830915
столько раз учителя, ученики и родители
посетили сайт «Инфоурок»
за прошедшие 24 часа
+Добавить материал
и получить бесплатное
свидетельство о публикации
в СМИ №ФС77-60625 от 20.01.2015
Дистанционные курсы профессиональной переподготовки и повышения квалификации для педагогов

Дистанционные курсы для педагогов - курсы профессиональной переподготовки от 5 480 руб.;
- курсы повышения квалификации от 1 400 руб.
Московские документы для аттестации

ВЫБРАТЬ КУРС СО СКИДКОЙ 60%

ВНИМАНИЕ: Скидка действует ТОЛЬКО до 28 февраля!

(Лицензия на осуществление образовательной деятельности №038767 выдана ООО "Столичный учебный центр", г.Москва)

Инфоурок / Другое / Конспекты / План - конспект урока по чувашской литературе на тему "Виды искусства" (6 класс)

План - конспект урока по чувашской литературе на тему "Виды искусства" (6 класс)


Напоминаем, что в соответствии с профстандартом педагога (утверждён Приказом Минтруда России), если у Вас нет соответствующего преподаваемому предмету образования, то Вам необходимо пройти профессиональную переподготовку по профилю педагогической деятельности. Сделать это Вы можете дистанционно на сайте проекта "Инфоурок" и получить диплом с присвоением квалификации уже через 2 месяца!

Только сейчас действует СКИДКА 50% для всех педагогов на все 184 курса профессиональной переподготовки! Доступна рассрочка с первым взносом всего 10%, при этом цена курса не увеличивается из-за использования рассрочки!

ВЫБРАТЬ КУРС И ПОДАТЬ ЗАЯВКУ
библиотека
материалов
Скачать материал целиком можно бесплатно по ссылке внизу страницы.

6 класс

Урок теми: Ÿнер тĕсĕсен пĕлтерĕшĕ.

Урок тĕсĕ: Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок – хутăш урок

Сапăрлăх тĕллевĕ: пурнăç илемне куçпа курма, чунпа туйма хăнăхтарасси.

Пĕлÿ тĕллевĕ:

а) ÿнер тĕсĕсемпе паллаштарасси;

ă) хамăр тăрăхри хăш-пĕр ÿнер ăстисен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне аса илесси;

б) ачасене ÿнер тĕсĕсене уйăрса илме вĕрентесси.

Аталантару тĕллевĕ: ачасене пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллаштарса ăна малалла аталантарма пулăшасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, ÿкерчĕксемпе, сăн ÿкерчĕксемпе усă курни; ачасем каласа, выляса, юрласа пани; магнитофонпа усă курни; илемлĕ вулав; ыйту-хурав; терминсене тетраде çырни; словарь ĕçĕ; презентаци пăхни.

Пуплеве аталантарасси: ачасен тата вĕрентекен калаçăвĕ; юрă итленĕ хыççăнхи шухăш-туйăма каласа тата çырса пĕлтересси; пьеса пайне выляса парасси; ачана хăй çырнă сăвва вулаттарасси; пĕтĕмлетÿ тăвасси.

Словарь ĕçĕ:

  1. ăнлантармалли пай

ÿнер – пурнăçа илемлĕх мелĕсемпе ÿкерсе кăтартас ăсталăх

музыка ÿнерĕ – кĕвĕллĕ сасăсемпе усă куракан ăсталăх

живопись – сăрăпа ÿкерес ăсталăх

скульптура – кÿлепе ăсталăхĕ

графика – йĕрпе ÿкерес ăсталăх

сăнар – этем сăн-сăпачĕпе кăмăл-туйăмне пĕтĕмлетсе ÿкерчĕклени

  1. çырма вĕренмеллм пай

Вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсене тĕрĕс çырасси: искуссво (ÿнер), бюст палăк, балет, театр, скульптор.

Урокра усă курмалли хатĕрсем:

Вĕренÿ кĕнеки (6 класс), «Ÿнер ăстисем» кĕнекесен выставки, ÿнер ăстисен сăн ÿкерчĕкĕсенчен йĕркеленĕ выставка, магнитофон, комьютерпа кăтартма хатĕрленĕ презентации, тĕрлĕ кÿлепесем, картинăсем. Ачасем «Çавра сĕтел» хушшинче лараççĕ. Сĕтел варрине хутран касса тунă «хĕвел» вырнаçтарнă, кашни пайăрки çине ÿнер тĕсне çырнă.

Урок эпиграфĕ:

Ÿркенмен ăста пулнă. (Ваттисен сăмахĕ)

Урок юхăмĕ

Урок темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарасси.

  1. Ачасене «Мĕн вăл пурнăç?» ыйтупа ĕçлеттересси.

Ачасем калама пултаракан хуравсем:

- анне тутлă кукăль пĕçерни;

- урамра çил вĕрни;

- ачасем футболла выляни;

-хаваслă шăнкăрав урока чĕнни…

Ачасен хуравĕсене пĕтĕмлетни: «Çак самантсем пурнăç саманчĕсем, вĕсем иртеççĕ те каяççĕ. Хăш-пĕр çынсем вĕсене асра хăварма тăрăшаççĕ…».

Ÿнер (искусство) – пурнăçа илемлĕх мелĕсемпе ÿкерсе кăтартас ăсталăх. Ÿнер ăстисем – илем ăстисем. «Ÿнер» сăмах пĕлтерĕшне ачасем словаре çыраççĕ.

Ачасем, илеме эсир ăçта тата хăçан асăрхама пултаратăр?

Ачасем калама пултаракан хуравсем:

- картинăсем çинче;

- кино курнă чух;

- театра кайсан;

- урамра юр çунине курсан…

2)Кашни ÿнер тĕсĕпе уйрăммăн паллаштарасси.

а) Музыка ÿнерĕ кĕвĕллĕ сасăсемпе усă курать. Вăл сасăсен илемлĕ майлашăвĕпе шухăш-кăмăла хускатать. Юрă – чун уççи. Кайăк çунатсăр вĕçеймест, этем юрăсăр пурăнаймасть.

3.Юрă юрлани. Кристина Сапожникова « Аннеçĕм» юрра юрлать.

4.Ыйту-хурав.

- Кĕвĕпе сăвă пĕрлĕхне мĕн теççĕ?

- Юрăра аннесене хакласа каланă сăмахсене тупăр е хăвăр мĕнле сăмахсемпе

хакласшăн эсир юратнă аннĕре?

5.Хĕвеллĕ кластер туни.

Анне – çутă хĕвел, чун ăшши, чи çывăх çын, ирхи илемлĕ кайăк, пурнăç пуçламăшĕ…

Ачасем çавăн пекех аннене çакнашкал сăмахсемпе те хаклама пултараççĕ:

анне аллисем ылтăн, вăл пурне те каçарма пĕлет, аннесĕр çын сĕм тăлăх…

Çак сăмахсемпе эсир, ачасем, сочинении çырнă чух та усă курма пултаратăр, вĕсене тетраде çырăр.

Пĕтĕмлетÿ:

Кĕçех Аннесен кунĕ çитет. Ачасен чи хаклă парни вăл – тăрăшса вĕренни, аннесене кÿрентерменни. Шкулта çак уява халалласа иртекен сочинени, сăвă-калав çыракансен конкурсне хастар хутшăнма хатĕрленĕр.

Ă) Ÿкерÿ ÿнерĕ сăрăсемпе ÿкернĕ паха картинăсемпе этем кăмăлне çĕклет. Художниксем кăранташпа та, çулла сăрăпа та, акварельпе те, пурăпа та, хăрăмпа та…ÿкереççĕ. (Тĕслĕхсемпе паллаштарни).

Ыйту-хурав.

-Ачасем, эсир чăваш художникĕсенчен камсене пĕлетер?

Чăвашсен паллă ÿнерçисене халăх хисеплет. Вĕсене ас туса юлма тăрăшăр:

Моисей Спиридонов, Никита Сверчков, Юрий Зайцев, Алексей Кокель, Николай Овчинников, Николай Карачарсков, Виктор Немцев, Ревель Федоров, Виталий Петров (Праски Витти) – сăрăçăсем; Петр Сизов, Элли Юрьев, Владимир Агеев – кĕнеке-хаçат илемлетекенсем (иллюстраторсем); Екатерина Ефремова, Александра Ильбекова, Татьяна Шаркова, Евгения Жачева – тĕрĕçĕсем…(ачасем икшер хушамат тетраде çыраççĕ).

Ыйту-хурав.

-Пирĕн районта çуралса ÿснĕ художниксенчен камсене пĕлетĕр?

- Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Кокель художник пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Виолетта Катырева паллаштарать, унăн картинисен репродукцийĕсне катартать. (7-12 №-лĕ слайдсем).

Ыйту-хурав.

- Кокель хушамат ăçтан тухса кайнă?

- Художник ачалăхĕн хăш саманчĕсем асра юлчĕç?

- Шуршăлти космонавтика музейĕн директорĕ пулса пирĕн ялта çуралса ÿснĕ художник ĕçлет. Кам-ши вăл?

5. Ачасем ÿкернĕ ÿкерчĕксен выставкипе паллашни.

б) Скульптура (кÿлепе ăсталăхĕ) пирĕн ăшри тĕрлĕ туйăмсене чултан е йывăçран пысăк ăсталăхпа касса-ыраласа тунă илемлĕ кĕлеткесемпе хускатать.

Ăстасем авал ырăсемпе хаярсен кĕлеткисене, выльăх-чĕрлĕх кÿлеписене турпасран, улăмран тунă. Чăваш кÿлепе ăсталахĕ халăхăн авалхи мелĕсене те, тĕнчери ăстасен тĕслĕхĕсене те шута илет, хăвăрт аталанса пырать. Паллă кÿлепеçĕсем : Фёдор Мадуров, Алексей Майраслов, Владимир Нагорнов, Юрий Ксенофонтов. Çак хушаматсене тетраде çырăр. (Скульпторсен портречĕсемпе паллаштарни).

Кÿлепесене йывăçран та, бронзăран та, тимĕртен те, гипсран та, тăмран та, пăртан та тата ытти материалтан та ăсталама пулать. Тĕрле ялсемпе хуласенче те скульпторсен палăкĕсем чылай. («Памятники города Чебоксары. Скульптура» библиографи кăтартăвĕпе усă курни)

Çын кĕлеткине кăкăр таран çеç ăсталанă кÿлепене бюст палак теççĕ.

(15-17 №-лĕ слайдсем).

Сирĕн умра А.Майраслов скульпторăн тĕрлĕ материалтан тунă кÿлеписем пулчĕç.

Малалли слайд çинче чăвашсен чаплă поэчĕн Çеçпĕл Мишшин бюст палăкĕ (Канаш районĕ, Çеçпĕл ялĕ). (18 №-лĕ слайд).

в) Театр ÿнерĕ.

Театрта эпир артистсем спектакль лартнине куратпăр. Вĕсем çыравçăсен тĕрлĕ пьесинчи, инсценировкинчи, комедийĕнчи рольсене куракана килĕшмелле выляма тăрашаççĕ.

Ыйту-хурав.

Мĕн вăл диалог? Мĕн вăл монолог ? Мĕн вăл полилог?

Тĕслĕх: Хамăр Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕ Людмила Сачкова çыравçăн «Тирпейсĕр Тимуш» хайлавĕн пĕр сыпăкне выляса кăтартни.

Рольсенче:

Тимуш – Николай Белов

Кушак – Михаил Чернов

Тăри – Димитрий Матюшкин

Курак – Кристина Катыкова

Эсир хамăр районта çуралса ÿснĕ артистсенчен камсене пĕлетĕр?

Михаил Ларев Патăрьел районĕнчи Йăлăм Патăрьелĕнче çуралса ÿснĕ Валентина Ситова пултарулăхĕпе паллаштарать. (24-25 №-лĕ слайдсем).

III. 1.Литература (илемлĕ сăмах ÿнерĕ) тĕрлĕ йышши ÿнерсем хушшинче уйрăмах паллă вырăн йышăнать. Çыравçăсем хăйсен хайлавĕсене сăрăран та, кĕвĕрен те хăватлăрах, витĕмлĕрех хатĕрпе – сăмахпа, этем калаçăвĕпе усă курса çыраççĕ. Сăмах ÿнерĕ ыттисенчен анлăрах, нумай енлĕрех. Ÿнерçĕсем, кÿлепе ăстисем, терĕçĕсем сăнара пĕр вырăнта тата пĕр самантра кăна кăтартма пултараççĕ. Çыравçă вара кĕнекери çынсене тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ ĕçре, тĕрлĕ шухăш-туйăм хушшинче, самант е вăрах вăхăтра сăнласа пама пултарать. Сăмах ăсти çын чунне тарăннăн, туллин кăтартма тĕрлĕ майсем тупать, çавăнпа сăмах хăватлă.

2015- мĕш çул Раççейре ЛИТЕРАТУРА, Чăваш енре К.В.Иванов çулĕ пулнине палăртса хăвармалла. 5 класра ун çинчен вĕреннине аса илмелле, пуша вăхăтра ытти хайлавĕсене вулама сĕнмелле .(Портречĕ, Шупашкарти , Слакпуçĕнчи палăкĕсем).

2.Сăмаха вулама пĕлекен чĕлхесĕр çын та, куçсăрри те, хăлхасарри те ăнланать.

Иванова Дария хăй çырнă сăвва вуласа парать. Даша шкулта, районта, республикăра иртекен тĕрлĕ конкурссене хутшăнать, çырма, ÿкерме, тĕрлеме юратать, пĕчĕкренех ÿнер ăсталăхĕпе кăсăкланать.

3.Çыравçă сут санталака ÿкерсе кăтартать-и, историре пулни çинчен çырать-и, паянхине каласа парать-и – пурперех илемлĕ сăмахлăхра тĕп вырăнта этем, унăн чунĕ-кăмăлĕ, шухăшĕ-ĕмĕчĕ.

Вĕрентекен СĂНАР сăмах пĕлтерĕшне ăнлантарать, ачасем словаре çыраççĕ. Сăнарсен тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕсене аса илеççĕ, тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ.

IV.1.Ыйту-хурав.

- Пурнăç илемне мĕнле мелсемпе кăтартма пулать?

- Ÿнер тĕсĕсене аса илĕр. Вĕсем пĕр-пĕринчен мĕнпе уйралса тăраççĕ?

- Ÿнер ăсти пулма çăмал-и?

- Ÿнер ăстисенчен камсене ас туса юлтăр?

- Урок эпиграфĕн пĕлтерĕшне уçса парăр, эсир çавăн пек каланипе килĕшетĕр-и?

Ачасем, сире те эпĕ тĕрлĕ музейсене виртуаллă майпа çитсе курма, выставкăсене пăхма, экскурсисене кайсан та ÿнер ăстисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма сĕнетĕп. Илем пурин чунне те хускаттăр, ырă туйăмсем çураттăр.

2.Çак ребусра Николай Карачарсков художник картинин ятне вулăр. (Чăваш уй-хирĕнче .)



hello_html_5c37636b.jpg







V.Вĕренекен ĕçĕсене хаклани.

VI. Киле ĕç парасси. Ÿнер ăсти вырăнĕнче пулса пĕр-пĕр ĕç хатĕрлемелле: вуланă хайлав тăрăх тунă сюжетлă ÿкерчĕк, аппликаци, тĕрленĕ ал тутри, тăмран, пластилинран е урăх материалтан тунă кÿлепе, хăвăр тĕллĕн çырнă сăвă-калав е хăвăра килĕшекен урăх ĕç.



Хушма ĕçсем.

1.Тĕрлĕ пуç ватмăшсемпе кăсăкланакансем çак кроссворда шутлама пултараççĕ.

Пушă клеткăсене горизонталь майлă ÿнер ячĕсене çырса тухăр.

1.


Ÿ





2.






Н




3.




Е





4.





Р














Хуравсем:1.Кÿлепе; 2.Хускану; 3.Балет; 4. Театр.

2 «Ÿнер» темапа Фишбоун тума пултараççĕ.

VII.Рефлекси. Ачасем çилĕмлĕ хутсене хăйсен шухăш-туйăмне палăртса «Кăмăл йывăççи» çине «çакаççĕ».











Краткое описание документа:
Урокра ачасем çĕнĕ сăмахсемпе, терминсемпе паллашаççĕ. Ÿнер тĕсĕсене вĕреннĕ май хăш-пĕр тĕсĕсене хăйсем те кăтартса параççĕ. Ку урок ачасен пултарулăхне аталантармалли çăл куçсенчен пĕри те пулса тăрать. Ÿнерçĕсен ĕçĕсемпе паллашни тавра курăма анлăлатать, творчество ĕçне хутшăнма хавхалантарать. Тăван тăрăхра пурăнакан ăстасен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Общая информация

Номер материала: 275277



Очень низкие цены на курсы переподготовки от Московского учебного центра для педагогов

Специально для учителей, воспитателей и других работников системы образования действуют 60% скидки (только до конца зимы) при обучении на курсах профессиональной переподготовки (124 курса на выбор).

После окончания обучения выдаётся диплом о профессиональной переподготовке установленного образца с присвоением квалификации (признаётся при прохождении аттестации по всей России).

Подайте заявку на интересующий Вас курс сейчас: KURSY.ORG

Только до конца зимы! Скидка 60% для педагогов на ДИПЛОМЫ от Столичного учебного центра!

Курсы профессиональной переподготовки и повышения квалификации от 1 400 руб.
Для выбора курса воспользуйтесь удобным поиском на сайте KURSY.ORG


Вы получите официальный Диплом или Удостоверение установленного образца в соответствии с требованиями государства (образовательная Лицензия № 038767 выдана ООО "Столичный учебный центр" Департаментом образования города МОСКВЫ).

Московские документы для аттестации: KURSY.ORG


Вам будут интересны эти курсы:

Курс «Бухгалтерский учет»
Курс повышения квалификации «Интеллектуальная собственность: авторское право, патенты, товарные знаки, бренды»
Курс повышения квалификации «Основы местного самоуправления и муниципальной службы»
Курс повышения квалификации «Формирование компетенций межкультурной коммуникации в условиях реализации ФГОС»
Курс повышения квалификации «Организация практики студентов в соответствии с требованиями ФГОС технических направлений подготовки»
Курс повышения квалификации «Этика делового общения»
Курс профессиональной переподготовки «Организация менеджмента в туризме»
Курс повышения квалификации «Основы менеджмента в туризме»
Курс профессиональной переподготовки «Управление сервисами информационных технологий»
Курс профессиональной переподготовки «Организация технической поддержки клиентов при установке и эксплуатации информационно-коммуникационных систем»
Курс повышения квалификации «Актуальные вопросы банковской деятельности»
Курс профессиональной переподготовки «Методика организации, руководства и координации музейной деятельности»
Курс профессиональной переподготовки «Эксплуатация и обслуживание общего имущества многоквартирного дома»
Курс профессиональной переподготовки «Организация маркетинговой деятельности»
Курс профессиональной переподготовки «Стандартизация и метрология»

Благодарность за вклад в развитие крупнейшей онлайн-библиотеки методических разработок для учителей

Опубликуйте минимум 3 материала, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную благодарность

Сертификат о создании сайта

Добавьте минимум пять материалов, чтобы получить сертификат о создании сайта

Грамота за использование ИКТ в работе педагога

Опубликуйте минимум 10 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную грамоту

Свидетельство о представлении обобщённого педагогического опыта на Всероссийском уровне

Опубликуйте минимум 15 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данное cвидетельство

Грамота за высокий профессионализм, проявленный в процессе создания и развития собственного учительского сайта в рамках проекта "Инфоурок"

Опубликуйте минимум 20 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную грамоту

Грамота за активное участие в работе над повышением качества образования совместно с проектом "Инфоурок"

Опубликуйте минимум 25 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную грамоту

Почётная грамота за научно-просветительскую и образовательную деятельность в рамках проекта "Инфоурок"

Опубликуйте минимум 40 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную почётную грамоту

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.