Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / История / Конспекты / План урока "Чувашская семья"

План урока "Чувашская семья"



  • История

Поделитесь материалом с коллегами:

Урок теми: Чăваш кил-йышĕ

Урок тĕллевĕсем:

  1. Хальхи ача-пăчана хăйсен аслашшĕ-кукашшĕсен, мăн аслашшĕсемпе мăн кукашшĕсен пурнăçне ăнланса илме пулăшасси, халăх культурипе пурнăç уйрăлми çыхăнса тăнине кăтартасси.

  2. Кил-йыша, ашшĕ-амăшне, ватăсене, тăвансене чунтан-чĕререн хисеплеме вĕрентесси

  3. Харпăр хăй кил-йышне, ашшĕ-амăшне, йăхне-несĕлне, тăван çĕр-шывне, халăх йăли-йĕркине чунтан парăнма вĕрентесси.

  4. Тăван тата ытти халăхсен культурине пĕлме хистесси

Урока кирлĕ хатĕрсем: компьютер, мультимедиапроектор, урок темипе хатĕрленĕ презентаци, валеçсе памалли карточкăсем, учебник, ĕç тетрачĕсем

Словарь ĕçĕ:

Иерархия – кĕçĕннисем аслисене пăхăнса тăмалли йĕрке

Деспотизм – хĕсĕрлемелли йĕрке

Пасынок – амаçури ывăл, тăван мар ывăл

Падчерица – амаçури хĕр, тăван мар хĕр

Невестка: сноха – кин (ывăл арăмĕ, шăллăм арăмĕ)

Свекорь – хуняçа, пăятам (упăшка ашшĕ)

Свекровь – хуняма, пăянам (упăшка амăшĕ)

Тесть – хуньăм, пăятам (арăм ашшĕ)

Теща - хуняма, пăянам (арăм амăшĕ)

Зять – кĕрÿ (хĕрĕн упăшки, йăмăк упăшки)

Свояченица – хĕр пултăр (арăм йăмăкĕ)

Деверь – ывăл пултăр: ывăлсем (упăшка шăллĕ)

Шурин – пултăр (арăм шăллĕ)

Золовка – аппа (упăшка аппăшĕ)

Урок эпиграфĕ: Çемйĕре лайăх пăхса усрăр. Çемье вăл – халăх чаракĕ, патшалăх чарак (тěрек – тытса тăракан). Пĕр-пĕринпе сапăр (кăмăллă) пулăр, çукшăн-пуршăн чашкăрса çÿресрен (мăкăртатасран), харкашасран (вăрçăнасран)аякра тăрăр.(И.Я.Яковлев.)

УРОК ЙĔРКИ


1.КЛАСА УРОКА ЙĔРКЕЛЕССИ

1) Сывлăх сунни, хампа паллаштарни.

2) Урок темипе тата тĕллевĕсемпе паллаштарни

2.ÇĔНĔ ТЕМА ĂНЛАНТАРАССИ

1) 4-мĕш слайд.Ум сăмах. Пирĕн несĕлсен шухăшĕпе, кашни çыннăн хай пурăннă чухне икĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тумалла: ватăлнă ашшĕ-амăшне пăхмалла, хăй хыççăн хисепе тивĕçлĕ ачасем пăхса ÿстерсе хăвармалла.Çыннăн пĕтĕм пурнăçĕ кил-йышра иртнĕ, çавăнпа вăл яланах çемьешĕн тăрăшнă.


2) 5,6-мĕш слайдсем. «Чăваш кил-йышĕ». Авал чăваш кил-йышĕ ялан тенĕ пекех виçĕ сыпăкран тăнă: аслашшĕ-асламăшĕ, ашшĕ-амăшĕ, ачисем.

Чăваш кил-йышĕнче аслашшĕ-асламăшне, ашшĕ-амăшне лайăх пăхнă, юратна, хисепленĕ. Ачасем амăшне уйрăмах юратнă, хисепленĕ. Тăван амăшне чăваш – анне, апи тесе чĕнет. Амăшĕ умĕнчи тивĕçĕ çинчен чăвашсем çапла каланă: «Аннÿне кашни кун хăвăн ывăç тупанĕ çинче пĕçернĕ икерчĕпе хăналасан та вăл хăвна ырă тунине, унăн ĕçне хăвăн ĕçÿпе тÿлесе татаймастăн».


3)7-мĕш слайд. «Арăмĕ тата упăшки». Ĕлĕк чăвашсен кил-йышĕнче арăмĕпе упăшки пĕр тан пулнă, хĕр арăма кая хурасси пулман.Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне хисепленĕ, питĕ сайра çеç уйрăлнă. Ват çынсем çапла каланă: «Ар çын – кил патши, хĕр арăм –кил турри».

Çемьере ар çын ача пулмасан ашшĕне аслă хĕрĕ пулăшнă. Хĕр ачасем çук пулсан амăшне кĕçĕн ывăлĕ пулăшнă. Пур ĕç те – хĕр арăм ĕçĕ те, ар çын ĕçĕ те хисепре пулнă. Кирлĕ пулсан хĕр арăм кирек мĕнле ар çын ĕçне те тума пултарнă, ар çын та килти ĕçсене тиркесе тăман.


4) 8-мĕш слайд. Чăваш кил-йышĕнчи ачасем. Çемьен тĕп тĕллевĕ ача-пăча пăхса ÿстересси пулнă. Арçын ача çуралсан та, хĕр ача çуралсан та савăннă. Турăран нумай ача пама ыйтса каланă кĕлĕре те ывăл-хĕр тесе асăннă. Каярах, 18 ĕмĕрте, çĕре ар çынсен шутне кура валеçме тытăнсан, ытларах ар çын ачасем çураласса кĕтнĕ. Хĕр пăхса ÿстересси, ăна качча парасси сумлă шутланнă, мĕншĕн тесен ăна валли тупра хатĕрлемелле пулнă.

Чăваш ялĕсенче нихăçан та ашшĕ-амăшĕ пăрахнă ачасем пулман. Тăлăха юлнă ачасене тăванĕсем е кÿршĕсем усрама илнĕ, хăйсен ачисем пекех пăхса ÿстернĕ.Сăмахран, И.Я.Яковлева та Пахомовсен çемйи усрава илнĕ.


5) 9-мĕш слайд. Аслашшĕ-асламăшĕсем, кукашшĕ -кукамăшĕсем. Ачасене пăхса ÿстерес ĕçре аслашшĕ- асламăшсен тÿпи пысăк пулнă. Качча тухнă хĕр упăшки килĕнче пурăнма пуçланă. Çавăнпа ачасем çемьере ашшĕ-амăшĕпе тата аслашшĕ-асламăшĕпе пĕрле пурăннă. Аслă ачисем ашшĕ-амăшне пулăшнă. Кĕçĕннисем вара, 2-3 çултан иртнисем, вăхăта ытларах аслашшĕ-асламăшĕпе ирттернĕ. Ачасем час-часах кукамăш-кукашшĕ патне хăнана кайса çÿренĕ.

Кил-йышра пур ыйтăва та пĕр-пĕринпе канашласа татса панă, ваттисем каланине яланах итленĕ. Килти ĕçсене аслă хĕр арăм, ытти ĕçсене аслă ар çын йĕркелесе пынă.


6) 10, 11-мĕш слайдсем. Çемье пурнăçĕнчи пĕр кун. Çемьен ĕç кунĕ ирхине ирех – хĕлле 4-5 сехетре, çуллахи вăхăтра тата иртерех, шурăмпуçпех, пуçланнă. Малтан çитĕннисем вăраннă, çăвăннă та ĕçе тытăннă. Хĕр арăмсем кăмака хутнă, çăкăр пĕçернĕ,ĕне сунă, апат хатĕрленĕ, шыв ăсса килнĕ. Арçынсем картишĕнче ĕçленĕ: выльăх-чĕрлĕхе апат панă, кил картинче тасатнă, садра, пахчара ĕçленĕ, вутă çурнă…

Аслăрах ачасем маларах тăрса ашшĕ-амăшне пулăшнă, кĕçĕннисем каярах вăраннă.

Кăнтăрла тĕлĕнче кил-йыш сĕтел хушшине ларса апатланнă. Кăнтăр апачĕ хыççăн каллех пурте ĕçе тытăннă. Чи ваттисем çеç кăштах выртса канса илме пултарнă.

Каçхине каллех кил-йыш пĕрле апатланнă. Çумăрлă е шартлама сивĕ çанталăкра каçхи апат çинĕ хыççăн пÿртре ĕçленĕ: арçынсем çăпата тунă, вĕрен-кантра явнă; хĕр арăмсем çип арланă, çĕленĕ, пĕчĕк ачисене пăхнă. Ытти ачисем аслашшĕ-асламăшĕ çумне канлĕн вырнаçса ларнă та авалхи юмахсем тата пулни-иртни çинчен каласа панисене итленĕ.

Аслăраххисем хăйсен юлташĕсем патне улах ларма тухса кайнă.

Чи пĕчĕккине сăпкана çывăрма вырттарнă, ыттисем сак е кăмака çине, аслашшĕ-асламăшĕ çумне кĕрсе выртнă.


7) 12-мĕш слайд. Ыйту –хурав.

1)Хальхи вăхăтра чăваш кил-йышĕ миçе сыпăкран тăрать?

2)Сирĕн килте аçу-аннÿсем, аслаçу-асаннÿсем мĕнле ĕçсем тăваççĕ? Ку хĕр арăм ĕçĕ мар е ку ар çын ĕçĕ мар тесе каланисем тĕл пулмасть- и? Эсир аслисене мĕнле пулăшатăр?

3)Сирĕн çемьере ĕç кунĕ миçере пуçланать?

4)Каçсерен эсир пурте пĕрле пуçтарăнсан вăхăта мĕнле ирттеретĕр?


8) 13-мĕш слайд. Кану саманчĕ (физкультминутка). Ача-пăча вăййи. «Ят пĕлмелле»

Вăйă картинче пĕр ача (Мишша) ларать. Вăйă карти юрласа çаврăнать:

Ларать, ларать,Мишша ларать

Шĕшкĕ тĕмĕ айĕнче.

Çиет,çиет Мишша çиет

Шĕшкĕн сарă мăйăрне.

Вăхăт çитсен тăрас пулать,

Ятне тĕрĕс калас пулать.

Юрласа пĕтерсен çаврăнма чарăнаççĕ. Юрлакансенчен пĕри хыçалтан пырса Мишшан куçне хуплать. Кам хупланин ятне тĕрĕс каламалла.


9) 14-мĕш слайд. Ыйту –хурав.

1) «Икĕ чĕлхе икĕ ăс» тенине мĕнле ăнланатăр?

2) Эсир чăваш чĕлхисĕр пуçне тата мĕнле чĕлхесем пĕлетĕр?

3) Сире вырăс халăхĕн культури кăсăклантарать-и?


10) 15,16-мĕш слайдсем. «Вырăс çемйи» .

1) Словарь ĕçĕ. Экран çинчи сăмахсене вулаççĕ, тетраде çырса хураççĕ.

2) 17-мĕш слайд. Вырăс çемйи 4 сыпăклă та пулма пултарнă. Çемьере килĕштерсе пурăнма тăрăшнă:пĕр-пĕрне ăнланма, каçарма пĕлнĕ. Вăрçасси, кĕвĕçесси çылăх тесе шутланă. Пур ĕçе те пĕрле канашласа тунă. Кÿршĕсемпе те килĕштерсе пурăннă.

18-мĕш слайд. Вырăс çемйинче чи аслă ар çын хуçа пулнă. Вăл аслашшĕ е аслă ывăлĕ пулнă. Ачисем ашшĕпе амăшне, арăмĕ упăшкине итленĕ, хисепленĕ, пĕр-пĕрне хĕсĕрлемен.

19-мĕш слайд. Çемьери чи аслă ар çын – килте тата хуçалăхра хуçа пулнă. Вăл ывăлĕсемпе пĕрле хуçалăхри ĕçсне тунă. Кил хуçи сăмахне пурте итленĕ, мĕн хушнине пурнăçланă.

20-мĕш слайд. Вырăс çемйинче хĕр арăм тата ар çын ĕçĕсем уйрăм пулнă. Аслă хĕр арăм кил-çуртри ĕçсене йĕркелесе пынă. Ачасене пăхса ÿстересси, выльăх-чĕрлĕхе пăхасси, кĕпе-тумтир çĕлесси, çăвасси – хĕр арăм ĕçĕ шутланнă. Хĕр ачасем ÿссе çитĕннĕ май амăшне пулăшнă.

21-мĕш слайд. Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне тĕрлĕрен чĕннĕ. Чи çывăх тăвансем – аслашшĕ-асламăшĕсемпе кукашшĕ -кукамăшĕсем, ашшĕпе-амăшĕ, пиччĕшсемпе аппăшĕсем, йăмăкĕсемпе шăллĕсем, вĕсен мăшăрĕсемпе ачисем пулнă. Вĕсем пĕр-пĕринпе туслă пурăннă.


3.ÇИРĔПЛЕТŸ. 22-мĕш слайд.

1)Ыйту-хурав: вырăс тата чăваш çемйисенче мĕнле пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсем куртăр? (ашшĕ-амăшне, ваттисене хисеплеме, тăвансемпе килĕштерсе пурăнма вĕрентеççĕ).

2) «Чăваш кил-йышĕ» темăпа панă ĕçсене пурнăçласси. 23-28 слайдсем


4.ПĔТĔМЛЕТŸ. 29-мĕш слайд. «Ăслă ача» юмах вулани.

1)Ыйту-хурав:

- Мĕншĕн юмаха «Ăслă ача» тесе ят панă?

- Ашшĕ пурнăçĕнче мĕнле йăнăш туса хума пултаратчĕ?

-Сире аçу-аннÿсем ваттисене хисеплеме вĕрентеççĕ-и? Мĕнле?

-Эсир чăваш литературинче ваттисене хисеплеме вĕрентекен мĕнле произведенисем вуланă? (Антип Николаев «Юра асламăшĕ», Л.Сарине «Кукамай», В.Элпи «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача» т.ыт.те.)


5.АЧАСЕН ПĔЛĔВНЕ ХАКЛАССИ.


6.КИЛЕ ВАЛЛИ ĔÇ ПАРАССИ: 30-мĕш слайд. 14-мĕш § вуламалла, ĕç тетрадĕнчи 32 стр. ĕçсене пурнăçламалла.







Ăслă ача.


Пĕр ватă çын хăйĕн ывăлĕпе кинĕ патĕнче пурăннă. Кинĕ ăна пăхма юратман.

Вăл вара упăшкипе ятлаçа-ятлаçа тăнне илнĕ.

- Аçуна çунашка çине ларт та тарăн вара леçсе пăрах, - тенĕ.

Чăнах та, пĕр шартлама сивĕ кун çак ватă çынна ывăлĕ çунашка çине лартса тарăн вара тĕксе антарса ярать. Çунашка хыççăн çырма тĕпнелле пĕчĕк ача та пилĕк таран юр ăшне пута-пута васкасах ана пуçлать.

- Ăçта каятăн? – тесе ыйтать ашшĕ ывăлĕнчен.

-Çунашкана илсе хăпарас тетĕп, - тет ачи…

- Мĕне кирлĕ сана çав çунашка?! Сана эпĕ çĕнĕ çунашка илсе парăп,- тет ашшĕ.

Анчах ачи ашшĕне итлесе тăмасть. Васкасах çырма тĕпнелле анать. Вăхăт нумай та иртмест, ачи çунашкана сĕтĕрсе хăпарать. Çĕлĕкĕ чалăшса кайнă хăйĕн, сывласса та аран сывлать.

- Мĕншĕн çак çунашкашăн нушаланатăн? Каларăм-çке сана, çунашка илсе паратăп терĕм, -тет ашшĕ.

- Çĕннине илсе парăн-ха эсĕ, -тет ăна ывăлĕ. - Анчах ку çунашка тинех ярăнма юрăхлă пулас çук ĕнтĕ. Ăна эпир лаççа кĕртсе хурăпăр. Аннепе эсĕ ватăлсан, сире те çак çунашка çине лартса çакăнта килсе ярăп.

Лешĕ хăйĕн ашшĕне туртса килнĕ чух хăй ватăласса шутламан та-и, тен. Ачин сăмахне илтсен вăл тарласа каять, куççульне пытарма тăрăшать, анчах алли-ури çавăнтах чĕтреве ÿкет…

Вара вăл çырманалла васкаса чупса анать те хăйĕн ашшĕне юр ăшĕнчен кăларать, унтан ăна килне туртса таврăнать, килне таврăнсан ывăлĕн сăмахĕсене пĕтĕмпе арăмне каласа парать. Çакăн хыççăн ват çынна килте никам та нихăçан та кÿрентермест. Кинĕпе ывăлĕ ват çынна питĕ лайăх пăхаççĕ.

«Ватта сума сăвакан – хăй те ватă пулакан, ватта хурлăх тăвакан – хай те хурлăх куракан», тесе ахаль каламан çав. Çакна манакан, чăн та, хăй кунĕнче ырă курайман.

(Г.Волков çырнинчен)








«Чăваш кил-йышĕ» темăпа панă ĕçсене пурнăçлăр.


1.Панă сăмахсене тĕрĕс вырнаçтарса çырса хурăр: асатте, атте, ывăл ача, хěр ача, асанне, анне.


hello_html_193d772.gif

2.Чăвашла тĕрес куçарăр.


Бабушка(со стороны матери) - _______________________________

Внук –___________________________________________________

Дедушка(со стороны отца) –_________________________________

Свекровь –_______________________________________________

Сноха –__________________________________________________

Младшая сестра –__________________________________________

Зять –____________________________________________________

Теща –___________________________________________________


3.Ваттисен сăмахĕсене çырса пĕтерĕр.


А) Ватта туя кирлĕ, пĕчĕк ачана ________________кирлĕ.

Ă) ___________________ ÿстересси чăх-чĕп ÿстерни мар.

Б) ______________________ хисепле, хăвнах ырă пулĕ.

В)______________________ ăс памасăр ĕç ăнмасть.

Г)Ватăпа ___________ пул, çамрăкпа _____________ пул.


Усă курмалли сăмахсем: çамрăк, аçупа аннÿне, ватти, сăпка, ача-пăча, ватă.



Автор
Дата добавления 18.01.2016
Раздел История
Подраздел Конспекты
Просмотров142
Номер материала ДВ-353991
Получить свидетельство о публикации


Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх