328698
столько раз учителя, ученики и родители
посетили сайт «Инфоурок»
за прошедшие 24 часа
+Добавить материал
и получить бесплатное
свидетельство о публикации
в СМИ №ФС77-60625 от 20.01.2015
Дистанционные курсы профессиональной переподготовки и повышения квалификации для педагогов

Дистанционные курсы для педагогов - курсы профессиональной переподготовки от 6.900 руб.;
- курсы повышения квалификации от 1.500 руб.
Престижные документы для аттестации

ВЫБРАТЬ КУРС СО СКИДКОЙ 50%

ВНИМАНИЕ: Скидка действует ТОЛЬКО сейчас!

(Лицензия на осуществление образовательной деятельности № 5201 выдана ООО "Инфоурок")

ИнфоурокНачальные классыКонспектыПлан-конспект нестандартного урока по чувашской литературе на тему "Этем чун – чĕрипе илемлĕ. Пурнăçăм, ачамсем." А. А. Николаева.

План-конспект нестандартного урока по чувашской литературе на тему "Этем чун – чĕрипе илемлĕ. Пурнăçăм, ачамсем." А. А. Николаева.

Выберите документ из архива для просмотра:

Выбранный для просмотра документ Чаваш литератури уроке.doc

библиотека
материалов
Скачать материал целиком можно бесплатно по ссылке внизу страницы.


hello_html_e55465c.jpgМОУ «Альшеевская средняя общеобразовательная школа

Буинского района РТ»













План-конспект нестандартного урока

в 3 классе по чувашской литературе













Учительница начальных классов

Гаврилова Галина Дмитриевна

1 квалификационной категории


Урок теми: Этем чун – чĕрипе илемлĕ. Пурнăçăм, ачамсем.

А. А. Николаева.

Урок тĕллевĕсем


Пĕлу тĕллевĕ: ачасене Андриян Григорьевич Николаев пурнăçĕпе

паллаштарасси;

А. А. Николаеван « Пурнăçăм, ачамсем» калавне

тĕплĕн ăнлантарасси;

ачасен вулав хăвăрăтлăхне ÿстересси, вуланă

текста тишкерме, ăнланма вĕрентесси, ачасене

хăйсене материал шырама, çын умĕнче тухса

калаçма хăнăхтарасси.


Илемлĕх тĕллевĕ: илемлĕх туйăмне, шухăш хастарлăхне

аталантарасси.

Сапрăлăх тĕллевĕ: тăван халăх историне, унăн чĕлхине, пурлăхне,

тăван халăх геройĕсене хисеплеме вĕрентесси.


Урок тĕсĕ : çĕнĕ материала тишкересси.


Словарь ĕçĕ: кĕлте, çурла.


Ěç форми: ушкăнпа, пĕччен.


Урок мелĕсемпе

меслечĕсем: - учитель сăмахĕ;

- тĕпчев ĕçĕ- тест;

- тупмалли юмаха тупни;

- сообщени туни;

- калава вулани;

- ыйту-хурав;

- словарь ĕçĕ;

- ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени


Кирлĕ хатĕрсем: А. Г. Николаев портречĕ, А. Г. Николаевăн «Вĕçĕ –

хĕррисĕр уçлăхра» кĕнеке; Ю. А. Гагарина сăнлакан

ÿкерчĕк; экспресс – карточкăсем, мультимедийнăй

проектор, слайдсем, тест.


Этем чун – чĔрипе илемлĔ.

(Тăван сăмах урок, 3-мĕш класс)

Урок юхăмĕ.


Урока ларма шăнкăрав парсанах ачасем тăраççĕ, сăвва калаççĕ те лараççĕ.

Шăнкăрав шăнкăртатать.

Урок пуçланать.

Ĕçе тытăнатпăр,

Малалла утатпăр!


I. Урока пуçлани, ун тĕллевĕпе паллаштарни.


II. Сасăпа вулани.

Ачасем библиотека кĕнекисене сасăпа вулаççĕ.


III. Килти ĕçе тĕрĕслени. Слайд 1

Вĕреннине аса илсе çирĕплетсе хăварăпăр.

Экран çине слайд тухать. П. Хусанкай. Тĕлĕнмелле çынччĕ калава тестпа усă курса тĕрĕслени. Ачасен умĕнче тестсем. Вĕсем çыраççĕ те слайдпа тĕрĕслеç-

çĕ.

IV. Çĕнĕ темăна вĕренни.

1. Тупмалли юмахпа ĕçлени. Слайд 2

Учитель. Экран çинче мĕн куратăр? (Хуравлаççĕ.)

Тупмалли юмахăн тупсăмне тупаççĕ.

2. Космонавсем çинчен калаçу ирттерни.

Ачасем, доска çинче кам сăн ÿкерчĕкĕсене куратăр? (Ачасем хуравлаççĕ.)

Камсем вĕсем? Эсир мĕн пĕлетĕр вĕсем çинчен?


3. Ачасем каласа пани

а) Андриян пурнăçĕпе паллаштарни.

Вĕренекен тухса сăвă каласа парать. Слайд 4

Кам çинчен калаçатпăр паян эпир сирĕнпе? Çак портрета курсан пурте пĕлеççĕ: кунта- А.Г Николаев. Эпир паян сирĕнпе «Этем чун – чĕрипе илемлĕ» темăра А. А. Николаеван «Пурнăçăм, ачамсем» калавĕпе паллашатпăр.Малтанах пире ачасем А.Г Николаев çинчен килте хатĕрленĕ ĕçĕсене каласа параççĕ.

1 - мĕш вĕренекен. СССР космонавт – лётчикĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиации генерал – майорĕ Андриян Григорьевич Николаев – чăваш халăхĕн чысĕпе мухтавĕ, унăн ятне çăлтăрсем таран çĕкленĕ чăн- чăн Улăп, наци паттăрĕ. А. Г. Николаев Чăваш АССРĕнчи Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Шуршăл ялĕнче 1929 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Амăшĕпе, Анна Алексеевнапа, пĕр кунтах çут тĕнчене килнĕ. Çакă питĕ пысăк телее пĕлтерет тесе шутланă ĕлĕк – авалах ваттисем.

Ачалăх кунĕсене вăл тăван Шуршăл ялĕнче ирттернĕ. Çамрăклах ашшĕсĕр тăрса юлнă, çурма тăлăх ÿснĕ, пурнăç ăнна ачашласа ÿстермен, çăкăр чĕлли хакне вăл мĕн ачаран тĕрĕс ăнланнă. Андриян ачаллах нуша курса ÿснĕ. Уй – хирте суха тунă, тырă акнă, утă çулнă, фермăра ĕçленĕ, çурлапа тырă вырма та тивнĕ ăна. Пĕррехинче ыраш ани çинче кĕлте çыхнă чух тупере самолёт сасси кĕрлесе кайнă. Андриян çулелле тинкернĕ те: « Лётчик пулатăпах», - тесе тупа тунă.

2 - мĕш вĕренекен. 1944 çулта 7 класс пĕтернĕ. Техникумра вĕренсе 1947 çулта “техник-лесовод” ятне илнĕ хыççăн 1950 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕччен хăйĕн специальноçĕпе Карело-Финн АССР енчи леспромхозра ĕçленĕ. 1950- мĕш çулта А. Г. Николаева Совет Çарне илеççĕ. Çулталăка яхăн сывлăш стрелокĕнче службăра тăнă. 1954 çулта Фрунзе (халĕ — Бишкек) хулинчи çар авиаци училищинчен вĕренсе тухнă. Малтанах ахаль летчик, каярахпа аслă летчик, унтан авиаци эскадрильин адъютанчĕ пулнă. 1960 çулта Андриян Григорьевича космонавтсен отрядне йышăннă. Вăл Валерий Быковскийпе, Юрий Гагаринпа, Григорий Нелюбовпа, Павел Поповичпа тата Герман Титовпа пилотлă пĕрремĕш вĕçеве хатĕрленнĕ.

Совет Союзĕн 2 хут Геройĕ, авиацин генерал-майорĕ космоса пĕрремĕш хут “Восток-З” караппа 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче çĕкленнĕ. Çавăн чух вăл çĕр чăмăрĕ çинчи пур çынтан та чи малтан уçлăхра 4 талăк пулнă. Çĕр чăмăрĕ тавра 64 хут çаврăннă. Халиччен никамах та пĕлмен Шуршăл пĕтĕм тĕнчипе паллă пулса тăнă. Ялĕ вара чăннипех вĕреме кĕнĕ тейĕн. Йĕри – тавра халăх, халăх, халăх. Пурте пĕр- пĕрне саламлаççĕ, ыталаççĕ. « Чăваш çынни космосра», « Андрияна – ур-ра!»- тесе кăшкăраççĕ. Слайд 5

3 - мĕш вĕренекен. 1963 – мĕш çулта Андриян авланнă. Валентина Терешкована качча илнĕ. Çапла вара космос çемйи йĕркеленнĕ. Вĕсен Алёнка ятлă хĕр пур. Слайд 6

1970 çулхи иккĕмĕш вĕçевĕнче вара çĕнĕ рекорд лартнă — 18 талăк! Ача чухнехи ĕмĕте – тĕллевне пурнăçа кĕртнĕ А. Г. Николаев. Вăл Совет Союзĕн 3 – мĕш космонавчĕ, тĕнче уçлăхне парăнтарнă 3 – мĕш халăх ( вырăссемпе американецсем хыççăн) çынни.

Пурте Андриян Николаев тĕлĕнмелле ырă çын пулнине палăртаççĕ. Космос çинчен каласа пама кăна мар, çырма та юратнă вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ 1974 çулта тухнă кĕнекине “Космос — дорога без конца” ят панă. Пĕрремĕшĕ вара 1966 çулта чăвашла тухнă. Çĕре яхăн ăслăлăх ĕçĕсен авторне мĕнле кăна медальпе, орденпа наградăламан пуль, вĕсен шутĕнче ют çĕр-шыврисем те пур. Уйăх çинчи пĕр кратера вара кашни чăвашшăн Улăппа танлашакан çутă чунлă ентешĕмĕр ятне панă.

4 - мĕш вĕренекен. Болгарире те Венгрире, Францире те Японире, Индире те Монголире, Индонезире те Бирмăра, Непалра та Цейлонра, Бразилире те Алжирта ăшă кулăпа çуталнă вăл. Этемлĕхе ĕмĕр-ĕмĕр Кайăк хур çулĕн вĕçсĕрлĕхĕпе, пин-пин çăлтăр илемĕпе илĕртнĕ УÇЛĂХРА пулса курнă ÇЫH.


Хăй вара çаплипех юлнă — мухтав та, чап та пăсайман ăна. Мĕнле хитре те уçăмлă, чăн чăвашла таса та кăмăллă калаçнă вăл!Çавăн пекех сăпайлă та лăпкă, ырă та уçă чунлă, хăй мĕн тума пултарасса пĕлсе пултарулăхĕпе ăс-тăнне шеллемен этем. Ĕçтешĕсемпе юлташĕсем вăл темĕнле йывăр самантра та çухалса кайманни, хăйне яланах алăра тытма, тĕрĕс утăм тума пултарни çинчен аса илеççĕ, çыраççĕ, калаççĕ.

Ăна юлташла аллинчен тытса, куçĕнчен пăхса курман эпир. Анчах та мĕн ачаран пĕлнĕ ăна, унпа мухтаннă, мăнаçланнă. Чи çутă çăлтăр пулнă вăл пирĕншĕн. Халĕ те çаплax.

2004 çулта авăн уйăхĕнче Андриян Григорьевич Николаев 75 çул тултармаллаччĕ, анчах та йывăр чир ăна çулла, утă уйăхĕн 3 – мĕшĕнче пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйăрса кайрĕ. Пĕтĕм халăх тухрĕ ăна юлашки çула ăсатма. Паттăр космонавта хăйĕн тăван çĕрĕнче, Шуршăл ялĕнче пытарнă. Слайд 7


Ачасем мĕнпе усă курнине те асăнса хăвараççĕ.

Маттур, ачасем. Питĕ нумай хатĕрленнĕ. Ачасем хăшĕ –пĕри çак музейра пулса курнă. Кам каласа парать курни çинчен?

б) Хай курнине: Шуршăл ялĕ, музейĕ çинчен каласа пани

5 - мĕш вĕренекен. Шуршăл ялĕ, музейĕ çинчен каласа парать. Слайд 8


V. Кану саманчĕ.

Самолет: самолет:

Пулёп эп хамах пилот?

Хёпаратёп сак =ине:

=авёратёп моторне?

Мотор сасси к.р –к.р- к.р!

Часрах ларса .лк.р.р!

+итес =.ре =ит.п.р:

Тем те курса п.л.п.р?


VI. Кĕнекепе ĕçлени.


1. А. А. Николаеван « Пурнăçăм, ачамсем» калавне вулани.

Ачасем хăйсем тĕллĕн вулани. Тăвăн сăмах. 3 класс. С. 121 - 123


2. Словарь ĕçĕ. Слайд 9


3. Калава сасăпа лайăх вĕренекенсем вулани.


4. Лайăх вулакансем карточкăсемпе ĕçлени.

hello_html_m4f536772.gif

Экспресс- карточка

  1. Калавра каланă тăрăх çемьере миçе ача пулнă?

  2. Ăçта кайнă аслă ывăлĕсем?

  3. Çиме мĕн парса янă

  4. Мĕнпе леçсе янă амăшĕ Андрияна?

  5. Мĕнле транспортпа ларса кайнă ача?

(Çырса ответлеççĕ.)


5. Пĕтĕм класпа ĕçлени. Ыйтусем çине ответлени.

Тăвăн сăмах. 3 класс. С. 123 6. Вĕреннине аса илни.

Учитель. Ачасем, ун çинчен эпир тĕрлĕ калавсем те, сăвăсем те вуланă. Аса илер-ха, мĕнле сăвăсем вуланă эпир, мĕне вĕрентеççĕ вĕсем? Ачасем аса илеççĕ.


7. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени.


Учитель. Сирĕнтен çапла ыйтас килет: çак калаври çынсем çинчен калакан мĕнле ваттисен сăмахĕсене астуса юлтăр эсир?Ачасен хуравĕсем çакăн пек пулма пултараççĕ:

Учитель. Маттур, ачасем. Питĕ нумай ваттисен сăмахĕ астуса юлнă эсир. Aн манăр вĕсене, мĕншĕн тесен ваттисен сăмахĕсем пире пурăнма, пĕр-пĕрне хисеплеме, пулăшма, тăван киле, Тăван çĕршыва юратма вĕрентеççĕ.


VII. Урока вĕçлени.

- Ачасем, урокран мĕнле туйăмсемпе тухатăр?

- Мĕн çĕнни пĕлтĕр?

- Кам урокра вай хурса ĕçлерĕ?

- Кам тата лайăхрах ĕçлеме пултарать?


VIII. Киле валли ĕç.

- Çак кĕнекене А. Г. Николаев çырнă, вуласа пăхăр.

- Калав тăрăх ÿкерчĕк тăвасси.

- Вулама с. 121- 123, каласа пама.


















Тест

(П. Хусанкай. Тĕлĕнмелле çынччĕ)


1. И. Я. Яковлев миçере тăнă?

а) 6 сехетре

ă) 4 сехетре

б) 5 сехетре


2. Чи малтан ăçта кĕретчĕ вăл? Йĕркипе çыр.

а) вĕренекенсем патне

ă) хуралçăсем патне

б) кухньăна


3. Ултă сехетре Иван Яккăльч умĕнче мĕн ларнă?

а) стакан

ă) чей курки

б) сăмавар


4. Праçниксенче Иван Яккăльч мĕн пĕçерттернĕ?

а) çăмарта

ă) кукăль

б) пÿремеч


5. Мĕнле чĕлхене çине тăрса вĕренме хушнă?

а) акăлчан

ă) вырăс

б) чăваш





Экспресс- карточка


  1. Калавра каланă тăрăх çемьере миçе ача пулнă?


  1. Ăçта кайнă аслă ывăлĕсем?


  1. Çиме мĕн парса янă?


  1. Мĕнпе леçсе янă амăшĕ Андрияна?


  1. Мĕнле транспортпа ларса кайнă ача?



Литература


  1. Т. В. Артемьева. Тăвăн сăмах.

2. А. Г. Николаевăн «Вĕçĕ – хĕррисĕр уçлăхра»

3. «Тете» («Игрушка») - журнал, № 8, 2004 год




















Общая информация

Номер материала: ДБ-232235

Вам будут интересны эти курсы:

Курс повышения квалификации «Методика преподавания информатики в начальных классах»
Курс повышения квалификации «Использование мини-проектов в школьном: начальном, основном и среднем общем и среднем профессиональном естественнонаучном образовании в условиях реализации ФГОС»
Курс повышения квалификации «Воспитание и социализация учащихся в условиях реализации ФГОС»
Курс повышения квалификации «Актуальные проблемы обучения детей с нарушением слуха в образовательных организациях общего и среднего профессионального образования»
Курс повышения квалификации «Профессиональная компетентность педагогов в условиях внедрения ФГОС»
Курс повышения квалификации «Методика обучения игре детей с особенностями развития в рамках реализации ФГОС»
Курс профессиональной переподготовки «Организация деятельности педагога-дефектолога: специальная педагогика и психология»
Курс повышения квалификации «Психолого-педагогическая диагностика в современном образовательном процессе»
Курс повышения квалификации «Организация и проведение культурно-досуговых мероприятий в соответствии с ФГОС НОО»
Курс повышения квалификации «Организация рабочего времени учителя начальных классов с учетом требований ФГОС НОО»
Курс повышения квалификации «Организация работы с обучающимися с ограниченными возможностями здоровья (ОВЗ) в соответствии с ФГОС»
Курс повышения квалификации «Новые методы и технологии преподавания в начальной школе по ФГОС»
Курс повышения квалификации «Система диагностики предметных и метапредметных результатов в начальной школе»
Курс профессиональной переподготовки «Инклюзивное образование в начальной школе»
Курс профессиональной переподготовки «Теория и методика преподавания в начальных классах компенсирующего и коррекционно-развивающего вида»

Благодарность за вклад в развитие крупнейшей онлайн-библиотеки методических разработок для учителей

Опубликуйте минимум 3 материала, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную благодарность

Сертификат о создании сайта

Добавьте минимум пять материалов, чтобы получить сертификат о создании сайта

Грамота за использование ИКТ в работе педагога

Опубликуйте минимум 10 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную грамоту

Свидетельство о представлении обобщённого педагогического опыта на Всероссийском уровне

Опубликуйте минимум 15 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данное cвидетельство

Грамота за высокий профессионализм, проявленный в процессе создания и развития собственного учительского сайта в рамках проекта "Инфоурок"

Опубликуйте минимум 20 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную грамоту

Грамота за активное участие в работе над повышением качества образования совместно с проектом "Инфоурок"

Опубликуйте минимум 25 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную грамоту

Почётная грамота за научно-просветительскую и образовательную деятельность в рамках проекта "Инфоурок"

Опубликуйте минимум 40 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную почётную грамоту

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.