Умĕн ӑнлантарни.
Программăна пурнăçа кĕртме йышăннă тĕп
кĕнеке:
1.Чăваш чěлхи: 4 класс валли / Виноградов Ю.М., Кульева А.Р.- Шупашкар: Чăваш кěнеке издательстви, 2014ç.
2.О.Г. Кульев, А. Р. Кульева. «Ĕç тетрачĕ»
Шупашкар, 2014 ç.
1.Тăван чĕлхене
вĕрентессин тěллевěсем:
1) вулама - çырма вĕрентесси;
2) вулавпа çыхăнуллăн пуплеве аталантарасси;
3) пуплеве пур енлĕн аталантарнă май чĕлхе
пулăмĕсемпе ансат паллаштарасси, пуплеве тишкерме вĕрентесси. Çак виçĕ пая
пуплеве аталантарас тĕллев пĕрлештерсе тăрать.
Харкамлӑх, предметсен пӗрлӗхлӗ тата
предметсен пайрам результачӗсем.
«Вӗренĕвĕн Универсаллă Действийӗ»
(ВУД) вулав
Ку термина пĕтĕмшле илсен вĕренӳ ăслай тесе
ăнланмалла, урăхла каласан, ВУД вăл - субьект унăн социаллă опыта ăнланса тата
хастаррăн ăса хывнă май хăй тӗллӗнех аталанма пултарни. Вӗренекен харпăр хăй
тӗллӗнех çӗнӗ пӗлӳсене ăнăçлă ăса хывма, ăслайсемпе компетентноçсене калăплама
(çав вăхăтра вӗренъ ăслайне те) пултарнин никӗсӗнче – универсаллă вӗренӳ
действийӗсем. Çапла вара вӗренӳ ăслайне ăса хывасси вӗренекенӗн вӗренъ ӗç-хӗлӗн
мӗн-пур компоненчӗсене туллин ăса хывмаллине пӗлтерет. Ку компонентсем шутне
çаксем кӗреççӗ: пӗлӳсем туянас (познавательные) тата вӗренӳ мотивӗсем, вӗренӳ
тӗллевӗ, вӗренӳ задачи, вӗренӳ ӗçӗсемпе (учебные действия) операцийӗсем,
ориентировка, материала урăхлатни (преобразование материала), тӗрӗслев тата
хаклав. Вӗренес ăслай – ачасем предметлă пӗлӳсене ăса хывассин, ăслайсемпе
компетенцисене калăплассин тухăçлăхне ӳстермелли тӗп факторсенчен пӗри.
Вӗренӗвӗн Универсаллă Действийӗсен
тӗп функцийӗсем: вӗренекенӗн харпăр хăй тӗллӗнех
пӗлӳсем туянас, вӗренӳ тӗллевӗсене лартас, тивӗçлӗ хатӗрсем шыраса тупса
вӗсемпе усă курас, ӗç-хӗл юхăмӗпе результачӗсене тӗрӗслес тата пахалас майсене
тупма пулăшасси;
харкамлăха килӗшӳллӗн аталантармалли условисем
туса парасси; пӗлӳсене ăнăçлăн ăса хывассин, ăслайсене, хăнăхусене тата
компентноçсене калăпласа çивӗчлетессин тухăçлăхне ӳстересси;
Вӗренӳ ӗçӗсен универсаллăхӗ çакăнта курăнать.
Вӗсем предмет шайӗнчен тухса метапредмет шайне хăпараççӗ; харкамлăхăн пӗтӗмӗшле
культура, харкам, пӗлӳсем туянас тата тӗллӗнех аталанассине пӗрлӗхлӗн
тарăнлатма май параççӗ; пӗлӳсем туянас юхăмăн пур шайӗсене те пӗр тӗвве
çыхăнтарма май параççӗ; ача-пăчан вăл е ку ӗç-хӗлне йӗркелессин тата асăрхассин
никӗсӗ пулса тăраççӗ.
Вӗренӗвӗн Универсаллă Действийӗн
ушкăнӗсем
Пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн тӗп тӗллевӗсемпе
килӗшӳллӗн ВУД 4 ушкăнне уйăрма пулать: харкамлă (личностный), регулятивлă
(саморегулятивлă та), пӗлӳсем туянас (познавательный) тата хутшăнуллă
(коммуникативлă).
Харкамлă ВУДсем
Вӗрену ӗç-хӗлӗпе çыхăнтарса,
харкамлă ӗçсен виçӗ тӗсне уйăратпăр:
1. Професси тӗлӗшӗнчен харкам вырăнне
шырани.
2. Пӗлтерӗшлӗх (вӗренӳ тӗллевӗпе
сунăмӗ, е урăхла каласан, вӗренӳ результачӗпе унăн кирлӗлӗхӗ хушшинчи çыхăнăва
палăртни). Вӗренекенӗн хăйне çак ыйтăва памалла та ăна хуравлама пултармалла:
«Мӗн тума тата мӗн тӗллевпе вӗренетӗп эпӗ?»
3. Кăмăл-сипетлӗх ориентацийӗ. Вӗренсе ăса
хывакан содержание харкамлăх тата социаллă опыта кура мораль тӗлӗшӗнчен
хаклани.
Регулятивлă ВУДсем
1. Мӗн пӗлнине тата мӗн пӗлменнине
шута илсе вӗренӳ задачине палăртмалли тӗллеве лартни.
2. Ӗçсен йӗркин планне туни; вӗçӗнчи
результата кура пайăр ӗçсен тӗллевӗсене палăртни.
3. Прогноз туни. Урăхла каласан,
результата тата туянакан пӗлӳсен шайне малтанах курса тăни.
4. Ӗç майне тата унăн результатне
малтанах палăртнă калăппа танлаштарса тӗрӗслени.
5. Коррекци - результата вӗренекен
хăй, юлташӗсем тата учитель хаклавне кура плана тата ӗç майӗпе йӗркине
улшăнусем кӗртни.
6. Хаклав – мӗне вӗреннине тата мӗне
вӗренмеллине, вӗреннин шайӗпе пахалăхне вӗренекен хăй палăртни; ӗç результатне
хаклани.
7. Саморегуляци – йывăрлăхсене
çӗнтермелли майсене тупса палăртас пултарулăх.
Пӗлӳсем туянас ВУДсем
Кунта пӗтӗмӗшле вӗренӳ (1), паллăпа
символ ӗçӗсене (2), логика вӗренӳ ӗçӗсене(3), тата ыйтăва лартса ăна татса
панине(4) кӗртетпӗр. Вӗсене хăйсене çапларах вакласа яма пулать.
1. Пӗтӗмӗшле вӗренӳ универсаллă
ӗçсем:
- пӗлӳсене туянас тӗллеве харпăр хăй тӗллӗнех
уйăрса палăртни;
- пуçламăш шкулшăн шăл çемми ИКТ тата
информацин ытти çăлкуçӗсемпе усă курса тивӗçлӗ информацие тупса уйăрни;
- пӗлӳсен тытăмне палăртни;
- сасăллă тата çыруллă пуплев ăслани;
- конкретлă условисенче задачăна шутламалли
уйрăмах тухăçлă мелсемпе майсене суйласа илни;
- ӗç майӗсемпе условийӗсен рефлексийӗ, ӗç
юхăмӗпе результачӗсене тӗрӗслени тата хаклани;
- вулав тӗллевне тата вулав тӗсне суйласа илме
ăнланса вулани; тӗрлӗ жанрлă текстсене итлесе тивӗçлӗ информаци илни; тӗп тата
иккӗмӗшле информацие палăртни; илемлӗ, ăслăх, публицистика тата официаллă ӗç
стилӗсемлӗ текстсене ирӗклӗнех ăнланса йышăнни; массăллă информаци хатӗрӗсен
чӗлхине ăнланса хак пани;
- проблемăна лартса калăплани, творчествăллă
тата шыравлă проблемăсене татса панă чухне харкам тӗллӗнех ӗç алгоритмне туни.
2. Паллăпа символ ӗçӗсем:
- калăпсем туни – обьекта туйăм форминчен
калăпа (уçлăхпа графика е паллăпа символ) куçарни;
- пӗтӗмӗшле законсене палăртас тӗллевпе калăпа
юсаса урăхлатни.
3. Логика вӗренӳ ӗçӗсем:
- анализ - обьекта тӗп тата иккӗмӗшле
паллисене кăтартас тӗллевпе сӳтсе пăрахни;
- синтез – пайсене пӗр çӗре пуçтарни, çав
шутра сиксе юлнă пайсене хушни те;
- обьектсене танлаштармалли, ушкăнламалли
критерисемпе никӗссене суйласа илни;
- ăнлав патне илсе çитерни, сăлтавпа тӗллев
çыхăнăвӗсене кăтартни;
-рассужденисен логикăллă сăнчăрне йӗркелени,
çирӗплетсе каланин тӗрӗслӗхне сӳтсе явни;
- доказательство;
- гипотезăсем кăларса тăратса вӗсене
сăлтавлани.
4. Ыйтăва (проблемăна) лартса ăна татса
пани:
- ыйтăва лартни;
- творчествăллă тата шыравлă ыйтусене татса
памалли майсене харкам тӗллӗн туни.
Хутшăнуллă ВУДсем
1.Учительпе тата тантăшсемпе хутшăнса
вӗренессине планлани – кашни хутшăнаканăн тӗллевӗпе функцийӗсене, хутшăну
майӗсене палăртни.
2.Ыйтусем лартни – информацие шырас тата
пуçтарас ӗçе хастар хутшăнса хăюллăнах ыйтусем лартни.
3.Конфликтсене татса пани – проблемăна асăрхани,
конфликта тепӗр майлă татса памалли майсене шырани тата пахалани, юрăхлă майпа
усă курни.
4.Партнер хăтланчăкне (поведение) ертсе пыни –
тӗрӗслени, тӳрлетни, унăн ӗçӗсене хаклани.
5.Харкам шухăшсемпе сунăмсене хутшăну
задачисемпе условийӗсене кура туллин те тӗрӗс палăртни; монологла тата диалогла
пуплев тунă чухне тăван чӗлхен грамматика нормисемпе тӗрӗс усă курни.
Пур предметсене вӗрентнӗ май кӗтекен
результатсем:
- ачасен шухăшлавӗ пур енлӗн аталанса, вӗсем
тишкерӳ, пӗтӗçтерӳ, пӗтӗмлетӳ ӗçӗсене вӗренсе пыни:
- ачасен пуплевӗ пур енлӗн аталанса, вӗсем
пуплев ӗçӗ-хӗлӗсене вӗренсе пыни:
- кӗнекепе ӗçлеме вӗренсе пыни.
Хутла вӗрентнӗ май ачасен универсалă вӗренӳ
ӗçӗсене йӗркелесси
Вӗрентӳ ӗçӗнче кашни предмет
шалашӗнчех тӗп пахалăх тӗллевӗсене шута илсе ӗçлемелле. Хутла вӗрентес ӗçре
вӗсем çаксем шутланаççӗ.
- ачасен нумай пӗлес-вӗренес, харпăр хăй
ӗç-хӗлне йӗркелеме хăнăхас кăмăлне чӗртсе ярасси, аталантарасси;
- вӗсене хăйсен харкамлăхне ăнланма пулăшасси,
таврари тӗнчене хăйне евӗр курма-йышăнма, харпăр хăй хăтланăшӗсене хак пама,
йывăрлăхсене çӗнтерме вӗрентсе пырасси, вӗсен ăславлă мехелне аталантарасси;
- ачасене çынсем хушшинче çураçуллă пурăнма,
ыттисене пулăшма хавас пулма, пӗтӗм этемлӗх пахалăхӗсене ăнланса ăша хума
пулăшасси;
- ачасене вӗсем кашнийӗ хăйӗн тăван çӗршывӗн
пӗчӗк гражданинӗ пулнине ăша хума пулăшасси;
- вӗренекенсене тавралăха, çут çанталăка,
харпăр хăйне, сывлăхне упрама вӗрентесси.
Йӗркелӳ ӗçӗсем
ачасене вӗрентӳ ӗç-хӗлне, унăн тапхăрӗсене (ӗç тӗллевне уçăмласси, планласси,
ӗçе пурнăçласси, результачӗсене хакласси-пахаласси , тӳрлетесси) уçăмласа
йӗркелеме хăнăхтарассипе çыхăннă. Ку вăл питех те кăткăс ӗç. Хутла вӗрентнӗ май
çак хăнăхусем майӗпен йӗркеленсе пыраççӗ.
Универсаллă пӗлӳ ӗçӗсене йӗркелессипе
çыхăннă хăнăхтарусем вӗрентӳ комплексӗн кашни компонентӗнчех тӗп вырăнта.
Ыттисен тата хăйсен пуплевне тимлесе ачасем чӗлхен элеменчӗсене асăрхама, вӗсем
пӗр-пӗринпе мӗнле çыхăннине курма хăнăхаççӗ. Пуплеври предложенисене,
предложенири сăмахсене, сăмахри сасăсене уйăрни, каялла сасăсенчен сăмахсем,
сăмахсенчен предложенисем, предложенисенчен текст калăпланă май вӗсем тишкерӳ,
пӗтӗçтерӳ ӗçӗсене вӗренсе пыраççӗ.
Предметăн пайрăм задачисем:
- ачасен пуплевне пур енлӗн аталантарасси:
- çӗнӗ терминсемпе паллаштарасси, вӗсемпе усă
курма хăнăхтарасси;
- тӗрлӗ енлӗ тишкерӳ вӗрентесси;
- капăшсене пӗрлӗхлӗ курма тата унăн пайӗсене
палăртма хăнăхтарасси;
- ачасен вӗтӗ моторикине аталантарасси.
Харкам задачăсем:
- ачасене шкул пурнăçне, йӗркесене, вӗренекен
яваплăхӗсене ăнланма, ăша хывма, пурнăçласа пыма пулăшасси;
- пӗр-пӗринпе, аслисемпе кăмăллăн хутшăнма
вӗрентсе пырасси;
- хутшăну тата пуплев этикетне малалла
тăсасси;
- «çемье»: «йăх»: «ял-йыш» ăнлавсене уçăмлама,
ăса хума пулăшасси.
Пур предметсене те вӗрентнӗ май пурнçăламалли
задачăсем:
- вӗренӳ ӗç-хӗлӗн уйрăмлăхне ăша хума,
задачисене алла илсе, пурнăçласа пыма пулăшасси;
- тантăшӗсен тата харпăр хăй ӗçне сăнама,
çитменлӗхсемпе ăнăçусене палăртма хăнăхтарса пырасси;
- пулăмсемпе япаласене, капăшсене тишкерме,
танлаштарма, пӗр пеклӗхсемпе уйрăмлăхсене палăртма вӗрентесси.
Вěрену содержанине кěртнě концепци
Çамрăк ăрăва ăс-тăн парса ÿстерес ĕçре
пуçламăш шкул пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Вĕрентÿ ăс-тăн пару никĕсĕ,
унан тĕп инструменчĕ -тăван чĕлхе. Тин çеç кĕнеке тытнă ачана ăнăçлă вĕрентсе
ăс-тăн парасси чи малтан вăл хăйĕн тăван чĕлхипе тухăçлă усă курма пултарнинчен
килет. Тăван чĕлхе - ÿсекен этеме çут тĕнчене кĕмелли алăкăн ылтăн
çăраççийĕпе пĕрех.
Çак асамлă çăраççипе ача вĕренÿре туллин усă
курма пултартăр тесен унăн пуплевĕпе шухăшлавне пур енлĕн аталантармалла. Кĕске
тапхăртах ăна çăмăллăн вулама, тăнласа ăнкарма, шухăша пуплевре уçăмлăн
палăртма, çырма хăнăхтармалла; вĕренÿ кĕнекине вăл хăй тĕллĕн вулайтăр,
вĕрентÿçĕ каласа панине лайăх ăнланма, асăмлама, асăнлама пултарайтăр, çавăн
пекех унăн калаçу хăнăхăвĕпе çыру мехелĕ çителĕклĕ пулччăр. Çакна тума шăпах
ĕнтĕ тавăн чĕлхене 1-4 классенче ятарлă программăпа туллин вĕрентни
пулăшать.
Асãннã программãн уйрãмлãхě
Класра вěренекен ачасем икě чěлхепе калаçса
ÿсеççě. Тãван чěлхери сãмахсене вырãс чěлхинчи сãмахсемпе пãтраштараççě. Вěрену
содержанине тата творчествăлла çыру урокěсене планланã чух çак
уйрãмлãха шута илнě. Сăмах йышне пуянлатасси, чěлхе тасалãхне вěрентесси çине
тимлěх уйãрнã.
Пуплеве пур енлĕн аталантарасси, чĕлхене ансат
тишкересси, чĕлхе пĕлĕвĕн терминĕсемпе паллаштарасси
Сыхăнуллă пуплев. Текст. Унăн темипе тĕп шухашĕ. Текст тытамĕ (композици).
Изложенипе сочинени планĕсене ушкăнпа тата
пĕччен тăвасси. Планпа усă курса 80-90 сăмахлă текст тăрăх тулли
е кĕске изложени çырасси.
Пурнаçра пулса иртнĕ пĕр-пĕр ĕç (курни-илтни,
санани, экскурсире пулни, театра кайни,
сумлă çынсемпе тĕл пулни) çинчен ушкăнпа хатĕрленнĕ хыççăн пĕчĕк ăслав
(сочинени) хайласси.
Пуплев
этикечĕ. Каланине хирĕçлесси: вашаватлăх тата
тÿрккеслĕх. Каçару ыйтасси, ÿкĕнĕве
палăртасси, ашшĕ-амăшпе, тус-тăвана уяв ячĕпе саламласси.
Ĕç хучĕсем. Шкулти
хаçатпа, Шупашкарта тухса тăракан ача-пăча хаçат-журналĕпе çыхăну тытма
хистесси. Пĕлтерÿ çырма хăнăхтарасси.
Сăмах йышне ÿстересси, унпа усă курма пĕлнине çирĕплетесси. Сăмахсене тĕрлĕ
мелпе ушкăнласси
Апат-çимĕç ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: апельсин, груша, какао, кофе, крахмал,
лимон, мандарин, пăрăç, персик, рагу, рассольник, сарделька. студень, сыр,
тефтель, шницель;
йÿçĕ (тутлă) чуста, çĕр
улми крахмалĕ, грек мăйăрĕ, арахис мăйăрĕ, шĕшкĕ мăйăрĕ, кедр мăйăрĕ, тутлă
пăрăç, хура пăрăç, аш рассольникĕ, груша компочĕ, шăратнă сыр, чăмламалли
резинка, çăра чей, симĕс чей, йÿçĕтнĕ
купаста (пан улми);
чуста хур, чуста хăпарнă, чей пĕçер, консервла, пăрăçла, хĕрхÿлен (тĕслĕх,
çу), чĕлхÿне çăтан! (питĕ тутлă);
кĕрпек, сĕтек, таварак, хĕрхÿ (апат), шывак
(сĕт, кĕсел).
Сут çанталăкпа, йĕри-тавралăхпа çыхăнакан сăмахсем: Алтăр çăлтăр,
Шурăм пуç çăлтăрĕ, тÿпе, Сурçĕр çăлтăрĕ, лачака, океан, континент, тÿремлĕх,
вулкан, материк, полюс, тундра; юшкăнлă, шурлăхлă, лачакаллă.
ÿсен-тăран ячĕсем: ама хупахĕ, шăнăр курăкĕ, тал
пиçен, ут куçĕ, хăяр ути, куян купăсти, алоэ, кактус, йуçĕ курăк, ниш курăкĕ (лангаш), шапа пăтти, сарă чăпăл курăкĕ, шыв лилийĕ, шыв курăк (водоросли).
Тискер кайăк ячĕсем: жираф, дельфин, кит, крокодил, морж, ондатра, песец,
пурăш, сăвăр, тюлень, хăнтăр, шашка, шăши, юс; ондатра тирĕ, сăсар çуха.
Хурт-кăпшанкă ячĕсем: ăман, вăрăм туна,
кăпшанкă, кăткă, кĕве, лĕпĕш, нăрă, пăван, сăвăс, сăвăслан, сăпса, сĕлĕх,
таракан, уяр, хăнкăла, хурт, шăна, шăрчăк, шĕвĕрĕлчен, шĕкĕ, эрешмен; хурт-кăпшанкă,
хурт- хăмăр, шăна-пăван, личинка, вĕлле хурчĕ, кăткă тĕми, кĕве хурчĕ, купăста
лĕпĕшĕ, лĕпĕш хурчĕ, тислĕк нăрри, шыв нăрри, сăпса йăви, тĕкĕл тура йăви, сарă
хурт, хурт ами, шăрчăк, эрешмен карти.
Чĕлхене ансат тишкересси
Чĕлхе пĕлĕвĕн терминĕсемпе паллашасси. Самах
пулавĕ. Аффикссем хушăнса çĕнĕ сăмахсем пулни. Хутлă сăмахсем. Мăшăр сăмахсем.
Сăмахсене икĕ хут калани.
Япала ячĕ. ÿкĕмсем
(падежсем). Текстри, предложенири япала ячĕсем мĕнле падежрине вĕсен ыйтăвĕсем тăрăх пĕлесси. Хупă сасăпа (юлташ,
телей, сунар, пĕлĕт, хĕвел,
кун) тата [а], [э], [а], [ĕ], [у], [у], [и] сасăсемпе
пĕтекен япала ячĕсен вĕçленĕвĕ.
Сăпат ылмашĕсене текстра тупасси, вĕсем хаш
падежрине палăртасси.
Глагол вăхăт,
сăпат тата хисеп тăрăх улшăнни. Унăн пурлă тата çуклă формисем.
Паллă ячĕсен тĕп, танлаштаруллă тата вăйлă
степенĕсем, вĕсемпе пуплевре усă курасси. Паллă ячĕсем -ак/-ск, -ак/-ск,
-кан/-кĕн, -чан/-чĕн, -ла/-лĕ аффикссем хушăнса пулни.
Предложени.
Предложении пĕр йышши членĕсем. Вĕсем
пĕтĕçтерÿпе (союзпа) (анчах, çапах, тата, та(те) тата пĕтĕçтерÿсĕр
(союзсăр) çыхăнни.
Пĕр йышши членлă предложенисем тума пĕлесси.
Орфографи тата
орфоэпи. Мăшăр сăмахсене çырасси: сĕтел-пукан, сĕт-çу.
Икĕ хут калакан самахсене çырасси: ял-ял,
хĕрлĕ- хĕрлĕ, пин-пин.
Сăпат ылмашĕсене тĕрĕс каласси, çырасси:
эпĕ (эп), эсĕ (эс), эпир (эпĕр), эсир (эсĕр);
манăн (ман), санăн (сан); манра, манран, санра, санран, пирĕнте (пирте),
сирĕнтен (сиртен); вăл унăн, ăна, унран.
Япала ячĕсен падеж формисене тĕрĕс çырасси: çыру - çырăвăн, çырăва; сăвă - сăввăн, сăвва; пĕрчĕ - пĕрчĕн, пĕрче;
мăкăнь - мăкăньте е мăкăньре; район - районта е районра.
Глаголăн çак
формисене тĕрĕс каласси, çырасси:
хальхи вахатăн
сапат формисене (çыратăп - çырмастăп, çыратăн - çырмастăн (çырап - çырмап,
çыран мар, ташлатпăр - ташламастпăр, ĕçлетпĕр - ĕçлсместпĕр, вулатпăр -
вуламастпăр, вĕренетпĕр - вĕренместпĕр, ташлатăр - ташламастăр, ĕçлетĕр -
ĕçлеместĕр, вĕренетĕр - вĕренместĕр, килетĕр - килместĕр, çырать - çырмасть
(çырат - çырмас мар);
пулас вăхăт
формисене (ту - тăвăп, тăвăн, тăвĕ; çи - çийĕн, çийĕп, çийĕ);
[р] сасăпа пĕтекен йĕр, кĕр, кур, пар, пер, пыр, тар, хур, яр глаголсен иртнĕ вăхăт формисене: кĕтĕм, кĕтĕн, кĕчĕ, кĕтĕмĕр
([р] сасă тухса ÿкет).
çемçе [л'], [н'], [т'] сасăсемпе пĕтекен сăмах
тĕпĕ çумне -ла(-лĕ) аффикс хушăнса пулнă сăмахсенче ь çырасси: кукальлĕ,
супаньлĕ, тетрадьлĕ, медальлĕ, портфельлĕ.
Паллă ячĕсен вăйлă степенĕнче (хуп-хура, тÿп-тÿрĕ, ем-ешĕл, çап-çутă, сап-сарă, кăн-кăвак) дефис
лартасси.
Пунктуаци. Пĕр йышши членлă предложенисенче хÿреллĕ пăнчă
лартасси.
Таса та илемлĕ çырасси. Графика хăнăхăвĕсене малалла аталантарса пырасси. Сăмахсемпе
предложенисене хăвăртрах çырма хăнăхтарасси. (Кирлĕ сăмахсемпе предложенисене
учитель хай суйласа илет.)
Вĕрентӳн тĕп
содержанийӗ:
Вěреннине аса илни - 6 сехет
Текст.Предложени.Самах. Сасасем тата сас
паллисем.Сыпак.Пусам.
Самах тытаме тата пулаве – 7 сехет
Пер тымарла самахсем. Сапайлах самахесем.
Самах аффикс хушаннипе пулни. Машар самахсем. Самахсене ике хут калани.
Текст – 6 сехет
Текстри предложенисен килешеве. Текст
теми.Текстан теп шухаше. Текст тытаме.
Предложенин пер ăышши членесем – 6 сехет
Пер йышши членсем синчен анлантарни. Пер йышши
членсене сыхантаракан союзсем.
Пуплев пайěсем - 2 сехет
Самахсене пелтереш тарах ушканлани.
Япала ячě - 8 сехет
Япала ячесен весленеве. Падежсем.Хупа сасапа
петекен япала ячесен весленеве.Уса сасапа петекен япала ячесен весленеве. Япала
ячесене нумайла хисепре веслени.Япала ячее синчен вереннине петемлетни.
Паллă ячĕ - 5 сехет
Палла ячесен пелтереше., пулаве. Палла ячесен
теп тата танлаштарулла степенесем.Палла ячесен вайла степене.
Хисеп яче - 2 сехет
Хисеп ячесен пелтереше.
Местоимени – 3 сехет
Местоимени пелтереше. Сапат местоименийесем.
Глагол – 19сехет
Глаголан пурла тата сукла формисем. Глагол
вахат тарах улшанни. Глагол сапат тарах улшанни. Глагол хисеп тарах улшанни.
Хальхи вахатри глаголсен сапатланаве. Хальхи вахатри глаголсене сырасси.Иртне
вахатри глаголсен сапатланаве. Пулас вахатри глаголсен сапатланаве. Глагол
синчен вереннине петемлетни.
Вĕренÿ çулĕнче ăса хывнине аса илесси -4 сехет
Самах тытаме тата пулаве. Текст.Предложени.
Пуплев пайесем. Текст.
Чăваш чĕлхи урокĕсен тематика планĕ. 4
- мĕш
класс.
Урок
номерĕ.
|
Урок
теми
|
Сехет
йышĕ
|
|
|
1
|
В\реннине
аса илесси.
Ё\р\м-шыв=м,
Ч=ваш ё\р\-шыв\.
|
1
|
|
2
|
Текст.
Предложени. С=мах.
|
1
|
|
3
|
Предложени
ёинчен мен пелнине аса илесси
|
1
|
|
4
|
Вереннине
аса илесси.Предложенин теп членесем.
|
1
|
|
5
|
Сас=сем
тата сас паллисем.Сып=к. Пус=м.
|
1
|
|
6
|
С=мах
тыт=м\ тата пул=в\.
П\р
тымарл= с=махсем.
|
1
|
|
7
|
Изложени.
Сах=р.
|
1
|
|
8
|
С=мах
аффикс хуш=ннипе пулни.
|
1
|
|
9
|
Т\р\слев
диктанч\. Пир\н таврал=х.
|
1
|
|
10
|
М=ш=р
с=махсем.
|
1
|
|
11
|
С=махсене
ик\ хут калани.
|
1
|
|
12
|
Т\р\слев диктанч\. Т=ван ч\лхем\рё\м.
|
1
|
|
13
|
Текст.
Текстри
предложенисен кил\ш\в\.
|
1
|
|
14
|
Текст
теми.
|
1
|
|
15
|
Текст=н т\п шух=ш\.
|
1
|
|
16
|
Ъкерч\к
т=р=х «Ё\н\ сад пул\» тем=па хайлав ёырасси.
|
1
|
|
17
|
Т\р\слев
диктанч\. Мулкачсем.
|
1
|
|
18
|
Текст тыт=м\.
|
1
|
|
19
|
Преложенин
п\р йышши член\сем.
П\р
йышши членсем ёинчен =нлантарни.
|
1
|
|
20
|
Изложени.П=чи.
|
1
|
|
21-22
|
П\р йышши членсене ёых=нтаракан союзсем.
|
2
|
|
23
|
Сочинени. Ман юратн= ч\р чун.
|
1
|
|
24
|
Т\р\слев диктанч\. Ш=лл=м.
|
1
|
|
25
|
Пуплев
пай\сем.
С=махсене п\лтер\ш т=р=х ушк=нлани.
|
1
|
|
26
|
Изложени.
Будка т=рринчи й=ва.
|
1
|
|
27-28
|
Япала
яч\.
Япала яч\сен в\ёлен\в\. Падежсем.
|
2
|
|
29
|
Хуп=
сас=па п\текен япала яч\сен в\ёлен\в\.
|
1
|
|
30-31
|
Уё=
сас=па п\текен япала яч\сен в\ёлен\в\.
|
2
|
|
32
|
Сочинени.
Х\ллехи в=рманта.
|
1
|
|
33
|
Япала
яч\сене нумайл= хисепре в\ёлени.
|
1
|
|
34
|
Япала
яч\ ёинчен в\реннине п\т\млетни.
|
1
|
|
35
|
Т\р\слев
диктанч\. Юман.
|
1
|
|
36
|
Палл=
яч\.
Палл= яч\сен п\лтер\ш\, пул=в\.
|
1
|
|
37
|
Палл=
яч\сен т\п тата танлаштарулл= степен\сем.
|
1
|
|
38
|
Изложени. В=рманти т\л пулу.
|
1
|
|
39
|
Палл= яч\сен в=йл= степен\.
|
1
|
|
40
|
Т\р\слев
диктанч\. Кампур.
|
1
|
|
41-42
|
Хисеп
яч\.
Хисеп
яч\сен п\лтер\ш\.
|
2
|
|
43-44
|
Местоимени.
Местоимени п\лтер\ш\. С=пат
местоимений\сем.
|
2
|
|
45
|
Т\р\слев диктанч\. Эпир тусл=.
|
1
|
|
46-47
|
Глагол.
Глагол=н
пурл= тата ёукл= формисем.
|
2
|
|
48
|
Изложени.
Карап =сти.
|
1
|
|
49
|
Глагол
в=х=т т=р=х улш=нни.
|
1
|
|
50
|
Глагол
с=пат т=р=х улш=нни.
|
1
|
|
51
|
Глагол хисеп т=р=х улш=нни.
|
1
|
|
52
|
Т\р\слев
диктанч\.Ёут= ёуркунне.
|
1
|
|
53-54
|
Хальхи
в=х=три глаголсен с=патлан=в\.
|
2
|
|
55-56
|
Хальхи
в=х=три глаголсене ёырасси.
|
2
|
|
57
|
Сочинени.
«Иванов бульвар\».
|
1
|
|
58-59
|
Иртн\
в=х=три глаголсен с=патлан=в\.
|
2
|
|
60-61
|
Пулас
в=х=три глаголсен с=патлан=в\.
|
2
|
|
62-63
|
Глагол
ёинчен в\реннине п\т\млетни.
|
2
|
|
64
|
Т\р\слев
диктанч\. Т=ван ял=м.
|
1
|
|
65
|
В\ренъ
ёул\нче =са хывнине аса илесси.
С=мах
тыт=м\ тата пул=в\. Текст.
|
1
|
|
66
|
Т\р\слев
изложений\. В=рмана кам лартать.
|
1
|
|
67
|
Предложени.
Пуплев пай\сем. Текст.
|
1
|
|
68
|
Т\р\слев
диктанч\. Х\вел.
|
1
|
|
Программăна пурнăçа кĕртме йышăннă тĕп
кĕнеке:
1.Чăваш чěлхи: 4 класс валли / Виноградов Ю.М., Кульева А.Р.- Шупашкар: Чăваш кěнеке издательстви, 2014ç.
2.О.Г. Кульев, А. Р. Кульева. «Ĕç тетрачĕ»
Шупашкар, 2014 ç.
Оставьте свой комментарий
Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.