Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / Иностранные языки / Конспекты / План-конспект урока "День матери"

План-конспект урока "День матери"


  • Иностранные языки

Поделитесь материалом с коллегами:

Аннене çуралнӑ кун ячĕпе саламлатпӑр.


5 – мĕш класс

В.Е.Григорьева


Воспитани тĕллевĕсем: хĕрарăма, амӑшĕсене юратма, хисеплеме тата вĕсене яланах пулӑшма вĕрентесси.

Пĕлÿ тĕллевĕсем: тĕрлĕ пуплев пайĕнчен пулнӑ глагол формисемпе усӑ курма хӑнӑхтарасси

Аталантару тĕллевĕсем: салам сӑмахĕсене аса илсе çирĕплетесси, çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, темăпа хатĕрленĕ слайдсем «Аннене çуралнӑ кун ячĕпе саламлатпӑр» темăпа çыхăннă ÿкерчĕксем, чечексем, карточкăсем, пулăшу карточкисем, ушкăнсем валли хатĕрленĕ ĕçсем, учебник.

Усă курнă литература: 1. Андреев И.А. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн I-IX классен программи / И.А. Андреев – Шупашкар, 2004. 2. Андреев И.А. Чăваш чĕлхи: учебник чувашского языка для 5 класса русской школы/ Андреев И.А. – Чебоксары, 2006. 3. М.П. Баринова, М.П. Иванова, Л.А.Смирнова, И.В.Ядринская. . Вырăс шкулĕнчи чăваш чĕлхи урокĕсем. 5-мĕш класс: меслет сĕнĕвĕсем/ М.П. Баринова, М.П. Иванова, Л.А.Смирнова, И.В.Ядринская. – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательство центрĕ, 2011. – 160 с.





Урок юхăмĕ

Класа урока йĕркелени.

Дежурнăй хуравĕ. Паянхи çанталăк çинчен. (А1 А2 А3)



I. Вĕреннине аса илни

1. Килти ĕçе тĕрĕслесси.


2. Фонозарядка

Кам пире мĕн пĕчĕкрен

Ӳстерет савса куллен?

Вӑл - анне, тӑван анне.

Тавтапуç сана, анне!

II. Çĕнĕ материалпа ĕçлени


1. Текст вулас умĕн калаçу ирттересси:


2. «Аннене çуралнӑ кун ячĕпе саламлатпӑр» текстпа ĕçлесси.


ӑ) Текста ӑшра вуласси.

б) Рольпе вуласси .

в) Ыйтусемпе ĕçлесси.


3. Текстра тĕрлĕ пуплев пайĕнчен пулнӑ глаголсене тупасси (чирленĕ, саламлаççĕ, тирпейлерĕç, канашлас)


Физкультминутка


III. Çирĕплетни.


1. Ӳкерчĕкпе ĕçлесси: 2-мĕш хӑнӑхтару, 251 страница.


2. Саламлӑ открытка çырасси.

IV. Пĕтĕмлетни.

1. Ваттисен сӑмахĕпе паллашасси.

Парни мар, хисеплени хаклӑ. (Не дорог подарок – дорого внимание.)

2. «Манӑн анне» кластер туни. Чи татӑкпа усӑ курасси.

3. «Пирĕн анне» юрра итлесси.


V. Киле ĕç пани.

251-мĕш страницӑри 4-мĕш хӑнӑхтару

Урока пĕтĕмлетни. Ачасен пĕлĕвне хаклани.




Автор
Дата добавления 17.11.2016
Раздел Иностранные языки
Подраздел Конспекты
Просмотров28
Номер материала ДБ-360055
Получить свидетельство о публикации

Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх