1351507
столько раз учителя, ученики и родители
посетили официальный сайт проекта «Инфоурок»
за прошедшие 24 часа
Добавить материал и получить бесплатное
свидетельство о публикации
в СМИ №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок Классному руководителю Другие методич. материалыСценарий на тему экологии для кружка по чувашскому языку и литературе в нчальных и средних классах

Сценарий на тему экологии для кружка по чувашскому языку и литературе в нчальных и средних классах

библиотека
материалов

Çут çанталăка пулăшар

сценка


Вылякансем: Чиперук

Вĕлле хурчĕ

Пулă

Хăва

Хĕвелпи


(Сцена çине Чиперук тухать. Çулпа юрласа, сиккелесе пырать.)


Чиперук: Телей, телей тееççĕ

Телей мĕнне пĕлмеççĕ.

Кам каласа парать-ши:

Телей ăçта пурнать-ши?

(Чарăнса тăрать)Ау-у-у! Эхе-хей! Те-лей! Эсĕ ăçта?!

Хирĕç сасă илтĕнет. Вĕлле хурчĕ иккен.


Вĕлле хурчĕ: Кунта, кунта эпĕ пур-ха. Вăт телей!

Чиперук: Хă! Телей? Телей терĕн-и эсĕ?


Вĕлле хурчĕ: Çапла. Вилетĕп пуль тенĕччĕ. Тавах сана, Чиперук. Эсĕ ман тĕле килсе тухрăн.


Чиперук: (тĕлĕнсе) Вĕлле хурчĕЫлтăн хурт, мĕн пулнă сана? Чăннипех те халран кайнă-çке эсĕ!


Вĕлле хурчĕ: Темĕнле сарă çумăр айне пултăм – витĕрех йĕпентĕм. Киле вĕçсе çитейместĕп: пуçăм çаврăнать, кăмăл пăтранать. Хими çумăрĕ пĕтерет ĕнтĕ пире.


Чиперук: Хими çумăрĕ? Мĕнле çумăр вăл?


Вĕлле хурчĕ: Авă, шыв кÿленчĕкĕсем çине çаврăнса пăх-ха. Мĕн чухлĕ наркăмăш! У-ух!


Чиперук: Атя, сана килне çитме хам пулăшам. Лар çакăнта, ман аллăм çине.


Вĕлле хурчĕ: Пулăш тархасшăн. (Малалла каяççĕ.)


Чиперук: (юрлать)

Телей, телей тееççĕ,

Телей мĕнне пĕлмеççĕ.

Кам каласа парать-ши:

Телей ăçта пурнать-ши?


(Сасă илтĕнет. Такам нăйкăшать.)


Пулă: Пу-лă-шăр! Пу-лă-шăр!


Чиперук: Татах такам пулăшу ыйтать-и? Ау-у-у! Кам унта?!


Пулă: (аран сывласа ) Вилетĕп! Пулăшăр!


Чиперук: Мĕн пулчĕ, Пулă тусăм?


Пулă: Мĕнле телей! Юрать-ха эсĕ тĕлех пултăн.

Ман шыва такам бензин ярса пăтратнă. Ман вара аллерги пуçланчĕ, сывлаймастăп та акă.


Чиперук: Апла сана та пулăшу кирлĕ? Атя эпĕ сана тăрă шыва леçетĕп.


Пулă: Леçсе яр, тахасшăн.


Чиперук пулла ăсатса ярать. Малалла утать.


Чиперук: (татах юрлать)

Телей, телей тееççĕ,

Телей мĕнне пĕлмеççĕ.

Кам каласа парать-ши:

Телей ăçта пурнать-ши?


Татах такам ахлатни илтĕнет.


Хăва: Ах-х-х! Ах-х-х! Вилетĕп, ах-х! Типсе вилетĕп.


Чиперук: Эй, тĕнче! Мĕнле кун паян? Пурте пулăшу ыйтаççĕ. Кам эсĕ? Ăçта эсĕ? (йĕри-тавралла сăнаса пăхать).


Хăва: Телейĕм пурах иккен манăн! Юрать-ха, эсĕ кунта килсе тухрăн, Чиперук. Атту шывсăр типсе вилеттĕм. Эпĕ— Кăтра Хăва. Кÿлĕ хĕрринче миçе çул саркаланса пурăнтăм.


Чиперук: Халĕ вара мĕн пулчĕ?


Хăва: Кÿлĕ юшкăнпа тулса-тулса пычĕ те типсех ларчĕ. Ах-х!


Чиперук: Ман сана питĕ пулăшас килет, паллах. Вĕлле хуртне пулăшрăм, пулла та пулăшрăм. Сана та пулăшасчĕ-çке, анчах мĕнле пулăшмаллине пĕлместĕп.


Хĕвелпи ярăнса тухать.


Хĕвелпи: Аван-и, ырă тусăмсем! Туятăп эпĕ, сире пулăшу кирлĕ.


Чиперук: (сиккелесе) Акă вăл телей! Хĕвелпи, пулăшсам, тархасшăн. Тем пекех тав тăвăттăмăр сана.


Хĕвелпи: Эпĕ çут тĕнче тытатăп. Пурне те пĕр пекех саватăп, ăшăтатăп. Çÿлтен мана пурте курăнать. Кам айăплă? Çынсем айăплă. Çынсем тавралăха варалаççĕ, юрăхсăра кăлараççĕ, мĕн тери ырлăха хисеплеме пĕлмеççĕ. Çут çанталăк кахалсене, тирпейсĕрсене юратмасть.


Чиперук: Тавах сана, Хĕвелпи. Халех каятăп та çынсене калатăп.


Хĕвелпи: Тĕрĕс, хĕрĕм. Кала çав, кала.


Чиперук: Акă, телей! Эпĕ пуриншĕн те усăллă ĕç тăватăп.

Ачасем, айтăр, пурте пĕрле çут çанталăка пулăшар! Хамăр пурнăçа упрар!

Курс профессиональной переподготовки
Тьютор
Найдите материал к любому уроку,
указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:
также Вы можете выбрать тип материала:
Краткое описание документа:

Данный материал призван расширять творческий потенциал ребёнка, сформировать нравственно-эстетические чувства, т.к. именно в начальной школе закладывается фундамент творческой личности. Можно использовать в начальных и средних классах, на детей 7-11 лет.

Увлечь учащихся добром, желанием делиться своими мыслями,умением слышать других, развиваться, творя и играя — атрибут театрального искусства, и вместе с тем при наличии игры дети и педагоги взаимодействуют, получая максимально положительный результат.

Вам будут интересны эти курсы:

Курс повышения квалификации «Психолого-педагогическая компетентность педагога»
Курс повышения квалификации «Роль педагога в реализации концепции патриотического воспитания школьников в образовательном процессе в свете ФГОС»
Курс повышения квалификации «Воспитание и социализация учащихся в условиях реализации ФГОС»
Курс повышения квалификации «Сопровождение детского отдыха: от вожатого до руководителя детского лагеря»
Курс повышения квалификации «Средства педагогического оценивания и мониторинга в работе учителя в условиях реализации ФГОС»
Курс повышения квалификации «Тайм-менеджмент - персональная эффективность преподавателя»
Курс повышения квалификации «Мотивация учебной деятельности в условиях реализации ФГОС»
Курс профессиональной переподготовки «Тьюторское сопровождение обучающихся в системе инклюзивного образования»
Курс повышения квалификации «Современный переговорный процесс в практике образовательной организации»
Курс повышения квалификации «Психолого-педагогическая диагностика в современном образовательном процессе»
Курс повышения квалификации «Основы педагогического дизайна»
Курс повышения квалификации «Целеполагание как основа современного образования в условиях реализации ФГОС»
Курс повышения квалификации «Организация и проведение культурно-досуговых мероприятий в соответствии с ФГОС НОО»
Курс повышения квалификации «Применение современных педагогических технологий в образовательном процессе в условиях реализации ФГОС»
Оставьте свой комментарий
Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.