Рабочие листы
к вашим урокам
Скачать
1 слайд
Урок теми: «Ырă çын пулар»
(В.А.Сухомлинскин «Ырă çын» калавĕ тăрăх)
Урок эпиграфĕ:
Çын çынпа пурăнать.
Çын çынпа савăнать.
Çын!
Хăватлăн янрать сан яту.
Çын юраттăр çынна,
Хисеплетĕр çынна.
Çын патне эс васка. Ырă ту.
Порфирий Афанасьев, Чăваш халăх поэчĕ
2 слайд
В.А.Сухомлинский
Василий Александрович Сухомлинский - ăслă та пултаруллă педагог. «Чĕреме ачасене паратăп» ятлă кĕнекинче вăл: «Манăн пурнăçăмра пĕртен-пĕр юрату çеç пулнă – ача-пăча», - тесе çырнă. Уншăн чи кирли – ачасен савăнăçĕ, чи хакли – вĕсен телейĕ. Ачасен ырлăхĕшĕн пурăннă вăл.
В.Сухомлинский Украинăри Павлыш поселокĕнче çуралса ÿснĕ. Педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Вăрçăра пулнă, йывăр аманса таврăннă. Ĕмĕрĕпех тăван шкулĕнче директорта ĕçленĕ.
В.Сухомлинский — 30 кĕнеке тата 500 статья авторĕ.
3 слайд
В.Сухомлинскин «Ырă çын» калавĕ
«Ырă çын» калаври сăнарсем:
Аслашшĕ –
Мăнукĕ –
Пĕрремĕш çын – çынах мар
Иккĕмĕш çын – çур çын кăна
Виççĕмĕш çын – чăн-чăн çын. Ырă çын. Ыттисене пулăшма хатĕр çын.
4 слайд
Словарь ĕçĕ
Ырă çын – добрый, хороший, приятный, уважаемый, достойный, порядочный, превосходный, отличный, здоровый, милый, почтенный, святой.
Кăмăллă çын – добрый, симпатичный, приятный, ласковый, любезный, любящий, довольный, сердечный
Ырă кăмăллă – добрый
Усал кăмăллă – злой
Уçă кăмăллă – щедрый
Ăшă кăмăллă – ласковый, приветливый
Мăн кăмăллă – гордый
Çемçе кăмăллă – мягкосердечный
Хытă кăмăллă – жестокий, безжалостный
5 слайд
Ырă çын пулар
Рольлĕ вăйă (инсценировка)
Ватă çынна пулăшни
Ватă çынна автобус çинче вырăн пани
Аннене пулăшни
Физкультминутка
6 слайд
«Ырă çын» кластер
ырă кăмăллă
тÿрĕ кăмăллă
уçă кăмăллă
ырă чунлă
таса чунлă
йĕркеллĕ
перекетлĕ
ĕçчен
чыслă
шанчăклă
тирпейлĕ
ăслă-тăнлă
чипер
сапăрлă
килĕшÿллĕ
хисеплĕ
сăваплă
сăпайлă
пархатарлă
мухтавлă
тăрăшуллă
илемлĕ
чаплă
лайăх
аван
7 слайд
Çыру ĕçĕ
«Ырă» сăмахпа çыхăнакан япала ячĕсене туп
Ырă – çын, кăмăл, кун, каç, йывăç, сăмах, ят, хыпар, кун-çул, çыру, вырăн, хăна, шăршă, кĕнеке, тăван, ыйхă, сывлăш, сехет, куç, йăла, пурнăç, вилĕм, çĕр, чун, ут, çанталăк, çемье, ĕç, шухăш, сĕнÿ, ача, тĕслĕх, ĕмĕт, кÿршĕ, тĕлĕк, туслăх, туйăм, шÿт, çимĕç, тус.
Презентация «Добрый человек»
(Автор – Филиппова Ксения)
8 слайд
Ваттисен сăмахĕсем
Ыр çын ĕçĕ ыр тăвать
Ыр çын патне чĕнмесĕрех хăна пырать
Ыр çынна ыр ятпа асăнаççĕ
Ырă çын пуласси ачаран паллă
Ырă çын çынтан кулмасть
Ырă çыннăн шывĕ те тутлă
Ырă çынна пĕтĕм тĕнче тăван
Ырă чунлă çын яланах ырă чунлă
Кăмăллă çын пурне те кăмăллă
9 слайд
И.Я.Яковлев – Аслă Вĕрентекен
И.Я.Яковлев 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутар Республикин Теччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Чĕмпĕр гимназийĕнче, Хусан университетĕнче вĕреннĕ. Чĕмпĕр чăваш шкулне уçнă, чăваш алфавитне йĕркеленĕ, чăвашла букварь пичетлесе кăларнă, ача-пăча валли калавсем çырнă. Унăн калавĕсем ачасене ĕçе юратма, аслисене хисеплеме, тавçăруллă пулма вĕрентеççĕ, пурăнма ăс параççĕ.
10 слайд
И.Я.Яковлевăн чăваш ачисем валли çырнă «Ÿкĕчĕ»
Ырă çын пул. Саккуна пăхăнса тăр. Ватă çынсене, аçупа аннÿне, хăвăнтан аслисене хисепле.
Сана усал тума çуратман, ырă тума çуратнă! Ăна эсĕ ан ман: мĕн вăй çитнĕ таран çынсене ырă тума тăрăш. Усал ĕç тума мар, усал сăмах та ан калаç. Çыннăнне пĕрне те ан вăрла, хăвăн мĕн пуррипе тутă пул. Каланă сăмаха тыт. Нихăçан та ан суеçтер. Наян ан пул, ĕçчен пул, хастарлă пул. Çынсене мĕн вăй çитнĕ таран пулăш. Çынпа хирĕç пулсассăн ырă, ăшă сăмах кала. Пĕлмен çынна вĕрент, хуйхăллă çынна йăпат.
Çак каланă сăмахсем тăрăх пурăнсассăн ырă çын пулăн, сана пурте юратĕç. Санăн пурнăçу телейлĕ пулĕ.
Рабочие листы
к вашим урокам
Скачать
6 653 466 материалов в базе
Настоящий материал опубликован пользователем Михайлова Зинаида Петровна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт
Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.
Удалить материалВаша скидка на курсы
40%Курс профессиональной переподготовки
600 ч.
Курс профессиональной переподготовки
300/600 ч.
Курс профессиональной переподготовки
300/600 ч.
Мини-курс
10 ч.
Оставьте свой комментарий
Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.