Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / История / Презентации / Презентация по КРК "Чувашская семья"

Презентация по КРК "Чувашская семья"

  • История

Поделитесь материалом с коллегами:

Чăваш кил-йышĕ Презентацие Комсомольски районĕнчи Асанкасси вăтам шкулĕнче тă...
Урок тĕллевĕсем: Хальхи ача-пăчана хăйсен аслашшĕ-кукашшĕсен, мăн аслашшĕсемп...
Урок эпиграфĕ: Çемйĕре лайăх пăхса усрăр. Çемье вăл – халăх чаракĕ, патшалăх...
Пирĕн несĕлсен шухăшĕпе, кашни çыннăн хай пурăннă чухне икĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ...
Чăваш кил-йышĕ Аслашшĕ-асламăшĕ Ашшĕ-амăшĕ Ачисем
Анне, апи, амăш чăвашсемшĕн таса, сăваплă сăмахсем. Анне – кил ăшши. Анне ăшш...
Ĕлĕк чăвашсен кил-йышĕнче арăмĕпе упăшки пĕр тан пулнă, хĕрарăма кая хурасси...
Çемьен тĕп тĕллевĕ – ача-пăча пăхса ÿстересси. 	Арçын ача çуралсан та, хĕр а...
Ачасене пăхса ÿстерес ĕçре аслашшĕ- асламăшсен тÿпи пысăк пулнă. Качча тухнă...
Çемье пурнăçĕнчи пĕр кун 	Çемьен ĕç кунĕ ирхине ирех – хĕлле 4-5 сехетре, çул...
Каçхине каллех кил-йыш пĕрле апатланнă. Çумăрлă е шартлама сивĕ çанталăкра к...
Ыйту –хурав 1)Хальхи вăхăтра чăваш кил-йышĕ миçе сыпăкран тăрать? 2)Сирĕн кил...
Кану саманчĕ (физкультминутка). Ача-пăча вăййи. «Ят пĕлмелле» Вăйă картинче п...
Ыйту –хурав Эсир чăваш чĕлхисĕр пуçне тата мĕнле чĕлхесем пĕлетĕр? 2) Сире вы...
Словарь ĕçĕ: Иерархия – кĕçĕннисем аслисене пăхăнса тăмалли йĕрке Деспотизм –...
Вырăс кил-йышĕ
Вырăс çемйи 4 сыпăклă та пулма пултарнă. Çемьере килĕштерсе пурăнма тăрăшнă:...
Вырăс çемйинче чи аслă ар çын хуçа пулнă. Вăл аслашшĕ е аслă ывăлĕ пулнă. Ачи...
Çемьери чи аслă ар çын – килте тата хуçалăхра хуçа пулнă. Вăл ывăлĕсемпе пĕрл...
Вырăс çемйинче хĕрарăм тата ар çын ĕçĕсем уйрăм пулнă. Аслă хĕрарăм кил-çурт...
Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне тĕрлĕрен чĕннĕ. Чи çывăх тăвансем – аслашшĕ-асламăшĕ...
 Çирĕплетÿ Вырăс тата чăваш çемйисенче мĕнле пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсем куртăр?
1.Панă сăмахсене тĕрĕс вырнаçтарса çырса хурăр: аслашшĕ, ашшĕ, ывăл ача, хĕр...
2.Чăвашла тĕрĕс куçарăр. Бабушка(со стороны матери) - Внук – Дедушка(со сторо...
Бабушка(со стороны матери) – кукамай Внук – мăнук Дедушка(со стороны отца) –...
3.Ваттисен сăмахĕсене çырса пĕтерĕр.   А) Ватта туя кирлĕ, пĕчĕк ачана ______...
А) Ватта туя кирлĕ, пĕчĕк ачана сăпка кирлĕ. Ă) Ача-пăча ÿстересси чăх-чĕп ÿ...
«Ăслă ача» юмах Мĕншĕн юмаха «Ăслă ача» тесе ят панă? Ашшĕ пурнăçĕнче мĕнле...
 Киле ĕç: 14-мĕш § вуламалла; ĕç тетрадĕнчи 32 стр. ĕçсене пурнăçламалла.
1 из 30

Описание презентации по отдельным слайдам:

№ слайда 1 Чăваш кил-йышĕ Презентацие Комсомольски районĕнчи Асанкасси вăтам шкулĕнче тă
Описание слайда:

Чăваш кил-йышĕ Презентацие Комсомольски районĕнчи Асанкасси вăтам шкулĕнче тăван ен культури вĕрентекен Катмакова Людмила Алексеевна хатĕрленĕ

№ слайда 2 Урок тĕллевĕсем: Хальхи ача-пăчана хăйсен аслашшĕ-кукашшĕсен, мăн аслашшĕсемп
Описание слайда:

Урок тĕллевĕсем: Хальхи ача-пăчана хăйсен аслашшĕ-кукашшĕсен, мăн аслашшĕсемпе мăн кукашшĕсен пурнăçне ăнланса илме пулăшасси, халăх культурипе пурнăç уйрăлми çыхăнса тăнине кăтартасси; Кил-йыша, ашшĕ-амăшне, ватăсене, тăвансене чунтан-чĕререн хисеплеме вĕрентесси; Харпăр хăй кил-йышне, ашшĕ-амăшне, йăхне-несĕлне, тăван çĕр-шывне, халăх йăли-йĕркине чунтан парăнма вĕрентесси; Тăван тата ытти халăхсен культурине пĕлме хистесси.

№ слайда 3 Урок эпиграфĕ: Çемйĕре лайăх пăхса усрăр. Çемье вăл – халăх чаракĕ, патшалăх
Описание слайда:

Урок эпиграфĕ: Çемйĕре лайăх пăхса усрăр. Çемье вăл – халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Пĕр-пĕринпе сапăр пулăр, çукшăн-пуршăн чашкăрса çÿресрен, харкашасран аякра тăрăр. (И.Я.Яковлев)

№ слайда 4 Пирĕн несĕлсен шухăшĕпе, кашни çыннăн хай пурăннă чухне икĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ
Описание слайда:

Пирĕн несĕлсен шухăшĕпе, кашни çыннăн хай пурăннă чухне икĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тумалла: -ватăлнă ашшĕ-амăшне пăхмалла; -хăй хыççăн хисепе тивĕçлĕ ачасем пăхса ÿстерсе хăвармалла.

№ слайда 5 Чăваш кил-йышĕ Аслашшĕ-асламăшĕ Ашшĕ-амăшĕ Ачисем
Описание слайда:

Чăваш кил-йышĕ Аслашшĕ-асламăшĕ Ашшĕ-амăшĕ Ачисем

№ слайда 6 Анне, апи, амăш чăвашсемшĕн таса, сăваплă сăмахсем. Анне – кил ăшши. Анне ăшш
Описание слайда:

Анне, апи, амăш чăвашсемшĕн таса, сăваплă сăмахсем. Анне – кил ăшши. Анне ăшши пурне те çитет. Анне кăмăлĕ - çемçе кăмăл. Аннерен çывăх тăван çук. Амăшĕ умĕнчи тивĕçĕ çинчен чăвашсем çапла каланă: «Аннÿне кашни кун хăвăн ывăç тупанĕ çинче пĕçернĕ икерчĕпе хăналасан та вăл хăвна ырă тунине, унăн ĕçне хăвăн ĕçÿпе тÿлесе татаймастăн».

№ слайда 7 Ĕлĕк чăвашсен кил-йышĕнче арăмĕпе упăшки пĕр тан пулнă, хĕрарăма кая хурасси
Описание слайда:

Ĕлĕк чăвашсен кил-йышĕнче арăмĕпе упăшки пĕр тан пулнă, хĕрарăма кая хурасси пулман. Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне хисепленĕ, питĕ сайра çеç уйрăлнă. Ват çынсем çапла каланă: «Ар çын – кил патши, хĕрарăм –кил турри».

№ слайда 8 Çемьен тĕп тĕллевĕ – ача-пăча пăхса ÿстересси. 	Арçын ача çуралсан та, хĕр а
Описание слайда:

Çемьен тĕп тĕллевĕ – ача-пăча пăхса ÿстересси. Арçын ача çуралсан та, хĕр ача çуралсан та савăннă. Турăран нумай ача пама ыйтса каланă кĕлĕре те ывăл-хĕр тесе асăннă. .

№ слайда 9 Ачасене пăхса ÿстерес ĕçре аслашшĕ- асламăшсен тÿпи пысăк пулнă. Качча тухнă
Описание слайда:

Ачасене пăхса ÿстерес ĕçре аслашшĕ- асламăшсен тÿпи пысăк пулнă. Качча тухнă хĕр упăшки килĕнче пурăнма пуçланă. Çавăнпа ачасем çемьере ашшĕ-амăшĕпе тата аслашшĕ-асламăшĕпе пĕрле пурăннă. Кил-йышра пур ыйтăва та пĕр-пĕринпе канашласа татса панă, ваттисем каланине яланах итленĕ. Килти ĕçсене аслă хĕрарăм, ытти ĕçсене аслă ар çын йĕркелесе пынă.

№ слайда 10 Çемье пурнăçĕнчи пĕр кун 	Çемьен ĕç кунĕ ирхине ирех – хĕлле 4-5 сехетре, çул
Описание слайда:

Çемье пурнăçĕнчи пĕр кун Çемьен ĕç кунĕ ирхине ирех – хĕлле 4-5 сехетре, çуллахи вăхăтра тата иртерех, шурăмпуçпех, пуçланнă. Малтан çитĕннисем вăраннă, çăвăннă та ĕçе тытăннă. Хĕрарăмсем: Ар çынсем картишĕнче ĕçленĕ: кăмака хутнă; выльăх-чĕрлĕхе апат панă; çăкăр пĕçернĕ; кил картинче тасатнă; ĕне сунă; садра, пахчара ĕçленĕ; апат хатĕрленĕ; вутă çурнă. шыв ăсса килнĕ. Аслăрах ачасем маларах тăрса ашшĕ-амăшне пулăшнă, кĕçĕннисем каярах вăраннă. Кăнтăрла тĕлĕнче кил-йыш сĕтел хушшине ларса апатланнă. Кăнтăр апачĕ хыççăн каллех пурте ĕçе тытăннă. Чи ваттисем çеç кăштах выртса канса илме пултарнă.

№ слайда 11 Каçхине каллех кил-йыш пĕрле апатланнă. Çумăрлă е шартлама сивĕ çанталăкра к
Описание слайда:

Каçхине каллех кил-йыш пĕрле апатланнă. Çумăрлă е шартлама сивĕ çанталăкра каçхи апат çинĕ хыççăн пÿртре ĕçленĕ. Ар çынсем: Хĕрарăмсем: çăпата тунă; çип арланă; вĕрен-кантра явнă. çĕленĕ; пĕчĕк ачисене пăхнă. Ытти ачисем аслашшĕ-асламăшĕ çумне канлĕн вырнаçса ларнă та авалхи юмахсем тата пулни-иртни çинчен каласа панисене итленĕ. Аслăраххисем хăйсен юлташĕсем патне улах ларма тухса кайнă. Чи пĕчĕккине сăпкана çывăрма вырттарнă, ыттисем сак е кăмака çине, аслашшĕ-асламăшĕ çумне кĕрсе выртнă.

№ слайда 12 Ыйту –хурав 1)Хальхи вăхăтра чăваш кил-йышĕ миçе сыпăкран тăрать? 2)Сирĕн кил
Описание слайда:

Ыйту –хурав 1)Хальхи вăхăтра чăваш кил-йышĕ миçе сыпăкран тăрать? 2)Сирĕн килте аçу-аннÿсем, аслаçу-асаннÿсем мĕнле ĕçсем тăваççĕ? Эсир аслисене мĕнле пулăшатăр? 3)Сирĕн çемьере ĕç кунĕ миçере пуçланать? 4)Каçсерен эсир пурте пĕрле пуçтарăнсан вăхăта мĕнле ирттеретĕр?

№ слайда 13 Кану саманчĕ (физкультминутка). Ача-пăча вăййи. «Ят пĕлмелле» Вăйă картинче п
Описание слайда:

Кану саманчĕ (физкультминутка). Ача-пăча вăййи. «Ят пĕлмелле» Вăйă картинче пĕр ача ларать. Вăйă карти юрласа çаврăнать: Ларать, ларать, (ача ячĕ) ларать Шĕшкĕ тĕмĕ айĕнче, шĕшкĕ тĕмĕ айĕнче. Çиет,çиет (ача ячĕ)çиет Шĕшкĕн сарă мăйăрне, шĕшкĕн сарă мăйăрне. Вăхăт çитсен т(ă)рас пулать, Ятне т(ĕ)рĕс калас пулать. Юрласа пĕтерсен çаврăнма чарăнаççĕ. Юрлакансенчен пĕри хыçалтан пырса ачан куçне хуплать. Кам хупланин ятне тĕрĕс каламалла.

№ слайда 14 Ыйту –хурав Эсир чăваш чĕлхисĕр пуçне тата мĕнле чĕлхесем пĕлетĕр? 2) Сире вы
Описание слайда:

Ыйту –хурав Эсир чăваш чĕлхисĕр пуçне тата мĕнле чĕлхесем пĕлетĕр? 2) Сире вырăс халăхĕн культури кăсăклантарать-и?

№ слайда 15 Словарь ĕçĕ: Иерархия – кĕçĕннисем аслисене пăхăнса тăмалли йĕрке Деспотизм –
Описание слайда:

Словарь ĕçĕ: Иерархия – кĕçĕннисем аслисене пăхăнса тăмалли йĕрке Деспотизм – хĕсĕрлемелли йĕрке Пасынок – амаçури ывăл, тăван мар ывăл Падчерица – амаçури хĕр, тăван мар хĕр Невестка: сноха – кин (ывăл арăмĕ, шăллăм арăмĕ) Свекорь – хуняçа, пăятам (упăшка ашшĕ) Свекровь – хуняма, пăянам (упăшка амăшĕ) Тесть – хуньăм, пăятам (арăм ашшĕ) Тёща - хуняма, пăянам (арăм амăшĕ) Зять – кĕрÿ (хĕрĕн упăшки, йăмăк упăшки) Свояченица – хĕр пултăр (арăм йăмăкĕ) Деверь – ывăл пултăр: ывăлсем (упăшка шăллĕ) Шурин – пултăр (арăм шăллĕ) Золовка – аппа (упăшка аппăшĕ)

№ слайда 16 Вырăс кил-йышĕ
Описание слайда:

Вырăс кил-йышĕ

№ слайда 17 Вырăс çемйи 4 сыпăклă та пулма пултарнă. Çемьере килĕштерсе пурăнма тăрăшнă:
Описание слайда:

Вырăс çемйи 4 сыпăклă та пулма пултарнă. Çемьере килĕштерсе пурăнма тăрăшнă: пĕр-пĕрне ăнланма, каçарма пĕлнĕ. Вăрçасси, кĕвĕçесси çылăх тесе шутланă. Пур ĕçе те пĕрле канашласа тунă. Кÿршĕсемпе те килĕштерсе пурăннă.

№ слайда 18 Вырăс çемйинче чи аслă ар çын хуçа пулнă. Вăл аслашшĕ е аслă ывăлĕ пулнă. Ачи
Описание слайда:

Вырăс çемйинче чи аслă ар çын хуçа пулнă. Вăл аслашшĕ е аслă ывăлĕ пулнă. Ачисем ашшĕпе амăшне, арăмĕ упăшкине итленĕ, хисепленĕ, пĕр-пĕрне хĕсĕрлемен.

№ слайда 19 Çемьери чи аслă ар çын – килте тата хуçалăхра хуçа пулнă. Вăл ывăлĕсемпе пĕрл
Описание слайда:

Çемьери чи аслă ар çын – килте тата хуçалăхра хуçа пулнă. Вăл ывăлĕсемпе пĕрле хуçалăхри ĕçсене тунă. Кил хуçи сăмахне пурте итленĕ, мĕн хушнине пурнăçланă.

№ слайда 20 Вырăс çемйинче хĕрарăм тата ар çын ĕçĕсем уйрăм пулнă. Аслă хĕрарăм кил-çурт
Описание слайда:

Вырăс çемйинче хĕрарăм тата ар çын ĕçĕсем уйрăм пулнă. Аслă хĕрарăм кил-çуртри ĕçсене йĕркелесе пынă. Ачасене пăхса ÿстересси, выльăх-чĕрлĕхе пăхасси, кĕпе-тумтир çĕлесси, çăвасси – хĕрарăм ĕçĕ шутланнă. Хĕр ачасем ÿссе çитĕннĕ май амăшне пулăшнă.

№ слайда 21 Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне тĕрлĕрен чĕннĕ. Чи çывăх тăвансем – аслашшĕ-асламăшĕ
Описание слайда:

Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне тĕрлĕрен чĕннĕ. Чи çывăх тăвансем – аслашшĕ-асламăшĕсемпе кукашшĕ -кукамăшĕсем, ашшĕпе-амăшĕ, пиччĕшсемпе аппăшĕсем, йăмăкĕсемпе шăллĕсем, вĕсен мăшăрĕсемпе ачисем пулнă. Вĕсем пĕр-пĕринпе туслă пурăннă.

№ слайда 22  Çирĕплетÿ Вырăс тата чăваш çемйисенче мĕнле пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсем куртăр?
Описание слайда:

Çирĕплетÿ Вырăс тата чăваш çемйисенче мĕнле пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсем куртăр?

№ слайда 23 1.Панă сăмахсене тĕрĕс вырнаçтарса çырса хурăр: аслашшĕ, ашшĕ, ывăл ача, хĕр
Описание слайда:

1.Панă сăмахсене тĕрĕс вырнаçтарса çырса хурăр: аслашшĕ, ашшĕ, ывăл ача, хĕр ача,асламăшĕ, амăшĕ.

№ слайда 24
Описание слайда:

№ слайда 25 2.Чăвашла тĕрĕс куçарăр. Бабушка(со стороны матери) - Внук – Дедушка(со сторо
Описание слайда:

2.Чăвашла тĕрĕс куçарăр. Бабушка(со стороны матери) - Внук – Дедушка(со стороны отца) – Свекровь – Сноха – Младшая сестра – Зять – Тёща –

№ слайда 26 Бабушка(со стороны матери) – кукамай Внук – мăнук Дедушка(со стороны отца) –
Описание слайда:

Бабушка(со стороны матери) – кукамай Внук – мăнук Дедушка(со стороны отца) – асатте Свекровь – хуняма, пăянам (упăшка амăшĕ) Сноха – кин (ывăл арăмĕ, шăллăм арăмĕ) Младшая сестра – йăмăк Зять – кĕрÿ (хĕрĕн упăшки, йăмăк упăшки) Тёща – хуняма, пăянам (арăм амăшĕ)

№ слайда 27 3.Ваттисен сăмахĕсене çырса пĕтерĕр.   А) Ватта туя кирлĕ, пĕчĕк ачана ______
Описание слайда:

3.Ваттисен сăмахĕсене çырса пĕтерĕр.   А) Ватта туя кирлĕ, пĕчĕк ачана ___________кирлĕ. Ă) ___________ ÿстересси чăх-чĕп ÿстерни мар. Б) ____________ хисепле, хăвнах ырă пулĕ. В)____________ ăс памасăр ĕç ăнмасть. Г)Ватăпа ________ пул, çамрăкпа __________ пул.   Усă курмалли сăмахсем: çамрăк, аçупа аннÿне, ватти, сăпка, ача-пăча, ватă.

№ слайда 28 А) Ватта туя кирлĕ, пĕчĕк ачана сăпка кирлĕ. Ă) Ача-пăча ÿстересси чăх-чĕп ÿ
Описание слайда:

А) Ватта туя кирлĕ, пĕчĕк ачана сăпка кирлĕ. Ă) Ача-пăча ÿстересси чăх-чĕп ÿстерни мар. Б) Аçупа аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ. В) Ватти ăс памасăр ĕç ăнмасть. Г)Ватăпа ватă пул, çамрăкпа çамрăк пул.

№ слайда 29 «Ăслă ача» юмах Мĕншĕн юмаха «Ăслă ача» тесе ят панă? Ашшĕ пурнăçĕнче мĕнле
Описание слайда:

«Ăслă ача» юмах Мĕншĕн юмаха «Ăслă ача» тесе ят панă? Ашшĕ пурнăçĕнче мĕнле йăнăш туса хума пултаратчĕ? Сире аçу-аннÿсем ваттисене хисеплеме вĕрентеççĕ-и? Мĕнле?

№ слайда 30  Киле ĕç: 14-мĕш § вуламалла; ĕç тетрадĕнчи 32 стр. ĕçсене пурнăçламалла.
Описание слайда:

Киле ĕç: 14-мĕш § вуламалла; ĕç тетрадĕнчи 32 стр. ĕçсене пурнăçламалла.

Выберите курс повышения квалификации со скидкой 50%:

Автор
Дата добавления 18.01.2016
Раздел История
Подраздел Презентации
Просмотров152
Номер материала ДВ-353848
Получить свидетельство о публикации

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх