Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / Начальные классы / Другие методич. материалы / Сценарий к празднику мам

Сценарий к празднику мам


  • Начальные классы

Поделитесь материалом с коллегами:

Аннесен уявĕ.


1.Савӑнса кĕтсе илетпĕр

Аннесен уяв кунне

Пирĕнтен илсемĕр тетпĕр

Парнине те саламне.


2. Аттем-аннем, сире телей сунатӑп!

Ҫуратнӑшӑн, ÿстернĕшĕн тавах!

Аттем–аннем,эсир ман ик ҫунатӑм…

Ялан асра тӑван кил-шур йӑва.


3.Ҫут ҫӑлтӑр витĕр курӑнаҫҫĕ

Эпир ҫÿрес ҫулсем-йĕрсем.

Пире ун варринче усраҫҫĕ

Асран кайми аннемĕрсем.


4. Почтальонка ман анне.

Час çитет вӑл килсене,

Хаҫат-журнал валеҫет,

Ҫынсене ыр кун сӗнет.


5. Тӑван аннене суйламаҫҫĕ,

Суйлас пулсан та ӑна,

Эп илĕттĕмччĕ суйласа,

Тӑван аннеҫĕм , сана!

6. Чун тӑвӑнса кÿтсе ҫитсессĕн

Эп васкатӑп, анне, сан патна.

Ҫут тĕнчере эсĕ маншӑн чи хакли,

Хӑват парса тӑратӑн мана.



7. « Анне! Ҫак ят чи ҫывӑх,

Чи чаплӑ ҫĕр ҫинче.
пурӑнать вӑл ĕмĕр сывӑ

Кашни ҫын чĕринче».





8. Атте- анне юратнӑ пек

Пире никам та юратман.

Атте анне юратнипе

Эпир ниҫта та хур курман.



9. Ун пек хисеплĕ, ырӑ ят

Пулман та пулĕ тĕнчере.

Вӑл маншӑн тӑванран тӑван,

Ялан вӑл манӑн чĕрере!



Чи хакли кам тĕнчере?

Вӑл- анне!

Вӑл упранĕ чĕрере….

Ĕмĕре!




10. Тусӑмсем! Ак мĕн калатӑп:

Аннĕре ан манӑр нихӑҫан.

Юратма та упрама ыйтатӑп

Пурнӑҫ лайӑх аннесем пулсан!




11. Атте те пур ман ,йӑмӑк та аппа та,

Телейлĕ эп тӑвансем пур чух.

Пурне те пĕчĕк чĕремре усратӑп

Санран хакли ,аннем, никам та ҫук.


12. Анне алли ĕҫчен те ырӑ,

Ачаш та ,ӑшӑ та ҫемҫе.

Анне алли ÿстернĕ тырӑ,

Пире вĕрентнĕ пур ĕҫе.


13. Юрататӑп анне куллине

Ăшшӑн – ӑшшӑн куҫран пӑхнине.

Ыр сӑмах пил парса суннине,

Тĕнчере чи хитри –ман анне.


Анне –ҫутӑ тĕнче!

Анне - пирĕн телей!


14. Аннеҫӗм, юратнӑ анне!

Пуринчен те эсӗ хитре.

Сан пекки тӗнчипе те пӗрре

Манас ҫук эп сана ӗмӗрне.


15. Аннене эп юрататӑп.

Ӑна питӗ хисеплетӗп.

Уявпа та саламлатӑп,

хитре чечек парнелетӗп.


16 . Эх, аннеҫӗм , пӗртен-пӗр анне-

Эс пире ҫуратан, ӳстерен,

Ӑшӑтатӑн чуна-чӗрене,-

Ҫук санран ҫывӑх ҫын тӗнчере.


17. Анне кулать-

Ҫурт ҫуталать.

Анне йӗрет-

Тӗнче хӳхлет.


18. Ман анне чи хитри,

Чи илемли, чиперри-

Ырӑ вӑл, сӑпайлӑ,

Ялан пирӗн майлӑ.


19. Кам-ха пире лӑпкаса

Ҫывӑрттарать юратса.

Инкексенче пулӑшать,

Хурлӑхра савӑнтарать.


20 . Анне пулсан-тӗнче хитре.

Анне пулсан- хаваслӑ кун.

Анне пулсан –телей питре,

Юрлать пӗр вӗҫӗм ҫамрӑк чун.


21. Анне кулли – хӗвел ҫути,

Анне кулли– чи илемли.

Мӗнле пулсан та, нихӑҫан

Вӑл тухмӗ пирӗн асӑмран.



Автор
Дата добавления 15.10.2016
Раздел Начальные классы
Подраздел Другие методич. материалы
Просмотров69
Номер материала ДБ-263821
Получить свидетельство о публикации


Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх