Инфоурок Другое ПрезентацииПрезентация по родному(чувашскому) языку и литературе на тему "О земле -планете" (7класс)

Презентация по родному(чувашскому) языку и литературе на тему "О земле -планете" (7класс)

Скачать материал
Скачать материал "Презентация по родному(чувашскому) языку и литературе на тему "О земле -планете" (7класс)"

Получите профессию

Фитнес-тренер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 6 месяцев

Ректор

Описание презентации по отдельным слайдам:

  • «Çĕр планета хăрушлăхра»Класс тулашĕнче ирттермелли ĕçĕн сценарийĕĔçе çыр...

    1 слайд


    «Çĕр планета хăрушлăхра»
    Класс тулашĕнче ирттермелли ĕçĕн сценарийĕ

    Ĕçе çыраканĕ –
    Иванова Лидия Вениаминовна

  • Çĕр планета хăрушлăхра.Экологи юмахĕЮмахра вылякансем: 
Звездочёт – Тĕнче у...

    2 слайд

    Çĕр планета хăрушлăхра.
    Экологи юмахĕ

    Юмахра вылякансем:
    Звездочёт – Тĕнче уçлăхне пăхса тăракан;
    Косми – космос çул çÿревçи;
    Шыв, Сывлăш, Фауна, Флора, Озон,Çĕр – çĕр çинчен килнĕ хăнасем.

  • Косми: Ырă кун пултăр, хисеплĕ Звездочёт.
Звездочёт: Сывлăх сунатăп, Косми. Ă...

    3 слайд

    Косми: Ырă кун пултăр, хисеплĕ Звездочёт.
    Звездочёт: Сывлăх сунатăп, Косми. Ăçта çитсе куртăн-ха юлашки вăхăтра?
    Косми: Эпĕ тĕнчери чи илемлĕ планета çинче - Çĕр çинче пултăм.
    Звездочёт: Мĕнле шухăш-кăмăлпа таврăнтăн эсĕ унтан?
    Косми: Çĕр - тĕлĕнмелле планета иккен. Анчах та унта пысăк инкек пулма пултарать.
    Звездочёт: Çĕр планетăн тăшмансем пур-им?
    Косми: Пур çав. Тăшмансем пур кăна мар, вĕсем çав тери хытă чунлă. Хисеплĕ Звездочёт, сирĕн пата Çĕр çинчен манпа пĕрле хăнасем килчĕç. Вĕсем хăйсен пурнăçĕ çинчен каласа парасшăн.
    Звездочёт: Чăнах-и?
    Косми: Чăнах.
    Звездочёт: Апла пулсан пурне те хăвăртрах кунта чĕнсе кил. 100 çула яхăн Çĕр çинчен нимле хыпар та çук. Косми, камсем-ха вĕсем, пирĕн хăнасем?
    Косми: Вĕсем йышлăн: Шыв, Сывлăш, Çумăр, Фауна, Флора, Озон, Çĕр .

  • Шыв: Ырă кун пултăр, Звездочёт.Эпĕ Шыв ятлă.

Звездочёт: Питĕ хавас санпа пал...

    4 слайд

    Шыв: Ырă кун пултăр, Звездочёт.Эпĕ Шыв ятлă.

    Звездочёт: Питĕ хавас санпа паллашма. Шыв, сана мĕн пăшăрхантарать?

    Шыв: Çĕр çинче 71% шыв шутланать. Сарлака юхан шывсем, çутă кÿлĕсем, вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕссем, океансем нумай унта. Çынсем шывсăр пĕр кун та пурăнма пулараймаççĕ. Апла пулин те хăйсем ман çинчен шухăшласах каймаççĕ.

    Звездочёт: Мĕн тăваççĕ-ха вĕсем?

    Шыв: Çынсем манăн тасалăхшăн пĕрре те тăрăшмаççĕ, пĕр шелсĕр варалаççĕ, тĕрлĕ каяшсем кăларса яраççĕ.

    Звездочёт: Мĕншĕн эсĕ хăв кÿреннине кăтартмастăн?

    Шыв: Хăш-пĕр чух, чăнах та, питĕ тарăхса каятăп. Анчах та ним тума та çук. Эпĕ пĕчĕк ача пекех – хама хам хÿтĕлейместĕп. Манăн çынсемсĕр пуçне никамран та пулăшу ыйтма çук. Мана вĕсем кăна пулăшма пултараççĕ.


  • 5 слайд

  • Звездочёт: Чăнах та, ку питĕ пысăк инкек. Флора, эсĕ мĕн калăн тата? 

Флора:...

    6 слайд

    Звездочёт: Чăнах та, ку питĕ пысăк инкек. Флора, эсĕ мĕн калăн тата?

    Флора: Эпĕ – Çĕр çинчи ÿсен-тăран тĕнчи. Эпĕ çав тери пуян.

    Звездочёт: Сана мĕн шухăшлаттарать-ха?

    Флора: Манăн пысăк ĕмĕт пур. Çĕр çинче ĕлĕкхи пекех вăрмансенче тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк, тĕрлĕ чĕр чунсем, çырла, кăмпа, мăйăр нумай пултăрччĕ. Вара пурăнма аван пулĕччĕ.

    Звездочёт: Ку пуянлăх Çĕр çинче сахал-и вара?

    Флора: Сахалланчĕ çав. Çынсем вăрмансенче, парксенче канма юратаççĕ. Анчах та вĕсем хыççăн çывăха пыма та хăрушă. Пур çĕрте те çÿп- çап, ванчăк кĕленчесем, хут … Çынсем çапла тунăшăн эпĕ питĕ кÿренетĕп.

    Звездочёт: Çапла, ку питĕ кÿренмелли япала.

    Флора: Тата çынсем, уйрăмах шкул ачисем, йывăç тураттисене хуçма юратаççĕ. Ах, мĕн тери ыраттараççĕ вĕсем мана.



  • Звездочёт: Çав тери тĕлĕнмеле япала пулчĕ ку маншăн. Ачасен чунĕсем хытса пын...

    7 слайд

    Звездочёт: Çав тери тĕлĕнмеле япала пулчĕ ку маншăн. Ачасен чунĕсем хытса пыни мана та шухăшлаттарать. Фауна, сана мĕн канăç памасть?

    Фауна: Пурте пĕлеççĕ: эпĕ - чĕр чунсен тĕнчи.

    Звездочёт: Санăн та пурнăç йывăр-и?

    Фауна: Йывăр. Çынсем ман çинчен пачах шухăшлама пăрахрĕç. Вĕсем тискер чĕр чунсене лăпкă пурăнма, ĕрчеме памаççĕ. Этем малалла та хăйне çапла тытсан эпĕ Çĕр çинче çухалас хăрушлăх та пур.


  • 8 слайд

  • Звездочёт: Çĕр, эсĕ мĕн пĕлтересшĕн пире?

Çĕр: Хальхи халăх мана та ĕлĕкхи ç...

    9 слайд

    Звездочёт: Çĕр, эсĕ мĕн пĕлтересшĕн пире?

    Çĕр: Хальхи халăх мана та ĕлĕкхи çынсем пек юратмасть. Мана авал хисеплесе «Çĕр-анне» тесе калатчĕç. Манăн халĕ те çак сăмахсене илтес килет. Анчах мана ним вырăнне те хумаççĕ.

    Звездочёт: Мĕншĕн кун пек шухăшлатăн?

    Çĕр: Эпĕ ĕлĕкхи пек тухăçлă тыр-пул, пахча- çимĕç, улма- çырла пама пултараймастăп, мĕншĕн тесен çынсем çĕр çинче чуна парса ĕçлесшĕн мар. Пур çĕрте те çум курăкĕ айне пулнă уйсене курма пулать.


  • Звездочёт: Ах, мĕнле-ха капла? Çынсем кун пек пулса каясса тĕлленмен те эпĕ....

    10 слайд


    Звездочёт: Ах, мĕнле-ха капла? Çынсем кун пек пулса каясса тĕлленмен те эпĕ. Эсĕ мĕн калăн, Сывлăш?

    Сывлăш: Манăн та савăнмалли сахал.

    Звездочёт: Мĕншĕн?

    Сывлăш: Заводсем, фабрикăсем, автомашинăсем - манăн тăшмансем. Вĕсем сиенлĕ газсем кăлараççĕ.

    Звездочёт: Ку сана чăрмантарать-им?

    Сывлăш: Паллах чăрмантарать. Хăш-пĕр çĕрте сывлама та май çук.

    Звездочёт: Çынсем вара мĕнле пурăнаççĕ?

    Сывлăш: Халлĕхе чăтаççĕ. Таса мар сывлăш пуриншĕн те япăх: ÿсен-тăрансемшĕн те, тискер кайăксемшĕн те. Уйрăмах вара - çынсемшĕн. Çавăнпа ĕнтĕ юлашки çулсенче чирлĕ çынсен йышĕ пысăклансах пырать.


  • Звездочёт: Озон, эсĕ мĕн калама пултаратăн?

Озон: Эпĕ тÿпере, çав тери çÿлте...

    11 слайд

    Звездочёт: Озон, эсĕ мĕн калама пултаратăн?

    Озон: Эпĕ тÿпере, çав тери çÿлте пурăнатăп. Эпĕ - Çĕрĕн озон сийĕ. Эпĕ – Çĕрĕн тĕп сыхлавçи.

    Звездочёт: Эсĕ Çĕре мĕнрен сыхлатăн?

    Озон: Эпĕ Çĕре хĕвелĕн çунтаракан пайăркисенчн хÿтĕлетĕп, вĕсене Çĕр çине ямастăп.

    Звездочёт: Озон, эсĕ мĕнрен хăратăн?

    Озон: Манăн чи хăрушă тăшман вăл - сиенлĕ газсем.

    Звездочёт: Мĕнле майпа кансĕрлеççĕ вĕсем сана?

    Озон: Ку тăшманпа кĕрешсе манăн пысăк шăтăк пулса кайрĕ. Ку шăтăк вăл питĕ хăрушă.

    Звездочёт: Эпĕ пĕлнĕ тăрăх çак шăтăк витĕр хĕвелĕн сиенлĕ пайăркисем Çĕр çине çитме пултараççĕ.

    Озон: Пултараççĕ çав. Ку вара çыннăн ÿчĕшĕн уйрăмах сиенлĕ.


  • Звездочёт: Эсĕ тата мĕншĕн нимĕн те чĕнместĕн, Çумăр?

Çумăр: Эпĕ кислоталлă...

    12 слайд

    Звездочёт: Эсĕ тата мĕншĕн нимĕн те чĕнместĕн, Çумăр?

    Çумăр: Эпĕ кислоталлă çумăр. Çавăнпа та çынсем мана юратмаççĕ.

    Звездочёт: Эпĕ темскер ăнлансах илеймерĕм-ха. Çынсем çумăра яланах кĕтетчĕç вĕт.

    Çумăр: Эпĕ ахаль çумăр мар çав. Ман тумламсем ÿсен-тăрансемшĕн те, чĕр чунсемшĕн те, пĕр сăмахпа каласан, пуриншĕн те сиенлĕ.

    Звездочёт: Мĕнрен пулса кайнă-ха эсĕ, кислоталлă çумăр?

    Çумăр: Тÿпене лекнĕ сиенлĕ газсенчен.


  • Звездочёт: Хисеплĕ хăнасем, эсир пĕлтернĕ тăрăх Çĕр çинче çынсем тăван таврал...

    13 слайд

    Звездочёт: Хисеплĕ хăнасем, эсир пĕлтернĕ тăрăх Çĕр çинче çынсем тăван тавралăха сыхламалли çинчен шухăшласах каймаççĕ. Ман шупа, вĕсем кăна пĕлеççĕ, анчах та пур чухне те асра тытмаççĕ.

    Косми: Звездочёт, атьăр вĕсене кун çинчен аса илтеретпĕр.

    Звездочёт: Тĕрĕс. Манăн халех Çĕр çине çынсем патне васкавлă телеграмма ямалла.

    Косми: Çынсем пире итлесен питех те аван пулĕччĕ. Мĕнле сĕнÿсем паратпăр-ха вĕсене, ачасем? (Вĕрененкенсем хăйсен сĕнĕвĕсене калаççĕ. Звездочёт пĕтĕмлетÿ тăвать).

  • ТелеграммаҪут çанталӑк ырлӑхне упрама ачаран хӑнǎхса пымалла.Ку ырлӑх пире к...

    14 слайд

    Телеграмма
    Ҫут çанталӑк ырлӑхне упрама ачаран хӑнǎхса пымалла.Ку ырлӑх пире кӑна мар,пирӗн хыççӑнхи ӑрусене çиттӗр.
    Ҫӑла ан сур-хӑвǎнах ӗçмелле пулӗ.
    Ан манӑр:этем-сут çанталӑк ачи.
    Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗ-Пӗтӗм тӗнчери тавралӑха сыхламалли кун.
    Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗ-Раççейре экологсен кунӗ.
    Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗ- -Пӗтӗм тӗнчери озон сийне сыхламалли кун.

Получите профессию

HR-менеджер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 662 192 материала в базе

Скачать материал

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 20.11.2016 646
    • PPTX 2 мбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Федорова Татьяна Алексеевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Федорова Татьяна Алексеевна
    Федорова Татьяна Алексеевна
    • На сайте: 7 лет и 5 месяцев
    • Подписчики: 1
    • Всего просмотров: 18963
    • Всего материалов: 18

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой