Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Свидетельство о публикации

Автоматическая выдача свидетельства о публикации в официальном СМИ сразу после добавления материала на сайт - Бесплатно

Добавить свой материал

За каждый опубликованный материал Вы получите бесплатное свидетельство о публикации от проекта «Инфоурок»

(Свидетельство о регистрации СМИ: Эл №ФС77-60625 от 20.01.2015)

Инфоурок / Начальные классы / Другие методич. материалы / Сценарий праздника " Масленица"
ВНИМАНИЮ ВСЕХ УЧИТЕЛЕЙ: согласно Федеральному закону № 313-ФЗ все педагоги должны пройти обучение навыкам оказания первой помощи.

Дистанционный курс "Оказание первой помощи детям и взрослым" от проекта "Инфоурок" даёт Вам возможность привести свои знания в соответствие с требованиями закона и получить удостоверение о повышении квалификации установленного образца (180 часов). Начало обучения новой группы: 28 июня.

Подать заявку на курс
  • Начальные классы

Сценарий праздника " Масленица"

библиотека
материалов

Эй, Çăварни….

Тĕллевĕ:.Çăварние ирттерес йĕркене кăтартасси, юррипе, вăййисемпе паллаштарасси.

Ертсе пыракан: Ырă кун пултăр ачасем, хăнасем! Паян эпир Çăварни уявне пуçтарăнтăмăр. Ырă – йăла йĕркене манас мар. Тахçан авалтан пирĕн асатте – асаннесем çак уява питĕ савăнăçлăн уявланă. Хĕлпе çуркунне тавлашнă вăхăтра чăвашсем çак уява ирттернĕ.

«Çăварни» - «çу эрни», хĕле ăсатни, çуркуннене кĕтни.

Хĕле чыслăн ăсатмасан вăл çуркуннене кĕтсе илме чăрмантарасса авалхи чăвашсем çирĕп ĕненнĕ. Çавăнпа та çăварние питĕ савăнăçлăн ирттерме тăрăшнă. Ĕлĕк çак уяв икĕ эрнене тăсăлнă: аслă çăварни, кĕçĕн çăварни. Христос тĕнĕ сарăлнă май ăна вырăссемпе пĕр вăхăтра ирттерме пуçланă, чăвашсем те эрне хушши çеç уявлама тытăннă. Çăварни вăл - çу эрни. Вăл çак эрнере çуллă икерчĕ, тутлă апат – çимĕç çимеллине те пĕлтерет. Çуллă икерчĕ вара хĕвел майлă, çавăн пекех çаврака, тĕсĕ те унăн хĕвелпе пĕр пек.

Халăх уява малтан хатĕрленме тытăннă. Хĕрсем çĕнĕ кĕпе çĕленĕ, тутăрĕсемпе саппунĕсене тĕрлесе илемлетнĕ. Каччăсем катаччи чупма лашисене сĕлĕ çитернĕ, çунисене юсанă, сăрланă. Аслисенчен ачасем те юлман: тăвайккине шыв сапса якатнă, çунашкисене майланă, пăрала ăсталанă.

1 – мĕш ача:

Уява ача – пăча пуçланă. Кашниех чи малтан тăрса тăвайккинчен пĕрремĕш ярăнса анма тăрăшнă.Çак ачана мухтаса «шыв çулĕ уçакан» тенĕ, ăна хĕвел çаврăнăшпа, мăйăрпа хăналанă. Тăвайккинчен камăн çунашки инçетрех ярăнса анать, çавсен тырă ăнса пулать тенĕ. Чăвашсем мĕн авалтан кантăр нумай ÿстернĕ, мĕншĕн тесен кантăр вăрринчен çу тунă, тунинчен арласа тумтир çĕленĕ.

( Тăвайккинчен ачасем такмакласа çунапа ярăнса анаççĕ, такмакласа юрлаççĕ)

1 – мĕш ярăнса анакан такмаклать:

- Кантăр вăрăм пултăр, çерçи ури хуçăлтăр.

Çерçи ури хуçăлтăр, кантăр пуçне ан сăхтăр.

2 – мĕш ярăнса анакан:

- Киле кайма кун çути, катăк çатма икерчи.

Ертсе пыракан:

Каçхине тăвайккине кинемейсемпе стариксем пухăннă. Вĕсене «çăварни старикĕ», «çăварни карчăкĕ» тенĕ. Вĕсем те тăвайккинчен ярăнса аннă (Пуçтарăннă ватăсем ярăнаççĕ)

2 – мĕш ача:

Тепĕр кунне катаччи чупнă. Катаччине лашасене илемлетсе, шăнкăрав çакса, хĕвеле май çаврăннă. Пĕр – пĕрин патне хăнана çуренĕ. (Тĕрленĕ ал шăллипе, кавирпе илемлетнĕ лашасем килеççĕ. Вĕсем çинче ачасем юрласа килеççĕ.)

Катачи çуни çапла ай, пулать – и, катачи çуни çапла пулать – и? Пар ут кÿлмесĕрех шăвать – и? Катачи хăни çапла ай, пулать – и, катачи хăни çапла пулать – и? Пĕр юрламасăрах каять – и?

Юр шурă та çиме ай, юрамасть, юр шурă та çиме юрамасть .

Тăван хамрăн пăрахма юрамасть. Çунатлă тăрантас, йăс кустăрма

Хăш айккинчен сиксе ай, ларам - ши ?

Çак тăвансем патне ай килсессĕн, Хăш юррăма пуçласа ай юрлам – ши?

Ертсе пыракан:

Уяв вăйă – кулăсăр пулмасть, айтăр пурте вăйă картине тăрар!

Малалла тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ.

  1. Çунашкасемпе туртса чупасси. Ку вăйăра икĕ мăшăр хутшăнать . ( çунашка çине хĕр ача ларать. Арçын ача çунашкана туртса чупать. Кам маларах палăртнă вырăна çитет, çав çĕнтерет.)

  2. Тавайккинчен кам инçете ярăнса анать.

  3. Çунашкасем çине выртса каясси.( çак конкурсра икĕ арçын ача, е икĕ хĕр ача тупăшаççĕ). Ăмăртакансем çуна çине выртаççĕ, аллисемпе çĕре перĕнсе çунана малалла куçараççĕ. Панă вăхăтра камăн çуни ытларах шăвать, çав çĕнтерет.

  4. Канат туртни. (Çак конкурсра вара икĕ ушкăн ача хутшăнать.) Ачасен ушкăнĕсем каната икĕ вĕçĕнчен тытса туртаççĕ, паллă тунă йĕртен пĕр – пĕр ушкăн туртса каçарсан, çав ушкăн çĕнтеруçĕ ятне илет.


Ачасем чир – чĕре хăваласа хулăпа çапса çÿреççĕ :

-Чир – чĕр кайтăр! -теççĕ.

Унтан хĕр ачасем икерчĕ çитереççĕ. Вĕсем çапла калаççĕ: -Çăварни ан айăпла пире. Çак икерчĕпе çырлах. Пÿлме тулли тыр – пул пар!

Çыран хĕрне пуçтарăнаççĕ. Улăмран ăсталанă «çăварни карчăкне» чĕртсе яраççĕ. Çунакан кăвайт çине çуллă икерчĕ пăрахаççĕ. Ун йĕри – тавра виçĕ хутчен çаврăнаççĕ.

Пурте: Çăварни карчăкĕ! Чипер кай! Чир – чĕре ялтан илсе кай!

Çакăн хыççăн пĕр – пĕринчен каçару ыйтаççĕ, ыталаса чуп тăваççĕ.

Краснова Галина Петровна вĕрентекен

Комсомольски районĕ

Нĕркеç вăтам шкулĕ



Подайте заявку сейчас на любой интересующий Вас курс переподготовки, чтобы получить диплом со скидкой 50% уже осенью 2017 года.


Выберите специальность, которую Вы хотите получить:

Обучение проходит дистанционно на сайте проекта "Инфоурок".
По итогам обучения слушателям выдаются печатные дипломы установленного образца.

ПЕРЕЙТИ В КАТАЛОГ КУРСОВ

Автор
Дата добавления 31.01.2016
Раздел Начальные классы
Подраздел Другие методич. материалы
Просмотров174
Номер материала ДВ-397101
Получить свидетельство о публикации
Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх