», «Пахча çимĕç», «Улмуççи сорчĕсем» презентацисем, кроссворд, тест, кластер.

Çĕнĕ сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсем: йăран, улма йывăççи, чие йывăççи, хурлăхан тĕмĕ, лаптăкăшĕ, нÿхреп, çухрăм.

 

      Урок эпиграфĕ:

Пахча çимĕç çимелле, сывлăха сиплемелле

                                                    Урок юхăмĕ:

Фонетика зарядки:

Ян-ян-ян

Пирĕн  пахча пуян,

Мĕç-мĕç-мĕç

                               Пур унта тĕрлĕ çимĕç.

                               Ла-ла-ла

                               Пит нумай улма-çырла.                            

  1. Килти ĕçе тĕрĕслени.

   П. Çĕнĕ материалпа ĕçлени.

   1.«Улма-çырла», «Пахча çимĕç», «Улмуççи сорчĕсем» презентацисемпе ĕçлесси. Ачасем ÿкерчĕксемпе паллашаççĕ, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене калаççĕ.

   2. «Пахчара мĕн-мĕн ÿсет?»текстпа ĕçлесси.

      а) Вулав умĕн калаçу ирттересси:

Сирĕн пахчара мĕнле çимĕç паракан йывăçсем ÿсеççĕ?

Пирĕн тăрăхра мĕнле пан улми сорчĕсем ÿсеççĕ?

Хăмла çырли мĕн тĕслĕ пулать?

    ă) Кластер тăвасси:

пĕрремĕш рет улма-çырла

иккĕмĕ рет пахча çимĕç

виççĕмĕш рет пан улми сорчĕсем

 

 

КЛАСТЕРСЕМ.

1-мĕш рет

 

 

                              Йĕплĕ çырла

                             (крыжовник)                        

                                                                             Кÿкен (Кăвак чие)

.                    

Овал:  Улма-     çырла
 


   Слива                                                                          Облепиха(Сырлан)

 

Çĕр                                                                                 Чие

 

Хăмла çырли                                                                  Груша  

Хурăн çырли                                                       

 

       Хурлăхан                                                     Пан улми

 

 

2-мĕш рет

 

                                 Сухан

                                                                          Ыхра

.                    

Овал: Пахча çимĕç
 


   Купăста                                                                        Хăяр

 

Кишĕр                                                                             Хĕрлĕ кăшман

 

Çĕр улми                                                                         Помидор

 

 


                             

                              Редис                                  Çарăк

 

 

3-мĕш рет

                     Антоновка                                  Анис

 


.                    

Овал:  Пан улми сорчĕсем
Боровинка                                                                   Московская грушовка

 

Папировка                                                                      Белый налив

 

Золотая китайка                                                            Ранетка

 

 


                             

Мелба                                                                Шафран летний

 

 б) Çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлесси.

   в) Рольпе вуласси.

  3. Грамматика материалĕпе ĕçлесси.

   а) Текстра вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсене тупасси, мĕнле çырнине ăнлантарасси.

   ă) Сăмахсене тĕрлĕ ыйтăва лартса çырасси: антоновка, анис, крыжовник, слива, ыхра, кишĕр.

Ш.  Çирĕплетни.

1.Ыйтусене хуравласси:

Сирĕн пахча пур-и?

Унта мĕн-мĕн ÿсет?

Эсир пахчара ĕçлетĕр-и?

Аслисене мĕн туса пулăшатăр?

2. «Костя каласа пани» текстпа ĕçлесси.

а) Учитель вулавĕ.

ă) Çĕнĕ сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсене вуласа ăнланасси.

б) Текста черетпе вуласси

в) Текстăн кĕске содержанине каласа парасси.

3. «Пахча çимĕç » кроссвордпа ĕçлесси.

 

    Сулахайран сылтăмалла:1. Крыжовник .2. Лук. 3. Репа. 4. Свекла.

 5. Груша. 6.Смородина.

   Çÿлтен аялалла: 1. Рябина.2. Чеснок.3. Огурец. 4. Морковь. 5.Арбуз.

6. Калина.

1У. Пĕтĕмлетни.

1. Ыйтусене хуравласси:

Паян урокра мĕнле пахча çимĕçĕ , улма-çырла çинчен пĕлтĕмĕр?

Ачасем,  вĕсене пирĕн мĕншĕн ытларах çиме тăрăшмалла?

Пире витаминсем мĕншĕн кирлĕ?

2. «Мĕнле çимĕç витаминпа пуян?» буклетпа паллаштарасси, ăна ачасене парнелесси.

У. Киле ĕç пани.

( Çак ĕçсенчен пĕрне суйласа илме юрать)

 2-мĕш хăнăхтару.

«Мана килĕшекен улма-çырласем е пахча çимĕçĕсем» ÿкерчĕк  тăвасси.

«Пирĕн пахча» презентаци хатĕрлесси.

«Чи  юратнă пахча çимĕç» е «Чи юратнă улма- çырла» калав çырасси.

 

 

 

 

 

 

 

 

1. Тест

Пахча çимĕçпе улма-çырласем

        Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕ:

-улма-çырласемпе пахча çимĕç тăрăх ыйтусемпе хуравсем хатĕрлесси;

-ыйтусене тĕрĕс лартма вĕренесси, тивĕçлĕ хуравсем шыраса тупасси;

Результат:

-ĕçленĕ вăхăтра вĕренекенсен тавра курăмĕ тата пултарулăхĕ аталанать;

-вĕренекенсем хăйсем тĕллĕн тĕпчев ĕçĕ ирттерме хăнăхаççĕ;

-тест тума вĕренеççĕ.

1)    Йывăç çинче кăвак шарсем çакăнса тăраççĕ.

                    А) Слива     Ă) Груша   Б) Сухан   В) Пан улми

2)    Улма-çырла шутне кĕрет. Хăй йÿçĕ, çапах та питĕ сиплĕ.

                   А) Лимон      Ă) Купăста  Б) Кишĕр   В) Помидор

3)    Çĕвĕпе эп тумланатăп, кĕр çитсессĕн хывăнатăп.Хывăннă кĕпесене , йÿçĕтеççĕ пичкере.

                    А) Купăста  Ă) Хăяр      Б) Çĕр улми      В) Ыхра

4)    Лампочкăна аса илтерекен çимĕç.   

                   А) Груша     Ă) Фасоль         Б) Слива   В) Укроп

5)    Çулла симĕс, кĕр кунне хĕрлĕ. Пахчара ÿсет. Эпир ăна юрататпăр.

                    А) Помидор  Ă) Сухан        Б) Хăяр  В) Хура çырла

6)    Хĕрлĕ сăмси çĕр айĕнче, симĕс хÿри тулта. 

           А) Кишĕр                Ă) Пан улми    Б) Çарăк    В) Кавăн

7)     Пĕр майра пин хут пăхса макăртать.

            А) Сухан       Ă) Редис        Б) Кăшман       В) Хÿрăн çырли

 

2. Кроссворд

Пахча çимĕç

Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕ:

- пахча çимĕç ячĕсем тăрăх кроссворд тума вĕренесси;

- ыйтусене тĕрĕс лартасси;

Результат:

- вĕренекенсем хăйсем тĕллĕн кроссворд тума вĕренеççĕ.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Кроссворд

 

 

 

 

 

1.

 

 

 

 

 

 

2.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

3.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

4.

 

 

 

 

 

 

 

5. 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

6.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

7.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Тупмалли юмахсем:

1)      Хăй çаврака – хĕвел мар,

Хÿреллĕ – шăши мар,

Симĕс – вăрман мар. (Çарăк)

2)      Хĕрлĕ хĕр тĕттĕм пÿлĕмре ларать,

Çивĕчĕ тулта. (Кишĕр)

3)      Çĕр айĕнче çĕр пукан

Çĕрĕшĕ те шур пукан. (Ыхра)

4)      Пĕчĕк çеç пукане

Пин хут кĕпе тăхăнать. (Купăста)

5)      Ши! кайрĕ, пи! кайрĕ,

Çÿле кайрĕ, çăмарта турĕ. (Хăмла)

6)      Хăй шалта, çÿçĕ тулта. (Кăшман)

7)      Вăл симĕс чухне – йÿçĕ,

Хĕрлĕ пулсан тутлă,

Яшкана та яраççĕ. (Помидор)

 

3. Мультимедиа презентацийĕсем

Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕ:

- çĕнĕ технологи мелĕсемпе усă курса мультимедиллĕ презентацисем тума вĕрентни;

- слайдсенне тĕрĕс хатĕрлеме вĕренесси;

Результат:

- мультимедиллĕ презентацисем тума вĕренни;

 

 

 

4. Буклет

Сывă пулас тесессĕн улма-çырла, пахча çимĕç эсĕ çи

Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕ:

- пахча çимĕçпе улма- çырла çынсене усă кÿнине ăнлантаракан  буклет

тума вĕренесси;

- текст, ÿкерчĕксем тĕрĕс лартасси;

Результат:

- вĕренекенсем хăйсем тĕллĕн буклет тума вĕренеççĕ.

  

Сывă пулас тесессĕн пахча çимĕç,

улма-çырла эсĕ çи...

 

Усăллă канашсем

 

Улма-çырла çимелле-

Сывлăха сиплемелле

 

Ĕçе пурнăçлаканĕ:

чăваш чĕлхипе литература верентекен

Чиндарĕва С.П.

 

Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕнчи
 муниципаллă пĕлÿ паракан учреждени
«Патирек
ри тĕп шкул»

 

Патирек-2013

 
Литература

Государственные образовательные стандарты начального общего, основного общего, среднего полного общего образования в Чувашской Республике. Национально-региональный компонент.-Чебоксары:Чувашский республиканский институт образования,2007.

Чăваш чĕлхи. Вырăс шкулĕсен 1-1Х класĕсен программи /И.А.Андреев çырса хатĕрленĕ.-Шупашкар, 2004.

И.А.Андреев, Р.И.Гурьева Чăваш чĕлхи. Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕ валли – Шупашкар, 2011.

М.П.Баринова , М.П,Иванова, Л.А.Смирнова,  И.В.Ядранская  Вырăс шкулĕнчи чăваш чĕлхи урокĕсем: 5-мĕш класс. Меслет сĕнĕвĕсем. Шупашкар, 2011.

http://www.smi21.ru/print.aspx?mode=publication&publication=897612&p_date=07.

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Открытый урок по теме "Пахчара мен-мен усет""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Заведующий отделом архива

Получите профессию

Менеджер по туризму

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 663 621 материал в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 03.03.2021 301
    • DOCX 9.4 мбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Чиндарева Светлана Петровна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Чиндарева Светлана Петровна
    Чиндарева Светлана Петровна
    • На сайте: 3 года и 1 месяц
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 404
    • Всего материалов: 1

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Технолог-калькулятор общественного питания

Технолог-калькулятор общественного питания

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Методика преподавания информатики в начальных классах

72 ч. — 180 ч.

от 2200 руб. от 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 67 человек

Курс повышения квалификации

Система диагностики предметных и метапредметных результатов в начальной школе

36 ч. — 144 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 136 человек из 46 регионов
  • Этот курс уже прошли 2 117 человек

Курс повышения квалификации

Каллиграфия. Искусство красивого почерка

36/72 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 1472 человека из 84 регионов
  • Этот курс уже прошли 4 794 человека

Мини-курс

Финансовые ключи экспертного успеха

5 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Медиа и коммуникации в современном обществе

5 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 77 человек из 35 регионов
  • Этот курс уже прошли 16 человек

Мини-курс

Теоретические аспекты трекинга и менторства

2 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
Сейчас в эфире

Информационная интоксикация: методы исцеления

Перейти к трансляции