Муниципальное
бюджетное общеобразовательное учреждение
«Нижнетимерчеевская
ООШ» Комсомольского района Чувашской Республики
План-конспект
занятия
по
формированию элементарных математических представлений
во
второй младшей группе
с
обучением на чувашском языке.
Составитель:
воспитатель Плешкова Т.В.
Н.Тимерчеево
-2021
СЕНТЯБРЬ
2-мĕш
заняти
Программа содержанийĕ
Пысăкашне кура япаласене уйăрма пĕлессине ҫирĕплетсе
хăварасси, пысăк, пĕчĕк сăмахсемпе усă курма хăнăхтарасси.
Дидактика хатĕрĕсем
Кăтарту хатĕрĕсем. Чăваш тумĕ тăхăннă пысăк тата пĕчĕк пуканесем, пысăк тата
пĕчĕк пукане кравачĕсем, 3-4 пысăк кубик..
Валеçсе памалли хатĕрсем. Пĕчĕк кубиксем (кашни ача валли 3-4 кубик)
Методика
кăтартăвĕсем
(Меслет
сĕнĕвĕсем)
1-мĕш пай.
Ачасем патне хăнана 2 пукане килеҫҫĕ. Ачасем вĕсене воспитательпе пĕрле
сăнаҫҫĕ, танлаштарса пăхнă хыҫҫăн пĕр пуканийĕ пысăк, тепри пĕчĕк пулнине
палăртаҫҫĕ, вĕсене ят параҫҫĕ (Маринепе Урине).
Воспитатель
пуканесем ҫул ҫинчен ывăнни ҫинчен калать, вĕсене выртса канма кра-ватьсем
кирли ҫинчен систерет:
- Пăхăр-ха
краватьсем ҫине. Вĕсем пысăкăшпе пĕр пекех-и?
- Çук, пĕр пек мар.
- Пысăк краватьне
кăтартăр-ха (ачасем кăтартаҫҫĕ). Халĕ пĕчĕккине кăтартăр.
- Пысăк пукане
валли хăш кравачĕ кирлĕ-ши?
- Пысăк кравачĕ (ачасем
кăтартаҫҫĕ).
- Халĕ пĕчĕк пукане
валли кăтартăр. (ачасем кăтартаҫҫĕ).
- Ачасем, атьăр-ха
выртса канма сĕнер пуканесене.
- Марине, выртса
кансам, тархасшăн. Урине, канса илсем, тархасшăн, пирĕн патра.
- Ачасем,
пуканесене хăвăртрах ҫывăрса каймашкăн атьăр-ха сăпка юрри юрласа
паратпăр.Мĕнле сăпка юрри пĕлетпĕр-ха эпир?
- Маттур, пурте
пĕрле юрлар-ха эппин:
Нянине-паппине,
Паппине-нянине.
Лăштăм-лăштăм
ярăнма,
Шăппăн-шăппăн
ҫывăрма.
2-мĕш
пай. Вăйă хăнăхăвĕ «Башня ту».
Воспитатель ачасен умне
пысăк тата пĕчĕк кубиксем кăларса хурать, ачасене вĕсене пысăкăшне кура
танлаштарма ыйтать.Ун хыҫҫăн башньăсем тума сĕнет. Воспитатель кавир ҫинче
пысăк кубиксенчен, ачасем пĕчĕк кубиксенчен башньăсем тăваҫҫĕ. Ĕҫсене вĕҫлесен,
пурте пĕрле мĕн тунине пăхаҫҫĕ, пысăк тата пĕчĕк башньăсем тунине палăртаҫҫĕ.
Оставьте свой комментарий
Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.