Ятарлẫ сар операцинче хутшẫнакансенеи халалланẫ чаваш юриипе уява юрãç пуслать
Ертсе пыракансем тухассẽ
1 мẽш ертсе пыракан: Ырẫ кас пултẫр, хаклẫ тẫванẫмẫрсем, ачасем, хисеплẽрен те хисеплẽ ял-йыш! Паянхи ка эпир сирẽнпе Семье султалẫкẽпе сывпуллашса Тẫван çẽршыв хỹтẽлевçисен тата Сентерỹпе патриотизм çулталẫкне уçас терẽмẽр.
2 –мẽш ертỹсẽ: Раççей Федерацийěн президенчẽ Владимир Владимирович Путин указẽпе 2025 сула Тẫван çěршыв хỹтẽлевçисен çулталẫкẽ тесе çирẽнлетнẽ, Чẫваш Республикин пуслẫхẽ Олег Алексеевич Николаев 2025 çула Сẽнтерỹпе патриотизм çулталẫке тесе палẫртнẫ.
1 меш ертỹсẽ:Ҫак уявра эпир Тӑван ҫӗршыв историйӗн паттӑрла тапхӑрӗсене аса илепӗр, ветерансене чыслапӑр тата Раҫҫейӗн хальхи салтакӗсемпе офицерӗсене – хӑйсен пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва тата унӑн интересӗсемпе хӑрушсӑрлӑхне хӳтӗлес ӗҫе халаллакан мӗнпур ҫынна – тав тӑвапӑр.
2 мẽш ертỹсẽ;Çак сул вăл пирĕн Çĕршывра тата пĕтĕм тĕнчере мир пултãр тесе тăрăшакансен çулталẫке. Кунĕн-çĕрĕн салтаксемпе командирсем юратнă тăван çĕршывăмăрăн чиккисене тăшмансем тапăнасран сыхлаççĕ. Эпир вара лăпкă пурнăçпа киленсе вĕренетпĕр, ĕçлетпĕр. Çавăнпа та Раççейĕн хăюллă та патвар салтакĕсене ăшшăн саламлатпãр, хăйсен тивĕçĕсене тĕрĕс пурнăçласа пынишĕн савăнатпăр, вĕсемпе мухтанатпăр!
1 меш ертỹсẽ: Ирẽк парсамẫр паянхи уява пусламашкẫн.
Ачасем Рассей Федерацийẽн тата Чẫваш Республикин ялавẽсене йатса тухассẽ. Раççей тата ЧР гимнĕ янăрать
2-мẽш ертỹсẽ: Тẫван сершыв хỹтẽлевçисен тата Сẽнтерỹпе патриотизм çулталẫкне уçалнẫ тесе йышẫнатпẫр.
1-мẽш ертỹсẽ; Халẽ вара хаклẫ хẫнасене_________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________ сẫмах паратпẫр
Вăрçă умĕнхи вальс. «Синий платочек» юрă кĕввипе ташẫ ушẫнẽ тухать
Ташă пĕтиччен залра çутă сÿнет. Залра прожектор пайăркисем хĕреле-хĕреле çутатма тытăнаççĕ. Вăрçă шавĕ—самолетсем уласа вĕçни, тупăсем çурăлни илтĕнет. Майĕпен шăв-шав лăпланать.
Левитан сасси илтĕнет.
-Сцена çине икĕ енчен çар тумĕ тăхăннă ачасемпе учительсем тухса тăраççĕ.
-- «Священая война» юрă янăраса каять. 1 куплет тата хушса юрламалли
Вулакан: Тăрсам, тăван çĕршывăмăр,
Эс тух çапăçăва.
Сан çинелле ылханлă йăх-
Хура урта шăвать.
Вулакан: Хаярлăх пĕтĕм халăхăн
Вĕретĕр чашкăрса.
Пĕр çын пекех кар тухрăмăр
Сăваплă вут-вăрçа.
Юрẫ «Пẽчẽк сес кẫмака, вут сунать..»
Вулакан: Кĕтмен çĕртен кÿчĕ тăшман пире шар-
Тăван çĕр çинче хыпса илчĕ пушар.
Вырас тыр-пула çĕрпе çăрчĕç танксем,
Вĕри кĕл купи пулчĕç ял-хуласем.
Вулакан: Тăкатчĕç пиншер бомбăсем пĕлĕтрен.
Танксем урнă çил пек çÿретчĕç хир урлă.
Хитре хуласем арканатчĕç тĕпрен.-
Нумай пурнăçа витрĕ вилĕм те хурлăх.
Юрă « Журавли» юрри 1 куплет, юрẫ семмипе ачасем вулассẽ
Ачасем «Асатте аса илĕвĕ» сăвва ылмашăнса вулаççĕ.
Вулакан: .Аса илсен иртнисене
Куççуль тăкатчĕ асатте.
Вăл пулнă иртнĕ вăрçăра
Пулни-иртни тухмасть асран.
Вулакан: .Хăрушă Гитлер çарĕсем
Çунтарнă ял-хуласене.
Çук, хĕрхенмен пачах вĕсем
Ватăсене, ачасене.
Вулакан Мĕн чухлĕ вилнĕ салтаксем
Ылханлă вăрҫă хирĕнче
Ман асаттен юлташĕсем
Килеҫҫĕ халь тĕлĕксенче.
Вулакан: Мĕн чухлĕ тăлăх ачасем
Тек курайман ашшĕсене.
Куҫҫуль юхтарнă амăшсем.
Аса илсен ачисене
Вулакан: Урасăр килнĕ асатте
Ҫухатнă Курск пĕкки ҫинче
Юхать куҫҫулĕ куҫĕнчен
Ури сурать пĕҫ тĕпĕнчен.
Вулакан: Чыса эп ҫухатмарăм»,-тет
Чăтма ҫук йывăр пулсан та
Вут-ҫулăм витĕр талпăнса
Ҫапах таврăнтăм Чăваша.
Вулакан: Эп ылханатăп ҫак вăрҫа
Аркатрĕ мĕн чул пурнăҫа
Текех ан килтĕр ҫав тăшман
Эпир нихҫан та парăнман!
Вулакан: Вăрçă хирĕнче çĕр çуннă, чул шартлатса çурăлнă, тимĕр ирĕлсе шăраннă. Этемĕ мĕнле чăтнă-ши? Апла пулсан та вăрçăри салтакăн та телейлĕ сехет пулнă, вăл – çыру илнĕ сехет. Хăй те меллĕ самант тупăнсанах çийĕнчех хурав пама тăрăшнă, мĕншĕн тесен унран чăтăмсăррăн çыру кĕтнине ăнланнă вăл.
Вулакан: Çапăçу шăплансан вăхăт пур тăк лармашкăн
Пăшалне тасатма, тумтирне юсама
Кăранташ хуçăкне тытнă вăл аллине
Аякри телее асăнса йăпанма,
Кил-йышне хăй çинчен пĕлтерсе хут ямашкăн.
«Çĕрпÿртре» юрẫ, пурте юрдассẽ
1.Пĕчĕк çеç кăмака. Вут çунать.
Пуленке сăмали куççуль пек.
Çĕр пÿртре маншăн купăс юрлать
Сан куллу та куçу çинчен тек.
2.Сан çинчен пăшăлтатрĕ çтĕмсем
Шурă тумлă Мускав уйĕнче.
Манăн чĕрĕ сасса эс илтсем,
Тунсăхлать саншăн халь вăл пĕччен.
Вулакан: Салам, аннеçĕм, ак çыратăп
Сана саламлă çырăва.
Пĕлетĕп эпĕ, ăнланатăп:
Кĕтетĕн эсĕ халь мана.
Самантлăха фашист лăпланчĕ,
Те ырлăха, те хурлăха…
Йĕри-тавра тĕнче лăпланчĕ.
Ан йĕр, ан хуçăл эс, аннеçĕм,
Кунта, паллах, пит çăмăл мар.
Анчах пĕрре те хăрушă мар.
Пĕлетĕн вĕт, эп харсăр санăн,
Мана фашист та ним те мар.
Аттешĕн! Йăмăкшăн! Куккашăн!
Тăван çĕр-шывшăн !Тавăрар!
Вулакан: Çырусем…Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем. Вĕсем чылай кил-йышра халĕ те упранаççĕ.Вĕсене вăхăт саратнă, тĕксĕмлетнĕ, вараланă. Миçе хутчен асаннесем вĕсене кăкăрĕ çумне пăчăртаса йĕмен-ши?
Юрă.»Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем» пурте юрлассẽ
Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем...,
Вăрăм пулчĕç, йывăр пулчĕç çулĕсем.
Киле çитнĕ инçетрен,
Юнлă вăрçă хирĕнчен
Салтăк çырнă виç кĕтеслĕ çырусем.
Cалтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем —
Иртнĕ вăрçăн ĕмĕрхи хыпарçисем.
Савăнтарнă та пире,
Хурлантарнă та пире
Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем.
Столярова О.Н.Хаклă мăшăр, ман юратнă ачасем, —
Çырăвне çапла пуçлатчĕç аттесем. —
Аркатсассăн тăшмана
Кĕтсе илĕр ак мана,
Хаклă мăшăр, ман юратнă ачасем.
Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем...
Паян кун та упранаççĕ-ха вĕсем.
Çулăм витĕр тухнисем,
Куççульпе йĕпеннисем,
Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем...
Сăвă вулама сцена çине 3 вĕренекен тухать.
Вулакан: Упăшку
вăрçа тухса кайсассăн,
Юлтăн виçĕ ачапа тăрса.
Каçсерен сывлаттăн ассăн-ассăн,
Вăрттăн макăратăнчĕ выртса.
Вулакан: Камăн ашшĕ ,камăн ывăл-хĕрĕ-
Пурте тытрĕç çирĕппĕн пăшал.
Сар хĕрсем те тĕрлемерĕç тĕрĕ,
Хурлăхпа шăпланчĕ пĕтĕм ял.
Вулакан: Йывăр пулчĕ. Мĕн кăна тÿсмерĕн,
Пурпĕр çÿремерĕн çемçелсе.
Çěнтерÿшĕн ним те хĕрхенмерĕн,
Çěнтерсен йăлтах пулать тесе.
Вулакан: Ачусем те ÿсрĕç санăн ĕнтĕ,
Вĕренсе çын пулчĕç пĕчĕкрен.
Сакẫр вунẫ çул унтан иртсен те
Манẫсмассẽ сак хаяр кунсем
Вулакан: Ял варринче шап-шурă палăк…
Çын чарăнать унта çитсен.
Карта… Чечек… Пĕр пĕчĕк алăк ,
Чун пăлханать шала кĕрсен.
Юрã «Палãк»
Вулакан: Амẫш сес шав кẽтет,вẫл кẽтет ывẫлне
Паян кун та вẽри вẽри куссульпе сẫвẫнать
Хурлẫхпа, хуйхẫпа шурнẫ шурẫ сỹсне
Сил кẫна ачашлать ывẫлне вẫрẫнне
Юрẫ «Инсетре, инсетре…»
Инсетре, инсетре, ятсẫр сẫрт тẫрринче
Ятсẫр самрẫк салтак сывẫрать пẽр-пẽччен
Пẽчẽк палẫк юпа, нỹрẽ-нỹрẽ тẫпра
Уншẫн ẽмẽрлẽх кил пулчẽ сакẫ сẫртра
Амẫш çеç шав кẽтет,вẫл кẽтет ывẫлне
Паян кун та вẽри куççульпе çẫвẫнать
Хурлẫхпа, хуйхẫпа шурнẫ шурẫ çỹçне
Сил кẫна ачашлать ывẫлне вẫрẫнне
Фон, монолог «Сук, нихẫсан, ẽмẽрне те ẽненмẽп эп, ывẫлẫм»
Юрẫ «Инсетре, инсетре…»
Инсетре, инсетре, ятсẫр сẫрт тẫрринче
Ятсẫр самрẫк салтак сывẫрать пẽр-пẽччен
Пẽчẽк палẫк юпа, нỹрẽ-нỹрẽ тẫпра
Уншẫн ẽмẽрлẽх кил пулчẽ сакẫ сẫртра
Минута молчания
Вулакан: Чыс та мухтав Рассей салтакне
Хастар та сẫпай чẫваш ачине
Яту сан юлẽ ẽмẽр-ẽмẽре
Чыс та мухтав совет салтакне
Вулакан: Аслă Отечественнăй вăрçă вĕçленнĕренпе 80 çул сывхарса килет. 80 çуркунне уйăрса тăрать пире Çĕнтерÿ салючĕсем кĕрлесе иртнĕ кунран. Анчах никам та, нимĕн те манăçа тухман.
Вулакан: Майăн 9-мĕшĕ палăк пулнишĕн,
Халăха вăл хаваслăх кÿнишĕн,
Савнăç, ырлăх туллишĕн, телейшĕн,
Тав сана, Çĕнтерÿçĕ салтак!
Вулакан: Чĕрери, тÿпери сар хĕвелшĕн,
Ачасен чĕвĕл-чĕвĕл сассишĕн,
Амăшсем вĕсемпе йăпаннишĕн
Тав сана, Çĕнтерÿçĕ салтак!
Вулакан: Мирлĕ куншăн, ун лăпкă çутишĕн,
Пурнăçа вилĕмрен хăтарнишĕн,
Çĕршывра тẫшман вучẽ сỹннишẽн
Тав сана, Çĕнтерÿçĕ
салтак!
Юрẫ «День Победы» 1 куплетпа припев
Левитан «Об окончании войны»
Вулакан: Суркунне çут тĕнче çунат сартăр тесен,
Кайăксем савăнса юр юрлаччăр тесен, -
Мире сыхлăр пурте, тĕнчери тусăмсем.\
Вулакан: Алăри ачасем хавас ÿсчĕр тесен,
Амăшсем татăлса ан кулянччĕр тесен,
Кашни çын килĕнче пурнăç пултăр тесен,
Мире сыхлăр пурте, тĕнчери тусăмсем.
Вулакан: Уй-хирсем тыр-пулпа пуян пулччăр тесен,
Вăрмансем хунаса каш-кашлаччăр тесен,
Тинĕссем хумханса ĕмĕр выртчăр тесен, -
Мире сыхлăр пурте, тĕнчери тусăмсем!
Вулакан: Çĕн ялсем, хуласем чечекленччĕр тесен,
Çĕр çинчи халăхсем ырă курччăр тесен,
Сар хĕвел ялкăшса хĕлхем саптăр тесен, -
Мире сыхлăр пурте, тĕнчери тусăмсем!
ЕРТŸÇĔ : Эй, паттăрсем, тẫван сẽршывẫн хỹтẽлевсисем, ятарлă çар операцине хутшăнакансем, çар çыннисем! Ĕмĕр-ĕмĕр мухтав сире, вăрçă паттăрĕсем! Сирĕн ятăр, сирĕн ĕçĕр халăх асĕнчен, пирĕн асран нихẫсан та тухас çук. Тайма пуç сире çак тăнăç пурнăçшăн! Пирĕн, çамрăк ăрăвăн, шкул ачисен, ырă ĕçпе, ырă ăспа мирлĕ тÿпе айĕнче пĕр-пĕринпе килĕштерсе, савăнса кăна пурăнмалла пултар. Тавах сире, пирẽн хỹтẽлесẽсем!
3-мĕш класра веренекен вулать.
Ачасен куллипе чечеклентĕр тĕнче
Савăнса, йăл кулса вĕсем тăччăр ирпе
Кирлĕ мар пире вăрçă нихçан та текех
Çĕр çинче пултăр мир яланах, ĕмĕрех!
2-мĕш вĕренекен.
Тăр тÿпере хĕвел çутаттăр,
Çутаттăр ырă чĕрене.
Çынна тек вăрçă ан хăраттăр,
Тек вут ан хыптăр тĕнчене.
Пурте.
Пултăр мир ĕмĕрех
Çĕр планета çинче.
Песня «Отмените войну»
Стих «Мы с мамой говорили о войне»
Экран синче СВО операцинче хутшанакансене тав сẫмахẽ калани.
Настоящий материал опубликован пользователем Васильева Марина Вячеславовна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт
Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.
Удалить материалУчитель
Файл будет скачан в форматах:
Материал разработан автором:
Учитель
Настоящая методическая разработка опубликована пользователем Крылова Ирина Николаевна. Инфоурок является информационным посредником
Рабочий лист "Интеллектуальная игра по родному (чувашскому) языку и литературному чтению на родном (чувашском) языке" предназначена для учеников начальной школы. Его можно применить на уроках литературного чтения, во время внеурочных занятий, при проведении интеллектуальных состязаний и конкурсов. Представлены задания, которые помогут поддержать интерес к чтению на чувашском языке.
Курс профессиональной переподготовки
Курс повышения квалификации
Курс повышения квалификации
36 ч. — 144 ч.
Курс повышения квалификации
Еще материалы по этой теме
Смотреть
Рабочие листы
к вашим урокам
Скачать
7 239 448 материалов в базе
Вам будут доступны для скачивания все 217 702 материалы из нашего маркетплейса.
Мини-курс
3 ч.
Мини-курс
3 ч.
Мини-курс
4 ч.
Оставьте свой комментарий
Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.