Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / Иностранные языки / Научные работы / Реферат по чувашским журналам "Тетте" и "Асамат"
ВНИМАНИЮ ВСЕХ УЧИТЕЛЕЙ: согласно Федеральному закону № 313-ФЗ все педагоги должны пройти обучение навыкам оказания первой помощи.

Дистанционный курс "Оказание первой помощи детям и взрослым" от проекта "Инфоурок" даёт Вам возможность привести свои знания в соответствие с требованиями закона и получить удостоверение о повышении квалификации установленного образца (180 часов). Начало обучения новой группы: 24 мая.

Подать заявку на курс
  • Иностранные языки

Реферат по чувашским журналам "Тетте" и "Асамат"

библиотека
материалов

Ум сăмах

Чăваш Республикинче пурăнакансен чăвашла çырма, вулама пĕлни çителĕксĕр, ытларах тăван чĕлхепе калаçма пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Темшĕн хăшĕ-пĕри чăвашла калаçма кăна мар, чăваш пулнине пĕлтерме те вăтанать.

Чăваш Республикинчи районти тата хулари шкулсенче чăваш чĕлхипе литература урокĕсем пуррине пурте пĕлетпĕр, паллах. Кĕнеке тăрăх ачасем тĕплĕнрех чăвашла çырма-вулама вĕренеççĕ. Хушма вĕренÿ пособийĕсем пурри те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паллах, чăваш чĕлхипе литературине юратса вĕренекенĕн, нумай пĕлме тăрăшаканăн шкул программипе кăна çырлахмалла мар, библиотекăри кĕнекесене вуламалла, хаçат-журналпа туслă пулмалла. Çакна шута илсе ĕнтĕ эпир республикăра тухса тăракан «Тетте» тата «Асамат» ятлă ача-пăча журналсене çырăнса илетпĕр. Кашни уйăхра çĕнĕ калавсемпе, сăвăсемпе, сăмах каçмăшсемпе, пуç ватмăшсемпе, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, тăванла тата тăван мар халăхсен пурнăçĕпе паллашатпăр, урăхла каласан тĕрлĕ енлĕ аталанатпăр.

Ача-пăча журналĕсене вулама юратнăран, чăваш чĕлхи килĕшнĕрен «Асамат» тата «Тетте» журналсенчи литературăна пăхса тухас терĕмĕр. Асăннă темăна шута илсе хамăр ума çакăн пек тĕллев лартрăмăр: «Тетте» тата «Асамат» журналсенчи ача-пăча литературине тĕпчесси. Палăртнă тĕллеве пурнăçлама çак задачăсене лартрăмăр:

1) «Тетте» тата «Асамат» журналсемпе тĕплĕнрех паллашасси

2) ача-пăча валли çырнă хайлавсене тишкересси

3) вĕсенче пичетленнĕ хайлавсен тĕшшине (смысл)палăртасси

Тĕпчев ĕçĕн объекчĕ – «Асамат» тата «Тетте» журналсем.

Тĕпчев ĕçĕн предмечĕ – асăннă журналсенче пичетленекен сăвăсем, калавсем, сăмах каçмăшсемпе пуç ватмăшсем.

Маларах палăртнă ĕçе пурнăçлама «Тетте» тата «Асамат» журналсене пăхса тухрăмăр, «Асамат» журнал редакторĕпе – В.Д. Николаевпа – калаçрăмăр, пĕрле вĕренекенсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлтĕмĕр.




















«Асамат» тата «Тетте» журналсен хăйне евĕрлĕхĕ

Чи пирвай журналсен ячĕсене тишкерер. Асамат вырăсларан радуга куçать, урăхла каласан темиçе тĕслĕ тенине пĕлтерет. Тетте сăмаха вара вырăс чĕлхине куçарсан игрушка пулать, ку ĕнтĕ журнал тĕрлĕ вăйăсемпе, калавсемпе пуяннине пĕлтерет. «Тетте» тата «Асамат» сăмахсенче ă, ĕ, ÿ, ç сас паллисем çуккине кура журнал ячĕсене вырăс ачисем те çăмăллăнах вулама пултараççĕ.

«Асаматпа» «Тетте» журналсем кашни уйăхра пĕр хут пичетленсе тухаççĕ. Тин çеç пиçсе тухнă çăкăра çиессе кĕтнĕ пекех журналсене те алла илессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Илетпĕр те – хăш калавпа е сăвăпа маларах паллашасси çинчен шухăшлатпăр. Пирвай, паллах, куç сăрăллă та çутă ÿкерчĕксене шырать, каярах вара журналăн содержанийĕпе паллашас туйăм çуралать. «Асамат» журнал редакторĕ, Владислав Дмитриевич Николаев, ачасен ÿсĕмне шута илсе интереслĕ тата кăсăклă хайлавсем, сăвăсем, вăйă-кулăпа шÿт тĕслĕхĕсем, пуç ватмăшсемпе сăмах каçмăшсем, чайнвордсем тата ытттине кĕртни савăнтарать.

«Асамат» журнал пирки тĕплĕнрех пĕлес тесе Владислав Дмитриевичпа тĕл пулса калаçрăмăр, чылай ыйтăвăн хуравне тупрăмăр.

- Ачасем – çĕр-шыв пуласлăхĕ, çавăнпа вĕсене тĕрлĕ енчен ăслă-тăнлă та ырă сывлăхлă пăхса ÿстересси питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕренÿ кĕнекисемсĕр ачан ăс-тăнне аталантараймастăн, паллах. Хушма литература пурри вара - ачасемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те пулăшу хатĕрĕ. Çавна шута илсе ача сачĕсене çÿрекенсен аслă ушкăнĕ тата кĕçĕн класра вĕренекенсем валли ача-пăча журналĕ хатĕрлерĕмĕр. «Асамат» журналти 2-мĕш, 7-мĕш, 10-мĕш тата 16-мĕш страницăсенче пичетленекен хайлавсем ачасемшĕн кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн те усăллă. Асăннă страницăри статьясем вĕрентекенсене те кулленхи ĕçре пулăшу кÿреççĕ. Журнала шкул программинчи «Чăваш чĕлхи» тата «Чăваш литература» урокĕсенче усă курмалли хайлавсене кĕртетпĕр. Пĕтĕмĕшле илсен, кашни страницăна кăсăклă тума, çĕнĕрен те çĕнĕ пуç ватмăшсем, сăмах каçмăшсем шухăшласа кăларма тăрăшатпăр. Ачасен тата вĕрентекенсе ĕçĕсене журналта пичетлетпĕр, - тет «Асамат» журнал редакторĕ Владислав Николаев.

Чăнах та, «Асаматпа» «Тетте» журналсем ача сачĕсен аслăрах ушкăнĕсене çÿрекенсемшĕн, кĕçĕн класра вĕренекенсемшĕн питĕ усăллă хушма вĕренÿ хатĕрĕ. Кашни страница хăйне евĕр интереслĕ. Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, тăванла халăхсен пурнăçне çутатса пани ачасен ăс-тăнне аталантарать, унсăр пуçне чунра патриотлăх туйăмне çуратать. Ачаранах тăван халăха, чĕлхене сума сусан, паллах, ÿснĕçемĕн çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулатпăр.













«Асамат» журнал тытăмĕ

«Асамат» журнал 2013-мĕш çулхи авăн уйăхĕнче кун çути курнă. Журнал утăпа çурла уйăхĕсемсĕр пуçне кашни уйăхра пĕр хут тухать. Журналăн тĕп тĕллевĕ - ачасене тĕрлĕ енчен аталанма пулăшасси, чăваш чĕлхипе туслă пулма хăнăхтарасси, тăван мар халăха сума сума вĕренесси.

«Асамат» журнал 24 страницăран тăрать. Хуплашки çулталăкăн вăхăчĕпе тÿр килет, апла пулсан кашни уйăхра расна ÿкерчĕк сăнланать. 2-мĕш страница пире чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллаштарать. Чылайăшне эпир манса пыратпăр, çавăнпа пире Владислав Дмитриевич кашни кăларăмра расна йăла-йĕркепе паллаштарать. Вĕсенчен çак уявсен йăлипе эпир паллашма ĕлкĕрнĕ те: ларма, чÿклеме, çимĕк, улах, çăварни, сурхури, мăнкун, нартукан, ача чÿкĕ тата ытти те. Тăван халăхăмăрăн историйĕ, йăли-йĕрки çинчен вуласа чăвашсен авалхи пурнăçне пĕлетпĕр, паянхи кунпа танлаштаратпăр. Чăваш халăхĕ ĕлĕкрен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхпа палăрса тăнине, уявсенче, кулленхи ĕçре тĕлĕнмелле йĕркесем туса ирттернине пĕлетпĕр. Кашни уяв хăйне евĕр тĕлĕнмелле асамлăх. Ача çуралсан ача чÿкне тунă, ял хуçалăх ĕçĕсем вĕçленсен – чÿклеме, ака ĕçĕсем хыççăн акатуй уявне ирттернĕ. Паян вара эпир нумай йăла çичен пĕлместпĕр, пирĕн ват асанне-асатте, кукамай-кукаçей вăхăтĕнче тĕленмелле интереслĕ пурнăç пулнине асра тытмастпăр, темшĕн вĕсен ĕçне малалла тăсасси пирки шухăшламастпăр. Чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркине, унăн ăс-хакăл пуянлăхне сăнлакан хайлавсемпе паллаштарать те ĕнтĕ пире «Асамат» журнал.

3-4-мĕш страницăсем пуç ватмăшсемпе пуян. Ачасен сас паллисен серепинче, таблицăсенче, ÿкерчĕклĕ сăмах каçмăшсенче пĕр-пĕр хула, чĕр чунсен е ÿсен-тăран ячĕсене тупмалла. Кун пек хăнăхтарусем пепкесен шухăшлавне аталантараççĕ.

Ÿкерме кăмăллакансем валли 5-мĕш страница уйăрнă. Тĕслĕхрен, пĕр-пĕр чĕр чуна, çынна, машинăна ÿкериччен ăçтан пуçламаллине, мĕнле кăранташпа усă курмаллине çырса тата кăтартса панă.

6-мĕш страницăра вара сăмах футболĕ е чанвордсем пичетленеççĕ. Сăмах футболĕнче икĕ ача ăмăртса выляççĕ, панă сăмахсене вырăсларан чăвашла куçарма хăнăхаççĕ ачасем. Ку ĕç ачасене словарь тăрăх сăмахсем шырама вĕрентет, çавна пула ачасен сăмах пуххине пуянлатать.

Уйрăм халăх пурнăçĕ тĕнчерен уйрăлса аталанмасть. Ачана ытти халăх пурнăçĕ çинчен пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн вĕрентсе пыни тавракурăмне аталантарать. Тăванла халăхсен пурнăçĕпе паллаштарать ĕнтĕ пире журналăн 7-мĕш страници. Тăванла халăхсем рубрика вырăсла тухать. Чăваш шкулĕнче вĕренекенсем вырăсла вулама хăнăхаççĕ, хуларисем вара пушшех интересленсех вулаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен эпир тăванла тата тăвана мар халăхсен пурнăçĕпе, йăли-йĕрки паллашатпăр. Ытти халăх пурнăçне пĕлни пире чăваш чĕлхи урокĕсемсĕр пуçне истори, географи урокĕсенче те пысăк пулăшу кÿрет.

8-мĕш страницăри сăмах каçмăшсем, пуç ватмăшсем ачасен шухăшлама, кĕнекесенче кирлĕ информацие шырама хистет.

Ача сачĕсенчи аслă тата хатĕрлев ушкăнĕсене çÿрекенсем, шкулта кĕçĕн класра ăс пухакансем ÿкерме, выляма, сăрлама юратаççĕ. «Асамат» журналти 9-мĕш страницăра тухакан ÿкерчĕксене сăрласа илемлетмелле. 11-мĕш страницăра вара икĕ ÿкерчĕкпе усă курса уйрăмлăхсем тупмалла. Кун пек мел ачасене шырама, танлаштарма вĕрентет.

10-мĕш страница пире Чăваш тата кÿршĕ республикăсенчи паллă çынсемпе паллаштарать. Чăваш литературинче пысăк утăм хăварнă писательсемпе поэтсен пурнăçĕ çинчен пĕлетпĕр, сăн ÿкерчĕкĕсене куратпăр тата вĕсен хайлавĕсене вулатпăр. Жанр енчен илсен журнала тĕрлисене кĕртни савăнтарать. Чăваш чĕлхи урокĕсенче ытларах юптарусем, сăвăсем вулатпăр, тишкеретпĕр.

Ачасен пĕтĕм пурнăçĕ вăйăра. 12-мĕш тата 13-мĕш страницăсене сĕтел çи вăййи (настольная игра) йышăннă. Кама маларах çитет, çав çĕнтерет. Кун пек вăйă ачасене пурнăçра малалла талпăнма хистет.

14-мĕш тата 15-мĕш страница ÿкерчĕксемпе, пуç ватмăшсемпе, конкурссемпе илĕртет. Пире спорт тĕсĕсене, чĕр чунсене, ÿсен-тăрана тата ыт.те пĕлме, ÿкерчĕксемпе усă курса сăмах каçмăшсен тупсăмне тупма хистет.

16-мĕш страница кашни вĕрентекен – асамçă рубрикăпа пичетленсе тухать. Эпир Чăваш Республикинчи вĕрентекенсен калавĕсене, сăввисене вулатпăр. Килĕшекен хайлавсене тишкеретпĕр.

Ют чĕлхесемпе кăсăкланакансемшĕн 17-18-мĕш страницăсем усăллă. Журналăн кашни кăларăмĕнче тĕрлĕ темăпа вырăсла, чăвашла, акăлчанла, нимĕçле, туркăлла, французла тата эсперантăлла предложенисем, вĕсен транскрипцийĕсем пичетленеççĕ. Эпир ют чĕлхелле предложенисем тума вĕренетпĕр, килĕшекен е çăмăлрах вуланакан чĕлхесене шĕкĕлчеме тăрăшатпăр.

20-21-мĕш страницăсене Пултарулăх лаççи рубрикăпа ачасен сăввисемпе ÿкерчĕкĕсем йышăнаççĕ. Пĕчĕкренех сăвăсем çырса пултарулăха аталантаратпăр, хамăр ĕçсене курсан - савăнатпăр, малалла çырма тăрăшатпăр.

Журнала алла илсенех чылайăшĕ тÿрех 22-мĕш страницăна уçать – панă ÿкерчĕке еплерех сăнласа редакцие ярса памалли пирки шухăшлать, мĕншĕн тесен чи хитри, чи илемли журналăн çитес номерĕнче пичетленет.





















«Тетте» журналăн тытăмĕ

«Тетте» журнал 1994-мĕш çулхи август уйăхĕнче тухма пуçланă. Уйăхра пĕр хутчен 20 страницăпа пичетленсе тухать. Тетте сăмах игрушка тенине пĕлтерет. Тетте журналăн тĕп тĕллевĕ – ачасене хушма литературăпа паллаштарасси, вăйăсем, сăмах каçмăшсем урлă ачасен пĕлĕвне аталантарасси, ыррипе усала уйăрма хăнăхтарасси.

Пĕчĕккĕ чухне эпир пурте тĕрлĕ вăйă вылятпăр, вăйăсенче теттесене усă куратпăр. Пысăкланнăçемĕн вара пĕлÿ тĕнчине лекетпĕр, анчах та никам та тÿрех ученăй, профессор, художник е вĕрентÿçĕ пулаймасть. Ачаранах вĕренни чул çинче тесе те ахаль каламан ваттисем. «Тетте» журнал пире вăйăсем, сăвăсем, калавсем урлă вĕренÿ тĕнчине илĕртет.

Журналти кашни страница дизайн енчен илсен илемлĕ ÿкерчĕксемпе пуян, çавăнпа та ача сачĕсене çÿрекенсемте, шкулта вĕренекенсем те «Теттепе» туслашма тăрăшаççĕ.

«Тетте» журналăн хуплашки уйăхсерен улшăнса пырать. «Асамат» журналти пекех уйăхри пĕр-пĕр пулăмпа тÿр килет. Уйрăмлăхĕ вара – пирвайхи страницăра ваттисен сăмахĕ пурри /ăна чăвашла та, вырăсла та çырнă/. Ваттисен сăмахне ачасем вырăсла та танлаштарма пултараççĕ, аслисем вĕрентсе каланине ăса хываççĕ. 2-3-мĕш страницăсенче пĕчĕк калăпăшлă калавсем пичетленеççĕ, вĕсенчен чылайăшне Николай Ишентей çыравçă çырать. Унăн калавĕсем çăмăллăн вуланаççĕ, мĕншĕн тесен предложенийĕсем кĕске. Тата кашна хайлавĕнче шухăш тĕшши, вĕрентсе калани пур. Калава вуланă хыççăн чăваш чĕлхи е литература урокĕсенче уçă урок ирттерме аван, мĕншĕн тесен ачасен шухăшĕпе паллашма пулать. Кун пек калавсем ĕçе те чĕрĕлĕх кĕртеççĕ, ачасен кăмăлне çĕклеççĕ, вĕсене вулама хистеççĕ.

4-5-мĕш страницăсем хаваслă урок рубрикăпа тухаççĕ. Кунта ÿкерчĕксене сăрласси, вĕсеннче уйрăмлăх тупасси, примерсем шутласси тĕпре. Ачасем математика предмечĕпе те çывăхланма пултараççĕ.

6-7-мĕш страницăсем вăйă-кулă уçланки рубрикăпа савăнтараççĕ. Унта темĕн тĕрлĕ вăйă та пур: ÿкерчĕксемпе ĕçлесси, ытлашши сăмахсене тупасси тата ыт.те. Асăннă страницăри ĕçсене ача сачĕсене çÿрекенсем те хаваспах пурнăçлĕç.

Тĕрлĕ сăрăллă ÿкерчĕсем, шÿтлĕ каласа вĕрентнисем ача патне хăвăртрах çитеççĕ, унăн кăмăлĕнче тарăнрах йĕр хăвараççĕ. Пирĕн республикăри шкулсенче вĕренекенсем савăнсах журналти сăмах каçмăшсене, пуç ватмăшсене тăвĕç, ыйтусен хуравне тупĕç.

«Асамат» журнал пекех «Тетте» те пире ют чĕлхепе калаçма, кĕске предложенисем тума вĕрентет. Ахальтен мар рубрика та Виçĕ чĕлхе – виçĕ ăс ятлă.

9-мĕш страница ачасене хутран касса тĕрлĕ япала тума вĕрентет.

10-11-мĕш страницăсенче сĕтел çи вăййи (настольная игра) вырнаçнă. Вăйăн тĕллевĕ – «Стартран» «Финиша» çитесси. Маларах çитекенни – çĕнтерÿçĕ. Ку вăййа ача сачĕсен кĕçĕн, вăтам ушкăнĕсене çÿрекенсем юратсах выляççĕ.

12-мĕш страницăра ÿкерчĕксенче уйрăмлăхсем тупмалла. Ку меслет ачасене шырама, танлаштарма хăнăхтарать.

13-мĕш страницăна сăвăсен йышăнаççĕ. Ачасем поэтсен е хăйсен сăввисемпе киленме пултараççĕ. Сăвăсем патĕнчи ÿкерчĕксем хайлавăн содержанине уçса параççĕ.

14-15-мĕш страницăсем тĕрлĕрен тухаççĕ. Ку страницăри ăста алăсем рубрика ытларах пулас художниксене, дизайнерсене илĕртет.

16-17-мĕш страницăсене фото-конкурс йышăнать. Сăрлама-ÿкерме юратакансене 18-мĕш страница усă кÿрĕ.

Ачасем тăван тавралăх илемĕпе киленме, чĕр чунсемпе, ÿсен-тăрансемпе паллашма 19-мĕш страницăна уйăрнă. Маларах асăннă япаласем çинчен пĕлни ачасен тавракурăмне аталантарать.

Автор
Дата добавления 24.03.2016
Раздел Иностранные языки
Подраздел Научные работы
Просмотров186
Номер материала ДВ-551507
Получить свидетельство о публикации

Выберите специальность, которую Вы хотите получить:

Обучение проходит дистанционно на сайте проекта "Инфоурок".
По итогам обучения слушателям выдаются печатные дипломы установленного образца.

ПЕРЕЙТИ В КАТАЛОГ КУРСОВ

Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх