Инфоурок Другое КонспектыПлан-конспект открытого урока по чувашскому языку на тему "Неделя чувашского языка"

План-конспект открытого урока по чувашскому языку на тему "Неделя чувашского языка"

Скачать материал

20.04.2017.

6 Б класс  чăваш чĕлхи урокĕ валли хатĕрленĕ уçă урок планĕ.

Урок теми: Чăваш чĕлхи эрни.

Урок тĕсĕ: Пĕтĕмлетÿ урокĕ.  Вăйă- урок.

Урок тĕллевĕсем:

1.Вĕренекенсен сăмах йышне пуянлатасси,   чăваш чĕлхи эрни вали вĕреннĕ темăсене çирĕплетсе хăварасси.

 

 2. Тавçăрулăхпа тимлĕхе ÿстересси.

 

 3.Вĕренекенсен хушшинчи туслăха  çирĕплетесси, чăваш чĕлхине вĕренме хавхалантарасси.

 

Курăмлăх (кăтарту) хатĕрĕсем: компьютер, проектор, вĕренÿ кĕнеки, мультимедиллĕ презентации, ĕçсем

 

Урок юхăмĕ

 Класа йĕркелени. Урок темипе тата тĕллевĕпе паллаштарасси.

                 Кам тăван чĕлхене юратмасть!

                   Вăл тăван амăшне юратмасть!

                   Кам тăван амăшне юратмасть!

                   Вăл тăван халăхне юратмасть!

                   Кам тăван халăхне юратмасть!

                   Вăл Тăван çĕр-шывне юратмасть!

 

  I.  Ачасем ушкăнсем çине пайланса капитансене суйлаççĕ.

Пĕрремĕш ушкăн «Чĕлхеçĕсем». Иккĕмĕш ушкăн «Тĕпчевçесем»

 

 

  II. Пĕрремĕш ĕç. «Корректор». Икĕ ушкăн валли карточкăсем хатĕрленĕ. Предложенисене тĕрĕс йĕркелесе текст тăвасси.

Шкулта вĕренетĕп эпĕ. Вĕренме килĕшет мана. Нумай ача вĕренет кунта. Шăллăм манăн çÿрет пĕрремĕш класа. Пушă вăхăтра çÿретĕп кружока. Хамăр мана шкул килĕшет.

Эпĕ шкулта вĕренетĕп. Мана шкулта вĕренме килĕшет. Кунта нумай ача вĕренет. Манăн шăллăм пĕрремĕш класса çÿрет. Пушă вăхăтра кружока çÿретĕп. Хамăр шкул манна килĕшет.

 

 

  III. Иккĕмĕш ĕç.   «Асамлă чечек « (хытă хутран касса кăларнă  çичĕ  çеçкеллĕ чечек). Кашни  çеçки урăх тĕслĕ, тÿнтер енне ыйту  çырса хунă.

Ыйтусем:

  Уйăх, хула, кăмпа, йывăç, эрнери кунсем, хĕл каçма юлакан кайăксем, пахча  çимĕç ячĕсем, çырла.

 

IV. Виççĕмĕш ĕç. Хамăр вăйă.

V.   Тăваттăмĕш ĕç. Физкультура саманчĕ.

Аллăма çÿле çĕклетĕп,

Енчен еннелле суллатăп.

Ку вăл  манăн аллăм мар,

Йывăç тăрри авăнать.

Аллăма çĕре усатăп,

Халĕ çапларах силлетеп.

Ку вăл  манăн аллăм мар,

Çил сывлăма сапалать.

Икĕ аллăма саратăп,

Çÿлелле, аялалла хускататăп.

Ку вăл  манăн аллăм мар,

Кайăк çунатне суллать.

Халĕ шăппăн çеç ларатăп,

Вĕрентекене тăнлатăп.

 

Урок тăршшĕпех ачасем тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă хушăра магнитофонпа хуллен кăна чăваш кĕвви янăрать.

 

VI . Жюри ăмăртăва пĕтĕмлетни. Икĕ ушкăнĕ те лайăх ĕçлерĕ. Ачасем  панă ĕçсене тĕрĕс те хăвăрт пурнăçлама тăрăшрĕç, пĕр-пĕрне пулăшса пычĕç. Вĕсем туслă пулни палăрчĕ. Баллсен шучĕ икĕ ушкăнăн та пĕр пек. Çак ăмăртура туслăх  çĕнтерчĕ. Пĕчĕк парнесем пани.

VII. Ачасен ĕçне хаклани:

Ачасем, сирĕн умǎрта 3,4,5 паллǎсем выртаççĕ.

-сире урок питĕ килĕшрĕ пулсан 5 палла çĕклĕр

- килĕшрĕ пулсан - 4 палла çĕклĕр

-вуçех килĕшмерĕ пулсан -3 палла çĕклĕр.

 

VIII. Ачасемпе сыв пуллашни.

 

Вырăсла та калаçар,

Чăвашла та сăмахлар,

Акăлчанла ăнланар.

Виççĕшĕ те халь вĕсем

Чуна çывăх чĕлхесем.

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "План-конспект открытого урока по чувашскому языку на тему "Неделя чувашского языка""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Политолог

Получите профессию

Бухгалтер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 663 478 материалов в базе

Скачать материал

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 19.04.2017 2241
    • DOCX 22.4 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Соловьева Наталия Александровна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    • На сайте: 9 лет и 5 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 19120
    • Всего материалов: 14

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой