494368
столько раз учителя, ученики и родители
посетили сайт «Инфоурок»
за прошедшие 24 часа
+Добавить материал
и получить бесплатное
свидетельство о публикации
в СМИ №ФС77-60625 от 20.01.2015
Дистанционные курсы профессиональной переподготовки и повышения квалификации для педагогов

Дистанционные курсы для педагогов - курсы профессиональной переподготовки от 5.520 руб.;
- курсы повышения квалификации от 1.200 руб.
Престижные документы для аттестации

ВЫБРАТЬ КУРС СО СКИДКОЙ ДО 70%

ВНИМАНИЕ: Скидка действует ТОЛЬКО сейчас!

(Лицензия на осуществление образовательной деятельности № 5201 выдана ООО "Инфоурок")

ИнфоурокДругоеКонспектыПлан-конспект открытого урока "Ырă çын пулар"

План-конспект открытого урока "Ырă çын пулар"

библиотека
материалов
Скачать материал целиком можно бесплатно по ссылке внизу страницы.

Уçă урокăн тулли конспекчĕ


Урок теми: «Ырă çын пулар» (В.А.Сухомлинскин «Ырă çын» калавĕ тăрăх)

Класс: 5

Урок эпиграфĕ:

Çын çынпа пурăнать.

Çын çынпа савăнать.

Çын!

Хăватлăн янрать сан яту.

Çын юраттăр çынна,

Хисеплетĕр çынна.

Çын патне эс васка. Ырă ту.

Порфирий Афанасьев, Чăваш халăх поэчĕ


Урок тĕллевĕсем:

  1. Сапăрлăх тĕллевĕ: ырăпа усала уйăрма вĕрентесси, ырă çын пулас кăмăл-туртăма вăйлатма пулăшасси.

  2. Пĕлÿ тĕллевĕ: «Ырă çын» текста вуласа ăнланасси, калавăн тĕп шухăшне палăртма тăрăшасси.

  3. Аталантару тĕллевĕ: чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçма хăнăхтарасси, камăнлăх форминчи тăванлăх самахĕсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентесси.


Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, кĕнеке выставки.


Курăмлăх хатĕрĕсем: урок темине уçса пама пулăшакан презентаци, анкета хуравĕсем, ваттисен сăмахĕсем, ачасен сăвă-калавĕсем, И.Я.Яковлевăн «Ÿкĕт» тексчĕ, «Камăнлăх формисем» таблица», ачасен темăпа çыхăнтарса хатĕрленĕ презентацийĕ.


Урок юхăмĕ:

I. Вĕреннине аса илни.

1. Киле пăхмасăр вĕренме панă сăвва ушкăнпа калаççĕ.

2. Фонозарядка.

Аннене анне тееççĕ,

Аттене атте тееççĕ,

Аппана аппа тееççĕ,

Пиччене пичче тееççĕ,

Йăмăка йăмăк тееççĕ,

Шăллăма шăллăм тееççĕ…

Вĕсене илме укçа çук,

Укçа пулсан-пулмасан та –

Вĕсене сутаканĕ çук.

II. Çĕнĕ темăпа ĕçлени.

  1. Урок темипе, тĕллевĕпе, эпиграфĕпе паллаштарасси.

  2. Анкета пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарасси.

Пĕрремĕш ыйту. Сирĕн çемьери çынсем пурте ырă кăмăллă-и?

Иккĕмĕш ыйту. Мĕнле çынна ырă çын тетпĕр?

Виççĕмĕш ыйту. Камсем вĕсем усал çынсем?

Тăваттăмĕш ыйту. Эсир усал çынсене курнă-и?

Пиллĕкмĕш ыйту. Мĕнле çынсене пурăнма çăмăлрах: ыррисене е усаллисене? Мĕншĕн?

Улттăмĕш ыйту. Эсĕ хăвна мĕнле çын тесе шутлатăн? Мĕншĕн?

  1. «Ырă çын» текстпа ĕçлесси.

а) Текст авторĕпе – В.А.Сухомлинскипе паллаштарасси.

Василий Александрович Сухомлинский – ăслă та пултаруллă педагог. «Чĕреме ачасене паратăп» ятлă кĕнекинче вăл: «Манăн пурнăçăмра пĕртен-пĕр юрату çеç пулнă – ача-пăча», – тесе çырнă. Уншăн чи кирли – ачасен савăнăçĕ, чи хакли – вĕсен телейĕ. Ачасен ырлăхĕшĕн пурăннă вăл.

В.Сухомлинский Украинăри Павлыш поселокĕнче çуралса ÿснĕ. Педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Вăрçăра пулнă, йывăр аманса таврăннă. Ĕмĕрĕпех тăван шкулĕнче директорта ĕçленĕ.

В.Сухомлинский — 30 кĕнеке тата 500 статья авторĕ.

ă) Текста вуласси.

б) Çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлесси.

Çеçен хир, çăл, иртен-çÿрен, вĕрен, урапа, хăйăр.

  1. Текста пайăн-пайăн вуласа вырăсла куçарасси.

  2. Ыйту-хурав. Доска умне тухнă ача ыттисем панă ыйтусем çине хуравлать.

  3. Калаври сăнарсем çинчен ачасен шухăшне ыйтса пĕлесси.

Аслашшĕ –

Мăнукĕ –

Пĕрремĕш çын – çынах мар

Иккĕмĕш çын – çур çын кăна

Виççĕмĕш çын – чăн-чăн çын. Ырă çын. Ыттисене пулăшма хатĕр çын.

  1. Текстăн тĕп шухăшне палăртасси.

Çĕр çинче пурăнакан кашни çын ырă чунлă пулмалла, кирек кама та пулăшма пултармалла.

  1. Текстри камăнлăх форминчи тăванлăх сăмахĕсене тупасси.

  2. «Камăнлăх формисем» таблицăпа паллаштарасси.

  3. Кĕнекери правилăна вулаттарасси.

  4. Словарь ĕçĕ.

Ырă çын – добрый, хороший, приятный, уважаемый, достойный, порядочный, превосходный, отличный, здоровый, милый, почтенный, святой.

Кăмăллă çын – добрый, симпатичный, приятный, ласковый, любезный, любящий, довольный, сердечный.

Ырă кăмăллă – добрый

Усал кăмăллă – злой

Уçă кăмăллă – щедрый

Ăшă кăмăллă – ласковый, приветливый

Мăн кăмăллă – гордый

Çемçе кăмăллă – мягкосердечный

Хытă кăмăллă – жестокий, безжалостный


  1. Рольлĕ вăйă (инсценировка)

  2. Кану саманчĕ. Видеоматериалри чăрăшпа пĕрле хусканусем тумалла.

III. Çирĕплетни.

  1. Хĕвеллĕ кластер тăвасси.

Ырă çын – тирпейлĕ, ăслă-тăнлă, чипер, сапăрлă, килĕшÿллĕ, хисеплĕ, сăваплă, сăпайлă, пархатарлă, мухтавлă, тăрăшуллă, ырă кăмăллă, тÿрĕ кăмăллă,

уçă кăмăллă, ырă чунлă, таса чунлă, йĕркеллĕ, перекетлĕ, ĕçчен, чыслă, шанчăклă, илемлĕ, чаплă, лайăх, аван.

  1. Çыру ĕçĕ ирттересси. «Ырă» сăмахпа çыхăнакан япала ячĕсене туп.

Ырă çын, кăмăл, кун, каç, йывăç, сăмах, ят, хыпар, кун-çул, çыру, вырăн, хăна, шăршă, кĕнеке, тăван, ыйхă, сывлăш, сехет, куç, йăла, пурнăç, вилĕм, çĕр, чун, ут, çанталăк, çемье, ĕç, шухăш, сĕнÿ, ача, тĕслĕх, ĕмĕт, кÿршĕ, тĕлĕк, туслăх, туйăм, шÿт, çимĕç, тус.

  1. Ачасем хатĕрленĕ презентаципе паллаштарасси.

  2. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси.

  • Ыр çын ĕçĕ ыр тăвать.

  • Ыр çын патне чĕнмесĕрех хăна пырать.

  • Ыр çынна ыр ятпа асăнаççĕ.

  • Ырă çын пуласси ачаран паллă.

  • Ырă çын çынтан кулмасть.

  • Ырă çыннăн шывĕ те тутлă.

  • Ырă çынна пĕтĕм тĕнче тăван.

  • Ырă чунлă çын яланах ырă чунлă.

  • Кăмăллă çын пурне те кăмăллă.

IV. Вĕрентекен пĕтĕмлетĕвĕ.

  1. Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитет. Вăл

1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутар Республикин Теччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Чĕмпĕр гимназийĕнче, Хусан университетĕнче вĕреннĕ. Чĕмпĕр чăваш шкулне уçнă, чăваш алфавитне йĕркеленĕ, чăвашла букварь пичетлесе кăларнă, ача-пăча валли калавсем çырнă. Унăн калавĕсем ачасене ĕçе юратма, аслисене хисеплеме, тавçăруллă та ырă чунлă пулма вĕрентеççĕ, пурăнма ăс параççĕ.

  1. И.Я.Яковлевăн чăваш ачисем валли çырнă «Ÿкĕт» текстне ачасене килте вуласа ăнланма, унта çырнă ăслă шухăшсене асра тытма ырă сунса парасси.

Ырă çын пул. Саккуна пăхăнса тăр. Ватă çынсене, аçупа аннÿне, хăвăнтан аслисене хисепле.

Сана усал тума çуратман, ырă тума çуратнă! Ăна эсĕ ан ман: мĕн вăй çитнĕ таран çынсене ырă тума тăрăш. Усал ĕç тума мар, усал сăмах та ан калаç. Çыннăнне пĕрне те ан вăрла, хăвăн мĕн пуррипе тутă пул. Каланă сăмаха тыт. Нихăçан та ан суеçтер. Наян ан пул, ĕçчен пул, хастарлă пул. Çынсене мĕн вăй çитнĕ таран пулăш. Çынпа хирĕç пулсассăн ырă, ăшă сăмах кала. Пĕлмен çынна вĕрент, хуйхăллă çынна йăпат.

Çак каланă сăмахсем тăрăх пурăнсассăн ырă çын пулăн, сана пурте юратĕç. Санăн пурнăçу телейлĕ пулĕ.

  1. Ачасем çырнă хăш-пĕр сăвă-калавпа паллаштарасси.

V. Киле ĕç пани.

1. «Ырă çын пулас тесен…» шухăша малалла аталантарса çыр.

2. Ырă çын çинчен калакан 5 ваттисен сăмахне ас туса юлса каласа пама хатĕрлен.

3. «Çыншăн çын – тус, юлташ, тăван» каларăшри шухăша уçса пама хатĕрлен.



Общая информация

Номер материала: ДВ-440939

Вам будут интересны эти курсы:

Курс «Бухгалтерский учет»
Курс повышения квалификации «Основы туризма и гостеприимства»
Курс повышения квалификации «Организация научно-исследовательской работы студентов в соответствии с требованиями ФГОС»
Курс повышения квалификации «Формирование компетенций межкультурной коммуникации в условиях реализации ФГОС»
Курс профессиональной переподготовки «Экскурсоведение: основы организации экскурсионной деятельности»
Курс профессиональной переподготовки «Клиническая психология: организация реабилитационной работы в социальной сфере»
Курс повышения квалификации «Этика делового общения»
Курс профессиональной переподготовки «Организация менеджмента в туризме»
Курс повышения квалификации «Страхование и актуарные расчеты»
Курс профессиональной переподготовки «Управление сервисами информационных технологий»
Курс профессиональной переподготовки «Риск-менеджмент организации: организация эффективной работы системы управления рисками»
Курс профессиональной переподготовки «Организация деятельности специалиста оценщика-эксперта по оценке имущества»
Курс профессиональной переподготовки «Методика организации, руководства и координации музейной деятельности»
Курс профессиональной переподготовки «Организация деятельности по водоотведению и очистке сточных вод»
Курс профессиональной переподготовки «Технический контроль и техническая подготовка сварочного процесса»

Благодарность за вклад в развитие крупнейшей онлайн-библиотеки методических разработок для учителей

Опубликуйте минимум 3 материала, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную благодарность

Сертификат о создании сайта

Добавьте минимум пять материалов, чтобы получить сертификат о создании сайта

Грамота за использование ИКТ в работе педагога

Опубликуйте минимум 10 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную грамоту

Свидетельство о представлении обобщённого педагогического опыта на Всероссийском уровне

Опубликуйте минимум 15 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данное cвидетельство

Грамота за высокий профессионализм, проявленный в процессе создания и развития собственного учительского сайта в рамках проекта "Инфоурок"

Опубликуйте минимум 20 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную грамоту

Грамота за активное участие в работе над повышением качества образования совместно с проектом "Инфоурок"

Опубликуйте минимум 25 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную грамоту

Почётная грамота за научно-просветительскую и образовательную деятельность в рамках проекта "Инфоурок"

Опубликуйте минимум 40 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную почётную грамоту

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Онлайн-конференция Идет регистрация