Рабочие листы
к вашим урокам
Скачать
1 слайд
Урок теми: Михаил Федоров. «Арçури» поэма.
Урок тĕллевĕ:М.Федоровăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллашасси; «Арçури» поэмăна вуласа тĕп шухăшне палăртасси.
2 слайд
М.Ф.Федоров – чăваш литературин классикĕ
29.11.1848-5.04.1904
Чăваш литературин классикĕ, педагог, этнограф, фольклорист.
Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хурапха ялĕнче çуралнă.
Хусанти учительсем хатĕрлекен семинари çумĕнчи курсран вĕренсе тухнă, Шупашкарти, унтан Царевококшайскри (халĕ Йошкар-Ола) икĕ класлă хула училищисенче ачасене вĕрентнĕ.
Литература ĕçне халăх сăмахлăхĕ пухнинчен тытăннă. « Авалхи çынсем », « Улăп тăпри », « Хурапха », « Туппай юмçă», « Чиртен сыватни» этнографиллĕ очерксем çырнă.Вĕсем 1876 çулта Хусанта « Известия по Казанской епархии » журналта пичетленнĕ.
1879 çулта « Арçури » поэма çырнă. Ăна чи малтан « Чăваш халапĕсемпе юмахĕсем » ятлă чăваш поэзи антологийĕнче пичетлесе кăларнă.
3 слайд
Ыр çын вилет – ят юлать
М.Федорова тĕнче шайне çĕклекен хайлав вăл - «Арçури ». Хурапха çыннисем: « Пĕчĕк ăстаран пысăк çын пулать »,- тенине Хĕветĕр Михали çак поэмăпа çирĕплетсе хăварнă.
« Арçури » - чăн пурнăçа кăтартакан юмахлатнă хайлав. Автор халăх сăмахлăхĕнчи сăнара илсе Хĕветĕр старикпе çыхăнтарнă , çĕнĕрен сюжетласа сăвă мелĕпе туллин çырнă.
« Арçури» поэма – чăваш сăмахлăхĕн мерченĕ, 19 – мĕш ĕмĕр тÿпинчи чи хаклă хайлав, литература шедеврĕ.
4 слайд
М.Федоров. «Арçури»
юмахлатнă поэма
5 слайд
Словарь
6 слайд
М.Федоров «Арçури» жанрне палăртман. Ăна тĕпчевçĕсем «сăвăлла юмах», «баллада», «сăвăлла халап» тесе пăхнă. Тĕрĕссипе вара «Арçури» - лиро-эпикăлла кĕске поэма, чăн пурнăçри лару-тăрăва хресченпе арçури сăнарĕсем урлă кăтартакан реализмла хайлав.
«Арçури» хайлав жанрĕ
7 слайд
Хайлав тытăмĕ
8 слайд
Поэмăри илемлĕх мелĕсем
« Арçурие » М.Федоров чăваш сăвви-юрришĕн характерлă 7 сыпăклă виçепе, силлабикăпа усă курса çырнă. Чăваш юрри-сăввине çывăх çаврасем, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем час-часах тĕл пулаççĕ:
Хĕвел тухăç хĕрелет,
Ыр çанталăк пăсăлать ( сăнлав )
Пуян вилет – мул юлать,
Ыр çын вилет – ят юлать ( ваттисен сăмахĕ )
Аллитераци
Ассонанс
Эпитет: « хура вăрман », « хура хĕр »
Танлаштару: « ват çын пекех шур сухаллă »
Сăпатлантару: « хура пĕлĕтсем чупаççĕ »
9 слайд
« Арçури » поэмăн содержанине пĕлетĕр – и?
1.Поэма мĕнле эпиграфпа пуçланать?
2.Хĕветĕр мĕншĕн вăрмана хĕвел ансан кайнă?
3.Поэмăри ĕçсем ăçта пулса иртнĕ?
4.Хĕветĕрĕн çемйинче миçе çын?
5.Хĕветĕр хăш ял вăрманĕнче арçури пурăнать тесе шухăшлать?
6.Хăравçă Хĕветĕре халапсенчи арçури мĕнле-мĕнле курăнать?
7.Поэмăри çак ваттисен сăмахĕсен вĕçĕсене каласа пĕтерĕр:
Йĕп чиксен те…
Пуян вилет…
Тăлăх турат пуличчен…
10 слайд
1.« Арçури» поэмăри тĕп сăнар кам?
1.Арçури.
2.Якур пичче.
3.Хĕветĕр.
2.Килтен тухас умĕн Хĕветĕр хĕвне мĕн чикет?
1.Çĕçĕ.
2.Çăкăр.
3.Пашалу.
3.Хĕветĕр вăрмана мĕн тĕллевпе тухса каять?
1.Вутăлăх хăрăк турат пуçтарма.
2.Кĕреçе аврилĕх касма.
3.Туратлăх хурама касма.
Тест
11 слайд
4.Карчăк Микули мĕншĕн Хĕветĕрпе пĕрле вăрмана каяймасть?
1.Пасара каймалла пулнипе.
2.Ишекелле каймалла пулнипе.
3.Армана каймалла пулнипе.
5.Хĕветĕр килтен тухса кайсан çанталăк мĕнлерех улшăнать?
1.Ыр çанталăк пăсăлать.
2.Уяртса ярать.
3.Çумăр çума пуçлать.
6.Хĕветĕрĕн лаши мĕншĕн ывăнать?
1.Çанталăк улшăннипе.
2.Ыраш улăм çинипе.
3.Çул япăх пулнипе
12 слайд
Арçури
ват çын пекех
шур сухаллă
качака пек мăйракаллă
ури вăрăм
куçĕ чармак
мăкăл-мăкăл юмахлать
юмах ярать, юптарать
урлă-пирлĕ уткалать
урнă йыт пек тулашать
вĕрет
кăтăкласа вĕлерет
сурать
пусмăрлать
çĕр çĕмĕрсе чуптарать
çĕр чĕтретсе кăшкăрать
Кластер
Рабочие листы
к вашим урокам
Скачать
6 458 417 материалов в базе
Настоящий материал опубликован пользователем Селиверстрова Эльвира Ильинична. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт
Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.
Удалить материалВаша скидка на курсы
40%Курс профессиональной переподготовки
1000 ч.
Курс профессиональной переподготовки
600 ч.
Курс профессиональной переподготовки
300/600 ч.
Курс профессиональной переподготовки
300/600 ч.
Необходимость и способы выражения эмоций у мальчиков в школьном возрасте
Роль руководителя в процессе становления компании
Основы психологического консультирования в спорте
Оставьте свой комментарий
Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.