Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Свидетельство о публикации

Автоматическая выдача свидетельства о публикации в официальном СМИ сразу после добавления материала на сайт - Бесплатно

Добавить свой материал

За каждый опубликованный материал Вы получите бесплатное свидетельство о публикации от проекта «Инфоурок»

(Свидетельство о регистрации СМИ: Эл №ФС77-60625 от 20.01.2015)

Инфоурок / Другое / Другие методич. материалы / Сценарии по рассказам Г. Н. Волкова
ВНИМАНИЮ ВСЕХ УЧИТЕЛЕЙ: согласно Федеральному закону № 313-ФЗ все педагоги должны пройти обучение навыкам оказания первой помощи.

Дистанционный курс "Оказание первой помощи детям и взрослым" от проекта "Инфоурок" даёт Вам возможность привести свои знания в соответствие с требованиями закона и получить удостоверение о повышении квалификации установленного образца (180 часов). Начало обучения новой группы: 28 июня.

Подать заявку на курс
  • Другое

Сценарии по рассказам Г. Н. Волкова

библиотека
материалов


Анне яшки (инсценировка)

(Г. Н. Волков çырнă «Анне яшки» калав тăрăх Осипова Ольга Григорьевна йĕркеленĕ)



Вылякансем: Амăшĕ

1-мĕш хĕр

2- мĕш хĕр

3- мĕш хĕр

4- мĕш хĕр

5- мĕш хĕр

6- мĕш хĕр

7- мĕш хĕр


Сцена çинче иккĕн – ватă амăшĕ тата унăн хĕрĕ. Хĕрĕ сĕтел хушшинче фотоальбом пăхса ларать, амăшĕ çав вăхăтра чÿлмекпе яшка çĕклесе тухать. Яшкине сĕтел çинчи тăм чашăка антарать, çумне йывăç кашăк хурать.


Амăшĕ: Çиех, хĕрĕм, çиех. Эсĕ юратакан салма яшкине пĕçертĕм. Чăваш йăлипе, вĕлтренпе серте те ятăм.

1-мĕш хĕр: Тавтапуç, аннеçĕм. Эсĕ те манпа пĕрле ларсамччĕ.


(Амăшĕ те ларать, хĕрĕ çине ытараймасăр пăхать. Хĕрĕ вара яшкана сыпнă майăн ерипен калаçать).


1-мĕш хĕр: Анне, эсĕ пĕçернĕ яшка мĕн тери тутлă! Чĕлхене çăтса ямалла! Ниçта çитсен те – Мускавра та, Берлинта та, Парижра та – ниçта та-ниçта та – эпĕ çакăн чухлĕ техĕмлĕ яшка тутанса пăхаймарăм. Инçетри çула тухсан хырăм выççи тÿрех эсĕ пĕçерекен тутлă яшка çинчен аса илтерет, аннеçĕм.


(Хĕрĕ амăшне ыталаса илет, амăшĕ ăна пуçĕнчен ачашлать. Çав вăхăтра аякран юрă-кĕвĕ çемми илтĕнме тытăнать)


1-мĕш хĕр: Анне, пирĕн класра вĕреннисен тĕл пулу кунĕ паян. Шкул пĕтернĕренпе çирĕм çул çитнине уявлас тетпĕр. Ав мĕнле илемлĕ кĕвĕ янăрать. Эпĕ те шкула çитсе килес тетĕп.

Амăшĕ: Каймасăр тата! Паллах, каймалла. Çыннăн ĕнтĕ пĕр-пĕринпе калаçмаллах, хутшăнмаллах. Унсăрăн епле? Пуçтарăн, хĕрĕм.


(Амăшĕпе хĕрĕ сцена айккинелле каяççĕ, куçран çухалаççĕ. Сцена çине ултă хĕр ача тухать, вĕсем пурте çитĕннĕ çынсем пек тумланнă - шкул пĕтернĕренпе çирĕм çул çитнине уявлама пуçтарăннă çынсем. Пурте хаваслăн калаçаççĕ, кулаççĕ, кĕвĕ çеммипе ташлакаласа илеççĕ, икшерĕн – виçшерĕн ушкăнсене уйрăлса тăраççĕ. Çирĕппĕн утса, сцена умне тата тепĕр ача тухать – ку вăл шкул директорĕ.)


Директор: Сывлăх сунатăп пурсăра та, туссем, юлташсем! Эпĕ çак шкулта директор пулса ĕçлетĕп. Паян сирĕн уяв, тĕл пулу кунĕ. Юрлăр, ташлăр, савăнăр, шкул пурнăçĕн саманчĕсем çинчен аса илĕр. Шкул пĕтернĕренпе çирĕм çул çитнĕ, çавăнпа пурнăçри çитĕнÿсем çинчен, малашнехи плансем çинчен пире пурне те каласа парăр, тархасшăн.


(Хĕрринчи çын патне çаврăнса)


- Эсир, сăмахран, ăçта пурăнатăр, мĕнле сывлăшпа сывлатăр?


(Çак вăхăтра 1-мĕш хĕр кĕрет, ыттисем çумне пырса тăрать)


2-мĕш хĕр (хавасланса): Эпĕ юнашар ялтах пурăнатăп. Упăшкапа иксĕмĕр икĕ хутлă чул çурт туса лартрăмăр. Пахчара ÿсмен çимĕç те çук: Чăваш енре мĕн ÿсме пултарнине йăлтах лартса çитĕнтеретпĕр. Хамăрăнни пек чаплă теплица таврара никамăнне те курман. Ĕненместĕр-и? Кайрăмăр хăнана, хăвăрах курса тĕлĕнĕр. Ахальтен мар район центрĕнче упăшка пахча-çимĕç лавкки уçма пултарчĕ, унта хамăр пахчара ÿстернине те, пасарта курттăммăн туяннине те сутатпăр. Ĕçлетпĕр-ха, ĕçлетпĕр! Аслă ывăла Мускава вĕренме кĕртес ĕмĕтпе пурăнатпăр вĕт, укçа-пухчасăр вĕрентсе кăларайрас çук…


(Ыттисем ушкăнăн тăраççĕ, пĕр пĕринпе шăппăн калаçаççĕ, тĕлĕннĕ самантсене жестпа, мимикăпа палăртаççĕ, калаçмасăр пĕр самант та тăмаççĕ. 6-мĕш хĕр 5-мĕшне хăйĕн планшетлă компьютерĕнчи фотографисене татти-сыпписĕр кăтартать пулмалла, вĕсем ыттисене итлемеççĕпе пĕрех).


3-мĕш хĕр (пысăк папкăпа тăрать): Çĕр çинче ĕçлесе пурăнни лайăх, паллах. Анчах та ку мана валли мар. Эпĕ творчествăллă ĕçлесе пурăнасшăн.


(Папкине уçать, пырса тăракансене ÿкерчĕкĕсене кăтартма пуçлать).


– Акă, курăр! Çак картинăсем пурте манăн, вĕсене эпĕ хаклă хакпа сутса яма пултаратăп. Суту-илÿ ĕçне аталантарма ятарласа тĕп хулара галерея уçрăм. Унта выставкăсем йĕркелетĕп, хамăн картинăсене те, ытти ÿнерçĕсен ĕçĕсене те кăтартатăп. Пурăнмалăх укçа тума вĕрентĕм ĕнтĕ, мĕнле ÿкерчĕкшĕн нумайрах укçа тÿлессине ăнкаратăп. Паллах, мастерскойран тухаймасăр та ĕçлеме тивет. Хăш чухне упăшкапа ывăлăма икшер-виçшер кун курмастăп… Тепĕр тесен, мана çакăншăн ÿпкелеме кирлĕ мар – укçине çемье валли ĕçлесе илетĕп вĕт.

4-мĕш хĕр (тиркевлĕн): Пĕри пахчинчен кĕреймесĕр ĕçлет, тепри мастерскойран тухаймасть. Çакă сирĕншĕн чи пысăк телей иккен. Маншăн вара телей - яппун машининче. Эх, ларатăп та юратнă машина çине - ăçта çитес тенĕ, çавăнта çитетĕп, шик! шăхăрса анчах пыратăп. Манăн машина пекки хулипе те иккĕ анчах! Яппун машинисем хаклă, вĕсене улăштармалăх укçа пултăр тесе автомобиль пайĕсен лавккине тытатăп. Мана хамăн пурнăç питех те килĕшет!

5-мĕш хĕр (мăнкăмăллăн): Эпĕ вара Сочи хули çывăхĕнче пурăнатăп, хамăрăн çуртра. Пирĕн коттедж кермен пекех капмар, нумай çынна хваттере ямалăх вырăн пур. Кашни çулла пирĕн патăмăрта хваттерте чылай çын пулать. Пурăннăшăн пурте хваттер укçи тÿлеççĕ. Ах, аван-çке çăва тухсан – канакансем укçине ним чухлĕ шеллемеççĕ! Сире те чĕнетĕп – канма пырсан, хваттер шыраса ан хăшкăлăр. Сиртен ĕнтĕ укçине сахалрах илĕп!

6-мĕш хĕр (ниçта кайса кĕреймесĕр мухтанса): Манăн упăшка вара – миллионер. Чăваш енри пысăк суту-илÿ çурчĕсем пурте тенĕ пекех манăн упăшкан. Хĕлле çичĕ тĕслĕ кĕрĕк улăштарса тăхăнатăп, çулла Гавай утравĕсем çине канма каятăп. Пурнă-ă-ă-ă-ă-ç – пыл та çу! Ни пахчара, ни мастерскойра, ни лавккара ĕçлес хуйăх çук… Качча тухма çыннине суйлама пĕлмелле çав ăна!..

7-мĕш хĕр (питĕ хăпартланса): Пĕлетĕр-и, манăн ыран Милан хулине çитмелле. Унта кĕçех эпĕ çĕлесе хатĕрленĕ тумтире кăтартаççĕ. Тĕнчери чи паллă модельсем ман пултарулăха кăтартма подиум тăрăх утĕç. Мĕн тери чыс ку маншăн!


(Пушшех хăпартланса)


Унтан вара - киле, Парижа, Эйфель башни патне каятăп…


(Кăшт тăхтасан)


Ман шутпа, эпĕ пурнăçа пуринчен те ытларах ăнтарма пултартăм.

Директор: (1-мĕш хĕр çине пăхса) Эсир вара? Сирĕншĕн пурнăç телейĕ мĕнре?

(Пурте 1-мĕш хĕр çывăхне пуçтарăнаççĕ, пĕри те тепри «Мĕншĕн нимĕн те каласа памастăн?» теме тапратаççĕ).

1-мĕш хĕр: (ушкăна сирсе маларах утса тухать, сăмахне питĕ лăпкăн пуçлать)

Мана паян анне салма яшки пĕçерсе çитерчĕ. Шăп ачалăхри пеккине. Тути те çавах, шăрши те. Яшкине тăм турилккене антарчĕ. Ача чух тăм турилккерен çинĕ апат питĕ техĕмлĕн туйăнатчĕ. Епле упраса хăварнă-ши анне çав тăм чашăка? Яшкана çиме йывăç кашăк пачĕ. Кашăкне, эпĕ астăвасса, атте хăй аллипе касса кăларнăччĕ. Ванман, çурăлман, катăлман çак кашăк та. Анне аллисем питĕ çепĕç, тирпейлĕ çав – пур япалана юратса упрама пултараççĕ. Анне хăй те ним чухлĕ улшăнман. Ватăлнă, паллах, анчах пурпĕрех малтанхи пекех илемлĕ. Унпа калаçни чуна ăшăтса ячĕ. Аннен çепĕç аллисем ачалăха пĕр самантлăх каялла çавăрса килнĕнех туйăнса кайрĕ. Анне пĕçернĕ яшка тăрантрĕ те, кăмăла та тултарчĕ. (Кăшт тăхтасан)

Манăн анне халĕ те сывă. Мĕн тери телей ку. Анне – кил ăшши, пурнăç телейĕ.


(Ачасем пурте çурма çавран вырнаçса тăраççĕ, Амăшĕ хĕрĕ çумне пырать. Пĕрин хыççăн тепри аннене халалланă ваттисен сăмахĕсене калама пуçлаççĕ).


2-мĕш хĕр: Анне пурăннă чухне эпир те сывă.

3- мĕш хĕр: Аннерен хакли никам та çук.

4- мĕш хĕр: Анне – пирĕн турă.

5- мĕш хĕр: Анне –пурнăç илемĕ. Анне – пирĕн тĕнче.

6- мĕш хĕр: Г. Н. Волков. «Аннеçĕм, анне» сăвă.


Çуратнăшăн анне теместĕп –

Куккук та çăмарта тăвать.

Юратнăшăн анне теместĕп –

Çăхан та чĕппине савать.

«Тÿс» тенĕшĕн анне теместĕп –

Пуп та çав сăмахах калать.

Ÿстернĕшĕн анне теместĕп –

Ÿсме мăян та пултарать.


7- мĕш хĕр:


Юрру-сăввушăн анне тетĕп –

Çĕр-пин юрă сахалах мар.

Сăмахусемшĕн анне тетĕп –

Чĕлхемĕрĕн пур-ха тымар.

Юмахусемшĕн анне тетĕп –

Унта – чĕнÿ: «Улăп пулар!»

Пирÿ-тĕррÿшĕн анне тетĕп –

Ĕçченлĕх вăл – чунри кăвар.

……………………………………

Пĕлетĕп ман туррăм камне:

«Аннеçĕм» теп сана, анне.



Ачасем пурте пĕрле тăрса пуç таяççĕ те кĕрсе каяççĕ. «Аннене суйламаççĕ» юрă янăрать.



Ăслă ывăл (инсценировка)

(Г. Н. Волков çырнă «Ăслă ывăл» калав тăрăх Осипова Ольга Григорьевна йĕркеленĕ)



Вылякансем:

1. Автор

2. Арăмĕ

3. Упăшки

4. Ывăлĕ

5. Шуйттан çурисем (4-5 хĕр ача)

6. Вăйăри хĕрсем


Автор: Пĕр ватă ар çын ывăлĕпе кинĕ патĕнче пурăннă.


(Ар çын ачапа аслашшĕ калаçса лараççĕ)


Ар çын ача: Асатте, юмах каласа парсам мана.

Аслашшĕ: Çывăрма вăхăт ĕнтĕ, мăнукăм, выртар.

Ар çын ача: (йăлăнса) Асатте, эпĕ сан юмаха итлемесĕр çывăраймастăп.


Аслашшĕ: Итле, эппин. Пурăннă, тет, Чăваш çĕрĕнче арăмĕпе упăшки. Вĕсен пĕчĕк ывăлĕ пулнă, тата упăшкин ватă ашшĕ пулнă…


(Сцена çине упăшкипе арăмĕ тухаççĕ. Арăмĕ сĕтел çинчен пуçтарать, савăт-сапана çиллессĕн шакăртаттарать).


Арăмĕ: Кунĕн те çĕрĕн – çитер, тасат, пуçтар, çу! Виçĕ ар çын çуртăмра – ман пурне те пăхмалла, йăлтах ĕлкĕрмелле! Санăн ват супнă аçу пирĕнпе пурăнни мĕн усси? Ĕçне ĕçлеймест, тухса та çÿреймест. Кунĕпе мана сыхласа ларать.

Упăшки: Ан ÿпкелеш, мăшăрăм. Вăл маншăн тăван атте вĕт, ăна епле пăхас мар? Пĕр-пĕрне ÿпкеличчен – атя, каяр хĕрсен улахне курма, чунсене йăпатма!


(Тухса каяççĕ. Сцена çине вăйă карти тухать, пĕр юрă юрлаççĕ: «Туслă çаран аркине те …». Арăмĕпе упăшки сăнаса тăраççĕ, хĕрсем вĕсене вăйă картине тăратаççĕ. Юрă вĕçленсе пынă май хĕрсем сцена çинчен каяççĕ, упăшки ушкăнпах каять, арăмĕ вăйă карти вĕçĕнчен татăлса юлать. Асар-писер кĕвĕ пуçланать, арăм тавра шуйттан çурисем сиккелеме-ташлама тапратаççĕ).


Шуйттансем: Хăтăл хунь аçунтан, хăтăл! Çырмана кайса яр, пуçне çи! Хăтăл хунь аçунтан, хăтăл! Çырмана кайса яр, пуçне çи!


(Арăм чакса-чакса пырать, шуйттансен ушкăнĕн варрине лекет, хăлхине аллисемпе хуплать. Ташă вĕçленсен шуйттансем арăма хăйсемпе пĕрле сĕтĕрсе каяççĕ).


Арăмĕ: Çук, çук-çук-çук!


(Сцена пушанса юлать)


Автор: Вăхăт иртрĕ, часах хĕл те ларчĕ.


(Сивĕ çил улани илтĕнет. Арăмĕпе упăшки сцена çине тухаççĕ).


Арăмĕ: Кашни кун санăн аçу валли шăл çемми апат-çимĕç хатĕрлетĕп. Ĕçлени çук, çиес тесен – сĕтел хушшшине пĕрремĕш вырнаçать. Мĕн усси унран? Тарăн вар тĕпне кайса яр эсĕ ăна! Пĕттĕр унта, çырма тĕпĕнчен тухаймасăр шăнса вилтĕр!


(Каллех асар-писер кĕвĕ, шуйттансем тухаççĕ, упăшки çумне пырса:

« Хăтăл ватă аçунтан! Хăтăл! Ним усси те çук унран!» – тесе ахăраççĕ, арăмĕ те вĕсемпе пĕрле ташлать. Упăшки пуçне хупласа чĕр куççи çине ларать. Шуйттансем куçран çухалаççĕ. Упăшки çумне ватă ашшĕпе пĕчĕк ывăлĕ тухса тăраççĕ. Каллех çил улать, шуйттансем сцена тăрăх каялла-малалла чупаççĕ. Çав хушăра упăшки ватă ашшĕне çунапа лартса каять, ывăлĕ тĕртсе пырать. Куçран çухалаççĕ, кайран пушаннă сцена çине упăшка тата ывăлĕ тухаççĕ).


Упăшки: (пусăрăнчăклăн) Аранах пулчĕ. Йывăр та мар иккен – çÿллĕ тăвайккинчен çуни-мĕнĕ тĕртсе анчах ятăм. Ну, ывăлăм, киле каяр.

Ывăлĕ: Тăхтасам, атте. Эпĕ çунашкана анса илем.

Упăшки: Ах, ачам, çав кивĕ çунашкапа мĕн тăватăн? Уншăн мĕн нушаланатăн? Эпĕ сана урăххи илсе парăп.

Ывăлĕ: (куççулĕ витĕр) Çĕннине илсе парăн-ха эсĕ. Киввине вара эпĕ лаççа пуçтарса хурăп. Ку çуна тинех ярăнма юрăхлă пулас çук. Вăл мана хам çитĕнсен, эсир анннепе иксĕр те ватăлсан пит кирлĕ пулĕ. Сире ун чух çав çуна çине лартатăп та тарăн вара килсе йăвантаратăп. Çуни хатĕрех тăтăр!

Упăшки: (кăшт тăхтасан) Эсĕ капла ăслă ача пуласса шутламан эпĕ... Кайрăмăр часрах, ывăлăм, аслаçу шăнса кайиччен ăна каялла хăпартар, киле илсе таврăнар.


(Ывăлĕ ашшĕне ыталаса илет. Вĕсем кĕрсе каяççĕ. Сцена çине арăмĕ тухать)


Арăмĕ: Çапла çав: ача ырра курсан – ырă пулать, усала курсан – усал пулать. Ватта сума сăвакан – хăй те ырлăх куракан. Ватта хурлăх тăвакан – хăй те хурлăх куракан.

Пирĕн ырă çынсем хушшинчех пурăнасчĕ, усал-тĕсел вăйне парăнас марччĕ.


(Пурте сцена çине тухаççĕ. «Аннене анне тееççĕ» юрă. Пурте пуç таяççĕ)





Подайте заявку сейчас на любой интересующий Вас курс переподготовки, чтобы получить диплом со скидкой 50% уже осенью 2017 года.


Выберите специальность, которую Вы хотите получить:

Обучение проходит дистанционно на сайте проекта "Инфоурок".
По итогам обучения слушателям выдаются печатные дипломы установленного образца.

ПЕРЕЙТИ В КАТАЛОГ КУРСОВ

Автор
Дата добавления 22.09.2016
Раздел Другое
Подраздел Другие методич. материалы
Просмотров253
Номер материала ДБ-208083
Получить свидетельство о публикации
Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх