Инфоурок Другое КонспектыПлан-конспект урока чувашского языка на тему: "Грибы-лесное богатство".

План-конспект урока чувашского языка на тему: "Грибы-лесное богатство".

Скачать материал

Кӑмпа – ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗ

Урок тӗсӗ: ИКТ элеменчӗсемпе  усӑ курса ирттермелли пӗтӗмлетӳ урокӗ.

Сапӑрлӑх тӗллевӗсем: ҫут ҫанталӑка юратас туйӑма вӑйлатасси, ӑна сӑнама, унӑн илемне курма, сыхлама вӗрентесси, ачасен тавра курӑмӗпе сӑнавне аталантарасси, шухӑшлав логикине ҫивӗчлетесси.

Пӗлӳ тӗллевӗсем: пирӗн тӑрӑхра ӳсекен  кӑмпасем ҫинчен тарӑнрах пӗлӳ парасси, ҫимелли тата наркӑмӑшлӑ кӑмпасене уйӑрма, кӑмпасене  тӗрӗс татма  вӗрентесси, пуплеве ҫӗнӗ сӑмахсемпе пуянлатасси, определени пулакан япала ячӗсем ҫинчен вӗрентесси, ыйтусемпе усӑ курса ҫыхӑнуллӑ каласа пама хӑнӑхтарасси.

Аталану тӗллевӗсем: ҫыхӑнуллӑ пуплеве, шухӑшлава, тимлӗхе, илемлӗ те тӗрӗс вулав хӑнӑхӑвӗсене аталантарасси, сӑмах йышне пуянлатасси, ачасен вӗренес кӑмӑлне ӳстересси, хӑйсен шухӑшне пӗтӗмлетсе калама, ӑна хӳтӗлеме вӗрентесси, пултарулӑхне аталантарасси, ушкӑнпа ӗҫлес хӑнӑхусене ҫирӗплетесси.

Усӑ курнӑ технологисем: информаципе  хутшӑну технологийӗсем, сывлӑха сыхлас технологи, проблемӑллӑ тата аталантару технологи элеменчӗсем,  ушкӑнпа хутшӑнса ӗҫлесси.

Ӗҫ мелӗсемпе меслечӗсем: ыйту-хурав, учитель сӑмахӗ, калаҫу, шырав-тӗпчев, хӑнӑхтару  пурнӑҫлани, проблемӑллӑ ыйтӑва хуравлани, тишкерӳ-пӗтӗмлетӳ, ҫурма сасӑпа,  саспа, хорпа вуласси, суйлавлӑ вулав, илемлӗ вулав, ушкӑнсенче ӗҫлесси, грамматика темипе паллаштарасси,  диалог, монолог,  кластер, синквэйн тӑвасси, рефлекси.

Пуплев хӑнӑхӑвӗсем: сасӑсене тӗрӗс илтесси, пӗр-пӗрне ыйту парас, хуравлас хӑнӑхусене аталантарасси, палӑртуллӑ вулав, сӑмах йышне пуянлатасси, ҫӗнӗ сӑмахсемпе усӑ курса ҫыхӑнуллӑ пуплеве аталантарасси.

Курӑмлӑх хатӗрӗсем: компьютер, проектор, экран, «Кӑмпасем» темӑпа хатӗрленӗ презентаци,  Г.В.Абрамова «Чӑваш чӗлхи» 6 класс учебникӗ.

 

Урок юхăмӗ:

I. Класа йĕркелесси.  Оргмомент.

 Пĕр-пĕрне сывлăх сунни.

Шăнкăрав. Вĕрентекен класа кĕрет. Ачасем ура çине тăраççĕ.

Вĕрентекен:

- Ырă кун пултăр, ачасем!

Вĕренекенсем:

- Ырă кун пултăр, Ирина Алексеевна!

Вĕрентекен:

- Ачасем, пирĕн пата паян урока хăнасем килнĕ.

Ачасем çаврăнса:

- Ырă кун пултăр, хăнасем!

Вĕрентекен:

- Шăппăн ларăр.

 Вĕренекенсем:

                           Шăппăн ларăр, шăппăн ларăр,

                           Урок пырать ку класра

                           Эп çыратăп, эп вулатăп,

                           Калаçатăп чăвашла.

 

 Вĕрентекенпе дежурнăй калаçăвĕ.

   - Класра паян кам дежурнăй?

   - Класра кам çук?

   - Паян мĕнле число, мĕн кун?

   - Урамра мĕнле çанталăк?

 

Фонозарядка туса илесси.

Чи малтанах, ачасем, чĕлхене çемçетсе, вылятса илĕпĕр. Тепĕр майлă каласан,

чĕлхе зарядки тăвăпăр. Пурте харăссăн ман хыççăн калатпăр.       

На-на-на,

Уттарар-ха вăрмана.

Кă- кă- кă,

Пуçтарар çырла, кăмпа.

Ç ту ҫанталӑк пурлӑхне

Тултарар карçинккана.

 

II. Вӗреннине аса илни.

1.Учитель кӑмпа ячӗсене вырӑсла калать, ачасем чӑвашла.

Груздь, опенок, сморчок, мухомор, подосиновик, сыроежка, лисички, волнушки, подберезовик, маслята, луговые опята, поганка, ложные опята.

2.Диалог хӑнӑхӑвӗсене аталантарасси.

 Учитель ачасене ыйтусем парать, ачасем хуравлаҫҫӗ, диалог  тӑваҫҫӗ. Кӑмпасем мӗнлисем пулаҫҫӗ? Кӑмпасем ӑҫта ӳсеҫҫӗ? Ҫимелли кӑмпасем мӗнле пулаҫҫӗ? Кӑмпасемне мӗн-мӗн тӑваҫҫӗ? Кӑмпасене хӑҫан пуҫтараҫҫӗ?

3.Килти ӗҫе тӗрӗслесси. Слайдсем тӑрӑх каласа пани.

 

III. Урокăн темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарни.

Учитель:Сирӗнпе паян кӑмпасем ҫинчен малалла калаҫӑпӑр.

Урок эпиграфӗ:Ҫиес килсен ҫимелле, ҫимешкӗн те пӗлмелле.

Урок темипе, тӗллевӗсемпе паллаштарни (паянхи числона тата урок темине    ҫырса хуни).

 

 

 

IV. Грамматика материалӗпе ӗҫлесси.

 Грамматика теми: Определени пулакан япала ячӗсем (Существительные в качестве определения)

При определяемом слове появляется аффикс принадлежности 3 лица. Определяющее слово остается неизменным. К словам с конечным гласным добавляется аффикс 3 лица -И. При этом конечный гласный слова перед аффиксом -И выпадает. К словам с конечным согласным добавляется аффикс 3 лица -Ĕ. Тӗслӗхсем:

 Кӑмпа (шлепке) шлепки                               кӑмпа (вӑрман) вӑрманӗ

                   туни                                                                       вырӑнӗ

                   шӑрши                                                                  сӗткенӗ

                   яшки                                                                     тӗсӗ

                   тути

 

Карточкăсемпе ӗçлесси. 

Точкӑсем вырӑнне тӗрӗс аффикс лартмалла:

1.Кӑмпа хыр айӗнче ӳснӗ пулсан унӑн шлепк… хыр хуппи тӗслӗ пулать.

2.Кӑмпа шлепк…не ҫӗҫӗпе кассан сӗткен… тухать.

3.Эпӗ кӑмпа яшк… ҫиме юрататӑп.

4.Шур кӑмпан тун патвар.

5.Кӑмпа яшк… калори енӗпе  аш яшкинчен те ирттерет теççӗ.

 

III. Вӑй-хал саманчӗ.

      Утрӗ шур мулкачӗ                                 Сике-сике чупнӑ чух

      Кӳршӗ вӑрмана.                                     Хӑлхисене вырттарать,

      Татас, ӑшалас тет                                   Икӗ уран тӑнӑ чух

      Тутлӑ кӑмпана.                                       Хӑлхисене чанк! тытать.

Ачасем сӑвӑ тӑрӑх хусканусем тӑваҫҫӗ.

 

IV. Урок темипе ӗҫлени.

1.     Вулавпа куҫару хӑнӑхӑвӗсене аталантарасси

Кӑмпасем вӑрманта, ҫаран ҫинче, теплицӑра ӳсеҫҫӗ. Вӗсем икӗ ушкӑна пайланаҫҫӗ: ҫимелли тата наркӑмӑшли. Кӑмпана нӳрӗк те, ӑшӑ та кирлӗ. Ӑшӑ ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра кӑмпа минутра пилӗк миллиметр таран  ӳсетКӑмпасем пӗччен ӳсмеҫҫӗ: ушкӑнпа, черетпе, карти-картипе. Тӗсӗпе те тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Хыр хуппи, симӗс чӑрӑш хуппи тӗслисем, хӗрлӗ ӑвӑс ҫулҫи, сарӑ хурӑн ҫулҫи, хӑмӑр юман ҫулҫи тӗслисем. Чернил пек кӑваккисем, юр пек шуррисем, кӑмрӑк пек хурисем.

Кашни кӑмпан хӑйӗн юратнӑ вырӑнӗ пур. Ӑвӑс кӑмпи ӑвӑс айӗнче, хыр кӑмпи, сарӑ кӑмпа, шурӑ кӑмпа хырлӑхра, хурӑн кӑмпи хурӑнайӗнче, ҫерем ҫинче карта кӑмпи, тунката ҫинче уплюнкка  ӳсеҫҫӗ. Теплицӑра варакаска кӑмпи тата шампиньон.

Кӑмпана татма пӗлмелле. Унӑн тымарне тӑпӑлтараса кӑларма юрамасть, вӑл тепӗр ҫул ку вырӑнтан ҫухалма пултарать. Кӑмпа шлепкине ҫӗҫӗпе касса илмелле. Ҫул хӗрринче ӳсекен кӑмпасене татма юрамасть. Вӗсем ҫын сывлӑхӗшӗн сиенлӗ. Наркӑмӑшлӑ, ватӑ, хуртлӑ кӑмпана карҫинккана ан хур! Кӑмпана ӑшалаҫҫӗ, типӗтеҫҫӗ, тӑварлаҫҫӗ, маринадлаҫҫӗ. Кӑмпаран тӗрлӗ апат хатӗрлеҫҫӗ: кӑмпа яшки, шаркку, пицца, салат. Кӑмпасем тӗрлӗ витаминсемпе тата микроэлементсемпе пуян. Сӑмахран, унра белок, ҫу, кали, фосфор, аминокислота пур.

Ҫапла, кӑмпана татма пӗлсен вӑл пирӗн сывлӑхшӑн усӑллӑ, паха ҫимӗҫ пулса тӑрать.

 

а)текста вӗрентекен  вулать;

ă)словарь ӗҫӗ: (нӳрӗк, тунката, кӑмрӑк, каска кӑмпи).

Малтан ҫӗнӗ сӑмахсене вӗренекенсем вӗрентекен  хыҫҫӑн вулаҫҫӗ, унтан пӗр ачи вырӑсла вулать, тепри чӑвашла. Сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем тӑваҫҫӗ.

Пӗр ачи сӑмах вулать, тепри сӑмах ҫаврӑнӑшӗ: нӳрӗк – нӳрӗк ҫӗр, тунката -  тунката кӑмпи, кӑмрӑк – кӑмрӑк пек хура. каска кӑмпи – каска кӑмпи усӑллӑ.

б)1-мӗш абзаца вӗрентекен хыҫҫӑн вулаҫҫӗ, вырӑсла куҫараҫҫӗ

в)2-мӗш абзаца лайӑх вулакан ача хыҫҫӑн вулаҫҫӗ, уйрӑм ачасем предложенисене тепӗр хут вулаҫҫӗ, куҫараҫҫӗ

г)3-мӗш абзаца ӑсра вулаҫҫӗ, вӗрентекен ыйтӑвӗсем ҫине хуравлаҫҫӗ  Кӑмпана мӗнле татмалла? Ҫул хӗрринче ӳсекен кӑмпасене татма юрать-и? Наркӑмӑшлӑ, ватӑ, хуртлӑ кӑмпасене карҫинккана хума юрать-и?

д)4-мӗш абзаца хорпа вулаҫҫӗ. Мӗн ӑнланнине вырӑсла каласа параҫҫӗ.

 

2. Суйлавлӑ вулава йӗркелемелли ӗҫсем

   1. Найдите и прочитайте предложения, где говорится,  где растут грибы.

   2. Найдите и прочитайте предложения, в котором говорится о том, в каком   виде едят грибы.

   3. Завершите предложения: Кӑмпа нӳрӗк …

 Кӑмпасем тӗрлӗ  витаминсемпе ….

 Теплицӑра вара …

   4. Найдите в тексте  существительные в качестве определения: кӑмпа (яшки), кӑмпа (шлепкине), кӑмпа (тӗсӗпе)

 

3. Ыйту-хурав хӑнӑхӑвӗсене аталантарасси.

Ачасем пӗр-пӗрне ыйтусем параҫҫӗ, теприсем хуравлаҫҫӗ, диалог тӑваҫҫӗ. Ыйту тӗслӗхӗсем:

Кӑмпа мӗнле ҫанталӑкра ӳсет?

Мӗнле кӑмпасем пулаҫҫӗ?

Хурӑн кӑмпи ытларах ӑҫта ӳсет?

Тунката ҫинче  хӑш кӑмпа ӳсет?

Кӑмпана мӗнле тата ӑҫта  татмалла?

Кӑмпасем мӗнле ӳсеҫҫӗ?

 

 

4. Текст тӑрӑх синквейн  туни.

Кӑмпа

Тутлӑ, усӑллӑ

Пӗҫереҫҫӗ, ӑшалаҫҫӗ, типӗтеҫҫӗ

Кӑмпана татма пӗлмелле

Вӑрман пуянлӑхӗ

Кӑмпа чӑн та тутлӑ,  усӑллӑ, паха. Вӑл – вӑрман пуянлӑхӗ.  Анчах та ӑна татма пӗлмелле.

 

5. Панӑ  сӑмахсенчен предложени тӑвӑр.

      Пуянлӑхӗ, çут çанталӑк, кӑмпа

      Тӗрлӗ, ӳсет, кӑмпа, патра, пирӗн

      Хатӗрлеççӗ, çынсем, апат, тутлӑ, кӑмпаран

      Тутлӑ, шурӑ, кӑмпа, усӑллӑ

      Каска, теплицӑра, хӑвӑрт, кӑмпи, ӳсет

      Касса, кӑмпана, илеççӗ

      Пленкӑпа, ӑсатаççӗ, чӗркеççӗ те, ӑна, магазинсене

      Пицца,  пӗçернӗ çӗре, кӑмпасене, тӗрлӗ, яраççӗ

 

V. Пӗтӗмлетни. Рефлекси.

 Урокра мӗн ҫӗнни пӗлтӗр? Сире урокра ытларах мӗн килӗшрӗ?

Ачасен хуравӗсем:

- Кӑмпа ҫинчен нумай пӗлтӗм.

- Кӑмпана мӗнле тӗрӗс татмалли ҫинчен пӗлтӗм.

- Шлепкине ҫӗҫӗпе касмалла, кӑкламалла мар.

- Ҫул  хӗрринче ӳсекен кӑмпасене татма юрамасть.

- Кӑмпа питӗ усӑллӑ, вӑл тӗрлӗ витаминсемпе, микроэлементсемпе пуян.                   

  Уйрӑмах унта белок нумай.

- Кӑмпаран тӗрлӗ апат хатӗрлеҫҫӗ.

 - Палламан кӑмпана татмалла мар.

 - Ватӑ, хуртлӑ, наркӑмӑшлӑ  кӑмпана карҫинккана  хума юрамасть.

Ҫапла. ачасем, кӑмпана татма та пӗлмелле, ҫиме те пӗлмелле.

 

VI. Килти ӗҫ.

Пӗр-пӗр кӑмпа ÿкермелле те ун  çинчен каласа пама хатӗрленмелле.

 

VII. Ачасен ӗҫӗсене хаклани.

Ачасем, паян эсир питӗ аван ӗçлерӗр, тăрăшрăр. Çавăнпа та сире пурне те

«Маттурсем» тесе калас килет.  Урокра лайǎх ĕçленĕшĕн, тĕрĕс хуравсем панǎшǎн, тĕрĕс куçарнǎшǎн, активлǎ пулнǎшǎн, тǎрǎшнǎшǎн … «5» паллǎ лартатǎп.

 

VIII. Ачасемпе сыв пуллашни. Урокшǎн тавтапуç сире пурне те.

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "План-конспект урока чувашского языка на тему: "Грибы-лесное богатство"."

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Режиссер-постановщик

Получите профессию

Методист-разработчик онлайн-курсов

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 663 478 материалов в базе

Скачать материал

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 23.11.2015 1013
    • DOCX 36.6 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Николаева Ирина Алексеевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Николаева Ирина Алексеевна
    Николаева Ирина Алексеевна
    • На сайте: 8 лет и 5 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 7651
    • Всего материалов: 4

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Менеджер по туризму

Менеджер по туризму

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Библиотечно-библиографические и информационные знания в педагогическом процессе

Педагог-библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 487 человек из 71 региона
  • Этот курс уже прошли 2 326 человек

Курс повышения квалификации

Специалист в области охраны труда

72/180 ч.

от 1750 руб. от 1050 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 35 человек из 22 регионов
  • Этот курс уже прошли 153 человека

Курс профессиональной переподготовки

Руководство электронной службой архивов, библиотек и информационно-библиотечных центров

Начальник отдела (заведующий отделом) архива

600 ч.

9840 руб. 5600 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 25 человек

Мини-курс

Общественные движения и организации

3 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Анализ эффективности проектов

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Интерактивные материалы на печатной основе

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 58 человек из 25 регионов
  • Этот курс уже прошли 31 человек